Юмăçа итлекен карчăксем
Appearance
Юмăç килнĕ пирĕн яла
Хăй пĕлнине алама.
Çичĕ-сакăр карчăк утаççĕ,
Халăхсене калаççĕ.
Çак карчăксене пĕр карчăк хирĕç пулать:
— Кăçта каятăр? – тесе ыйтать.
— Юмăç пăхтарма каятпăр
Айта эсĕ те пыр, –
Теççĕ лешсем.
Хăпăл-хапăл тăхăнса
Хăвса çитрĕ лешсене.
Юмăç патне çитрĕç,
Пăхтарма тытăнчĕç:
Пĕрне виç çул пурнан тет,
Тепĕрне вун çул пурнан тет.
Карчăксем ĕненеççĕ,
Пилĕкшер пус параççĕ…
Юмăçа пăхтарни çирĕм çул,
«Эсе пурăнан виçĕ çул»
Тенĕ карчăк кăçал вилчĕ.
1913
![]() |
This work is in the public domain in the United States but it may not be in other jurisdictions. See Copyright.
|