Jump to content

Ялти пурăнăç

From Wikisource
Ялти пурăнăç (1907)
by Акимов Михаил Фёдорович
337662Ялти пурăнăç1907Акимов Михаил Фёдорович

(Чăн пулнă ĕç)

Пĕчĕкçĕ начар пÿрт. Çĕмĕрĕк чÿрече куçĕсене çĕтĕк сăхман чиксе хунă. Çанталăк ирсĕр, кайранхи кĕркунне. Юпăнса çăвать. Пÿртре:

Хветĕр, 60 çулхи старик.

Унăн арăмĕ Пăлаки, 45 çулта.

Хветĕр ачи Юманка, 12 çулта.

Сĕтел çинче пер пăлуштух эрех ларать. Пăлаки сăмавар лартма хатĕрленет.

Хветĕр (эрех черккине тултарса калать). Ухунька, эс çав ĕçе туса пар ĕнтĕ пире. Илейместĕп вĕт укçана. Пĕр çул хурал тăтăм, пĕр пус алла кĕмест. Ху пĕлетĕн, асапсăр пулнă ĕç мар.

Пăлаки. Ăна халĕ те шухăшласа пĕлмелле. Çавăнта çулталăк хушшинче çумăрĕ те пулнă-тăр, тăманĕ те пулнă-тăр, чăлхи-çăпати те, тум-тирĕ те пĕтнĕ пулĕ; тĕкĕннĕ енне, тен, халăхĕ те мăшкăлать-и ĕнтĕ? Укçа тÿлетпĕр тесе мăшкăлласа лашине сутса ячĕç. Хурала килĕшнĕ чух вĕт 30 тенкĕ укçа, тата лаша та хамăра юлмалла килĕшнĕччĕ! Шалçи тултăрах ку Тимĕр Петĕрин. Вăл ĕмĕрех сутник пулса ларăп тет пулĕ…

Хветĕр. Е, Пăлаки. ытлах калаçмасан та юрĕ. Ак Ухунька тăрăшсан, илĕпĕр-ха. Ан пăрах ĕнтĕ эсĕ те, Ухунька. Хур турĕç вĕт кăçал мана çан укçапа. Тавсие, Ухунька! (Эрех ĕçет).

Ухунька (староста). Тĕрĕсне калан, Хветĕр тете. Калаçнинчен, вăрçнинчен нимĕн те тухас çук. Ыррăн кăна, хамăр кăна калаçса ĕçсе çиер те, вара малалла мĕн пулмаллине курăпăр. Алла алă çăвать, алă пите çăвать, теççĕ. Тĕрĕс вĕт, йинке? (Эрех ĕçеççĕ).

(Пăлаки сĕтел çине сăмавар лартать, чей куркисем хатĕрлет. «Тĕрĕс çав», – тет. Тĕпелте Юманка кĕнеке вуласа, ыран валли урок хатĕрлет. Вăл пăхмасăр калама вĕренет: «Иосифа тăванĕсем Египета сутсан… Иосифа тăванĕсем Египет хуçине сутсан… сутсан…»)

Ухунька. Ку сирĕн çыруçă пуласшăн-и-мен?

Хветĕр. Çапла тетпĕр те-ха, мĕн пулĕ. Вĕренсе кăшт ăн илей-и?

Пăлаки. Шуйттан ĕни, каллех тухса кайрĕ. (Çиленсе кăшкăрать.) —Юманка! Мĕн ларан тата эс? Кахал сысна, курмастăн-и-мĕн ĕне тухса кайнине? Кунĕн-çĕрĕн кĕнекÿ çинче лараймăн! Кус часрах! (Кутĕнчен тапма тытăнать. Юманка чупса тухса каять).

Хветĕр. Ериперех пулсан та юрĕ-çке. Пĕртен-пĕр ачама та апла тăватăн.

Пăлаки. Йĕр ĕнтĕ, санăнах ачу. Ăшĕ йăтăнса анĕ-им ачанăн. Вăл кÿпме аван пĕлет вĕт!

Хветĕр. Юрĕ-çке ĕнтĕ ылханмасан та.

Пăлаки. Асту, ачуна ылханаççĕ, йĕр!

Хветĕр. Çак шуйттан тараканĕсене курмăттăм пĕр! (Сĕтел çинчен таракана çапса ÿкерет).

Ухунька. Пирĕн те нумай-ха весем. Тепле пĕтерес анчах. (Кăшт чĕнмесĕр лараççĕ Чей хатĕр. Хветĕр куркасене тултарса лартать. Унтан эрех тултарать. «Тата пĕрерĕшне сыпар», — тет . Ĕçеççĕ. Пăлаки ку вăхăтра ялан тĕпелте савăт-сапа тирпейлет).

Ухунька. Кăшт çыртмалли пулсан, аван пулĕччĕ те, инке?

Хветĕр Пăлаки, пирĕн çав шăргтанласкер пур марччĕ? (Пăлаки тула тухса кайса, шăрттан илсе кĕрет, çиеççĕ, ĕçеççĕ).

Хветĕр. Ухунька, тата асăнтарам-ха сана, эсĕ пире çав укçана епле те пулса илсе пар.

Ухунька. Эй, Хветĕр тете, ăна мĕн асăнтармалла пур! Саншăн. Хветĕр тете, темĕн тума та хатĕр. Эпĕ йĕтĕн староста? Çавăниа вĕт! Пиртен ăсти кам пур утпа? Ĕçе хамăр епле тăвас тенĕ, çапла тăвăпăр!

Хветĕр. Вăл çавă витĕ.

Ухунька. Ху пĕлетĕн, Хветĕр тете. Эпĕ çĕнĕ султан вара кăна старостăна лартăм. Çапах та çын умĕнче намăслă пулнă çĕрĕм çук. Кунта та сана суйса намăслă пулас килмест. Эпир ăна тума пĕлĕпĕр. Ак кĕрхи куланай пуçтарăпăр та çав куланай укçинчен тÿрех тивĕçлине парăпăр.

Хветĕр. Пит те тавтапуçчĕ те сана çапла тусан.

Ухунька. Хветĕр тете, паçăрах каларăм: алă алла çăвать, алă пите çăвать тесе.

Хветĕр. Пĕр-пĕринпе пурăннине мĕнне калап ĕнтĕ. Малашне те çапла пурăнмалла пултăрччĕ. (Эрех тултарать). Ĕçĕр-ха тата. (Ĕçеççĕ). Пăлаки, кунта тĕпĕнчен сăрăхтарса пуçларăмăр, тата кăшт тупаймăна?

Пăлаки. Ăçтан тупас тата ман? Çук вĕт ĕнтĕ урăх.

Хветĕр. Якку кĕрÿ патне кайса пăх-ха, унăн пĕрер çур кĕленче пÿлми?

Пăлаки. Çын патне çÿре тата, саншăн çынсем хатĕрлесех хунă пулĕ!

Хветĕр. Кирлĕшĕн-çке ĕнтĕ, ĕçшĕн. Çыншăн мар, хамăршăн.

Ухунька. Эй, инке, маншăн кăна кайса кил-ха ĕнтĕ. Хветĕр тете калашне, хăвăршăн вĕт, çыншăн мар.

(Пăлаки тухса каять. Кăшт тăрсан, киле кĕрет те çур кĕленче эрех сĕтел çине лартать. Унтан сĕтел çинчен сăмавар, чей куркисене пуçтарать. Вăл киличчен малтан Хветĕрпе Ухунька вăл-ку çинчен калаçаççĕ).

Ухунька. Епле йинке маттур. Кайса килни те сисĕнмерĕ.

Пăлаки. Ĕç кăна туса парăр, ăна çăмăл кайса килĕпĕр.

Ухунька. Инке, ăна-кăна пĕртте ан калаç. Ĕç пулать. Эпĕ тусан пулать. Вăй камра? Вăй пирте вĕт. Ну, Хветĕр тете, сыпар пур чухне. (Ĕçеççĕ).

Юманка чупса кĕрет те: «Атте, атте, леш вĕçрен шăнкăравпа, парпа чуптарса кĕчĕç, те кăлавасем», – тет).

Ухунька. Паян клава памушникĕ Петр Иванч килмеллеччĕ. Каяс пулĕ-ха ман, апла пулсан. (Юлашки эрехне ĕçсе пĕтереççĕ).

Хветĕр. Айăп туса ан кай ĕнтĕ, Ухунька, пире ан пăрах.

Ухунька. Сыв пул-ха, Хветĕр тете. Манас марччĕ. Апла ĕç йĕрки юрăхсăр вара вăл. (Тухса каять).

Пăлаки. (Юманка енне пăхса). Ял йытти, ăçта чупрăн тата эсĕ ĕне хăвалама кăларсан? Сан аякку пĕрчине ватайман-и-мĕн-ха кăштах?

Юманка. Эпĕ Петруха патне кĕнеке вулама, кайрăм.

Пăлаки. Ак кăшт йăшăлтатса тăр-ха, турчăка илсе шăммăна ватиччен. Ан часрах тĕпсакайне картахви илме! Тапса хырăмна йăтса антарăп. (Юманка тĕпсакайне анать. Пăлаки вак-тĕвек ĕç тукаласа çÿрет). Çĕр ĕç, алă-ура çыхланать, ларса канма вăхăт çук. Вĕсем пĕри тăранми пыра тăрантарма кĕрĕшнĕ, тепĕри ял тăрăх чупасран пушă мар.

Хветĕр. Вара çынна кăшт йăпатмасăр пулмасть ĕнтĕ. Хамăр илейместпĕр вĕт çапах.

Пăлаки. Ан калаçса тăр ман умра! Пулмас çынран пулмасть! Кĕтсе çÿре Ухунькунтан, çав эрех лакăмĕнчен. (Хветĕр тухса каять). Эс тĕпсакайĕнче çывăртăн-и-мĕн? Эх, лашман хырăм, пăркаланаймастăн, мăнтăр сысна.

(Пĕр вăхăта ĕç чарăнса тăрать).

1907


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.