Jump to content

Тырă пулнă çул

From Wikisource
Тырă пулнă çул (1905)
by Кириллов Тарас Кириллович
337777Тырă пулнă çул1905Кириллов Тарас Кириллович

Тикĕс шăтнă тырăсем,
Улăхсенче курăксем,
Нÿрĕпе хăват хурса,
Çитĕнеççĕ хумханса.
Йĕри-тавра пăхатăп,
Ытла та савăнатăп:
Çанталăк халь уяртса,
Хĕвел пăхать шăратса. (…)
Уя пăхсан – уй симĕс,
Паллас та çук – хăй тинĕс.
Калчан шухăш — ÿсесси.
Ман ĕмĕтĕм – вырасси.
Çитĕн тырă, вăйлă пул.
Эсĕ маншăн – кирлĕ мул. (…)

Сан тăрăх çил вĕрнипе
Хăйĕн шучĕ-йĕркипе
Хыççăн-хыççăн хум юхать,
Тинĕсри пек туйăнать. (…)

Вăхăт иртет, сисĕнмест,
Ĕçчен çын канма пĕлмест.
Чавăш çынни туй тăвать,
Килĕшÿллĕ савăнать.
Пăх-ха, тăван, малалла:
Çул тăрăх пĕр çын килет.
Инçе кайнă пулмалла:
Аллинчи туйи ÿкет.
Ку çын мĕн туса çÿрет?
Евĕчĕ çÿремест-ши?
Чăнах ку çын евĕчĕ,
Акă пĕр киле кĕчĕ,
Ăна-кăна калаçма
Хĕр шырама яракан
Килнелле кĕрсе кайрĕ.
Ĕнтĕ ĕç шала кайрĕ.

Раман мучи Иванне
Авлантарма шухăшлать.
Ĕçлеме çын кирлĕ, тет.
Иванăн та çул çитет.
Евĕчĕ çÿрекенни
Иван куккăшĕ пулать.
Унăн ячĕ Уртеми.
Каламашкăн çăмăл-и?
Вăл Ивансен ялсемех.
Ялĕн ячĕ Хурасан.
Урах майлă каласан,
Асăнма йывăр пулать.

Уртемийĕн пахчара
Йывăç улми пит çăра.
Йывăç карти сарлака.
Çулла пулсан, пахчара
Тĕрлĕ кайăк пурăнать,
Хитре юрăсем юрлать.
Шăпчăк сасси илтĕнет,
Тăрсах итлессĕм килет.
Уртеми çуллен пуять.
Çулла пулсан, пахчинче
Талăкĕпех пурăнать.
Йывăç улми хăй сутать.
Ана курса ялйышсем
Тата çывăх ялтисем,
Пăртак тăн-пуç пуррисем,
Улмуççисем сыпаççĕ,
Уртеми пек пулаççĕ,
Укçа килтех тупаççĕ.
Йытăпырши вырăнне
Хăмла çырли йывăçне
Ÿркенмесĕр лартаççĕ.
Хĕлле чир-чĕр тапăнсан.
Çырла шывĕ ĕçеççĕ,
Унтан сипĕ кураççĕ.
Çулма майсăр курăксен
Ватă тымаррисене
Тăпăлтарса пĕтерсе,
Мăкăрпуç курăк вăрри
Етĕрнерен кÿртерсе,
Çĕр çемçетсе акаççĕ,
Нумай утă тăваççĕ.
Пуху çине пухăнсан,
Ухмахсене ăс парса,
Хăш чух çапла калаççĕ:
«Пур халăхпа ăс тытар,
Тĕрлĕ путăк-шăтăка.
Ним киревсĕр сăртсене
Картасемпе çавăрăр,
Йывăç лартса тултарăр.
Йывăç пахчисем пулччăр,
Пыл хурчĕсем пурăнччăр,
Пире усăллă пулччăр».
Уртемийĕн нÿхрепре
Саркавайпа пыл сăра,
Укçи выртать тĕплĕре,
Йăсран тунă арчара.
Унăн пуçĕ минеллĕ,
Пичĕ-куçĕ илемлĕ;
Итлес килет сăмахне,
Ларас килет çывăхне.
Юмах ярать юратса,
Ĕçне тăвать шăратса.
Эпир унтан вĕренмен,
Пурăнма ăс илеймен.

Иван ашшĕ те пуян:
Укçи пулĕ икĕ чан.
Анчах ытла хытăран
Шĕлепки хыт сăрантан.
Çамрăк чух ăс салатман,
Укçа шыва пăрахман,
Хупах çулне таптаман,
Аллине чĕлĕм тытман.
Унăн ятне каласан:
Иван, Раманăн ачи.
Раман пекех пулмалла;
Раман улне юратать,
Ăнлантарма хĕр шырать.
Эсĕ хĕрна памăн-ши,
Раман хăти пулман-ши,
Тесе ыйтса пăхсанах –
Такам та хĕр памалла.
Асту, пĕр те суймастăп,
Чăн сăмаха пăсмастăп.

Ĕненментен кулмалла.
Юрлар халĕ малалла.
Кутан усă пулмалла.
Уртемипеле Раман –
Ячĕсене час ан ман ——
Иккĕшĕ канашларĕç:
Кăçал туй тăвас, терĕç.
Ăна -кăна калаçсан,
Уртеми тула тухсан,
Ивана курах кайрĕ,
Ним тума та пулмарĕ.
Пÿртре мĕн калаçнине
Ивана та систермен.
Ваттисем ăс тăваччен
Ăна пĕлтерес темен.
Халĕ Ивана курса,
Уртеми те йăпатса
Çапла кала пуçларĕ:
«Хальччен сана пĕлтермен,
Авлантарас та темен,
Халĕ сана юратса,
Аван сăмах калам-и,
Хĕпĕртесех каймăн-и?
Аçу-аннÿ ватăлчĕç,
Тантăшусем авланчĕç.
Сан та авланас пулать.
Туту, ачам, ха, кулать!
Атя, Иван, хĕр пăхма.
Аçу каланă тăрăх,
Çитсе килтĕм пĕр çĕре.
Çыннăн ырă суннине,
Ман сăмахăм чăннине
Илтсе туйĕ сан чĕрÿ:
Пуласчĕ сан та кĕрÿ.
Эсĕ кăçал авлансан,
Евĕчине хам пулам.
Кăçал туй-мĕн тумасан,
Хĕлĕпех сана хурлам.
Ĕçлекенсĕр ĕç ĕнмест,
Ăна пĕр ухмах пĕлмест.
Ырă пурнăçăн усси,
Санăн ĕмĕт курасси
Авланмасăр курăнмасть.
Чăн сăмаха çын манмасть.
Ваттисене çав юрать,
Кам вĕсенĕн ĕмĕтне,
Ыйтмасăрах мĕнлине,
Ялан туса çитерет,
Пур енчен йÿнеçтерет.
Аçу-аннÿ ватăлчĕç.
Ĕçлеме те вăй сахал,
Тарçăсем те пит кахал.
Пиччу халĕ салтакра.
Турă парсан, вăл килет.
Унччен сана вăй килет.
Пăркун ака тунă чух
Эпĕ хам куçпа куртăм,
Аçушăн пит кулянтăм.
Вăл хăй ватă пуçĕпе
Суха касси йĕрĕпе
Кун каçачченех утать,
Сĕлĕ сухине тăвать,
Лашине те хăвалать,
Хăй те хытах ывăнать.
Килте аннÿне куртăм,
Уншăн та пит хуйхăртăм,
Питĕ хытă хĕрхентĕм.
Ним калама пĕлмерĕм.
Унăн куççуль юхатчĕ,
– «Ах, ма юхмĕ куççулĕ?»
Хытă саспа Иванăм
Хăй куккăшне каларĕ:
«Акка та качча кайрĕ,
Пулăшакан юлмарĕ.
Анне пĕччен ывăнчĕ.
Юлташ шырас пулсассăн,
Ыран каçах кайăпăр,
Чун савнинех калаçăпăр.
Эпĕ савни Татьян пур:
Упаçырми ялĕнчи
Салтак Петĕрĕн хĕрĕ».

Ыран каçа çитиччен.
Хĕр калаçма кайиччен.
Çирĕм çулхи Иванăн
Пуçран шухăш каймарĕ,
Ал ĕç патне пымарĕ.
Кун ĕçсĕр иртсе кайрĕ,
Каç иртсе çĕр те пулчĕ,
Иван çывăраймарĕ.
Ир иртерех тăчĕ те,
Тумтирне тăхăнчĕ те.
Тухрĕ кайрĕ улăха
Çÿрен лаша кукарма
Çиех, лаша, курăкне,
Çĕн çын ларĕ сан çине.
Иван улахран килет,
Шуçăм çуталса килет.
Çуллахи çĕр час иртет.
Шăпчăк юрласа ячĕ,
Ун та ыйхи вăранчĕ.
Тăри тăчĕ тĕрлеме,
Халăх тăчĕ ĕçлеме.
Каçпа кĕтÿ таврăнсан,
Çынсем ĕçсем пăрахсан,
Иван лаша кÿлчĕ те,
Хăй куккăшпе лартрĕ те
Тухрĕ кайрĕ хĕр пăхма.

Хамăр ял хыçа юлчĕ.
Пĕр арçын хирĕç пулчĕ.
Паллах, пирĕн телей пур:
Аллинче пĕр çамрăк хур.
Упа çырми инçе мар,
Кушартан анатра мар,
Шетмĕ шывĕ хĕрринче.
Çак ял çырми шывĕнче
Татьян шыва кĕретчĕ,
Шурă ÿтне çăватчĕ.
Пасаралла кайнă чух
Пĕр çын ăна курнă, тет.
Татьян пит вăтаннă, тет.
Çын куç тĕлне пулнăран
Шыва кĕме пăрахнă.
Салтак Петĕр кил-çурчĕ
Катаранах кантур пек:
Йĕри-тавра йывăçсем,
Анкартинче ампарсем.
Пÿрте çиме ларас чух
Яшка антарнă тĕле
Кĕчĕç тăчĕç хăнасем.
Хăнасене тĕпелтен:
– «Çиес умĕн кĕлле тăр».
Тенĕ сасă илтĕнет.
Аслă кипĕ ачине
Ялан турра асăнма
Ăс-тăн парать пулмалла.
Кăпа пурте тумалла.
– «Пирĕн килес, вай патăр».
– «Килĕрех, лайăх çынсем.
Иртĕр çакăнта мала,
Вырăн парăр, ачасем»
Тесе калать кил хуçи.
Шухăшласан, ĕç уççи,
Ваттисен сăмахĕпе,
Куçа хупсах курăнать,
– «Çиме ларăр, хăтасем,
Çул çинче хырăм выçать», –
Ватă Петĕр калаçать.
Чăваш сăмахĕ тăрăх,
Хĕр шыракан çынсене
Апат лартса çитерсен.
Çăкăр-тăвар хутăшать,
Парас çук хĕр хăй пырать,
Хурасанти хăтасем
Пĕр çăвартан калаççĕ:
«Ан чăрманăр, выçă мар,
Килтен çисе тухрăмăр,
Кунта çитсе тăтăмăр,
Апат тĕлне пултăмăр.
Çумри телей ертнипе
Ют ялта та пур тÿпе».
Пурне те çырияс çук:
Çиме чĕнсен – çиме лар,
Унсăр ĕç телейлĕ мар.
Эпир малалла юрлар.
Ялан ăспа çÿресен.
Ялти ватă ятламасть.
Евĕчĕ ним пĕлмесен,
Хĕр калаçасси те хĕн.
Уртеми вăл – аван çын:
Суйи çук, чăнни хăйĕн,
Чăн сăмаха чăн калать,
Ăна пур çын та паллать.
Иван хĕр çине пăхать,
Чунĕ савăнса тăрать.
Уртеми юмах çапать:
«Пирĕн пăру çухалса…
Эпир шырама тухса.
Пăрушне уйра курса,
Анчах тытмасăр юлса.
Çамрăк пăру хăраса
Çак яла тарса кĕрсе.
Çак ялта шырас тесе,
Ивана лартса килсе.
Нумай çĕре çитиччен
Кунта лашине кÿртсе,
Лаши кинĕ, хăй çÿрен.
Сиртен пуçне, урăх çук
Кунта урăх лайăх çын…»
Хĕртен юриех ыйтать:
«Ют пăру курсан кунта?
Иван сана курсанах…
Ах, хĕрĕм, ан вăтанах…
Сăмахăм йăнăш тухрĕ,
Систерекен пулмарĕ.
Иван, эсĕ те калаç.
Унсăрăн ĕç час пулмасть».
Татьян ашшĕ шап-шурă,
Амăшĕ те пит ырă,
Пиччĕшсем пур, йăмăксем,
Тулли питле инкĕшсем –
Килĕшпех аван çынсем.
Хĕр пăхмашкăн килнине
Систермесĕрех сисрĕç.
Ивана пит юратрĕç,
Ватă, карчăк ятарса
Иван çумне ларчĕ те
Акă çапла каларĕ:
«Çемçе кăмăллă ку çын,
Мĕнле ÿснĕ сарăскер,
Салтак пекех тÿрĕскер.
Ытла та лайăх ача».
«Калам сана, тăхлачă,
Чăн сăмаха чăннипе:
Çак Иван – Раман ачи,
Пуçĕ унăн – ăс арчи.
Пилĕкне хытă çыхать,
Ăсне тирпейлĕ тытать.
Пурăнсан хуçа пулать.
Халех пин тенкĕ ыйтать.
Ашшĕ пит юратнăран
Ăнлантарма шухăшлать.
Сирĕн Татьян лайăхран
Хамах лартрăм та килтĕм.
Чăн сăмахшăн ан çиллен.
Петĕр салтак хăй пĕлет
Раман мĕнле çыннине.
Уртеми калаçнă чух
Пирĕн Иван вăтанса
Йăпăш турĕ тулалла.
Татьян тарчĕ пахчана
Вăтаннипе пытанма.
Иккĕшĕ тĕлех пулчĕç,
Нумай калаçса тăчĕç.
Аслă тинĕс пĕр-пĕрне
Кăтартмасăр усраймĕ.
Витĕр тухми сĕм вăрман
Çитсе курма чараймĕ.
Иванпала Татьяна
Хире-хирĕç юратни,
Пĕр юрату, пĕр кăмăл
Нихăçан уйăрас çук.
Пĕрин ăшна мĕн шухăш,
Тепĕрин те çав шухăш:
Кăмăл туртать, чун савать.
Çамрăк Татьян Ивана
Иван пек мар, вăйлăрах.
Калама çук юратать:
Çутă хĕвел, çут çăлтăр
Иван чухлĕ паха мар.
Çамрăк хĕршĕн çав тери
Савни ырă, пит паха.
Çакă ырă тĕнчери
Пахчасенчен чи пахи –
Чĕрепеле чун савни,
Хире-хирĕç юратни.
Иван хăйĕн шухăшне
Йĕркеллĕ каланипе
Татьян кăмăлне килет:
– «Татьян, эсĕ ман чунăм,
Хам чуна усранă пек
Сана усрассăм килет,
Çутă хĕвел тĕнчере
Кирек мĕнтен те çутă.
Çамрăк ăшă чĕремре
Çутă хĕвелтен çутти,
Çут тĕнчере пĕр тĕнче,
Татьян, эсĕ, ман чунăм.
Çамрăк пурăнăçăма
Чун тухиччен пурăнма
Сан мухтавлă пурнăçпа
Пĕрлештерме кăмăл пур.
Каласа пар халь ĕнтĕ
Чунăм кĕтсе тăнине».
Вара илемлĕ Татьян
Ивантей именмесĕр,
Ун çине савса пăхса,
Пит чипер сассипеле
Чун патĕнчен каларĕ:
– «Иван, эсĕ ан çиллен.
Урăх сăмах хушнине!
Ман сана калассăм пур:
Эсĕ мана мухтаса
«Чунăм» тесе ят патăн,
Хăвăн çамрăк пурнăçна
Ман пурнăçăмпа пĕрле
Пурăнма шухăшлатăн.
Чăн-чăнах каласа пар,
Сăмахна ан улăштар:
Чунăпала чĕрÿнте
Халĕ пур ĕмĕрÿне
Нихăçан çухатмăн-и?
Ăшăмран чун тухиччен
Юратсах пурăнăн-и?»
– «Сана, Татьян, саватăп,
Чунăм çумнех хуратăп.
Ку тарана çитиччен.
Санпа сăмах хушиччен,
Эпĕ никама пĕлмен,
Эсĕ маншăн ан шиклен. (…)»

«Иван, эпĕ сан çинчен
Киревсĕр сăмах илтмен.
Малалла та шанатăп.
Пирĕн пурăнăç – тинĕс.
Тинĕс урлă каçмашкăн
Санпа пĕрле ларатăп.
Турă панă кимĕпе
Эппин кайăпăр пĕрле.
Атя, каяр, ав пÿртре
Пире кĕтеççĕ пулĕ».
Пахча çумĕн шыв юхать.
Икĕ çынăн ĕмĕлки
Тепĕр енчен курăнать.
Шетмĕ шывĕ хĕрринче
Хăмăш вăрăм çитĕнет.
Çил вĕрнипе хумханать,
Хĕвел йăлтăр пăхнă чух
Хитреленсе йăлкăшать.
Пирĕн Иван пит чипер,
Улпут пекех ăслăскер.
Пуринпе те калаçать,
Чĕлхи сăмах çавăрать.
Иван чипер пулсан та,
Татьян пекех мар ĕнтĕ:
«Пирĕн Татьян пит ăслă,
Хут çырать, тĕрĕ тăвать,
Пурçăн çиппи хăй арлать,
Çуллен катам пир тăвать.
Сывă, лăпкă пурăнать. (…)
Тиркеме çук Татьяна:
Вăл çынсенчен вăтанать,
Улахсенчен пăрăнать.
Йывăр шухăша кайса,
Хай пурнăçне хăй курса,
Хăш чух хăйне хăй калать:
Хĕрсен качча каясси,
Çын сăмахне илтесси
Ăçтан сиксе тухнă-ши?
Тĕнчере мĕн чул хĕр пур,
Пурин качча шухăш пур.
Пурте качча тухаççĕ.
Халĕ мана параççĕ.
Çынна мĕнле юрăп-ши?
Ырă çын пек пулăп-ши?
Варлисĕр пурăнакан
Йĕркеллĕ качча тухсан,
Телейлĕрех пулакан.
Пĕве çитнĕ хĕр пултăм,
Усал сăмах сармарăм
Турă мана пĕлмĕ-ши.
Мана телей памĕ-ши?
Çирĕп шухăш пуçăмра,
Вăй-хăватăм пĕвĕмре.
Çынсем ĕçлекен ĕçе
Ĕçлеме пултаратăп. (…)

Тĕнчере мĕн пулнине
Çыру тăрăх пĕлетĕп.
Хампа тантăш хĕрсене
Каласа пĕлтеретĕп.
Хаçат çинче сăмах пур:
Хĕрарăмран улпут пур,
Улпут пекех шут шутлать,
Кирек мĕнле хыпара
Аслă çын пек астăвать,
Хут çине çырса хурать.
Ĕмĕр хыççăн çĕн ĕмĕр
Çуралса иртсе пырать.
Халăх хушши улшăнать,
Хĕрарăм çутта тухать,
Хĕрарăмăн çÿç вăрăм
Тенĕ сăмах паçланать,
Хĕрарăм та ăсĕпе
Арçынпала танлашать,
Хут вĕренсен, хĕрача
Çав çынах, ăсла тухать.
Сăмах малалла пырать:
Татьян çине сивĕ куç
Хальхи кунччен те ÿкмен.
Çынсем ăна тиркемен.
Пит илемлĕ куçĕсем
Чăваш чирпе чирлемен.
Çынсем: «Суккăр вăл», – темен.
Вырăс хĕрĕ вăл хăех.
Пит-куç майрасен пекех.
Çÿçĕ çырă – сарăрах,
Çамки хĕрри кăтрарах.
– «Кутан ырă тупайман.
Çак хĕре те илмесен,
Ĕмĕрĕпех макăрăн;
Хуйхă пирки вилмесен,
Ватăличчен асăнăн».
Уртеми хăй пуçĕнче
Мăшăлтатать çул çинче.
Вăл Ивана та калать:
– «Тапăнăн ашшĕ пуян.
Эпир чипер калаçсан,
Туйне ирттерсе ярсан,
Çине парать пĕр лаша,
Виçĕ сурăх, пĕр ĕне –
Икĕ пăру тунине,
Виçĕ чаппан, пĕр тăлăп;
Аçуна çаплах калăп.
Хулăн укçи çĕр тенкĕ.
Калаçнă чух вун тенкĕ
Çăкăр çине хумалла.
Туй вăхăтчен малтанах
Хулăн укçи татмалла.
Тата виççĕ килмесĕр,
Сана пĕлсех çитмесĕр,
Вĕсем хĕрне парас çук.
Чун савакан Татьяну
Унччен санăн пулас çук.
Ялти хĕрсем хушшинче
Ку хĕр инçе маларах:
Училищре вĕреннĕ,
Вĕренни ав катаран
Пĕтĕм палăрса тăрать:
Сăн-сăпачĕ тасарах,
Çи-пуçĕ те шурăрах,
Пур енчен те тирпейлĕ,
Сăмахĕ пит илемлĕ.
Пурăннă чух, тăванăм,
Çыру пĕлекен арăм
Телейлĕ çын телейлĕ.
Çапла Иван куккăшне
Тăват хутчен ĕшкертрĕ,
Юлашкинчен калаçрĕ.
Хайхи ĕçкĕ май килчĕ.
Эрехпе лĕр çын вилчĕ.
Иван туйне тунă чух
Пĕр урапа çийĕнче
Виççĕн сиксех юрланă.
Лашасем пит хăранă:
Ямшăкĕ ытла çапнă,
Туй арчи персе аннă,
Хăй кармуни каланă.
Лашасем каçса кайнă.
Туй ачи вилсех кайнă…
Иван тăван туйĕнче
Туй халăхĕ юрларĕ:
Хурасантан туй килет,
Тĕнчипеле тĕлĕнтерет.
Пирĕн юрра юрлакан
Куракана култарман.
Çын куçĕнчен мĕн пăхас?
Хамăр куçран пăхтарас!
Туй куракан халăха
Юрласа савăнтарăр,
Килĕшÿллĕ сăмаха
Юрă юрласа калар.
Ирсĕр юрă юрласран
Чĕлхе-çăвара чарăр.
Вырăнсăр мухтанасран
Пăртак чарăнса тăрар,
Ырă кайăк пухăнать,
Ырă юрра вăл юрлать.
Усал ача пухăнать,
Пур ирсĕре вăл калать.
Ытла хытă сикекен
Ÿксе вилсе çĕрекен.
Ерипелен çÿрекен
Тырă вырса килекен.
Çумăр лайăх çурĕ-ха,
Тырă кăçал пулĕ-ха.
Туйран киле таврăнар,
Ыран ирех ĕç тытар.
Ыраш вырма тапратăр.
Туй халăхĕ салансан,
Тата иккĕн юрларĕç:
Сасă пĕтсе çитсессĕн.
Юрлама чарăнтăмăр.
Юрлас килен юрлатăр,
Хăйĕн ăшне пасартăр,
Никам ăна чарас çук,
Эпир тытса тăрас çук…

1905


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.