Cv/Кăтартмăш:Сеххиме Юрă.djvu
Appearance
- Саркайăк юрлать аслă улăхра
- Хăйĕн чĕпписем вĕçнĕ вăхăтра.
- Ман ăшăм çунать, чĕрем хурланать,
- Шур хурăн çумне пуçăм усăнать.
- Саврăм эп, Шамиль, сана ĕмĕре,
- Çак усал тĕнче уйăрче пире.
- Мулли те юнать, пупĕ те ятлать...
- Атте-анне те пире ылханать.
- "Намăс катартрăн, Турра эс мантăн,
- Тутар ачипе мĕншĕн çыхлантăн?!"
- Сана та иккĕн çĕрпӳртре тытса
- Усал тетӳсем лартнă та хупса...
- ...Тек илтеймĕп эп санăн юрруна,
- Тек кураймăп эп санăн куллуна.
- Ман яштай пĕвĕм кĕрĕ çĕр айне,
- Ман мĕскĕн ятăм килĕ ял çине,
- Ман тăпрам çине чечексем шăтĕç,
- Сарă кайăксем хурланса юрлĕç.