Штрум
I
Эй, пĕлĕтсем! Хура, хаяр, кăвак пĕлĕтсем! Ăçталла чуптаратăр?.. Кам хăвалать сире? Камран таратăр?.. Эй, калăр часрах! Ма каламастăр?..
Çук. Пĕлĕтсем каламаççĕ. Пĕлĕтсем хăлхасăр: илтмеççĕ. Пĕлĕтсем чĕлхесĕр: чĕнмеççĕ.
Пĕр кĕрхи сивĕ çил кăна вăрманта:
— У-у-у! —тесе уласа çÿрет.
Йывăç тăррисем сулланаççĕ, — пĕтĕм вăрман сулланать. Йывăç çулçисем тăкăнаççĕ, — пĕтĕм вăрман çаралать.
Çарал, вăрман!
Кашла, вăрман!
— Каш-каш!.. Каш-каш!..
— У-у-у!..
Çил хаяррăн улани çамрăк ăшăмăрсене канлĕх памасть. Усал сасси пек — хăрана ертет. Сивĕ шывпа сапнă пек — çÿçентерсе илет.
— Пракуш! Атя каялла кайăпăр.
— Манăн пиншак кĕсйисем тулман-ха. Пĕр килнĕ япала тултарсах каяр…
Пракушпа иккĕн вăрманта юман çăпанĕсем пуçтарат-пăр: чернил тума кирлĕ. Шкулта чернил памаççĕ.
Иксĕмĕр те вăрмана шала кĕме хăратпăр. Кĕрхи вăрман пире тискеррĕн курăнать. Çанталăкĕ те хăрушшăн туйăнать.
— Ы-ы-ы! Хăрушă!.. Хăрушă!..
Хура, хаяр, кăвак пĕлĕтсем темрен тарнă пек, чупнă пек ирте-ирте каяççĕ. Хĕвел куçĕ те темрен хăраса хура пĕлĕт айнелле кĕре-кĕре пытанать.
Вăрманĕ çаплах кашлать.
— Каш-каш!.. Каш-каш!..
Сивĕ çилĕ те пĕрмаях улать.
— У-у-у!..
— Пракуш! Çитет пуçтарса. Кайăпăр…
— Тăр-ха пăртак. Акă чукун çул хĕрне тухрăмăр. Машина сасси илтĕнет. Машина курса кайăпăр.
— Кирлĕ мар машина. Атя часрах… Темрен хăраса чĕре сике пуçларĕ манăн.
Çук. Пракуш мана итлемест. Пракуш чукун çул хĕр-ринеллех тухса курасшăн. Пракуш машина курассипех аптăрата пуçларĕ.
Чăштик-чăштик! Чăш-чаш-чăш-чăш! чашлаттарса вăшт иртсе кайрĕ машина.
Вагон чÿречисенчен хĕрлĕ çăлтăрлă карттуссем тăхăннă, пăшаллă, штыклă салтак пуçĕсене аран курса юлтăмăр. Платформисенче тупă таврашĕ ларса пынине асăрхарăмăр.
— Ы-ы-ы! Хăрушă!.. Хăрушă!..
Вĕсене курсан, кĕрхи çанталăк та пушшех хăрушшăн курăнса кайрĕ. Кĕрхи вăрман та тискер сасăпа шав-в!.. шав-в! шавласа илчĕ. Йывăç турачĕсем çăт-çат!.. çăт-çат! хуçăла-хуçăла анаççĕ. Çил çаплах сиввĕн, выçă кашкăр пек уласа çÿрет. Хăраман кайăка хăратать. Чĕтремен чун татăкне чĕтретет.
— У-у-у!
Хăрушă вăрманта çÿреме!
Хăрушă машини!
Хăрушă хĕрлĕ çăлтăрлă, пăшаллă, штыклă салтаксем!
— Ăçта каяççĕ-ши вĕсем, Пракуш?
— Хусана… Чехословаксемпе çапăçма.
— Чехословаксем Тĕрлемес станцинех çитнĕ, теççĕ. Вăрçă пирĕн ялах çитессинчен хăрамастăн-и эсĕ, Пракуш?.. Вара килес çул аслă шкула каясси те пулмасть вĕт пирĕн…
Пракуш мана хирĕç каллех кĕскен кăна тавăрса каларĕ.
— Пулмин! —терĕ вăл.
Хамăр татах тискер вăрман ăшне, йывăçсем хушшине пытантăмăр. Кĕрхи сивĕ çил тапхăр-тапхăрăн пĕтĕм вăрмана силлесе илет.
— У-у-у!..
Инçе те мар, çывăхрах:
— Кĕрĕсс! —кĕрĕслетрĕ пăшал сасси.
— Ах-х-х!.. Пĕтерчĕç! — тесе хыттăн çухăрса ячĕ те Пракуш, çавăнтах шăпăрт пулчĕ. Урăх ним те чĕнмерĕ.
Пĕтĕм ăшăм сăр-р сăрлатса илчĕ.
— Пракуш!.. Пракуш! —тесе чĕнетĕп.
Çук. Пракуш хирĕç ним те каламасть. Пĕр çил кăна:
— У-у-у! —тесе усаллăн уласа çÿрет.
— Пракуш! Пракуш! — тесе тата хытă юлашки хут кăшкăратăп.
Çук. Пракуш ним те каламасть.
— Ы-ы-ы! Хăрушă!.. Хăрушă!..
Пракуша шырама та хăратăп.
— Мĕн пулчĕ? Ăçта каяс? Тавай чукун çул хĕрне тухса пăхас!
Хăракаласа виç-тăват утăм ярса пусрăм. Пракуш шĕшкĕ тĕмĕ çумĕнче çамкинчен чĕп-чĕрĕ хĕрлĕ юн юхтарса выртать.
— Пракуш!.. Пракуш! —тесе каллех чĕнетĕп.
Çук. Пракуш ним те каламасть…
Пракуш вилнĕ.
— Ы-ы-ы! Хăрушă!.. Хăрушă!..
Хăранипе Пракуш патне те пымастăп. Тÿрех чукун çул хĕрне тухатăп. Салтаксем… çăлтăрлă, пăшаллă, штыклă салтаксем инçе те мар, çул юппинче пĕр ушкăн кĕпĕрленсе тăнине курах кайрăм. Унта каллех пĕри, пă-шалсăрри, çерем çинче вилсе выртать.
Хăратăп… Сиксе чĕтрекен пултăм.
— Тарас!.. Тарас!.. Акă сукмакĕ те пур.
Тытăнтăм тарма.
Ура вĕçĕ çĕре перĕнни те сисĕнмерĕ. Хăра-хăра, хашка-хашка таратăп. Макăрса ямашкăн çапах хăратăп: макăрнă сасса илтме пултараççĕ.
Каялла вăрмантан тухсан тин пĕрре çаврăнса пăхрăм. Кĕрхи вăрман çаплах тискеррĕн кашласа юлчĕ.
— Каш-каш!.. Каш-каш!..
Кĕрхи çил те усаллăн уласа юлчĕ.
— У-у-у!..
II
Пракуш ÿтне килне турттарса килнĕ. Çынсем чылаях пухăннă кунта. Чукун çул хĕрринче мĕн пулнине тахăшĕн-чен тĕппипех ыйтса пĕлнĕ. Хăйсем леш салтаксенчен хăраса ÿкнĕ.
— Хĕрлĕ гварди… Мĕн вăл хĕрлĕ гварди?
— Кам янă вĕсене?
— Мĕнлескер вĕсем?.. Мĕн шухăшпа çÿреççĕ?
Хĕрлĕ гварди çинчен никам та ăнлантарса паракан
çук. Ун çинчен пĕри те пĕлмеççĕ. Нумайăшне вăл тăшман пек туйăнать. Ăна пĕри те юратмаççĕ. Юратма мар, хăраççĕ унтан… Темскертен хăранă пек хăраççĕ.
Курăнасса та вăл ялсенче сисĕнкĕсĕр килсе курăнчĕ. Чехословаксем çĕмĕрсе киле пуçлани çинчен калаçа пуçласанах чукун çулпа Хусан еннелле хĕрлĕ çăлтăрлă салтаксем шалунĕ-шалунĕпе ирте пуçларĕç. Ушкăнăн-ушкăнăн вĕсем ялсем тăрăх та çÿреме тапратрĕç.
— Кĕрес! — кĕрĕслеттереççĕ.
— Хаяр самана çитрĕ… Хăрушă самана!
— Хуласенче анчах мар, ялсенче те ман умра чĕтресе тăччăр! — тет çав самана… Хăрушă самана!
Пăшал пульли итемре авăн çапакан пĕр çамрăк арăма чĕринченех пырса тивнĕ. Арăмĕ вилчĕ. Ăна виçĕмкун пытарчĕç.
Пÿртри халăх хăрушă самана халлапне ячĕ.
— Хĕрлĕ гвардисем пуянсене, укçаллă çынсене, лавккаçсене пăхма килнĕ, теççĕ. Ытлашши укçасене веçех туртса илмелле, теççĕ, тет.
Пÿртри халăх лăх-лăх-лăх кулса ярать.
— Эх, уншăн пулсан хăрамаллиех çук-ха. Кам укçаллиех хăраса лартăр, — теççĕ те, пурте Пуян Кĕркури çинелле куçсене сиввĕн чалăштарса пăхса илеççĕ.
Пÿртри халăх хута кĕрсе ырă сăмах каласса кĕтни те Пуян Кĕркурин ахалех пулчĕ, ахалех!
Пĕр сĕлеке юхтаракан ватă куштан Уксах Хĕветĕр анчах, Пуян Кĕркури хутне кĕрсе, хыттăн кăшкăрса пăрахрĕ, — хыттăн, килĕшÿсĕр кăшкăрса пăрахрĕ.
— А-а-а, ухмах халăх! Мĕн ыррине кĕтсе кулатăр эсир? Эсир пуян çынсемсĕрех пурăнас тетрем?.. А-а-а, мĕнле пулать вара вăл? Кулма пуçличчен малтан пуçпа шухăшласа пăхас пулать… А-а-а, мĕн ухмахне кулмалли пултăр?!.
— Ытлах хытă ан кăшкăр, Хĕветĕр! Пĕр пулас япалана эсĕ чарас çук. Мĕн пулать — çавă пулĕ. Пулсассăн — курăпăр, — терĕç пĕр ик-виç сасă харăс.
Куштан Уксах Хĕветĕр чирлĕ кушак аçи пек хăрлаткаласа лăпланчĕ. Шăртлă сухалне чĕлĕм туртса сарăхнă, шăршлă, сурчăклă-сĕлекеллĕ аллипе шăлса якаткаларĕ.
Алăк патĕнче ларакан хура сухаллă пĕр ватă çын леш ĕç çинченех—вăрманта… хăрушă вăрманта пулнă ĕç çинчен — ыйтса пĕлесшĕн.
— Эпĕ илтеймерĕм-ха. Мĕншĕн вĕлернĕ-ха çав ют ял ачине? — тесе ыйтать вăл пÿртри халăхран.
Пÿртри халăх çавăнтах хăй мĕн илтни-пĕлнине каласа парать.
— Ют ял ачи, ĕлĕк вăрманпа сутă тунă Пракухье ывăлĕ, офицер пулнă. Ун патне шăп çĕрле шинеллĕ, калпаклă, пăшаллă салтаксем пынă-кĕнĕ, тет те, тавай тапратнă, тет, калама. «Эпир шуррисем пулатпăр. Кунта çĕнтерсех çитрĕмĕр. Леш вăрă-хурахсене, хĕрлĕ гвардисене, пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкатпăр, — тесе калаççĕ, тет. — Ку таврара улпут таврашĕсем çук-ши? Вĕсем пире пулăшу пама пултарĕччĕç», — тесе калаççĕ, тет. Леш, Пра-
кухье ывăлĕ, тарам офицер пулнă пулин те, салтаксем улталанине ним те сисмен. Салтакĕсем «хĕрлĕ гварди» теекеннисемех пулнă. Пракухье ывăлĕ вĕсене ĕненнĕ. Тавай Çĕрпÿ еннелли улпутсем патне илсе кайма тапратнă. Çул çине тухсан, леш салтакĕсем ăна веçех сăнаса пынă пулнă. Пракухье ывăлĕ чукун çул хĕрне çитичченех хĕрлĕ гвардисене хирĕç каласа пынă, тет. Чукун çул хĕрне çитсен, хĕрлĕ гвардисем ăна пенĕ те вĕлернĕ… Пăшал пульли Пракуша та пырса тивнĕ вара…
— Эккей, усалсем. Унта та ĕçĕ ăннă вĕсен, — тет Пуян Кĕркури.
— А-а-а, офицерĕ… офицерĕ мĕншĕн ухмах пулнă тата? А-а-а, — тесе сурчăкне сирпĕтет куштан Хĕветĕр.
— Ытти-хăтьти тарам. Ман ывăла… пĕртен-пĕр ывăла пĕтерчĕç вĕсем, — тет Пракуш ашшĕ.
— Акă вăрçă Тĕрлемес станцинчен пирĕн ял тĕлнех çитмелле, теççĕ. Чукун çул тăрăх тупăсем, пăшалсем перса каймалла, теççĕ. Пурсăмăрăн та вилмелли сехет çитет вара, — тет тепĕр çамрăкрах сасă.
«Вăрçă» тенĕрен эпĕ тăр-р чĕтресе каятăп. Пÿртри çынсем те вăл сăмахран хăраса илеççĕ.
— Çитрĕ самана… Хăрушă самана!
Пракуш ашшĕ вăтам пурăнать. Пĕр лаша, пĕр ĕне, тăват-пилĕк сурăх, тепĕр сысна, улт-çич чăхă, —акă унăн мĕнпур выльăх-чĕрлĕхĕ.
— Мĕншĕн ман тĕлтенех пулмалла пулнă-ши ку инкекĕн? —тесе, Пракуш ашшĕ хăй тĕллĕнех тулхăрать, — хыттăн, çиллĕн тулхăрать. Вăрçасса салтакĕсене те тата ывăлне те вăрçать. Çалтакĕсене пăртак чухламасăрах пăшал пенĕшĕн, Пракушне тата çак пăтранчăк кунсенче вăрманне кайнăшăн вăрçать. Анчах хăшне ытларах вăрçнине ним те пĕлмелле мар.
Пракуша вăрçнă мăйăн мана та лектерет. Ман çинелле те çиленсе пăхать.
— Мĕн тума лап ĕнерхи кун каймалла пулнă-ши сирĕн вăрманне?.. Эх, Пракуш… ывăлăм! Пĕтрĕн эсĕ…
Пракуш амăшĕ вилнĕ ывăлĕ çумĕнче паçăртанпах йĕрсе ларать.
— Ан йĕр, инке! йĕрсе те ним те тăвас çук. Самани çавăн пек çаврăнса килчĕ. Самани айăплă, — текелесе пÿртри çынсем Пракуш амăшне йăпатма тăраççĕ.
Пракуш амăшĕ пушшех çари-и кăшкăрса пăрахать. Чарăна пĕлмесĕр уласа йĕрет.
— Çитрĕ самана… Хăрушă самана!
Пракуш амăшĕ кăшкăрса йĕнĕ майĕпе пÿртри халăх та ерипен пÿртрен тухса кайса саланса пĕтет…
Пракуш аппăшĕ Сăпани манăн варли пулать. Эпĕ ăна хытă юрататăп. Вăл та мана юратать.
Сăпани тĕпелти сак çинче, амăшне хире-хирĕç ларса, Пракушшăн хуйхăрать. Хутран-ситрен çапах ман çинелле пăхмасăр чăтаймасть. Эпĕ карташ енчи чÿрече çумĕнче ларатăп.
Пÿртри халăх саланса пĕтсенех, Пракуш амăшĕ те шывлă куçĕсемпе таçта тула тухса кайрĕ.
Эпир иккĕнех юлтăмăр, — иккĕнех, Сăпанипе иксĕмĕр.
Часрах йăпăштăн сиксе ларатăп Сăпани çумнелле.
— Сăпани… чунăм! Кÿр чуппуна.
— Юрамасть, Михаля! Пракуш çинчен шухăшла пăртак. Хуйхăрас пулать уншăн. Эсĕ чуптăвассупа…
— Сăпани… чунăм! Итле эсĕ мана. Хуть те камăн та пĕрре вилесех пулать. Çавăнпа вилнишĕн мĕн хуйхăр-малли пур. Вилнисем виллисен шучĕпех иртсе кайччăр. Чĕррисем чĕррĕнех пурăнар. Сăпани… чунăм! Кÿр чуппуна.
Сăпани чуппине пачĕ.
Питçăмартисем иксĕмĕрĕн те пĕçерсе, вĕриленсе кайрĕç.
Тепĕр кунне манпа тантăш вунсакăр çулхи Пракуша, учительсем кăларакан 2 класлă шкулăн юлашки çулĕнче манпа пĕрлех вĕренекен чи лайăх ырă юлташа, тăпра ăшне хутăмăр. Тупăкне пĕр вĕçĕнчен эпир Сăпанипе иккĕн мăшăрланса масар çине çитичченех йăтса пытăмăр. Çынсен куçĕсене хамăр çине тĕллеттерес мар тесе, эпĕ те, Сăпани те пĕр-пĕрне пăхмарăмăр. Малалла пăхса пыма тăрăшрăмăр.
Каллех эпĕ, вăрманти пекех, кĕрхи пĕлĕтсем çаплах чупа-чупа иртнине асăрхарăм.
Каллех эпĕ вăрманти пекех, ăшăмра ухмахла кăшкăрма тытăнтăм.
— Эй, пĕлĕтсем! Хура, хаяр, кăвак пĕлĕтсем! Ăçталла чуптаратăр?.. Кам хăвалать сире? Камран таратăр?.. Эй, калăр часрах! Ма каламастăр?..
Çук. Пĕлĕтсем каламаççĕ. Пĕлĕтсем хăлхасăр: илтмеççĕ. Пĕлĕтсем чĕлхесĕр: чĕнмеççĕ…
III
Халăх сасси кĕр-кĕр кĕрлет. Çиллĕм, хаяррăн кĕрлет. Кĕрхи çумăр та вĕттĕн пĕрĕхет. Сиввĕн, витермеллех пĕрĕхет.
— Эй, халăх! Гвардисем халĕ Анаткаса кайнă. Мĕнле шут тăватăр? Тырра памалла тăватпăр-и, памалла мар-и? —тесе вирлĕн кăшкăрать куштан председатель сасси.
— Мĕн валли пуçтараççĕ вĕсем?
— Паллах ĕнтĕ: хăйсем валлн.
— А-а, кам валли пултăр тата?! Памалла мар вĕсене. А-а-а, мĕн ухмахне памалли пултăр? — тесе каллех сурчăкне сирпĕтет ватă куштан уксах Хĕветĕр.
Пĕтĕм кивелсе, çĕрĕшсе ларакан пасар лавккисем хушшипе халăх сасси кĕр-р-р! кĕрлесе кайрĕ. Çиллĕн, хаяррăн кĕрлесе кайрĕ.
— Апла пулсан, памалла мар!.. Памалла мар! —терĕç сасăсем.
Кĕрхи çумăр çаплах вĕттĕн пĕрĕхет. Сиввĕн, витермеллех пĕрĕхет. Симĕс курăк пусса иле пуçланă тĕренчеллĕ хупах тăрри те çумăрпа пушшех çĕрĕшет. Пĕтĕмпех çĕрĕшет…
Телефон юпи çумĕнче Кирук тăрать, — çĕтĕк шинеллĕ Кирук. Хăй вăл салтакран таврăннă — аманса, аллисене ватса таврăннă. Кĕтÿç пулнă вăл салтака кайиччен, — никам хисеплемен, никам çын шутне хуман мĕскĕн, йăваш кĕтÿç пулнă.
Кирук халь халăх умĕнче хăйса сăмах калама тăрать, — чĕререн тухакан, хăй пекех тÿрĕ, чăн сăмах.
— Халăх!.. Эй, халăх… юлташсем! —тет вăл. — Тырра салтаксем валли… буржуйсемпе çапăçакан юлташсем валли пуçтараççĕ.
Халăх Кирук еннелле кăн-н! пăхса илет. Урнă йытăсем пекех, куштансем хăр-хар! кăшкăрса тăкрĕç.
— Мĕнле буржуйсем пулччăр тĕнчере? Çын пурте пĕрех мар-и? Ха-а-а, халăха хирĕç пырать вăл… халăха хирĕç!.. Ха-а-а, мĕнле вăл, салтак пултăм тесе, çын та… ытла нумай пĕлекен çын пулма шутланă… Эпир те салтак пулнă хамăр ÿсĕмре, эсĕ анчах мар… Намăс, сысна, халăха хирĕç пымашкăн!..
Пухури халăх татах кĕр-р! кĕрлесе илчĕ. Çиллĕн, хаяррăн кĕрлесе илчĕ.
Гвардисене курайман майĕпе Пракуш ашшĕ те Карука кураймасть. Пĕр пуян Кĕркури анчах пасар лавкки ăшĕнче темшĕн халăхран пытанарах тăрать, — мĕскĕн, йăваш çын пек пытанарах тăрать.
— Мĕн мăшкăллаттаратăр ăна? Тытăр та ватăр! — терĕç пĕр ик-виç сасă харăс. Пракуш ашшĕ сасси те унтах пулчĕ.
Кĕтÿçĕн… ĕлĕк хисепре пулман кĕтÿçĕн сăмахне пĕри те ĕненесшĕн пулмарĕç.
Куштансем… урнă куштансен çавăнтах ярса тытрĕç те Карука чышкăсемпе кÿплеттерме тапратрĕç. Телефон юпи çумĕнчен урам варрине, пылчăклă урам варрине илсе тухрĕç.
— Халăх! Тархасшăн ан вĕлерĕр мана. Эпĕ сире усал сăмах каламарăм, — тесе тархаслать Кирук сасси.
Халăх ним пĕлмесĕр пĕр вырăнтах кĕрлесе тăрать. Çиллĕн, хаяррăн кĕрлесе тăрать.
— Ан тивĕр ĕнтĕ Кирука! — терĕ вăл хăватлă, витĕмлĕ сассипе.
— Гвардисем килеççĕ, гвардисем! —терĕç татах сасăсем.
Куштансем Кирука хĕнеме пăрахнине курса та юлма пулмарĕ. Халăх хушшине вăшт кĕрсе кайрĕç те таçта хĕсĕнсе тăчĕç.
Гвардисем — çăлтăрлă, пăшаллă, штыклă гвардисем çитнĕ-çитменех Кирук тăшманĕсене тултарчĕç.
— Контрреволюционерсем эсир. Эсир — кулаксем, — терĕç те, çавăнтах лавсем тултарса паçăр анчах паттăр пулнă куштансене пурне те кантура илсе кайрĕç. Пăшалсемпе, штыксемпе илсе кайрĕç.
Ыттисене:
— Саланăр! —тесе хăварчĕç.
Халăх шăппăн кĕрлесе саланчĕ. Шăппăн, çиллĕн, хаяррăн кĕрлесе саланчĕ.
Кĕрхи çумăр вĕттĕн пĕрĕхет… Ы-ы-ы! Сиввĕн, витермеллех пĕрĕхет.
IV
Теçетник кашни чÿрече айĕнченех шаккаса çÿрет. Хăшин патне пÿрте те кĕре-кĕре тухать.
— Кам унта?.. Мĕн кирлĕ?
— Эпĕ, теçетник… Чиркĕве каймалла. Пачăшкă мо-лебĕн тутарма хушать.
— Юрĕ. Кайăпăр…
Чан сасси:
— Чĕн-н-н!.. Чĕн-н-н! —чĕнлеттерет.
Çынсем… ватă стариксем, ватă карчăксем, хĕрупраçĕ те, каччи-кĕччи те чиркĕвелле утаççĕ.
Шурă кĕпе тăхăннă, шурă тутăр çыхнă Сăпани те манăн кантăкалла пăхса урам варрипе иртсе кайрĕ. Чуптартăм эпĕ те ун хыççăн чиркĕвелле, хамăн варли хыççăн, чунăм савни хыççăн.
Часрах хăваласа çитрĕм те ăшшăн ыйтрăм:
— Кала, Сăпани! Ăçта каятăн?
— Чиркĕве. Молебен тутарма.
— Мĕнле молебĕн?
— Атя. Çитсен курăпăр, — терĕ Сăпани.
Çитрĕмĕр. Халăх чылай пухăннă. Турăшсем умне çуртасем, лампадăсем çута-çута янă. Пуп ризине те тăхăнман. Умĕнчине, ешттрахилне анчах çакса янă. Хăй алтарь умĕнчи çулĕ вырăн çине тăнă та халăх татах пухăнассине кĕтет.
Халăх пухăнать… Чиркÿ алăкĕ уçăлать те хупăнать, уçăлать те хупăнать.
— Тăвансем! —тесе пуçларĕ пуп.
— Ш-ш-ш! —Шăп пулчĕ халăхĕ.
— Тăвансем! Хăрушă кунсем çитсе килчĕç. Тĕнче пăтранса, урса кайрĕ. Вăрă-хурахсем, темле гвардисем… усал янă салтаксем халăх хушшинче çаратса çÿреме тытăнчĕç…
Пуп çав сăмахсене йĕрсе ярас пек, йăвашшăн, чĕререн каланă пекех калать. Çемçе чĕреллĕ хĕрарăмсен çавăнтах куççульсем шăпăртатса анаççĕ.
Пуп нумай калать.
— Çак асапсене, çак курас-тÿсес кунсене турă çылăхсемшĕн ярать. Ытла нумай çылăха кĕрсе пĕтрĕмĕр. Патшана та усал, сатана илĕртнипе кăларса пăрахрĕç… Тăвансем! Татах чĕререн калатăп сире. Турă çине хытă шанса тăрăр. Вăл сире, чăн ĕненекенсене, нихăçан та пăрахмĕ. Тăшмансем илĕртнĕ хыççăн ан кайăр. Паянтан турра тата хытăрах кĕлтума пуçлăпăр. Вăрçă çĕмĕрсе килмелле, теççĕ. Молебĕнсем тутарса юлăр… Тăшмансем илĕртнĕ хыççăн ан каймалла пултăр.
Халăх чиркÿрен шăппăн кĕрлесе тухрĕ. Хĕрарăмсем хушшинче хăшĕ хыттăнах уласа йĕме тытăнчĕç.
— У-у-у! Мĕн курăпăр апла? Мĕн курăпă-ă-р-р?
— Эх, çав хĕрарăм. Мĕн пулнă-пулманах макăрмалли пур? — теççĕ хытă чĕреллĕ арçын сассисем, — çиллĕ, ăшранах туллашса тухакан арçын сассисем.
Чиркÿ умĕнче гвардисем тăраççĕ, — пăшаллă, штыклă, çăлтăрлă гвардисем. Пуян Кĕркури патĕнче пулнисем мар — урăххисем.
Чиркÿрен тухакан халăх кăн-н-н! хытса кайса пĕр çĕрелле чăмăртанса тăрать.
— Мĕншĕн килнĕ кусем?.. Кама кĕтеççĕ.
— Ш-ш-ш. Шăп тăрăр!..
— Ай-й! Пачăшкăна илсе каяççĕ, пачăшкăна! —тесе çухăрса илчĕç хĕрарăм сассисем.
— Тш-ш-ш! Шăп тăрăр!..
— Ишь ты, долгогривый… Контрреволюционер… Арестован! —терĕç гвардисем, — пăшаллă, штыклă, çăлтăрлă, хăрушă гвардисем.
Пупа тытрĕç те кайрĕç. Пăшалсемпе, штыксемпех илсе кайрĕç.
Ытти халăха:
— Саланăр! — тесе хăварчĕç.
Халăх шăппăн кĕрлесе саланчĕ. Шăппăн, çиллен, хаяррăн кĕрлесе саланчĕ.
Сăпани те, эпĕ те хăра-хăрах пăхса юлтăмăр.
— Акă сана молебĕн, акă молебĕн, — терĕм эпĕ.
— Ан шарла… хăратăп, — терĕ Сăпани.
Халăх ял хушшинчи урамсем тăрăх та шăппăн кĕрлесе саланчĕ. Шăппăн, çиллен, хаяррăн кĕрлесе саланчĕ.
V
Пасар вырăнне тепĕр кунне каллех халăх пухăнчĕ. Васкаса, хыпаланса пухăнчĕ.
— Политически комиссар килнĕ.
— Ак тамаша. Мĕн тума килнĕ-ши ĕнтĕ?
— Мĕнлескер вăл «политически комиссар»?
— Кам вырăнне çÿрекенни вăл?.. Елĕкхи старшина вырăнчи мар пулĕ-çке?..
— Ш-ш-ш! Шăп тăрăр!..
Комиссар — çăлтăрлă, френчлĕ, револьверлĕ комиссар алăкĕсем пысăк çăрапах питĕрĕнсе тăракан лавкка пусми çине йăпăр-япăр хăпарса тăчĕ. Ун патĕнчех гвардисем, — пăшаллă, штыклă, çăлтăрлă гвардисем тăраççĕ.
— Юлташсем! — тесе пуçларĕ комиссар.
— Ш-ш-ш! —Шăп пулчĕ халăх.
— Юлташсем! Раççейри ĕçхалăхĕ влаçа хăй аллине илчĕ. Буржуйсене, улпутсене, пусмăрлакансене, çын юнĕпе, çын тарĕпе иртĕнсе пурăнакансене лапчăтса хучĕ. Пур çĕрте те советсем, чухăнсен комитечĕсем пулаççĕ…
Халăх шăппăн тăрса итлет, — шăппăн, пĕр хускалмасăр тăрса итлет. Хăшĕ-пĕри чăтаймасăр çумĕнче тăраканнине сăмах хушса илме тăрать. Ыттисем ăна çавăнтах чарса лартаççĕ.
— Ш-ш-ш! Шăп тăрăр!..
Комиссар хăй вырăсла калать, — ним такăнмасăр, уççăн, витĕмлĕ, ăнланмалла калать. Советсем çинчен, вĕсен ĕçĕсем çинчен, Хĕрлĕ Çар çинчен, фронтри ĕçсем çинчен, Хĕрлĕ Çара пулăшма кирли çинчен тата ытти çинчен те калать вăл, — такăнмасăр, уççăн, витĕмлĕ, вырăсла пит лайăхах пĕлмен çын та ăнланмалла калать.
Халăха пуринчен ытла ялсем тăрăх йĕркесĕр, ĕçсе иртĕнсе çÿрекен суя гвардисем çинчен калани килĕшрĕ.
— Ун пеккисем çинчен эсир жалобăсем çырса парăр. Эпир пĕрне те иртĕнме памастпăр.
Халăх шăппăн кĕрлесе илчĕ, — шăппăн, кăмăллăн кĕрлесе илчĕ.
— Спасибо, спасибо сана! — терĕç сасăсем.
— Сирĕн ялти ĕçлĕ çынсем çинчен ман алăра жалоба пур. Закон тăрăх, комитета çын ĕçĕпе пурăнакансем, ĕççыннин тăшманĕсем суйланма пултараймаççĕ. Сирĕн кунта арман хуçисем, кулакла пуянсем кĕрсе ÿкнĕ… Çавăнпа комитета тепĕр хут, çĕнĕрен суйламалла пулать. Юрать-и, юлташсем?
Пăртак шухăшласа тăрсассăн:
— Юрать, юрамасăр… Суйлăпăр çĕнĕрен! — терĕç сасăсем, — витĕмлĕ, хăватлă сасăсем.
Пуринчен ытла чухăн Хура Якур хытă кăшкăрать, — вирлĕн, хăватлăн кăшкăрать. Чухăн Хура Якур майăн пĕтĕм пухури халăх кĕр-р-р кĕрлесе илчĕ, — çиллĕн, хаяррăн, хăюллăн кĕрлесе илчĕ. Пăшаллă, штыклă, çăлтăрлă, хăрушă гвардисем те халăх куçне текех хăрушшăн курăнма чарăнчĕç.
— Хамăр çынах вĕсем, хамăршăнах тăрăшаççĕ, — тесе илтĕнмеллех пăшăлтатса илчĕç пухури хăшпĕр çынсем, — уççăн, илтĕнмеллех пăшăлтатса илчĕç.
— Апла пулсан, эпĕ тухатăп эппин председатель-рен… Суйлăрах урăххине! —терĕ председатель. Хăй çавăнтах Пуян Кĕркурин ушкăннелле утса кайрĕ, — çилен-нĕ пек пулса, кăмăлсăр утса кайрĕ.
— Суйлас, ара. Мĕн пăхса тăратăр тата?.. Тавайăр кандидатсем шырăпăр.
— Тавайăр… Эпĕ Якура лартатăп кандидата.
— Эпĕ Павăла.
— Кантăка.
— Мируна.
— Петюка.
— Трахвине.
— Суйлатпăр çавсене… Якур председателĕ пултăр.
— Суйлас! Суйлас!..
Суйларĕç. Комитет пуçлăхĕ чухăн Хура Якур пулчĕ. Хирĕç пĕри те каламарĕç. Леш куштан Уксах Хĕветĕрсене ĕнерех уеса илсе кайнă. Пупне персе вĕлермелле суд тăвас пек калаçаççĕ. Ун вырăнне урăх пуп килмелле, теççĕ. Пухура чухăнсемпе вăтамсем хăйсем анчах ĕç тăваççĕ. Вĕсен сасси анчах хытă, йĕркеллĕ, витĕмлĕ кĕрлесе тăрать. Пуян Кĕркури ушкăнĕ çаплах пасар лавкки ăшĕнче хĕсĕнсе ларать, — такама çиленнĕ пек, такама парăннă пек кăмăлсăр хĕсĕнсе ларать.
Политически комиссар халăха хаçатсем салатса пачĕ.
— Вулăр, пĕлĕр.
— Спасибо сана, комиссар юлташ, спасибо…
Чăвашла хаçатне Кирук, — çĕтĕк шинеллĕ, фронтран
аманса килнĕ Кирук илчĕ.
Кирук мана курчĕ те:
— Каçпала пыр ман пата. Хаçат вулăпăр иккĕн! — терĕ. Хăй пĕтĕмпех улшăнса кайнă. Кирук йăваш çын, хăюсăр çын, тесе никам та калас çук. Нихçан хавасланман пек хавасланса тăрать, — хăюллăн, паттăррăн хавасланса тăрать.
— Эпĕ çĕнтертĕм!.. Çĕнтертĕм! — тенĕ пекех çутăлать унăн сăнĕ-пичĕ.
Кирук хавасланни ман ăша та пырса тиврĕ. Мана та хăпартлантарса ячĕ. Нимне пĕлмесĕрех хавасланма тытăнтăм, — хĕпĕртесе, хăпартлансах хавасланма тытăнтăм.
Халăх та хăпартланнипе кĕр-р-р! кĕрлесе саланчĕ, — çиллен, хаяррăн, хăюллăн кĕрлесе саланчĕ.
VI
Шкулта тепĕр уйăхсăр та вĕрентме тытăнаççĕ. Хусанта тар заводĕнче ĕçлекенсем тарса килнĕ те, шкулта вĕсене вырнаçтарнă. Çавăнпа шкул çинчен эпĕ манса та кайма пуçларăм. Хĕрлĕ гвардисем, — пăшаллă, штыклă, çăлтăрлă гвардисем пĕрмаях асра тăраççĕ. Вĕсем асран кайманнипе эпĕ сасартăк вăрçă çинчен… нихçан курман хăрушă вăрçă çинчен шухăшлама тытăнатăп. Акă эпĕ вăрçăра… хăрушă вăрçăра Чехословаксемпе çапăçатăп. Эпĕ хам та пăшаллă, штыклă, çăлтăрлă салтак… Хĕрлĕ салтак пулнă пек. Акă эпир чехословаксене хăвалама тытăнатпăр… хăвалатпăр, хăвалатпăр, татах хăвалатпăр. Хăшне шывсем урлă каçнă чух шывалла путартăмăр пек, хăшне вĕлерсе пĕтертĕмĕр, хăшне тыткăна илтĕмĕр… Юлашкинчен тăшмансене пурне те çĕнтертĕмĕр те хавасланнипе праçник тума, пĕр эрне эрнипех праçник тума тытăнтăмăр пек.
Çапла шухăшласа эпĕ хамран хам хăрама тытăнатăп.
— Ăçтан ун пек шухăшсем килмелли пултăр-ха?..
Çук. Шухăшсем пуçран тухма шутламаççĕ те. Хăранă
хыççăн çавăнтах тата хăпартлантарса яраççĕ, — темле çĕнĕ вăй… çĕнĕ шанчăк парса хăпартлантарса яраççĕ.
Кирук патне эпĕ ĕнер каçхине кайса килтĕм. Унта кайни мана юрамарĕ пулас: шухăшсем… пĕрре хăрушă, тепре тата хăрушă та мар, анчах хам та пĕлме пултарайман, хама та тĕтреллĕ çеç курăнакан, вăйлă… çил-тăвăл пек вăйлă шухăшсем мана ытлах аптăратса çитерчĕç.
Кирук патĕнче… пĕчĕкçеççĕ хура пÿртре эпир нумайччен хаçат вуласа лартăмăр. Хăй çутсан та нумай вуласа, нумай япала çинчен пĕлсе, нумай калаçса лартăмăр.
— Халĕ ĕнтĕ сывалса çитрĕм. Тепĕр эрнерен каллех фронта каятăп. Атя эсĕ те, Михаля! Мĕн буржуйсемпе çапăçнă чух килте лармалли пур? Мĕн çак куштан Уксах Хĕветĕрне чее Пуян Кĕркури йышшисене пусмăрлаттармалли пур… Атя, Михаля, атя! —терĕ мана Кирук.
Алăк патĕнче çăпата хуçса ларакан ватă ашшĕ… ĕмĕрне кĕтÿçре те тарçăра çÿресе ирттернĕ ватă ашшĕ те çапла каласа хучĕ:
— Тăрăшасах пулать çав. Вăхăтĕнче тăрăшмасан, самай кирлĕ вăхăтĕнче çывăрса юлсан, ним те тухас çук ĕнтĕ, — терĕ.
Эпĕ вĕсене хирĕç ним калама пĕлмерĕм. Мана хама хам намăс пек туйăнчĕ. Ку таранччен ниме пĕлмесĕр ялта çывăрса пурăннăшăн ытла та намăс пек туйăнчĕ.
Çавăнпа та мана халĕ шухăшсем канлĕх памаççĕ. Шухăшсем çаплах пĕрре хăрушшăн туйăнса каяççĕ. Тепре çавăнтах тата хăпартлантарса яраççĕ, — темле çĕнĕ вăй… çĕнĕ шанчăк парса хăпартлантарса яраççĕ.
Сăпани çырмара шыв хĕрринче кĕпесем чÿхет. Эпĕ юри ун патне пытăм та сасартăк çапла каласа ятăм, — ним хăрамасăр, ним шухăшласа-мĕн тăмасăр çапла каласа ятăм:
— Сăпани… Эпĕ Кирукпа хам ирĕккĕн салтака каятăп, — терĕм.
Сăпани пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса кайрĕ. Сиввĕн пăхса илчĕ.
— Ан тыттар, — терĕ.
— Ним те тыттармастăп. Чăнах каятăп…
Сăпани каллех пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса кайрĕ. Сиввĕн пăхса илчĕ. Вара иксĕмĕр те пĕр-пĕрне тĕллесе-е пăхса тăтăмăр — чылайччен, ним чĕнмесĕр пăхса тăтăмăр. «Юри калать» терĕ пулмалла Сăпани. Йăл-л кулса ячĕ, — чÿхес тесе аллине тытнă хăй кĕпилĕх кулса ячĕ.
— Асту сана! Улталама… хĕр чĕрине çунтарма юрамасть, — терĕ.
— Акă курăн-ха. Чăнах каятăп, — терĕм эпĕ.
Сăпани татах ĕненмерĕ. Чăмăрккипе юнаса анчах кăтартрĕ.
— Асту сана, — терĕ.
VII
Ялта халĕ пĕтĕм влаç чухăнсен аллинче. Чухăнсен комитечĕ çĕмĕрттерет анчах. Пуянсем чухăнсенĕн чĕтресе кăна тăраççĕ, темрен хăранă пек чĕтресе тăраççĕ. Пуянсем чухăнсене халĕ хăна тăваççĕ, —ĕлĕк хăна туманнине халĕ хăна тăваççĕ.
Çĕрле те, кăнтăрла та чухăнсен хăватлă сасси урамсем тăрăх янăрать, — çиллен, вирлĕн, хаяррăн янăрать.
Ирĕке тухнă чухăнсем ытлашшипех ÿсĕрĕлсе кайрĕç, — сăрасăрах, «çуттисĕрех», хăйсене панă ирĕкпех ÿсĕрĕлсе кайрĕç.
Беднота гуляет,
Буржуй кулянать.
Гуляй, гуляй беднота!
Кулян, кулян, пĕт, буржуй!
Ирĕкпе ÿсĕрĕлсе кайнă чухăнсем ахаль те хĕсĕнсе ларакан пуянсене юри хăратса çÿреççĕ, — авалхишĕн çиленсе, çĕннишĕн юри хăратса çÿреççĕ.
— Кĕркури килте пур-и? —тет чухăн Хура Якур сасси, — çиллĕ, хаяр сасси.
— Çук, — тет Кĕркури арăмĕ. Хăй Якур умĕнче сивĕ чир тытнă пек чĕтресе тăрать. Кĕркурийĕ тĕпсакайĕнче хутланса ларать.
Чухăнсем ытти пуянсем патне каяççĕ, — юрласа, çĕмĕрттерсе каяççĕ.
Çĕрле те, кăнтăрла та вĕсен хăватлă сасси урамсем тăрăх янăрать, — çиллĕн, вирлĕн, хаяррăн янăрать.
VIII
Çĕрле пулнă. Теçетник каллех кантăк айĕсене хыттăн, васкаса шаккаса çÿрерĕ.
— Шак-шак-шак!
— Мĕн тумалла?
— Часрах хутора каймалла. Леш крепите вĕлереççĕ кĕçĕр… Часрах пырăр!..
Çынсемпе пĕрле эпĕ те чуптартăм хуторалла, — ялтан тăват çухрăмра, вăрман çумĕнче, чи лайăх çĕр çинче ларакан хуторалла.
Хутор хуçине халăх темиçе çултанпах кураймасăр, — крепит тутарнăшăн тата лайăх çĕр кастарса илнĕшĕн кураймасăр пурăнчĕ.
Пуринчен ытла чухăнсем кураймаççĕ.
— Крепи-и-ит!
— Чо-о-орт!
— Халăх юнне ĕçекен-н-н! —тесе темле те каласа вăрçаççĕ хутор хуçине, — хыттăн, хаяррăн вăрçаççĕ…
Кĕçĕр хутор хуçишĕн калама çук хăрушă суд çитсе перĕнчĕ, — хăрушă, пĕтĕм таврари халăх ĕмĕр асăнмалăх суд çитсе перĕнчĕ.
Пухăнса çитнĕ-çитменех пуçларĕç шавламашкăн, — çиллĕн, усаллăн, хаяррăн шавламашкăн.
— Туртса илĕр япалисене!
Япалисене туртса илеççĕ.
— Туртса илĕр выльăхĕсене!
Выльăхĕсене туртса илеççĕ.
— Тытса хĕртĕр çемйине!
Çемйине тытса хĕртеççĕ.
— Тытăр та çыхăр хуçине!
Хуçине тытса çыхаççĕ.
— Ай!.. Ой-й! Ай-й-й!.. Ан вĕлерĕр!.. Тархасшăн ан вĕлерĕр!.. Ачасене хĕрхенĕр!.. пĕчĕк ачасене!..
— Е-е-е, халь ачасене хĕрхенмелле-и сирĕнне. Ĕлĕк эсир пире хĕрхентĕр-и? Крепи-и-ит!.. Усал-л-л! Вĕлерес вĕсене çемйипех.
— Вĕлерес хуçине!
— Çунтарса ярас ăна, усала!
— Çунтарас! Крепит шăрши те ан юлтăр пĕреххут.
Халăх пĕтĕмпех урса кайрĕ, — çиллĕн, хаяррăн урса
кайрĕ. Хутор хуçине юпа çумне, аслăк юпи çумне çыхса хучĕç. Айне ыраш улăмĕ… типĕ ыраш улăмĕ купаларĕç…
Хутор хуçи крепит тутарса çĕр кастарнă чух Пракуш ашшĕн чи лайăх, çĕнĕ çĕрлĕ анине туртса илнĕ. Çавăнпа Пракуш ашшĕ те хутор хуçине шутсăр кураймасть… Ăна курайман майĕпе хĕрлĕ гвардисем çине çиленнисене те манса каять.
— Малтан хăйне краççын сапас пулать! —тесе кăшкăрать Пракуш ашшĕ.
Пÿртрен четвĕрт кĕленчипе краççын илсе тухрĕç. Хутор хуçи çинелле чаш-ш! тутарчĕç. Пĕри çавăнтах ыраш улăмне тивертсе ячĕ…
Хутор хуçине çулăм… хĕрÿ, вĕçертекен, çунтарса яракан, вăйлă çулăм вут çĕлен пек явса илчĕ. Хутор хуçи аслăкĕ-мĕнĕпех çунса кайрĕ. Аслăк юпинчен епле кăвар пулса юлать — хутор хуçи те çавăн пекех кăварлă кăмрăк… малтан хĕрлĕрех тĕслĕ кăмрăк, унтан хуп-хура, çĕр тĕслĕ кăмрăк пулса юлчĕ.
— Пĕтрĕ крепит!
— Вилчĕ крепит!
— Сыв пул, крепит! — терĕç сасăсем, — çиллĕ, усал, хаяр сасăсем.
Каçхи пĕлĕт тăп-тăрă, кăн-кăвак. Сивĕ çăлтăрсем те нумай… хаяр, сивĕ çăлтăрсем.
Юлашки вут хĕлхемĕсем çав кăвак пĕлĕтелле вĕçсе улăхса çăлăнма шухăшларĕç. Çук, çăлăнаймарĕç. Пĕтрĕç… сÿнчĕç.
— Пĕтрĕ крепит!
— Сÿнчĕ крепит!
IX
Ял халăхĕ крепит пирки çав тери усал, тискер пулма пултарни мана каллех шухăша ярать. Шухăшсем мана каллех канлĕх памаççĕ. Шухăшсем çаплах пĕрре хăрушшăн туйăнаççĕ, тепре тата хăрушă та мар, анчах хам та пĕлме пултарайман, хама та тĕтреллĕ çеç курăнакан, вăйлă… çил-тăвăл пек вăйлă шухăшсем мана ытла аптăратса çитерчĕç.
Пракуш вилчĕ… офицер пирки вилчĕ. Куштан Хĕве-тĕрсем халĕ те тĕрмерех лараççĕ. Пупне персе вĕлернĕ, теççĕ. Комиссар халăха хăпартлантарса кайрĕ. Комитет-сем… Хутор çынни… Кашни кунах çĕнĕрен çĕнĕ ĕç пулса пырать. Ялти пурнăç та хуранти шыв пекех вĕресе тăрать, — кăпăксем кăларсах, çиллĕн, хаяррăн вĕресе тăрать.
Пĕр эпĕ анчах халăх ĕçне нихăш енчен те пырса ермен. Çавăнпа мана каллех хама хам намăс пек туйăнать… Нимле пĕлмесĕр ялта çывăрса пурăннăшăн ытла та намăс пек туйăнать.
— Каятăп… Пурпĕр ирĕккĕн фронта каятăп!
Акă паян воззвани те вуларăм. Телефон юпи çумне хĕрлĕ, пысăк саспаллисемпе çапса хунă. Ăна вуласан эпĕ пушшех хăпартланса кайрăм. Ман тĕлтен темле çĕнĕ вăй… çĕнĕ шанчăк вĕçсе аннă пекех туйăнса кайрĕ. Ăшăм та лăштах пулчĕ.
Х
Аттепе анне иккĕшĕ те вăрçса çĕмĕрĕлсе юлчĕç.
— Ухмах… Урăх кам ывăлĕ пур-ши сан пек ухмаххи? Кам хăй ирĕккĕн пуçа çиме каякан пур? Эх, ухмах!.. Ухмах!.. — тесе юлчĕç аттепе анне, — çиленсе, вăрçса макăрса юлчĕç.
Сăпанине хăйсен пахчи хыçĕнче, çутă кÿлĕ хĕрринче тĕл пултăм. Вăл та мана ÿкĕтлесе йĕме тытăнчĕ. Эпĕ ăна май килнĕ таран йăпаткаларăм.
— Сăпани!.. Чунăм! Эсĕ мана ан чар, эпĕ каятăп. Шурăгвардеецсемпе çапăçма каятăп, — терĕм эпĕ.
Сăпани лăпланчĕ. Шурăгвардисем тени Сăпанишĕн те темле усал япалана пĕлтерчĕ пулмалла. Сăпани хирĕç тăрса текех нимех те каламарĕ.
— Каях эппин! Асту, мана ан пăрах, çырусем çырсах тăр, — терĕ те, иксĕмĕр те пĕр-пĕрне чуптуса уйрăлтăмăр, — ниме пĕлмесĕр, ним хуйхăрмасăр чуптуса уйрăлтăмăр.
Штрумлă çил çавăрттарса тухнă пекех туйăнчĕ мана ялтан, — штрумлă çил, пысăк çил, вăйлă çил. Тĕтреллĕ çанталăк та халĕ анчах уçăлса кайнăн туйăнчĕ мана, — халĕ анчах, ялтан тухнă сехетре…
Акă эпир Кирукпа иксĕмĕр те машина çине лартăмăр, — хавасланса, çăмăллансах лартăмăр.
Чăштик-чăштик! Чăш-чаш-чаш-чаш! чашлаттарса тапранса кайрĕ пирĕн пăравус, — çÿлĕ, пысăк пăравус… Уй урлă каçсанах, вăрмана кĕтĕмĕр, — Пракуш вилнĕ вăрмана.
— Канлĕ вырт, Пракуш!.. Сывă пул, шкул! Сывă пул, Сăпани! Сывă пул, тăван ял! Тен, пĕр-пĕрне час кураймăпăр. Тен, нумай кĕрешмелле пулать, тен, кĕрешÿ уйĕнчех ÿксе юлмалла пулать. Халĕ пурте сывă юлăр-ха! —тесе пыратăп ăшăмра.
Хура, хаяр, кăвак пĕлĕтсем каллех чупа-чупа иртеççĕ, — малалла, эпир кайнă еннеллех чупа-чупа иртеççĕ.
— Ăçта каятăр, пĕлĕтсем? —тесе те ыйтмастăп халĕ эпĕ пĕлĕтсенчен. Çук. Халĕ эпĕ çапла анчах каласа пыратăп:
— Эй, пĕлĕтсем! Хура, хаяр, кăвак пĕлĕтсем! Атьăр хăвăртрах пĕрле! Атьăр тăшманпа вăрçмашкăн… Атьăр малаллах! Мĕн тата пиртен юлса пыратăр? Эй, ма юлатăр? Эй, калăр часрах! Ма каламастăр?
Çук. Пĕлĕтсем каламаççĕ. Пĕлĕтсем хăлхасăр: илтмеççĕ. Пĕлĕтсем чĕлхесĕр: чĕнмеççĕ.
1924.
This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago). The author died in 1936, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 87 years or less (if applicable), or the copyright term is 99 years or less since publication (if applicable). |