Шуйлă-саслă ушкăнпа,
Тĕрлĕ çĕре куçкаласа,
Бессараби уттинче
Чикансем тек çӳренĕ,
Паян çырма хĕрринче
Çĕтĕк чатăрĕсенче
Вĕсем пĕр çĕр каçаççĕ.
Уçă пĕлĕт айĕнче
Канлĕ выртса çывăрни,
Ирĕклĕхе юратни
Чунăма савăнтарать.
Урапа çинчен çĕре
Кавăрсем сăнаççĕ,
Çавра кустăрмасене
Çурри таран витеççĕ.
Кустăрмасем хушшинчен,
Çав кавăрсем айĕнчен,
Вут çути тĕттĕм çĕрле
Йăлтăртатса курăнать.
Харпăр çемье пĕр çĕре
Çĕрле пулсан пуçтарнать.
Каçхи апат хатĕрлет.
Ирĕккĕнех кĕтĕнсе,
Çĕр хута курăк çисе,
Ут ушкăн çӳрет хирте;
Хирте, чатăр хыçĕнче,
Упа пĕчченех выртать.
Пурте çак çеçенхирте
Чуна хаваслантарать.
Тӳрлĕхлĕ кил-йышĕпе
Кĕске çула ирпеле
Чикан кавалпа тапранать,
Пăлханмашкăн тытăнать.
Хĕрарăмсем юрлаççĕ,
Ачасем кăшкăраççĕ,
Çӳрен сунтал чаклатать, —
Çеçенхир ун чух вара
Чĕрĕлнĕ пек туйăнать.
Хĕвел анса каç пулать,
Тĕттĕм пулать васанра;
Чикан кĕтӳ çывăрать,
Пĕр сас-чĕвĕ илтĕнмест.
Анчах анчăк хамлатни,
Хир уттисем кĕçенни
Аякранах илтĕнет.
Урапасем хушшинче
Вутсем те йăлтăртатаççĕ.
Тĕттĕм çеçен варринче
Шуйху сассем илтĕнмеççĕ;
Уйăх анчах пĕчченех
Лăппăн шуса майĕпех
Чикан кĕтӳне çутать,
Халь те пĕр чатăр айĕнче
Пĕр ватă çын çывăрмасть,
Вăл кăварсем умĕнче
Пĕчченех ларса тăрать;
Сӳнен кăвар ăшшипе
Вăл ват ӳтне ăшăтать,
Хăй аякка, хирелле,
Хура куçĕпе пăхать.
Çĕрлехи сулхăн тĕтре
Хупăрлать ватăскерне,
Ун çамрăк хĕрĕ хире
Кайнă утса çӳреме.
Çĕрле пулсан ирĕкре
Вăл вĕреннĕ çӳреме.
Нумай тăмасть темелле,
Хĕр час хиртен килмелле.
Хитре уйăх çутипе
Хулăм пĕлтсем çутални
Нумай тăмĕ, чарăнĕ,
Вăл ак часах пытанĕ;
Анчах ват чиканăн хĕрĕ
Халь те пулин курăнмасть.
Юрлă каçхи апачĕ
Пăс кăларса сивĕнет.
Ак вăл тин юлашкинчен
Пушă хиртен таврăнчĕ.
Çамрăк ача хыçĕнчен
Земфира ертсе килчĕ.
Ватă чикан паллаймасть,
Вăл пĕртте ăна пĕлмест.
Çамрăк хĕр хăй ашшĕне
Калать йăваш сассипе,
«Пуш хирте, тĕм хыçĕнче,
Çак çамрăка эп тупрăм,
Пирĕн чатăр айĕнче
Пĕр çĕр выртмашкăн чĕнтĕм.
Аттемçĕм, йышăн ăна:
Пирĕн пек чикан пулса,
Пирĕнпе вăл пурăнасшăн.
Вăл патшалăхри судран
Çакăнта тарса çӳрет,
Ман чĕремçĕм паянтан
Çак çамрăкшăн çеç сикет.
Ятне пĕлессӳ килсен,
Алеко тесе чĕнĕн.
Кирек кăçта та пирĕнпе
Вăл кăмăллать çӳреме.
Ватă
Килях. Пирĕнпе ирччен
Чатăр айĕнче каçăн,
Пирĕнпе пурнас тесен,
Яланах та пурăнăн.
Мĕнпур çăкăр-тăвара
Пĕрле пулса çийĕпĕр,
Çĕтĕк çӳрен хушăра
Эпир хӳтĕленĕпĕр.
Анчах, пирĕн пек пулса,
Пирĕн çӳрен пурнăçа,
Ирĕкпе чухăнлăха
Хăнăх эсĕ тăрăшса;
Вара ирех ирлесе
Виççĕн пĕр урапапа
Çула тухса кайăпăр.
Тытăн эс римислана, —
Анчах кăмăлна кайтăр.
Аллуна млатук илсе
Тимĕр шаккама тытăн
Е ял тăрăх çӳресе
Упа ташлатса çӳрĕн.
Алеко
Эп юлатăп.
Земфира
Вăл ĕнтĕ манăн пулать.
Кам ăна ман алăран
Туртса илме пултарать?
Çĕнĕ уйăх пĕлт çинчен
Нумай пулать пытанни,
Хирте тĕтре сарăлчĕ.
Тем пекех ыйăх килет,
Пуç йывăррăн силленет.
Часах тул та çутăлчĕ.
Ват чикан сиксе тăчĕ.
Вăл сассăр чатăр тавра
Шăппăн утăмлакалать.
«Часрах, хĕрĕм Земфира,
Тăрас пулать, хĕвел тухать;
Вăхăт ĕнтĕ, тăр, хăнам,
Тутлă вырăна хварса,
Ачамсем, вăранăрсам».
Пĕр сементре шуйăхса
Халăх тухрĕ чатăртан;
Чатăрсене хăвăрттăн
Пĕрсе хутласа хучĕç.
Ĕнтĕ ураписем те
Çула тухас пек тăраç.
Чиканăн пурри пурте
Кĕпĕрленсе тапранчĕ.
Пуш васансем варринче,
Ав, чикансем ушкăнта
Кĕпĕрленсе пыраççĕ.
Ик еннелле усăнса,
Ашак çурăмĕ урлă
Çатансем сулланаççĕ;
Çав çатансем ăшĕнче
Ачасем сиксе пыраççĕ.
Ашакĕсем хыçĕнче
Арçынсемпе арăмсем,
Хĕрĕсемпе çамрăксем
Пĕрле утса пыраççĕ.
Кăшкăрашни, шуйăхни,
Хытă саспа юрлани.
Упа сăнчĕр чанкăртатни,
Вăл хулăммăн мĕкĕрни,
Тĕслĕ çĕтĕк кĕпесем,
Ват çынсемпе çамрăксем
Çарамассăн курăнни,
Анчăк вĕрсе улани,
Тăмра танкăртатнă сас,
Урапа кăшкăрнă сас
Васансенче илтĕнет,
Чуна темле туйăнать —
Пурте çаксем тискеррĕн
Пĕртте килĕнсе пĕтмен.
Шыв хумĕ пек хумханать,
Вĕресе анчах тăрать.
Вĕсен савăнăçсемпе
Хамăр савăнăçсене
Танлаштарса пăхатăп,
Йăлт тĕлĕнсе каятăп.
Пирĕн ыр савăнăçсем —
Вилнĕ çын савăнăçсем.
Çын аллинче хĕсĕнсе
Пурăнакан çын юрлать,
Пирĕн ĕçсĕр пурнăçа
Вăл асăнтарса тăрать.
Çамрăк ача умĕнче
Пушаннă вар сарăлнă,
Вăл хурланса ун çине
Тĕлĕнсе пăхса тăнă.
Мĕншĕн вăл хурланнине
Çамрăк витĕр пĕлсе тăнă,
Анчах вăл асăннипе
Ăшне пăтратас темен.
Хура куçлă чикан хĕрĕ
Яланах унпа пĕрле.
Вĕçен кайăк евĕрлĕ,
Ирĕк унăн аллинче.
Кăнтăр хĕвел тӳперен
Ыр çуттипе илемлĕн
Ăна ăшăтса тăрать.
Тата çамрăкăн мĕншĕн
Чĕри хыт сикет иккен?
Мĕнле шухăш пăтратать,
Ăна йăвăрлантарать?
Асапа та, хĕне те
Туррăн кайăкĕ пĕлмест,
Çавăнпа йăвине те
Ĕмĕрлĕхе çавăрмасть.
Йăвăç туратти çинче
Вăрăм çĕре сĕнк пулать;
Хĕрлĕ хĕвел мал енче
Ялтăртаттарса тухать, —
Вара Турă сассине
Кайăк чикет хăлхине,
Вăл ялт сиксе тăрать те
Юрлать-ярать юррине.
Тĕнче илемне кӳрсе,
Çуркунне иртсе каять,
Ун хыçĕнчен çăвĕ те
Сисĕнмесĕр шăвăнать.
Тĕтреллĕ кĕрхи кунсем
Юлашкинчен çитеççĕ,
Çĕр çумĕнчен пĕлĕтсем
Ярăлтатса шăваççĕ.
Салху ун чух çынсене.
Кăвак тинĕс леш енне
Кайăксем те вĕçеççĕ,
Пиртен ăшă еннелле
Çуркуннеччен тараççĕ.
Пирĕн çамрăк таркăн та,
Вĕçен кайăк евĕрлĕ,
Тĕрĕс вырăн ниçта та
Тупаймасăрах çӳренĕ.
Чикансенĕн йăлине
Ниепле хăнăхайман,
Кирек кăçта та ун куçне
Çул курăннă такăррăн;
Чатăр кирек кăçта та
Ăна çĕрле хӳтĕленĕ.
Хĕвел çутăлса тухсан
Вăл вăраннă ăйхăран,
Кун ирттересси çинчен
Нихçан та шухăшламан.
Çак ывăннă чĕрене
Пурнăç хумĕ тапратма
Пултарайман нихçан та.
Çутă çăлтăр аякра,
Кăчăк туртса чĕннĕ пек,
Çак çамрăка хăш чухне
Йăлтăртатса илĕртнĕ.
Кĕтмен çĕртен вăхăтпа
Ĕлĕк çемçе пурнăçра
Вылянипе савăшни
Ун куç умне курăннă.
Пушă хирте пĕр-пĕччен
Вăл хурланса тăрайнă,
Часах çавăн пек чухне
Çӳлте, ун пуç тăрринче,
Аслати кĕмсĕртетнĕ;
Вăйлă çăмăр айĕнче,
Уярта пек, шухăшсăр
Вăл сĕнксе пăхса тăнă,
Пӳлĕхе пăхăимасăр
Хăй ирĕкпе пурăннă.
Епле унăн ăшĕнче
Çил-тăвăл пек шухăшсем
Пăтранаççĕ вĕресе —
Турă анчах сиртĕрсем!
Ун асаплă кăкăрĕ
Вĕри шывла вĕренĕ!
Нумай пулать-и вара
Вăл кулянма пăрахни?
Лăп шухăшпа пурăнни
Ĕнтĕ пычĕ нумая.
Земфира
Тусăм, кала-ха мана,
Эс пурне те пăрахса
Пирĕн пата килнĕшĕн
Кулянмасна чĕререн?
Алеко
Эпĕ мĕн пăрахнă-ши?
Земфира
Эс, Алеко, ман çинчен:
Вăл, — эпĕ хуласемпе
Çуралса ӳснĕ çĕре,
Пĕлĕшсене прахнăран, —
Хуйхăрать пулĕ тесе
Шухăшлатăн пулĕ, тен.
Алеко
Эп мĕн çинчен кулянса,
Тусăм, хуйхăрăп иккен?
Хула хĕсĕк пурнăçне,
Унăн шăршлă сывлăшне
Эс, Земфира, пĕлсенччĕ!
Унта, хӳме ăшĕнче,
Тăвăрланса пурăнаççĕ,
Ирхи уçă сывлăшпа
Кăкăрсене уçаймаççĕ;
Çеçкеллĕхре ыр шăршпа,
Çуркунне пулсан, вĕсем
Çӳреймеççĕ савăнса.
Шухăш хыççăн хваласа,
Юратуран вăтанаççĕ;
Хăйсен ирĕкне хăйсем
Таварла сутăлаççĕ.
Пуян чаплă çыннисем —
Суя турă вĕсемшĕн,
Вара вĕсен пуçĕсем
Тайăлаççĕ укçашăн
Çав клеткесем умĕнче —
Çапла вĕсем ирĕкрен
Тăлланаççĕ сăнчăрпа.
Мĕн эп пăрахрăм иккен?
Пĕр-пĕрне улталаса
Çисе калаçассине,
Ушкăн курайманнине —
Ак ĕнтĕ эпĕ мĕнтен
Тарнă çуралнă çĕртен.
Земфира
Çапах та пулин унта
Чаплă пӳлĕмлĕ çуртсем,
Тĕслĕ-тĕслĕ кавăрсем,
Ялан тенĕ пек тата
Чаплă ĕçкĕ-çикĕсем,
Савăнăçлă вăйăсем;
Хĕрĕсенĕн тумĕсем
Чаплă калама та çук!
Алеко
Хулари савăнăçсем
Ниме те тăмаç вĕсем.
Пĕл, юрату çук çĕрте
Савăнăç пурăнмасть те.
Хĕрĕсене эс курсан!
Хаклă йышши тумсăрах,
Ахах йышши тумсăрах,
Ахах ятлă чулсăрах
Лайăх эсĕ вĕсенчен!
Эй, ман çемçе тусăмçăм,
Ах, мана ан пăрахсам.
Манăн мĕн пур шухăш та
Сана хытă юратса,
Пĕр-пĕринпе савăшса
Пурăнас шухăш анчах.
Ирĕккĕн тарнă çĕрте
Пурăнасчĕ-ха пĕрле.
Ватă
Пуян çынсем хушшинче
Эс çуралнă пулин те
Юратмастăн-çке пире;
Анчах ялан ирĕкре
Савмĕ пĕрмаях сана,
Ачашра ӳснĕ çынна.
Пирĕн хушра авалтан
Пĕр халлап пур ĕлĕкрен.
Пулнă авал пĕр паша.
Кăнтăртан пирĕн хушша
Пĕр çыннине çиленсе
Кăларнă вăл хваласа.
Пĕлеттĕм эп ятне те,
Анчах халь маннă ăна.
Вăл, ватăскер пулин те,
Ырă, ăшă чĕрипе
Çамрăк çын пек пулнă тет.
Юханшыв хыт шавлани
Мана аса илтерет
Унăн ырă сассине,
Унăн хитре юррине.
Дунай шывĕ хĕрринче
Асаттесем хушшинче
Пурăннă вăл вăрçмасăр,
Çынсене тарăхтармасăр.
Ыр халлапсем итлеме,
Ун ăсĕнчен тĕлĕнме
Çамрăк-ватти-мĕнĕпех
Пуçтарăннă яланах.
Пĕчĕк ача евĕрлĕ
Халсăр, хăравçă пулнă.
Ытти çьнсем ун валли
Пулăсем тытса тăнă.
Хăвăрт юхан Дунай шывĕ
Шăна пуçласассăнах,
Вăйлă тăмансем пит сивĕ
Пăлханма тапрансанах —
Вĕсем тасават çынна
Çемçе тирпе чăрканă;
Юрлă пурнăç пăлхавне
Вăл çапах хăнăхайман,
Типсе кайнă, сăн-сăпатсăр.
Асаттесемпе пĕрле
Çӳренĕ пĕр савăнăçсăр.
Çылăхлă ĕç тунăшăн
Турă ăна çиленсе
Асаплантарать тесе,
Вăл яланах куляннă.
Хăтăлăп-ши асапран,
Çак хурлăхлă пурнăçран
Тесе, çав çын хуйхăрнă,
Дунай тăрăх çӳренĕ.
Хăй инчетри хулине
Вăл асăна-асăна
Нумай тăкнă куççульне.
Вăл вара вилес умĕн
Канлĕх тупман шăммине
Кăнтăр çĕрне куçарма
Хушса хăварнă пытарма.
Алеко
Çапла ĕнтĕ, чаплă, Рим,
Санăн пулнă ачусем!
Эй, Рим туррисемпеле
Хитре хĕре савнăран
Сăв кăларса юрлакан!
Кала-ха ĕнтĕ мана:
Мĕн-ши чаппа пуянлăх?
Пурте курас вилĕмлĕх,
Чавса хунă шăтăк вăл.
Ратран рата чап пырать,
Чаплă çынна ырăлать;
Чикан чатăр тăрринчен
Кăвак тĕтĕм сарăлать,
Мухтавлă çынсем çинчен
Пĕр халлап анчах юлать.
Ĕнтĕ иртрĕ икĕ çул,
Икĕ çул та тĕрĕс çул.
Анчах чикансем çавах
Кĕпĕрленсе çӳреççĕ.
Кăçта пынă çавăнта
Вĕсемшĕн тараватлăх,
Пур вырăн та хăналăх.
Хут çитиччен тарайса,
Чикан хĕрĕпе пĕрле
Ак Алеко ирĕкре.
Вăл чикансем хушшинче
Иртнĕ куншăн хуйхăрмасть,
Чикан хĕрĕ çумĕнче
Вăл пĕр хуйхăсăр çӳрет.
Пĕчĕк çемье çав-çавах,
Алеко та çав-çавах.
Иртсе кайнă кунсене
Вăл асăнма пăрахнă,
Чикансенĕн пурнăçне
Ĕнтĕ тинех хăнăхнă.
Чикансенĕн чатăрне,
Çĕр каçмалăх хӳтлĕхне
Вăл чĕрипе юратать;
Вĕсен çӳрен пурнăçне,
Чухăн, уçă чĕлхине
Алеко тем пек савать.
Хăй çуралнă еннинчен
Тарнă упа унпала
Ялан пĕрле чатăрта.
Çеçенхирти ялсенчеи
Витĕр тухма май килсен,
Мăлтаван çурт çывхĕнче,
Сыхă ушкăн умĕнче
Мăклă упа йăвăррăн
Хыттăн мĕкĕрсе ташлать.
Кансĕр хыт сăнчăр уншăн,
Тарăхса ăна кышлать.
Патак çине тайăнса
Ватă питлĕхне шаккать;
Алеко юрă юрласа
Тискер упапа çӳрет;
Земфира хăй ăрасна
Пӳртрен пӳрте ĕретлет,
Кăмăлтан паракантан
Вăл тиркемесĕр илет.
Çĕрле те пулать вара.
Вĕсем виççĕш чатăра
Пĕр çĕре пуçтарăнаççĕ,
Чĕрĕ кĕрперен унта
Каçхи апат пĕçереççĕ.
Ватă часах чатăрта
Ыйха кайса çывăрчĕ —
Йĕри-тавра шăп пулчĕ...
Пит шăп чатăр ăшĕнче,
Тĕттĕм унăн айĕнче.
Сивĕнсе пыран юнне
Çурхи хĕвел ăшшипе
Ватă ăшăтса ларать.
Земфира сăпка панче
Юрату çинчен юрлать;
Алеко ун çумĕнче
Вăл юрланине тăнлатъ,
Кĕл пек шуралса каять.
Земфира
Хăруш ар, ватă ар,
Кас мана, эс çунтар,
Хăрас çук: эп Тăн-тăн,
Çĕçĕрен е вутран;
Эп сана кураймасп,
Сана эп юратмасп:
Теприне юратап,
Уншăн чуна парап.
Алеко
Чарăн. Мана йăлăхтарчĕ,
Сирĕн юрра юратмасп.
Земфира
Юратмастăн? Кирлĕччĕ.
Эп юрă хамшăн юрлап.
Кас мана е çунтар;
Нимĕн те каламасп.
Хăруш ар, ватă ар,
Эс ăна пĕлес çук.
Ешĕл курăкран та
Çав ача çамрăкрах,
Вĕри, шăрăх кунран
Вăл тата вĕрирех.
Ах, вăл епле çамрăк,
Чисти ешер курăк!
Вăл хăюллă пăхать,
Мана тем пек савать.
Шăппăн çĕрле ăна
Эпĕ ачашларăм!
Санăн сухалунтан
Унпа эпĕ култăм!
Алеко
Земфира, чарăн, çитет...
Земфира
Ман юрра ăнлантăнам?
Алеко
Земфира!...
Земфира
Сан çиллӳ килет пулсан,
Çилленсемех, тархасшăн:
Эп сан çинчен çак юрра
Юрлас тетĕп, ан чар-ха.
(Земфира Алеко çинчен юрласа пушă хирелле каять: «Ватă ар, хăрушă ар...»)
Ватă
Нихçан аса илес çук,
Вăл юрра эп çамрăк чух
Шухăшласа кăларнă.
Ĕлĕкренпех çав юрра
Çут çанталăкра юрлаççĕ,
Çав юрăпа йăпанаççĕ.
Çак тĕттĕм çеçенхирте,
Кагул-шыв юхнă çĕрте,
Манăн Мариула та
Хĕлле, вăрăм çĕрсенче,
Ак çак юррах юрлатчĕ
Вут умĕнче чатăрта
Пĕчĕк хĕре сулласа.
Кун хыççăн кун васкаса
Сисĕнмесĕрех иртет,
Иртнĕ çулсем ман пуçра
Пĕтĕмленсе пыраççĕ;
Анчах юрă пуçăмра,
Чĕрем тавра явăнса,
Кĕрсе ларнă тухмасса.
Ним сас-чĕвĕ те çĕрле;
Кăнтăр кăвак пĕлĕчĕ
Хитре уйăх çутипе
Тем пек ырă илемлĕ.
Земфира
Ах, аттеçĕм, пăх-халĕ:
Алеко хăруш епле!
Йăвăр ăйăх тĕлĕшпе
Ав вăл епле йăванать,
Куран, епле хуйхăрать.
Ватă
Ан тив ăна, шăппăн тăр.
Пур вырăссен пĕр халлап,
Ахăртнех, вăл чăнах-тăр:
Хĕвел анса çĕр пулсан,
Çак вăхăтра, çур çĕрте,
Çывăракан сывлăшне
Хăруш сывлăш пусать тет;
Çурăмпуç умĕн хăех
Вăл çын панчен каять тет.
Ан хăрасам, кил, ларах.
Земфира
Ах, аттемçĕм,вăл мана
Земфира тесе чĕнет.
Ватă
Тĕлĕкре те вăл сана
Ав епле шырать, вилет:
Уншăн эсĕ тĕнчере
Пуринчен те хаклăрах.
Земфира
Мĕн тăвас-ши, ман чĕре
Ирĕкшĕн вăл тахçанах.
Атте, Алеко мана
Юратми пула пуçларĕ.
Ялан унпа пурăнса
Йăлтах чĕрем йăлăхрĕ.
Ĕнтĕ эпĕ... Ах, шăп пул!
Атте, эс илтетĕн пуль?
Вĕт вăл урăх хĕр ятне
Шăппăн чĕнет тĕлĕкре.
Ватă ...Кам ятне?
Земфира
Илтетне? шăл чакăр турĕ,
Çиллипе шăлне çиет!
Ух, чун епле çӳçенет!
Эп вăрататăп ăна.
Ватă
Ан вăратсамах çавна.
Çĕрле çӳрен сывлăша,
Хĕрĕмçĕм, ан хăвала,
Хăех тарĕ квакçутла.
Земфира
Тепĕр енне вăл çаврăнчĕ,
Ак, ăйхăран вăранчĕ;
Атте, вăл мана чĕнет,
Йĕри-тавра пăхкалать.
Ах, часрах ман ун патне
Каймалла, сыв пул, атте.
Алеко
Кăçта çӳрерĕн?
Земфира
Аттепе пĕрле лартăм.
Сана çывăрнă чухне
Темле сывлăш аптратрĕ;
Санăн чуну тĕлĕкре
Епле хыт асапланчĕ.
Мана эс йăлт хăратрăн.
Йăвăр ăйăх тĕлĕшпе
Шăлна шатăртаттартăн,
Мана чĕнтĕн çиллӳпе.
Алеко
Сан çинчен эп тĕллентĕм,
Иксĕмĕр хушшăмăрта
Тăрать пек... эпĕ пĕлтĕм.
Тискер шухăшсем унта
Мана асаплантарчĕç.
Земфира
Усал тĕлĕксем пулĕç,
Эс вĕсене ан ĕнен.
Алеко
Хальччен курнă тĕлĕкрен
Эп пĕрне те ĕненмесп,
Чĕрене эс çакăнта
Кăларса хурсассăн та,
Эп ăна та ĕненмесп.
Ватă
Мĕи çинчен, айван çамрăк,
Чарăнмасăр хуйхăран,
Чун тĕпĕпе ахлатан?
Пуриншĕн ирĕк пысăк
Кунта пирĕн хушăра,
Янкăр пĕлĕт йĕр-тавра.
Çамрăк хĕрсем, арăмсем
Кунта хитре çеçке пек —
Ан кулянсам, ан йĕрсем
Çак кунранпа, çамрăк, тек:
Хуйăх сана пĕтерĕ.
Алеко
Атте, Земфира мана
Юратми пулчĕ ĕнтĕ.
Ватă
Пăртак эс пусарăн-ха.
Вăл çамрăк, ача кăна;
Ассăрланса ан кулян;
Асаппа эс юратан,
Хĕрарăм вăл апла мар —
Çиелтен çеç юратать.
Пĕлĕт хĕррине пăхар,
Ав унта уйăх шăвать.
Пĕрех вăл пур çĕре те
Хăй çуттине юхтарать,
Иртсе каяс пĕлĕте
Вăл сасартăк çутатать.
Ав, тепĕр пĕлĕт çине
Унăн çутти куçаять.
Кам уйăхăн çуттине:
Пĕр вырăнта чарăнса
Пĕр çĕре çутат, тийĕ;
Кам çапла çăвар уçса
Хĕр чĕрине калайĕ:
Пĕр çынна анчах юрат,
Нихçан ан улштар, тесе,
Чарăн, ӳкĕте кĕрсе,
Пăртак ăшна пусар-ха!
Алеко
Атте, сана калам-ха,
Ак, епле мана Земфира
Ĕлĕк чунтан саватчĕ,
Пушă хирте вăл вара
Çĕрле манпа ларатчĕ.
Е, эп хуйха ӳксессĕн,
Калама çук илемлĕн
Вăл, ман çумра вылянса,
Савăнса калаçатчĕ,
Ача пек ыталаса
Мана вăл чуптăватчĕ!
Халь ун çумне ларсассăн,
Мĕн-ши? Манран сивĕнчĕ!
Ватă
Итле-ха эсĕ мана,
Хам пурнăç çинчен сана
Эп каласа кăтартам.
Дунай шывĕ таврашне
(Алеко, авалхине
Эп хуйхăрса асăнтăм)
Вырăс ури пусиччен
Эпир султан çиллинчен
Хăраттăмăр тем пекех.
Çӳл Аккерман пашнинчех
Буджак паши пурнатчĕ,
Вăл çавăнтан çак çĕре
Тӳрелесе тăратчĕ.
Ун чухне ман чĕрере
Юн вĕресе тăратчĕ,
Кăтра çӳçĕм пуçăмра
Хуралса явăнатчĕ.
Хитре хĕрсенчен вара
Пĕр хĕре эп сăнарăм...
Ăна курса нумайччен
Савăнтăм-çке чĕререн,
Унтан ăна йышăнтăм.
Ах, ман çамрăклăх ытла
Хăвăрт иртсе карĕ-çке,
Çӳлтен ӳкен çăлтăрла
Курăнса çеç юлчĕ-çке!
Эй, юрату вăхăчĕ,
Эс ытла хăвăрт иртрĕн!
Пĕр çулталăк ирĕккĕн
Çав хĕр мана савсаччĕ.
Пĕрре Кагул хĕрринче
Урăх чикан кĕтӳпе
Эпир хирĕç пултăмăр.
Чатăрсене салатса,
Пирĕнпеле юнашар,
Ту хĕррине вырнаçса,
Çав чикансем икĕ çĕр
Тĕп-тĕрĕсех пурăнчĕç.
Вара тин виççĕмĕш çĕр
Пиртен уйăрлса карĕç.
Вĕсем хыççăн Мариула,
Пĕчĕк хĕре пăрахса,
Тара панă çав çĕрле.
Ун чухне эп çывăрнă;
Хĕвел çутăлса тухнă.
Вăранатăп ирпеле —
Ман юратнă тусăм çук!
Ятран чĕнсе шыратăп,
Çухалнă, йĕрĕ те çук.
Земфира çине пăхатăп,
Вăл хыт татăлса йĕрет,
Унтан хам та чăтаймарăм!
Çавăнтанпа ман чĕрем
Пур хĕртен те сивĕнет;
Çавăнтанпа хĕр çине
Ман пăхас килми пулчĕ
Е кăмăла кайнине
Тепре шырас темерĕ.
Пĕччен пурнăç хуйхине
Пурăнтăм пĕччен тӳссе.
Алеко
Ăна хваласа çитсе
Епле унăн чĕрине
Çапла мăшкăл тунăшăн
Икçивĕчлĕ çĕçĕпе
Эс чиксе шăтармарăп?
Ватă
Мĕне кирлĕ? Çамрăклăх
Кайăкран та ирĕкрех.
Юратува чармашкăн
Камăн вăй çитĕ иккен?
Савăнăç вăл вăхăтлăх:
Часах куçать пĕринчен
Тепĕр кĕтмен çын патне;
Пĕрре пулнă япала
Çĕнĕрен тепре пулмасть.
Алеко
Эп апла мар. Епле те
Хам алăри ирĕкрен
Тухас çук эп вилсен те;
Тăшмана тавăрмасан
Ман чĕрем лăпланас çук,
Тĕпсĕр тинĕс хĕрринче
Эп тăшмана хварас çук,
Ăна çывăрнă çĕрте
Ман алă шеллемĕччĕ;
Вăл тинĕсе путнине
Савăнса пăхăттăмччĕ.
Вăл сасартăк ăйăхран
Сехĕрленсе вăрансан,
Эп вара çавна курсан
Унтан питлесе кулăттăм,
Вăл тинĕсе путнăшăн
Нумайччен эп савнăттăм.
Çамрăк чикан
Тепре анчах, тархасшăн,
Чуптăвам-ха, Земфира.
Земфира
Çитет ĕнтĕ, хăвăртрах.
Эс пĕлместĕн, ман, ара,
Вăл вутран та хăрушрах.
Чикан
Тепре... эп юлашкинчен...
Пăртак тата тăр-халĕ!
Земфира
Сыв пул, тепре куриччен.
Ах, вăл килмин юрĕччĕ.
Чикан
Тӳррипе мана кала,
Хăçан тата курăпăр?
Земфира
Тĕме хыçĕнче çĕрле,
Уйăх çутăлса тухтăр,
Пĕрне-пĕри ун чухне
Эпир каллах курăпăр.
Чикан
Мана улталаса тăр!
Пырас çук эс тĕм патне.
Земфира
Ак вăл! Тар ĕнтĕ часрах!
Савнă тусăм, эп пырăп.
Пĕччен чатăр ăшĕнче
Ак Алеко çывăрать.
Каç курни ун куçĕнче
Тĕтре пек вылянкалать;
Хытă саспа кăшкăрса,
Вăл ак ялт сиксе тăрать,
Вырăна хыпаласа,
Аллисене тăскалать;
Анчах сивĕ çивитти
Ун аллине кĕреет,
Вăл йăлт чĕтресе ӳкет.
Инчетре унăн савни...
Вăл хăраса тăрать те
Тăнласа шăппăн итлет...
Йĕри-тавра, пур çĕрте
Пĕр сас-чĕвĕ илтĕнмест!
Вăл сехĕрленсе ӳкет,
Куçĕ-пуçĕ кăварах;
Вăл сиксе тăрсассăнах
Чатăртан сиксе тухать,
Урапасем хушшинче
Хăрушшăн пăхса çӳрет;
Çывăхри уй-хирсенче
Сас-чӳ тавраш илтĕнмест.
Вăйлă тĕтре ăшĕнче
Уйăх аран çутатать;
Çутă çăлтăр пĕлт çинче
Пĕчĕк куç пек курăнать.
Сывлăм тăрăх çĕнĕ йĕр
Тĕм хыçне ертсе каять;
Алекона вилĕм йĕр
Тĕм еннелле çавăтать.
Аякра, çул хĕрринче,
Вилĕм тăпри ун умĕнче
Таçтан курăнса тăрать.
Вăл халсăр урисене
Аран сĕтĕрсе пырать,
Хăй темскер пулассине
Ăшĕнче çунса кĕтет.
Тути-çăварĕ чĕтрет;
Пĕрне-пĕри шаккаса,
Чĕркуççийĕсем чĕтреççĕ...
Утса пырать хăраса...
Сасартăк унăн куçĕ
Юнашар мĕлке курать.
Тĕлĕкре пулĕ тесе,
Ăсран кайса шухăшлать.
Ак çывăхра чĕтресе
Пăшăлтатнă сас илтет,
Вилнĕ çыннăн тăприне
Хĕсепрем кăларнине
Пирĕн Алеко пĕлет.
Пĕрремĕш сас
Çитĕ ĕнтĕ!
Иккĕмĕш сас
Тăр-ха пăртакçă!
Пĕрремĕш сас
Савнă тусăм, çитĕ!
Иккĕмĕш сас
Çук, çук! Çутăличченех
Çакăнта иккĕн ларар!
Пĕрремĕш сас
Халь те нумай лартăмăр.
Иккĕмĕш сас
Мана эсĕ хăраса
Юрататăн иккен.
Пĕр сементе чăт-ха!
Пĕрремĕш сас
Эсĕ мана пĕтеретĕн.
Иккĕмĕш сас
Тата пăртакçах.
Пĕрремĕш сас
Е упăшка мансăрах
Ыйхăран вăрансассăн!..
Алеко
Эп вăрантăм. Кăçта?
Сире кунта та лайăх.
Земфира
Чунăм, часрах тар.
Алеко
Чарăн! Кăçталла таратăн,
Илемлĕ маттур çамрăк!
Вырт çакăнта!
(Çав вăхăтра Алеко çамрăк чикана çĕçĕпе чиксе пăрахать.)
Земфира (кăшкăрса)
Алеко!
Чикан
Вилетĕп!
Земфира
Алеко, эсĕ ăна
Вĕлеретĕн вĕт ĕнтĕ!
Пăх-ха, эсĕ юн кăна,
Ах, мĕн турăн ĕнтĕ.
Алеко
Ним те мар.
Вăл сана юратнипе
Халь сан чуну савăнтăр...
Земфира
Сана пĕтĕм чĕрепе
Ылханатăп вилешĕн,
Мана эс хăратнинчен
Эп пĕрре те хăрамасп,
Чунпа сана кураймасп.
Алеко
Пĕрех эс те пĕт! (Земфирăна чиксе пăрахать.)
Земфира
Юратса вилетĕп.
Хĕвел тухăç пĕлĕчĕ
Йăлтăртатса çуталнă.
Алекон çамрăк пичĕ
Пăхма çук хăрушланнă.
Вилĕм тĕм чулĕ çинче,
Икĕ виле умĕнче,
Юнланнă çĕçĕ тытса
Вăл пĕчченçиех ларнă,
Чикан ушкăн хăраса
Ун йĕри-тавра тăнă;
Пĕр хĕрринче чикансем
Тарăн шăтăк авăтнă.
Ĕретĕн хĕрарăмсем
Пĕр-пĕрин хыççăн пынă,
Вилнĕ çамрăк çынсене
Вĕсем пурте чуптунă.
Тин вилнĕ хĕрĕ çине,
Чĕлхесер çын евĕрлĕ,
Ват чикан пăхса тăнă.
Çак вăхăтсăр вилĕмлĕ
Икĕ çамрăк пурнăçа
Пытарчĕç ĕмĕрлĕхе.
Алеко йăлт тĕлĕнсе
Аякран пăхса тăнă.
Ĕнтĕ вилнĕ çынсене
Çĕр айĕне пытарнă,
Вилĕм тĕмийĕ çине
Юлашкинчен ывăçпа
Тăпра илсе сапайнă.
Пуçне çĕрелле усса
Вăл чул çинче ларайнă,
Курăк çине майĕпе
Ӳкрĕ вăйĕ пĕтнипе.
Ват чикан çав вăхăтра,
Алеко умне пырса:
«Мăн кăмăллă усал çын,
Тух эс пирĕн ушкăнтан!
Хунă йĕркесĕр эпир
Хир кайăкĕ пек çӳретпĕр,
Çавăнпала та эпир
Чĕр çынна вĕлерместпĕр.
Юн тăкнипе йăпăшни
Пире пĕртте кирлĕ мар;
Юн тăкакан çын тени
Пирĕнпе ан пурăнтăр.
Хир кайăк пек ирĕкре
Пурăнма эс çуралман —
Пурăнма лайăх тесе
Эс ирĕклĕхе шыран.
Санăн сассу пирĕншĕн
Малашне, çак сехетрен,
Пит хăрушшăн туйăнĕ:
Эпир кайăк евĕрлĕ
Пуринчен те хăратпăр;
Часрах пиртен уйрăлса,
Усал кăмăллă çын, тар...»
Çапла чикан каласан,
Шуйлă-саслă ушкăнпа
Чикан кĕтӳ çавăнтан
Хăпăнчĕ пĕр кавалпа,
Вырăнсăр халăх ушкăнĕ
Часах куçран çухалчĕ.
Икĕ çамрăк чикансенĕн
Юнĕсем юхнă çĕрте
Сĕм-пĕчченех, хурлăхлăн
Юрлă кавăр витĕпе
Витнĕ урапа ларать,
Пулькă тивнĕ тăрнана
Вăл мана асăнтарать.
Хĕл умĕн хăш вăхăтра
Тĕтреллĕ кун ирхине
Тăрна карти ушкăнĕпе
Какаласа тапранать,
Кăнтăр еннелле тапать
Хурлăхлăн кăшкăрашса.
Ак сасартăк вашлатса
Çивĕч пулькă çӳлелле
Карта патне хăпарать,
Пĕр тăрнан çунаттине
Витĕр кăна шăтарать.
Мĕскĕн тăрна çунатне
Çĕрелле ластах усать,
Юлташсенчен аяла
Ĕмĕре анса юлать.
Çĕрле пулчĕ; чатăрта
Никам та вут чĕртмерĕ,
Ыр ăйăхпа сарăлса
Никам та çывăрмарĕ.
Александр Пушкин, 1824