Jump to content

Туслăх

From Wikisource
Туслăх (1941)
by Кăтра Мишши
337069Туслăх1941Кăтра Мишши

Çав тери савăнать Еливанов. Савăнмасăр! Паян вăл тахçанхи ĕмĕтне пурнăçларĕ. Директор та, рабочисем те—пурте ырларĕç ăна, сума-суса ал тытрĕç.

Мĕн пек аван пулнă пулĕччĕ-ши Тамара та килтех пулнă пулсан!? Паян вĕсем, паллах ĕнтĕ, тĕл пулнă пулĕччĕç... Ĕмĕт пурнăçланнине кура, пĕрле савăннă пулĕччĕç...

Тамарăран çыру илменни ик эрне ĕнтĕ—пĕр хыпар та çук. Мĕншĕн çырмасъ-ха вăл?.. Еливанов хăй пĕрре кăна мар çырчĕ-çке-ха ун патне? Çав териех ĕç нумай-ши ун? Ытти чух çыраканччĕ-çке!..

Ĕнтĕ ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ, куç умĕнче вăл, пурте кураççĕ ăна,— савăнăç!.. Пурте мухтаççĕ ăна, ăшă куçпа ыр сунса пăхаççĕ. Миçе хаçатран килмерĕç пуль ĕнтĕ паян фотографсем—ыран ун сăн-ÿкерчĕкĕ хаçатсенче пичетленет. Ун çинчен калаçма пуçлаççĕ... Çынсем умĕнче именет Еливанов, темле пек, пурте хăй çине пăхнă пек туйăнать ăна. Ăшра савăнăç, палăртасшăн мар вăл ăна, анчах ăçтан пытарма май пултăр-ха çав тери пысăк савăнăçа, куçран пăхсах курăнать-çке вăл!.. Савнă тусĕ Тамара та пĕрле пулнă пулсан, мĕн тери телейлĕ пулнă пулĕччĕ-ши Еливанов?!.

Анчах Тамара инçетре, вăл практикăна кайнă. Савăнăç йăлкăшнă самантра курма çук ăна. Мĕнле аван пулнă пулĕччĕ-ши курсан!..

Заводран таврăннă май Еливанов сада кĕчĕ. Иртнĕ кунсенче Тамарăпа çÿренĕ вырăнсене аса илчĕ. Акă симĕспе сăрланă сак. Çакăнта вĕсем час-часах каç-каç тухса ларнă. Тамарăна вăл хăйĕн ĕмĕт-шухăшĕсене каласа панă, халь пурнăçа кĕнĕ пысăк ĕç çинчен те пĕрре кăна мар калаçнă вĕсем, тĕрĕссипе, пĕрле шухăшланă, пĕрле ĕмĕтленнĕ.

Тамарăпа пĕрле ларнă чухнехи пекех, халь те илемлĕ ку сад. Анăçалла сулăннă хĕвел çуттинче ешĕл çăкасем тĕлĕрсе лараççĕ. Клумбăсем çинче тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем. Фонтан та çав-çавах, йăлтăртатса çиçет. Пурте, пурте Тамарăна аса илтерет, Еливанов чунне йăпатса лăплантарать.

Ларсан-ларсан, Еливанов садран тухса хваттернелле утрĕ. Хваттерне çитсен вăл, яланхи пекех, ĕç сĕтелли çинче ларакан сăн-ÿкерчĕке илсе пăхрĕ. Тамара! Епле чипер вăл!.. Сăнÿкерчĕкĕ кăна пулин те, чĕрĕ пекех вăл, Еливанов çине йăваш та ăслă хура куçĕсемпе тинкерсе пăхать. Куçĕсем, эх, куçĕсем!..

Çак самантра такши алăка шаккарĕ.

— Кĕрĕр!—терĕ Еливанов, сăнÿкерчĕкне сĕтел çине лартса. Вăл вăтаннă пек пулчĕ. Пÿлĕме письмоносец кĕрсе тăчĕ.

— Каçарăр, Еливанов Дмитрий Васильевич эсир пулатăр-и? Сире— çыру.

— Рехмет, тусăм, рехмет!—терĕ Еливанов, письмоносеца тав туса.

Конверт çинче почта уйрăмĕн пичечĕ, Тамара адресĕ. Анчах алли Тамарăн мар. Мĕне пĕлтерет ку? Еливанов конверта хăвăрт уçса вулама тытăнчĕ.

"Хаклă Дмитрий Васильевич! Каçарăр, эсир мана пĕлместĕр. Анчах Тамара мана сирĕн çинчен сахал мар каланă, хăшпĕр чух эсир янă çырусене те вулаттаркалатчĕ. Ку çырăва эп Тамара хушнипе мар, хам ирĕкпех çыратăп. Практикăра чиперех ĕçлет-тĕмĕр. Ăнсăртран хими цехĕнче взрыв пулчĕ. Вилекенсем пулман, анчах Тамара..."

Вуласа тухаймарĕ Еливанов. ун куçĕ, темле, хуралса килнĕ пек пулчĕ. Вăл çырăва çатăрласа тытса директор патне чупрĕ.

— Директор юлташ, арăм... отпуск... Пилĕк кун... поезд...

Еливановăн куçĕсем алчăраса кайнă, пĕр вырăнта лăпланса тă-раймасть вăл, лÿчĕркенсе пĕтнĕ çырăва директора кăтартать.

— Хусах вĕт-ха эс, Дмитрий Васильевич?—терĕ директор, Еливанов мĕн каласшăн пулнине ăнланса илеймесĕр.

Тепĕр çур сехетрен Еливанов станцăна çитрĕ. Ун телейне, поезд пĕр вун-вуник минутранах хускалчĕ.

Çулĕ кĕске мар. Вăхăт нумая тăсăлнăн туйăнать Еливанова. Асапланать вăл. Иккĕмĕш каç ĕнтĕ чăлкăм куç та хупман. Ăш вăркать ун, пуçра тĕрлĕ шухăшсем пăтранаççĕ. "Мĕн тери кăмăллăччĕ вăл, ырăччĕ... Тамара... Эх, куçĕсем, куçĕсем епле илемлĕччĕ!.. Халь ак..."

Çине-çине шухăш, асаилÿ...

Асаплă вăрăм çул иртрĕ. Такси Еливанова Тамара выртакан клиника умнех çитерсе хăварчĕ.

Вăл васкавлăн клиникăна кĕчĕ. Хăй мĕн ĕçпе пынине каласа пачĕ. Йăваш кăмăллă сестра ăна шурă халат тăхăнтарса Тамара выртакан палатăна илсе кĕчĕ те, кровать çинче выртакан çын çине тĕллесе кăтартрĕ. Кровать çинче выртакан çыннăн куçĕсене шурă марлĕпе çыхнă. Вăл пĕр хускалмасăр выртать.

— Хуллентерех... Çывăрать вăл,— терĕ сестра.

Еливанов Тамара çине чылайччен, пĕр хускалмасăр пăхса тăчĕ. Ун пырне темĕн каплана-каплана хăпарчĕ, ăшчик тăвăнса килнĕн туйăнчĕ ăна… Вăл хăй питçăмартийĕсем тăрăх вĕри куççуль тумламĕсем йăрлатса аннине сисрĕ... Чăтса тăраймарĕ вăл, çывăракан Тамарăна çепĕçĕн чуптуса илчĕ.

Тамара сасартăк вăранса кайрĕ.

— Кам?.. Митя!..—терĕ вăл, йăваш сасăпа.—Эсĕ-и?.. Спасибо...

— Тамара, чунăм!.. Эпĕ ку, эп килтĕм...—терĕ Еливанов, хĕре çав тери ачашшăн çупăрласа.

Тамара куçĕсене Еливанова кăтартасшăн пулчĕ. Анчах Еливанов ăна марлĕне сирме ирĕк памарĕ, сиен-мĕн пуласран шикленчĕ пулас.

— Ан салт, чунăм... Ахалех пĕлетĕп... Лăплан,—терĕ вăл.

— Митя... Дмитрий Васильевич... Курмастăп вĕт эп сана!..—ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ Тамара.

— Ан йĕр, Тамара, кăмăлна ан хуç!..—терĕ Еливанов.

Çак сăмахсене каланă самантра вăл хăй те кăшт çеç йĕрсе яратчĕ, аран-аран чăтса тăчĕ.

— Тамара... Эп санпа...—урăх сăмах хушаймарĕ вăл, ун чĕлхи çыхланса ларчĕ.

Тамара йĕрме чарăнчĕ. Вăл Еливанова ыталаса тытрĕ, хăй çумне хыттăн пăчăртаса хĕрÿллĕн чуптурĕ те каялла тĕртсе ячĕ.

— Сывă пул, Митя!.. Тавтапуç сана килнĕшĕн!.. Телейлĕ пул! Ман ĕнтĕ... куçăмсем... сÿнчĕç... Сывă пул!..

Урăх йĕмерĕ Тамара. Ку сăмахсене вăл чĕрене тивекен сасăпа каларĕ. Каларĕ те, çийĕнчи простынĕпе питне хупларĕ.

Анчах Еливанов çаврăнса утмарĕ. Простыне каялла сирсе, кровать çине ларчĕ.

— Тамара, чунăм, эс мана... ăнланаймарăн пулать?..

Вăл пĕшкĕнчĕ те Тамарăна чуптуса илчĕ:

— Пĕлетĕп, йывăр сана... Анчах эсĕ—мана шанма тивĕç,—терĕ вăл ăна.—Сансăр ниçта та каймастăп эпĕ!;

1941.


This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
  • its creator fought or worked for Soviet Union victory during the Great Patriotic War — so the 74-year protection term is applied;
  • and the creator died before January 1, 1950 (more than 74 years ago), and has been not posthumously rehabilitated since that date;
  • and this work was first published before January 1, 1950 (more than 74 years ago).

The author died in 1944, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 79 years or less (if applicable), or the copyright term is 82 years or less since publication (if applicable).