Пирĕн çĕршыв
Appearance
Пĕр аякки хĕрлĕ çыр,
Тепĕр аякки тÿрем çĕр.
Çĕр айĕнчен çул тухать,
Шăнкртатса шыв юхать,
Аслă шыва хутшăнать.
Унăн ячĕ Çарăмсем.
Унта кĕреймеççĕ арăмсем.
Çÿлерех пĕчĕкçĕ вăрман,
Ун айĕнче арман.
Арман хуçи Якку!
Ман çăнăха вак ту!
Вак тумасан – асту!
Якку вăл – чăваш,
Унан кăмăлĕ те йăваш.
Çынна усал тума мар
Вĕресе ларать сăмавар.
Арман куллен авăрать.
Ĕнсе çинчен çавăрăнать.
Арман таппи сарлака,
Ун тарăнăшне кам пĕлет?
Арман хуçи пуян та,
Ун парăмне кам пĕлет?
1910 ç. тĕлĕ
This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |