Cv/Кăтартмăш:Çеçпĕл Мишши сăввисем
Appearance
Чăваш ачине
- Пĕлтер мана, тăван çĕршывăм:
- Хăçан кăтартăн халăхна
- Ху чĕлхӳне хăват кĕртмешкĕн
- Тĕнчене килнĕ ывăлна?
- Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
- Чăваш ачи, сассуна пар!
- Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
- Килсем! Килсем!
- Эс пур, - çук мар.
- Часрах килсе хăватлăх кĕртчĕ
- Чăвашăн капăр чĕлхине.
- Çунтартăр çулăмлă, кăварлă
- Чĕлхӳ çынсен чĕрисене.
- Ĕмĕрлĕхе яту сан юлĕ.
- Шупашкартан Кавал таран,
- Çĕрпӳ, Чикме, Етĕрне урлă
- Юрру сассийĕ кайĕ сан.
- Чăваш чĕлхи ăсти! Кăварлă
- Чĕрӳ сан сисĕ чĕннине.
- Шанатăп. Ĕмĕте усратăп:
- Эс килĕн. Килĕн тĕнчене!
1920 çулхи чӳкуйăхĕ, Шупашкар.
Эп вилсен...
- Эп вилсен — мана пытарăр
- Çӳллĕ ту çине.
- Йăмрасем лартса хăварăр
- Ман тăпра çине.
- Ман çирен пĕтĕм çĕршывăм
- Курăнтăр вара,
- Тăпрам çинчен курма пултăр
- Ват Шупашкара...
- ...Чăвашра çĕн(ĕнрен) сăвăç
- Çуралмассерен
- Ман тăпра çине саркайăк
- Пытăр ир çинчен.
- Йăмрасем çине ларайтăр
- Хĕвел ăшшине
- Янра юрăпа мухтатăр
- Чăваш чĕлхине
- Тăван çĕршыв çырулăхĕн
- Илемĕ çинчен,
- Çамрăксем тăван чĕлхешĕн
- Тăрăшни çинчен
- Саркайăк юрласа патăр
- Йăмра тăрринчен...
- Çĕршывăма тăван халăх
- Хавасламасан,
- Чун савнă чăваш чĕлхийĕ
- Пĕтмелле пулсан, —
- Усал курăк та ан шăттăр
- Ман тăпра çине:
- Çĕр çурăлтăр та çĕр çăттăр
- Вил шăммăмсене.