Пуçра шухăш нумай та
Пуçра шухăш нумай та –
Алă-ура çаврăнмасть;
Çырас шухăш чылай та –
Юрăллă стих тухаймасть.
Мĕншĕн пирĕн ку таран
Поэт пекки пулман-ши?
Мĕншĕн пирĕн хушăран
Стихотворец тухман-ши?
Меншĕн, чăваш çыннисем,
Катăк пулса тăратпăр?
Мĕншĕн çыраç ыттисем,
Мĕншĕн эпир çывратпар?
Меншĕн пирĕн чăвашран
Пушкин пекки пит сахал?
Мĕншĕн хăраç çырасран,
Мĕшĕн пурте пит кахал?
Кашни пăртак çырсан та,
Чылай стихсем тухмалла:
Пĕр кĕнеке пулсан та.
Чылай усă памалла.
Рад бы тепри çырĕччĕ,
Тен, Пушкин пек пулĕччĕ,
Анчах çырма çул çукран
Ÿкет пери алăран.
Мĕн чул пирĕн çавăн пек
Аслă çынсем пĕтĕç пуль?
Хай «талантсем» тенĕ пек,
Мĕн чул ассем çĕрĕç пуль?
1907
This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago). The author died in 1949, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 74 years or less (if applicable), or the copyright term is 116 years or less since publication (if applicable). |