Jump to content

Cv/Ватă вăрман шухăшĕ (Константин Иванов)

From Wikisource

Асап килсен, хĕн килсен,
Шухăшласа ларатăп:
Çамрăк вăхăт, ыр вăхăт,
Аçта эсĕ çухалтăн?
Çамрăк кунсем, ыр кунсем
Иртсе кайрĕç тĕлĕк пек.
Асап, хĕн-хур халĕ пур,
Килчĕç хура пĕлĕт пек.