Улăхра (Мач Василий Семёнович)
Тухрăм кайрăм урама
Ăшăм-чикĕм çуннипе.
Чунăм вăркать ăшăмра,
Пырап çырма хĕррипе.
Çырма хĕрри – вĕт хăва,
Тĕрлĕ кайăк сасси пур.
Çак улăха тухсассăн,
Сарă хĕрсен сасси пур.
Ешĕл курăк айĕнче
Хĕрлĕ пиçнĕ çырла пур,
Çав çырлана татмасан,
Хĕрсен чунĕ чăтмасть-тĕр.
Хĕрсем çырла татаççĕ.
Хăйсем юрă юрлаççĕ.
Хĕр сассине илтсессĕн,
Сар каччисем пыраççĕ.
Тĕрлĕ çеçке улăхра,
Алхасаççĕ, выляççĕ.
Хăйсем вăйă хушшинче
Тĕрлĕ юрă юрлаççĕ.
Унтан пурте хусканаç,
Кил еннелле таврăнăç.
Каччисем те, хĕрĕсем те
Килĕсене саланаç.
1914
This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago). The author died in 1951, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 72 years or less (if applicable), or the copyright term is 109 years or less since publication (if applicable). |