Cv/Кăтартмăш:Илапай сăввисем
Appearance
Илапайăн юрри
- Эпир Астампула кайиччен
- Акмасăрах тырă пулать тетчĕç,
- Вырмасăрах кĕлте тулать тетчĕç.
- Эпир Астампула кайсассăн
- Аксассăн та тырă пулмарĕ.
- Эпир Астампула кайиччен
- Шыв вырăнне юхать сĕт терĕç.
- Çиес çăкăр хуплу пулать терĕç.
- Сĕчĕ çеç мар, шывĕ те пулмарĕ,
- Хуплу çеç мар, çăкăрĕ те пулмарĕ.
(Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996, ISBN 5-7670-0869 X кĕнекерен илнĕ.)