Хресчен, вăран ыйхăран
Appearance
Хресчен, вăран ыйхăран,
Санăн мĕншĕн тертленеc.
Харам пыртан ан хăра,
Пĕрле пулса пĕтерес.
Чулçă-и эс е хресчен –
Телейÿшĕн çĕклен эс!
Пĕрле пулса пур ĕçчен
Кĕрешĕве çĕкленес.
Килĕр, пĕрле пухăнса. –
Сире чĕнет çĕнĕ вăй.
Алă парăр савăнса.
Пĕрлешнĕ вăй – çĕнĕ вăл.
Хресчен, саншăн çул уçă –
Çитĕ сана тертленме!
Ĕçлекен сан çул пуçĕ –
Тимĕр сăнчăр татăлĕ!
Хресчен, вăран ыйхăран.
Санăн камшăн тертленес.
Харам пыртан ан хăра,
Пĕрле пулса пĕтерес.
1908
![]() |
This work was published before January 1, 1930, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |