Пулăшăр
Чĕкеç кайăк пурăнать,
Юрă юрлать, савăнать,
Çуллен чĕпĕ кăларать,
Хăй йăвине юратать.
Анчах унăн та тăшман
Пĕрре çех мар, темиçе:
Хурчăкапа тăмана,
Ула курăкпа çăхан
Кайăк юнне тăкасран
Нихăçан чарăнас çук.
Тăшмансем тапăнасран
Сыхă тăма кирлине
Вĕçен кайăк та пĕлет,
Тĕрĕс пурăнас килет.
Чĕкеç йăвисем тĕлне
Хурчăка вĕçсе килсен,
Пĕтĕм ялти чĕкеçсем
Килсе кĕнĕ тăшманне
Хăвалаççĕ пур енчен.
Чун савнă ял-йышăмсем!
Эсир – манăн тăвансем,
Эпĕ сире юратса,
Сирĕн ята çĕртмерĕм;
Ял-йыш ячĕшĕн тăрса.
Пуçăма шеллемерĕм:
Вăйлă вăрçăра пулса.
Аран вилесрен юлтăм.
Салтаксене хĕрхенсе,
Эсир те пит тимлерĕр.
Вăйăр çитнĕ таранччен
Укçа-тенкĕ пухса та,
Пир-ар касса парса та
Юрату ĕçне турăр.
Турă сире пиллесе
Пысăк телейлĕ тутăр,
Мĕн кирли пурте пултăр,
Пурте ватăлса çитĕр,
Лере канлĕхе кĕрĕр.
Çар халăхĕ хушшинче
Эпĕ те пăшал петĕм:
«Тăшмана çак чух», – терĕм.
Вăрçа кĕнĕ паллăсем –
Акă ман суранăмсем
Хăвăрăн куç умĕнче.
Пулăшăр ĕнтĕ мана.
Хурлăх куран салтака.
Тискер тăшман виллисем
Халь куçăмран каймаççĕ:
Хытса çитмен юнĕсем
Тайлăм çĕре юхаççĕ.
Тăшмансене çĕмĕрсе,
Вăй-хăватăм юлмарĕ.
Тупă сасси итлесе,
Кăкăр-çурăм, ăшчикĕм
Кунĕн-çĕрĕн чĕтрерĕ.
Пур хуйха аса илсен,
Кунăн çути хуралать,
Ăшăм-чикĕм çаврăнать.
Тăшман персе никĕсрен
Çумри ангел сыхларĕ.
Турă çырни тулмарĕ:
Манăн вилĕм çитмерĕ;
Сусăрлантăм, вилмерĕм.
Хĕрхенсемĕр эсир те,
Ангелăмпа пĕрлешсе,
Хурлăх куран салтака,
Христос çарĕ çыннине!
Ĕлĕк эпĕ сывăччĕ,
Пур ĕçе тăваттăмччĕ,
Хама хам усраттăмччĕ.
Тăшман усалли пирки
Эпĕ ĕçлейми пултăм.
Пулăшăр ĕнтĕ мана.
Çука юлнă салтака.
Ачам-пăчам çарамас.
Мĕнле усрас-ши тесе,
Пуçăмран шухăш каймасть.
Ачасем сывă пулсан,
Самана лăпкă тăрсан,
Эпĕ хăват хурăттăм,
Пурăнма пултарăттăм –
Ачамăмсем ĕçлĕччĕç.
Ача-пăча ÿстерме
Турă пиллетĕр анчах.
Халĕ йывăр пулсан та,
Ÿлĕмрен çăмăл пултăр. (...)
Паттăр чапĕ пурăнтăр,
Пирĕн чап ан çухалтăр.
Эпир, хальхи салтаксем,
Хамăр ята пăсман пек,
Ÿлĕмрен те паттăрсем,
Россияри салтаксем.
Пирĕн ăспа пурăнччăр.
Хăвăр ăсна шухăшлăр:
Çар халăхĕ пулмасан,
Никам хирĕç тăмасан,
Тăшмансем сире хальччен
Вĕлерсе пĕтерĕччĕç.
Пÿрт-çурт тулли ачăрсем,
Йăвари кайăксем пек,
Туха-туха ÿкĕччĕç;
Йĕри-тавра çуртăрсем
Çуна-çуна кайĕччĕç.
Пулăшăр салтаксене!
Хурлăх нумай тÿсрĕмĕр,
Çитмен çĕре çитрĕмĕр.
Хĕл сиввине пăхмасăр,
Аслă уйра тăтăмăр.
Кунĕн-çĕрĕн канмасăр
Тăшмана çĕмĕртĕмĕр.
Хĕллех ытах сивĕ-çке!
Сурансем шăнаççĕ-çке.
Çурçĕр енчен çил вĕрет,
Çĕр çумĕнчен юр вĕçет.
Шăнса çитнĕ çĕр сикет.
Пĕлĕт çинчи хĕвел те
Виç хăлхаллă хĕрелет.
Салтак çапах та тÿсет,
Вăл сире аса илет.
Пулăшсамăр салтака!
Тăшман куçа курăнсан,
Куçкаланма пуçласан,
Çар халăхĕ кăр! тăрать.
Аслисен прикас тухать.
Пур халăх харăс перет.
Тăшман çĕре йăванать,
Шап-шурă юр юнланать.
Тăшман тарнине курса.
Çар халăхĕ савăнать,
Аçа сасси пек «урра»
Ман чуна савăнтарать.
Пулăшăр салтаксене,
Патшамăр çĕрĕ çине
Тăшман килсе кĕресрен
Çăлса тăракансене!
Вăрçа кайнă салтаксен
Киле юлнă ачисем,
Ашшĕсене асăнса,
Куççулĕпе макăрса.
Амăшсенчен ыйтаççĕ:
«Анне, анне, калаччĕ,
Атте ăçта кайрĕ-ши,
Хăçан киле килет-ши?
Анне, мĕншĕн йĕретĕн.
Пире ачашланă чух
Куçна шăлса илетĕн?
Анне, анне, каласам,
Атте ăçта кайрĕ-ши?»
«Ай, айван ачамăмсем,
Йăва çинчи кайăксем!
Ăшăм çунать… Хĕрхенĕр…
Эсир халь мĕн пĕлетĕр?
Аçăр кайрĕ: те килĕ,
Те кайнă çĕртех вилĕ…
Ай, чунăм, ай, айван чун,
Курайăп-ши ырă кун?
Ăш-чик пÿлĕнсе тарать,
Мĕн туса лăпланам-ши?
Чĕкеç чĕппи – ачамсем,
Сире кам хĕрхенĕ-ши?
Сире хĕрхенекене
Виличченех асăнăп,
Кураймана ылханăп.
Чĕре тавра вут çунать.
Хăçанччен ку пырĕ-ши?
Хуйхă-суйхă пĕр енчен,
Çиме çукки çийĕнчен.
Салтак арăмĕ тесе
Çиме çăкăр та парĕç,
Те айăпласа тарĕç.
Тăлăх тархасланине
Халăх хăлхи илтĕ-ши?
Ачамăмсем уçиччен
Пулăшакан пулĕ-ши?
Ял-йыш умне тăрăттăм,
Куççулĕпе калăттăм:
Ырă çынсем, ял-йышсем! (...)
Тăлăхсене пулăшăр».
1905
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |