Cv/Кăтартмăш:Туймăрса сăввисем
Appearance
Кайăп ĕнтĕ
- Кайăп ĕнтĕ
- Кайăп ĕнтĕ,
- Кайăп ĕнтĕ ялăртан
- Саркайăкăн чĕппи пулса,
- Шыв та ĕçмĕп çырмăртан.
Киле каяссăм килет
- Кайăк тытассăм килет,
- Тĕкне татассăм килет.
- Ял аван мар,
- Шыв тутлă мар,
- Киле каяссăм килет.
Чĕлхе çинчи сăмахсем
- Ăсатăр, тăвансем,
- Эсир ăсатăр
- Хамăр çĕртен-шывран,
- Ай, тухиччен.
- Хамăр та çĕршывран
- Тухнă çĕрте
- Шăнкăртатса выртать
- Ай, юханшыв.
- Шăнкăртатса выртать,
- Ай, сулхăн шыв,
- Выртса ĕçрĕм, аннеçĕм,
- Эп куркасăр.
- Ăшăм та каннине
- Пĕлнĕ пулсан,
- Татах та ĕçес-мĕн
- Сулхăн шывне.
- Пуçăм çухаласса
- Пĕлнĕ пулсан,
- Татах калаçас-мĕн
- Тăвансемпе.
- Татах калаçас-мĕн
- Тăвансемпе
- Чĕлхе çинчи сăмахсем
- Ай, пĕтиччен.
- Чĕлхи çинчи сăмахсем
- Ай, пĕтиччен,
- Пуçра пур хуйхă та,
- Ай, сӳниччен.
Чăваш чĕлхи
- Пулăттăм эпĕ çап-çутă хĕвел
- Халăх чунне.
- Тертлĕ чунне ăшăтма.
- Пулăттăм эпĕ турă пек вăйлă
- Хам чĕлхене,
- Тăван чĕлхене упрама.
- Шăпчăк юрри-
- Саркайăк юрри-
- Юратнă чĕлхе,
- Шăнкăр-шăнкăр шыв пек,
- Ăшă çил сасси пек-
- Аннеçĕм чĕлхи,
- Чăвашăн чĕлхи.
Ютри кĕтес — амаçури
- Ăшă вырăн шыраса, çĕтĕлтертĕм кĕрĕке,
- Ырă пурнăç шыраса, килсе лекрĕм Тĕрĕке.
- Эх, юлташăм, юлташăм, атя кунтан тарар,
- Тăванах та çĕршыва, атя-ха таврăнар.
- Эпир каяс çул çинче чĕрĕ тамăк пур,
- Чĕрĕ тамăк леш енче Хура тинĕс пур
- Хура тинĕс леш енче — ешĕл çеçенхирсем,
- Çеçенхирсем варринче тăван ялăм пур,
- Тăван ялăм варринче — тăван килем пур,
- Тăван килте савнă аннем пурăнать,
- Хăй ачине тăван киле йыхăрать.
- Чĕкеç кайăк пулса унта вĕçĕттĕм,
- Тăван анне патне часрах çитĕттĕм.
- Ах, аннеçĕм, анне, тертĕм ытла пысăк,
- Ютри кĕтес — амаçури, тĕнче ытла пăсăк...
Туймăрсан юлашки юрри
- Кăвак кăвакарчăн ман пулас,
- Карлăк çине ларса юр юрлас,
- Тертпе асап çинчи тăвансене
- Ыр сăмахпа кăштах пулăшас.
- Кăвак кăвакарчăн пулайсан,
- Çунат сулса вĕçме пултарсан,
- Вĕçĕттĕмччĕ тăван çĕршыва -
- Атте-анне панă çĕршыва.
- Кунта, ютра, тусем хитре мар,
- Кунта, ютра, çырми таса мар.
- Пĕлĕчĕ те ялан хуп-хура,
- Хуйхă-терчĕ пĕрмай хам çумра.
- Ютра эпир телей тупас çук,
- Ютра эиир канăç тупас çук.
(Юхма Мишши, Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996. кĕнекерен илнĕ.)