Нăрваш чирки çунни
Appearance
Шавланă-кĕрленĕ
Чирĕк хĕлхемĕ,
Çулăмран тухнă тĕтĕм
Аяккалла кайнă сĕрĕм,
Нăрваш халăх
Тăлăх халăх
Пăхса тăрать,
Тĕлĕнет:
«Мĕнрен тухнă?» – теççĕ,
Никам та каламаççĕ.
Çапла халăх
Ним тумасăрах
Пăхса тăрса
Çунтарса янă
Чирĕке.
1913
![]() |
This work is in the public domain in the United States but it may not be in other jurisdictions. See Copyright.
|