Jump to content

Пурте ман пек ан пулăр!

From Wikisource
Пурте ман пек ан пулăр! (1913)
by Григорий Тяммин
337640Пурте ман пек ан пулăр!1913Григорий Тяммин

Эпĕ çуралнă Нăрвашра,
Йăлăм ятлă касăра.
Эпĕ саккăр тултарсассăн,
Тăххăра кайсассăн,
Пирĕн анне чирлерĕ,
Тата пĕр эрнерен пĕтрĕ.
Эпир тăватсăмăр Тăлăха юлтăмăр.
Эпĕ вара çав çулах
Каяттăм школа кунĕ-кунĕпех.
Школра эпĕ туслашрăм
Пĕр ачапа, пĕрмаях çавăнпа çÿреттĕм.
Пĕрре эпĕ школăра
Çав ачапа юлтăм каярах.
Илчĕ ача партăран,
Хăй вы рă илен аякран,
Илчĕ пĕр кĕнеке.
Кĕнеки пĕтĕм кĕлеткеллĕ.
Çавна курсан эпĕ
Манăн чунăм хурланчĕ.
Мана çавă илĕртет те йăпатать.
Хайхи эпĕ йăпантăм та савăнтăм,
Партăран пĕр кĕнекине илтĕм.
Хам ăшра шухăшлатăп:
Парта патне илсе пырса хурас тетĕп.
Кĕнеки пит лайăх.
Хайхине эпĕ чиксе хутăм хутаççах.
Кайрăм киле,
Килтĕм школа.
Хам пурин пекех таса.
Илтĕм свидетельство тăват çул вĕренсе.
Пилллĕкмĕш çуллăхне аслине кĕтем,
Раштава та иртертĕм.
Раштавăн çăварни хушшинче
Çухалчĕ нумай кĕнеке.
Çав кĕнекесене çавă ача илсе тăнă-мĕн,
Никама та каламан-мĕн.
Çăварни умĕн килчĕ
Учитлĕссн пуçлăхĕ.
Учителĕсем мĕн çухалнине каланă.
Лешĕ тĕпчеме тытăннă.
Пĕр ача каласа пачĕ,
Хайхи ачи мана та каларĕ.
Тепчерĕç-тĕпчерĕç те
Пире кăларса ячĕç.
Çапла пĕр кĕнекешĕн.
Хам çут çанталăка сÿнтертĕм.
Çав çуллăхнех вара
Кайрăм ĕçлеме Хусана.

1913


Public domain
This work is in the public domain in the United States but it may not be in other jurisdictions. See Copyright.

PD-US //wikisource.org/wiki/%D0%9F%D1%83%D1%80%D1%82%D0%B5_%D0%BC%D0%B0%D0%BD_%D0%BF%D0%B5%D0%BA_%D0%B0%D0%BD_%D0%BF%D1%83%D0%BB%C4%83%D1%80!