Темшĕн, темшĕн сар хĕвел...
Appearance
Темшĕн, темшĕн сар хĕвел
Мана ăшăтасшăн мар.
Мана сивĕ... вилеп... пĕл —
Ун чух ăшшу кирлĕ мар.
Хăвăн ылтăн çутуна
Вăйлăрах яр çĕр çине,
Питĕ тĕттĕм вырăна
Ярса кăтарт çуттине.
Часрах, часрах, сар хĕвел,
Манăн пата ăшă яр.
Мана сивĕ... вилеп... пĕл —
Ун чух ăшшу кирлĕ мар.
Часрах, часрах, сар хĕвел,
Тĕттĕм çĕре çутă пар.
Тĕтĕм куçа хуплать... пĕл —
Суккăра çутă кирлĕ мар.
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |