Кон Святой Порнăçĕн
Кон Святой Порнăçĕн
Али хорав ыту çине: “Епле ман святтой порнас?”
Сас Христианин патне
Эс христианин ятлă. Христианин-и Эс самай ĕçпе? Çаплах-и Эс порнатăн, епле Христианина порăнма килĕшет, с. б. чонтан-и сонатăн, вăйран-и хăтланатăн она, мĕнне сонать хăтланать та тĕп таса христианин?
Майсăр ăш-кĕлянă ырлăхсам, хăшсане Господь халаллать тĕп таса Христианинсане ĕмĕрхи порнăçра! Калаçмалли мар хăратмалли хорлăх та, хăш-шне тĕксе-ярать пире çылăх, эпĕр сонмасассăн хăтланмасассăн та она, мĕнне чонтанах сонас, вăйрантанах та хăтланас полать христианина! Мĕн осси Эс халалланă ырлăхсане кормасассăн, ĕмĕрхи хорлăха та потса ансассăн! Ĕнтĕ сахал мар хисеп порнтăн Эс, туса-ши вара хуна ху пĕре-пре онашкал он пекки те Ыйтусане? Ыттинчен мала шохшласа-ши пĕре-пре вулсамшăн холеçĕн-вăраххипеле?
Христианина онашкалах полма кирлĕ, мĕняшкаль полнăччĕ Иисус Христос. Çавнашкалах ус тытнă полтăр сирĕн ăшăмра, мĕняшкальсам Иисус Христосра та, каларĕ Св. Апостол (Филип. 2, 5). Сăнăланатн-и Эс пĕр так Господь Торă Иисус Христоспа? Çаплах-и Эс тăватăн, епле Вул тăватчĕ? онăн-и вĕрентнĕ тăрăх, али Еванкĕл тăрăх, хăшне Вул панă пире порнасса кăтартмалăх, порнатăн Эс?
Христианина мире йоратас мар (1. Іоан. 2, 15). Номайсам вара якăр çыпăçнă мир патне, пăхăçăн, што, порнаççĕ та анчах мир валли: шохшлаççĕ та ялан мир пек, çöреççĕ мир пекех, порĕ йĕркесам, хăшсане хусамăр порнăçра тиркессе, çак самай йĕркесам полаççĕ, хăшсане мир тиркет. Çавнашкал мар-и Эс та? Он йышши порнăç – христианский мар, майсăр та хойхăллăла.
Господь пĕр тĕльте авалхи законта каларĕ Св. Пророк тăрăх Хувăн солляса йоратнă халăха: суд тăвăр Ман хошă Ман хăмла çырли хошăпа та Мĕн тумалла тата Ман хăмли çырлая, она та тумарăм-и? Оншăн кĕтрĕм, тăвччăр кук, — туврĕ вара чăрш-торат-корăка. Эппин халь систерĕп сире, Мĕн Эп-тăвăп хам хăмли çырлая: Тортса илĕп онăн йĕри-тавра çавăрса тунине, полать та хорах тапăнмалла, сÿтсе-прахăп та ещĕки онăн кĕтессине, полать та таптаса пĕтермелле (Ісаія 5, 5. 4. 5). Çакăнтан темĕнçе ытла та Господь Торă каламалла çапла пире, Он сăмахран иртнисане, çĕнĕ законра? с. б. «Мĕн сире валли ту-малла Эпĕ пор, тумарăм-и тата? Эпĕ çăлтăм сире Хамăн йонне тăкса, çоратнă турăм сире самай ăшчиккинче Хамăн чиркÿн; çотăлтартăм сире чăн таса ĕненнин çоттипе, тоянтартăм сире порĕ амальпа, порь вăйпа та çăласса, янтларăм сире валли ĕмĕрхи ырă порнăçа, порĕ майпе те тăтăшах килĕштерсеттĕмччĕ сире хăтланмашкăн çак ырă порнăçшăн. Çитмест-и сире кăтартни Эпĕ Хам йоратнине? Мĕскĕнсам! Эп сирĕн Çăлакан полтăм, порьмайпе хăтланатăп та кĕртмешкĕн порĕне та сире ĕмĕрхи ырă порнăçа, асĕр вара хăтланаттăр, корнать, çавăншăн анчах, штопă корас Мана сире суд тувакання, барса ярас та сире ĕмĕрхи хорлăха. Эпĕ çоратнă турăм сире çавăншăн, штопă ĕмĕр Манпала сирĕн порнмалла полтăр, эсĕр вара хопăрлаттăр Мана Хамран тĕксе ямашкăн сире, тамăк хораншне прахмашкăн. Эпĕ сирĕншăн аравасăр кăмăллă, эсĕр вара, хусамăр рахмат чохламанăран, хусамăр шох ирĕкпе та хăтланаттăр анчах хусамăр çине çилĕнтермешкĕн Мана? Ни ман кăмăл, хăшне тăтăш сире кăтартатăп, ни ĕмĕрхи ырă порнăç, шталла тем чол номай, тем чол хытă та чĕнетĕп сире, ни хăратмалли тамăк хоранăн хорлăхсам, хăшсампала хăратса хăтăхлатăп сире, чĕнсе-кларимаççĕ сире çăласса çол çине. Хамантарах полĕччĕ сире валли, сер çоратман полсассăн, ĕненнин çоттине та корман полсассăн?
Йолташăм! Што пре-пре онашкалах сăмахсане пирĕн илтес полсассăн? Çавнашкал сăмахсам халь те, хăнçа хамăр хăлхая çитиман та, çорса прахаççĕ чĕряна. Мĕн поле, хăнçа вулсане илтĕпĕр, хăнçа вурмалла полăпăр она, мĕнне хамăр валли акрăмăр эпĕр пирĕн çылăхсампала?
Шиклан! Прах хăвар тăтăшри порнăçа, тапрат та порнăçа Господь вĕрентнĕ тăрăх; çырса хонă Онын Св. Еванкĕлра, порнăç: Торра килĕшнине, святойне.
Штопă сана солнса çÿрес мар, васкарах та çак ĕçне тытас, хошатăп тăнлаттарнине пĕр конлăх. Çак тăнлаттарнă хыççăн тÿрĕ кайсассăн; корăн вара, што орăх тăнлаттарни сана кирлĕ полмĕ. Епле иртерĕп первей кон, çаплах ирьтерес полать порь ÿлĕмĕш тепре конне та.
І. Епле хама хамăра ирпеле осрас?
Ирпеле хуна ху осра çапла:
- Вурансассăн, поринчен малтан Хувăн шохăшсане Господь Торă патне çавăрма хăтлан. Господь Торă патне хамăр шохăшсам çавăрни самай йĕркеллĕ пирĕн ĕçĕ полмалла кирĕк хăш конăн вăхăтра полсан та; омпала што Торăсăр поçне орăх пире валли Он пек кирлĕ, Он пек йоратнă хаклă та никам та çок. Порте шалт, Мĕн пирĕн пор, Мĕн тата ĕлĕк пре-пре тоянни порччĕ, хама хамăра шотласан та, Порте хамăр патра Торăн парня полать. Çак вара, хăшĕ пире вали поринчен кирлĕ; поринчен хаклă, поринчен тата йоратнă, ир вурансассăн ялан чăн малтан хамăр шохăша аса та кĕрет. Ир вурансассăнах, хамăрпала вуранать шохăш та, кам, али Мĕн поринчен кирлĕрех йоратнăрах та хамăр валли полать. Çак ялан йĕркипе Çаплах полать. Çавăнпала тăтăшах поринчен малтан хамăр шохăшне Господь Торă патне çавăрас полать пĕрпĕр сасăпа; ак çапла: »Ят сарăлтăр Санăн Торă! Ят сарăлтăр Санăн Господь, Аравасĕр кăмăллă! т. о. п. та». Эпĕр христианин ят хушне турас çокчĕ, ыйăхран вуранса, малтан ÿт коçсане анчах, чон коçсане мар вара оçсассăн, малтан çĕршĕн çĕртишĕн та, Господь Торăшĕн мар вара шохшласассăн.
- Ир вурансан, хăва чохланăран, што сан тăрас вăхăчĕ çитрĕ, омпа што вул тĕлте Эс вĕрентĕн тăрмашкăн, вара пре та тăхтамасăр йăпăрт тăр хуна ху сăхă сăхса кала: «Атий Торă ячĕпе, Ывăлăн Святой Сывлăшăн та». Тата вара: «Господи Иисусе Христе, Торăн Ывăлĕ, çырхах мана çылăхлăскере».
- Кон хыççăн пре та тăхтамасăр, али вăл сахатрах, çурнă вырăнтан тапран. Йăпăрт час тăрни ирпеле çурнă вырăнтан хамăр ÿте номайăн пит кайнсăр полать, омпала што ÿт пирĕн, кахал чора пак, ялан йоратать ытларах выртмашкăн, çывăрмашкăн та, али ахаль çамçа ăшă вырăнта ачашланса йăваланмашкăн пре та ĕçлемесĕр йолмашкăн. Йори йăпăрт çĕнтер Хувăн ÿтне ирсеренех! Çак ÿт çĕнтерни первей халал полтăр Господь Торра.
Йăпăрт ир вăранса тăрни, нимĕскер орăх темесен та, пит сиплĕ чон валли çавăнпала та, што хăнçа эпĕр вăрансассăн Номай выртатпăр сарнă вырăнта; вара çак тĕлте пит çăмăл, ĕлĕк порĕ хăва ху астуни çынсам тойнăран, çоратнă полаççĕ хамăр ÿтĕнче усал ÿткĕленисем, хамăр чонта та—таса мар шохăшсам ăшкĕленисем та, хăшсам кайран, кон каçа, çăмăл кĕртеççĕ сыхлăмарсане самай йăвăр çылăхсана майсăр сехрехăпнине та чон çăлассине поçĕпе çĕтермешкĕн. Кам вара ирпеле хуна ху çĕнсе тăратать, çакă кон каçах каç полттипе те çăмăл çĕнсе прахать порĕ Онпала полнисане астаракан осалсане, самай кансĕрсане та. Ахăрах Эс пре-пре хуна ху астутарнă полсассăн, вара порĕне та çавна хăва чохлатăн.
- Çурнă вырăнтан тăрсан, тăхтамасăр пит коçсане çу, питне çусассăн вара, васкарах томтирсане тăхăн, томланнă пол епле килĕшет ырă çына. Ирпеле ялан Çаплах томтир тăхăнса çÿрес полать, никам та хамăр патра ытлашши çын çок полсан та; омпа што, первей, эпĕр нихăнçа та олахра пĕчченçи те полмастпăр, тăтăш вара порĕ çĕрте та хамăрпала пор астутаракан пирĕн Пÿлĕхçĕ Господь Торă та. Пирĕн астутаракан Пÿлĕхçĕ, эпĕр хамăртан тĕксе ямасассăн она, Çаплах хамăрпала порнать; Господь Торă вара порĕ епĕрте порнакан, порĕ çĕрте, кирек шта кайсассăн полсассăн та эпĕр ялан Хувăн Сывлăшпа хамăрпала пор. Св. Апостол ĕнентерет пире, што эпĕр Господь Торăсăр поçне, хамăр вăйпа ни сулляма, ни коç оçма, ни порнипе тапратма та полтармăтăмăрччĕ. Онпала порнатпăр, тапранса та çÿретпĕр, полатпăр та, калать вăл (Дѣян. 17, 27. 28). Тепрере, омпа што, вăрансассăн, пирĕн çак сахатрах Господь Торă омĕнче тăрас полать кĕл туса поççапмашкăн; эпĕр вара, килшÿллă томтир тăхăнмасан, нихăнçа хăямастпăр кĕрмешкĕн пысăк мар хамăр асли патне та. Кайран, виççинче, омбала, што, ыйăхран турса çак сахатрах килшÿллă томлансан, Эс осрăн хуна ху иккĕ айăпран, хăш шне хальхи саманта, Номай çынсам хуна ху астумасăр кĕртеççĕ, çавă полать: Эс осрăн хăвна намăс корасран, çынсам коласран та, вулсам корсассăн сана çора çара ÿтĕн, çара оран; намăссăр полма та вĕренимăн, тăтăш килшÿллă томтирпе çÿресессĕн. Ах, Йолташăм! кам намăса пĕлмен ирлесе та, Мĕн кĕтес Онтан кăнтăрла каç полттипе те!
- Пит çусан томтир тăхăнсан та, тур кĕтесси Торă омĕнче ирхи кĕлсене ту, хăшсане Мĕняшкаль йĕркешĕнче туса хочĕ тăнлантаракан çол çăласса патне осракан та Св. Чиркÿ.
Штопă сана кĕл тувас чăрмансăр, хот вулама пĕлмесессĕн тата, вĕрен асăмра астумашкăн, ытти мар, малтанхи ирхи кĕл кĕленине. —Йывăр-и çавă? Ма чохлас мар асăмра хоть кĕл Господь Торăнне, с. б: Атий пирĕн, пĕлт çинчи порнакан! Вĕрен! Ку чăн аслă кĕл, порĕ тĕлте та майсăр çăласса полшать.
- Ахăрах епле кĕлсем-и вĕренни асăмра астумашкăн, али воланă кĕнеке тăрăх, хăш чохне, ĕлĕкрен вăлсане пĕлсе-çитернĕран, кларса валанă полаççĕ кĕлкĕлекен сампала тĕп шот илмесĕр, Мĕн пор унта, унпала та он чохне самай ĕçпеле вăлсам тархса кĕлкĕлемеççĕ, шохшлаççĕ вара анчах, што кĕлкĕлеççĕ: вара хăш-хăш чохне кĕлкĕлеме полать тĕкĕнмесĕр та Св. Чиркÿ янтланă, кăтартса та хошнă кĕлсене. Хăнçа вара кĕлкĕлĕн чиркÿри кĕлсене тĕкĕнмесĕр, олшмансăр хытă астуса пăх ак çавна:
а) Рахмат кала Господь Торра оншăн, што Вăл иртнĕ каç осрарĕ сан порнăçа, çĕнĕрен та парать сана хисеп çылăх каçмаллăх хуна ху йозанмаллăх та; омпа што кашный çĕнĕрен çоратнă кон хамăршăн полать çĕнĕ кăмăл кăтартни Торăнъ. Омпа нихăшта çĕнĕ кон каç хыççăн пирĕн йори килес çок. Майсăр Номай çынсам, каç полттипе пăтранмасăр çурма вăртса вăранчĕç, пĕр мар шотсампала, ĕнте çакăнта мар, тепре порнăçра вара—ĕмĕрте! —Йывăр-и этемя çохатма порнăçа? Хăш-хăш чохне аслă мар сехре-хопни вилес патне çитерет пире. Нихăш каç иртмеç онсăр, штопă вăл каç номай çынсам вилмерĕç. Мĕн эпĕр итлашши полатпăр иртнĕ каç вилни халăхран? Полмарăмăр-и вилме эпĕр та? Полтăмăрччĕ питĕ çăмăл! Кам вара осрарĕ пире вилесран, Чăн ырă Аравасĕр Кăмăллă та Торă мар-и, тăтăш кĕтекен хамăр çылăх каçарассине хама-хамăра та йосанассине? Вăл осрарĕ пире, çĕнĕ конне та кăтартса пачĕ пире, штопă эпĕр çăлма полтăмăрччĕ хамăр чонне та çăлтăмăрччĕ. Полтарирăпăр-и эпĕр рахмат темесĕр Господь Торра? —Ирсеренех порĕ чонпа рахмат кала Она, Ак çапла: »Господи Торă Йĕмпÿ те манăн! Рахмат Сана, што Эс иртнĕ каç осрарăн Ман порнăçа çĕнĕрента кăтартрăн мана çылăха каçмаллăх хама та йосанмаллăх хисепне! Майсăр Номай çынсам иртнĕ каç, пĕр мар шотсампала çĕтерчĕç çĕрти порнăçне. Халь çоратнă кон Ман порнăçшăн мар полать вăл кирлĕ кон. Вăл çоратнă полать çавăншăн анчах, што Эс парняллĕх она патăн Мана Хувăн калаçмалли мар кăмăл тăрăх. Питĕ çăмăл Эп те вилме полтăмччĕ иртнĕ каçах. Эс вара, Чăн Ырă, осрарăн мана çĕнĕ конне та кăтартрăн Мана, штопă эпĕ хăтлантăм çăлмашкăн, çăлтăм та хамăн чонне. Порĕ чонпа рахмат тетĕп Сана, Аравасĕр кăмăллă! »
б) Рахмат кала Господь Торра орăх та ĕлĕк халь те кăтартнă сана кăмăлсамшăн. Рахмат кала, што Вăл çоратрĕ сана, осрать сана, çăлса илчĕ сана, кÿрьтрĕ сана чăн таса Йăлана, таса Йăлашĕнче вара тоянтарчĕ тоянтарать та сана порĕ çăласса амалсампала. Порĕ çакă кăмăл кăтартнисам майсăр аслă, тăтăшри, самай ăшчикинчи хамăр рахматăн тĕшне тураççĕ та. Сисĕтĕнччĕ Эс порнăçĕн хипертенине, Господь Торă сана çоратман полсассăн? Порнтăн-и-ччĕ Эс халь, Вăл сан порнăçа осраман полсассăн? Мĕн полĕччĕ хамăрпала, Вăл пире çăлса илмен полсассăн? Темĕскерле осал полтăмăрччĕ эпĕр, Вăл таса Йăлана пире кĕртмесессĕн, таса Йăлашĕнче вара порĕ амала хамăра çăласса пире тоянтарманъ полсассăн! Халь те, таса Йăла пор çĕртен, порĕ амал çăласса пор çĕртен—эхъ, эпĕр Çаплах пит осал. Тем пек осал полтăмăрччĕ таса Йăла çок полсан! Порĕ чонпа тăтăш та рахмат кала Господь Торра, ак çапла: »Хоспоти Торă Атий ĕмпÿ те манăнъ! Рахмат Сана, што Эс çоратрăн мана, чинсе-кÿртрĕн мана чăн таса Йăлана, таса Йăлашĕнче вара, тоянтартăн тоянтаратăн та мана порĕ çăласса амалсампала. Сисĕтăттăмччĕ эпĕ порнăçĕн хĕпертенине, мана çоратма Эс полсассăн? Порнтăм-и-ччĕ эпĕ халь, манăн порнăçа осраман Эс полсассăн? Мĕн полĕччĕ хам-пала, Эс çăлса илмен полсассăн мана? Мĕскерле осал полтăмччĕ эпĕ, Эс таса Йăлана кĕртмен полсассăн мана, таса Йăлашăнче та порĕ çăласса амалсампала тоянтарман полсассăн мана? Порĕ чонтан рахмат Сана, Чăн Ырă Аравасĕр Кăмăллă та! »
в) Рахмат кала Господь Торра Оншăн, што Вăл тоянтарсан сана порĕ çăласса амалсампала, тата Çаплах килĕштертет сана çак амалсане осрамашкăн, çапса прахмаç та сана оншăн, што Эс Çаплах Он сăмахран иртетĕн, што Эс текех хорлантаратăн Она, што Эс тăтăш порĕ çĕртен шăрчăклантаратăн, Вăл Тортса илмеç сантан чăн аслă Хувăн парняна—санăн порнăçа, çаплах прахмаç та чĕнмешкĕн сана порĕ тĕслĕ майпеле штопă çăлас сана. Ах, тем пек номайран хамăр ÿт чон та ĕмĕрхи тамăк хоранăн вотра çонса полĕччĕç, Господь Торă хамăр пата çаплах майсăр кăмăллă Номайран та чăтакан полмасассăн! Порĕ чонпа рахмат кала ГосподьТорра.
г) Рахмат кала Господь Торра Оншăн, што Вăл иртнĕ каç Ырă шохшларĕ сан ÿтĕн вăйсане çирĕплетмешкĕн, ирĕк та пачĕ сана çĕнĕрен кирлĕ оссăлли та порпа çĕрти ĕçсене тумашкăн. — Мĕн Номай çынсам, темĕн чол орĕм халсăрпала, полтаримарĕ Топăнмашкăн хусамăр валли колленхи апата. Мĕн Номай çынсам, темĕн чол орĕм чирсампала, полтаримаççĕ хусамăр вăйсампала самай кирлĕ тапранассисане тумашкăн, тăтăш та полаççĕ чăрмалла ыттисане хусамăра та! Пор чĕреран рахмат кала Господь Торра сан ÿт—вăйсане çирĕплетнишăн. Кон хыççын
д) Порĕ чонпала кĕлкĕле, штопă Господь Торă каçарччăр сана шотламан санăн çылăхсане: самай ĕçпеле туса полни-ши вăлсам, шохшланипеле-и, ăш кĕлянипе-и, али тата шохăш тытнипе анчах. Ни хăнçа асăмран ан я́р çак кĕлкĕляннине: Эс ялан майсăр çылăхлă Господь Торă омĕнче. Ку енчен пĕр çын та мухтамалли çок. Номай çылăха киретпĕр Порте, Торăн Сывлăшпа калать св. Апостол (Іаков. 2, 3). Тата: эпĕр каласассăн, што çылăх çок пирĕн, хама хамăра олталатпăр чăн та хамăр ăшăмра çок, çавах Сывлăшпа калать тепре Св. Апостол (1 Іоан. 1, 8).
е) Кĕлкĕле, штопă Господь Торă патăр сана çирĕп олшманни ирĕкне çак çоратнăкон тан тăтăш пĕтĕмпех та Она полас, хамăр тăтăшри Кăмăл Кăтартакання, с. б. Онăн ирĕк тувассине ялан шотлас полать самай аслă паха ĕçпе, тăтăш та хăтланас полать порнмашкăн тепре майпе мар, Св. Торăн ирĕкпе килĕшнĕ анчах; Çавăнпала вара пит хытă поринчен та мала хăтланас полать палламашкăн онăн святой ирикне, хăшĕ хамăра паталла, поçне, ялан полать прех çех: пирĕн таса порнăç (1. Солун. 4, 3), хамăр чонăн сĕласси та (1. Солун. 5, 9, 2 Солун. 2, 13).
- Штопă сана шанчăклăрах хуна ху осрас халь çоратна конта порĕ çылăхран, хăтлан ирлесе порне те астуса пăхмашкăн, мĕн çоратнă конта санпала полмаллăх пор. Хăтлан йĕри тавра пăхса çитерме: Мĕн Эс тума полатăн? Кампала пĕрле полатăн? Мĕняшкаль, хăнçа, хăш çĕрте та хирĕçле тĕлсам çылăх тума сана полмалла? Çакланни ан полтăр сана препре астарнисам, мĕн пор: сан мухтанни ран, сан капаясран, сан çиленниран, орих тепринчен та?» Çавнашкал шалт пăхса çитерсен, çак сахатрах хăтлан тĕплĕ порне та шохшламашкăн, епле сана çăмăлтарах шанчăкларах та конĕпех çылăхсăр иртерсе полас: епле айăпсăр полас çак-çак çынпа; епле ырă тумалла пĕрпĕр йышши тĕлсане ширяса топас; епле хăтăлас пĕрпĕр тĕлсанчен çылăх астарнисамран, али, вăлсамран хăтăлмалла мар полсассăн, епле айăпсăр осрас хама çавăн йышши тĕльсам астарнисам та пор çĕртен. Килĕштерлăх калас: эс корсассăн, што сан ларас полать пĕрле, пĕрпĕр ĕçне та авăк çынпала тăвас полать; вара ĕнтĕ малтанах хăтлан шохшлама он омĕньче хуна ху осрама конĕ кăмăллă та поплесе, штопă пре та вăрçтарса çилĕнтерес мар она, йолас вара онпала çораçура.
Онашкал ĕлĕк янтламан çылăха хирĕç хатĕрсамсăр поçне, полмаç, ытти мар питĕ кайнсăр полать хама хамăра çылăхран осрамашкăн, олшмансăр Торă вĕрентни хыççăн та тÿрĕ каймашкăн. Кам ирсеренех хытă шохăша çылăхран хăтăласса хăтланассине те тытмаç çоратнă кон, çавă нихăнçа та хуна ху çылăхран осрама хăтланмаç, пĕчĕке пĕчĕкĕн та, кайран хуншăн хăтланассине мар анчах, самай сонассине шохăшне та хуна ху çылăхран таса осрасси прахмалла тувать. Лампасра вăта çĕрте çотассине коленех йосатмасассăн, лампас ăшне та çу хошса толтарасмасăн; вара вăл Çаплах татăксăр çонимаç, час сÿнет та. Йолташăм! ан ман çавна, ирсерен майсăр кирлĕскере çылăха хирĕç амала. Хăнçа самай ĕçпе хăтланма полăн хуна ху осрамашкăн порĕ çилăхран çыпăçмашкăн та полăн порнăçа торă килĕшниня, святойне, он чохне çак амалăн майсăр кирлине ырă Онтан полассине те хăвах час осă корăн.
- Штопă сана тата çăмăлтарах шанчăкларах та святой порнăçа иртермешкĕн, кĕлкĕле Господь Торра, штопă Вăл Ырă шохшлатăр тоянтармашкăн сана тăтăшри асăмпа хытă хăтланассипе те çылăха тĕл полас ран, поçне вара çак çылăха, хăшне ыттинчен мала йорататăн эс хувăн тĕс майпе али виреннĕ тăрăх. Омпала што онашкал çылăх хытă астарать кирĕк кама та хамăртан она килĕшнине тумашкăн, Порте хамăртан хытах тата Торă патне çипăçманнисам çылăх ирĕкне чонтанах тăваççĕ çаплах, што, хăнçа она тумашкăн чармалли пор, йоратакансам çылăха порĕ вăйсампала çак чарагана айăка тĕксе яма хăтланаççĕ, штопы оçăм чăрмансăр йоратнă çылăха вулсане тумалла полтăръ. Питĕ кайнсăр этемя Çавнашкал çылăхран хуна ху осрамашкăн, ĕмĕртан та полни кориманни пире—шойттан ни хăш енчен та он пек часъ, он пек хăюллă хуна ху шаннă та пире тапăнмаç, хамăр йоратнă, вĕреннĕ çылăх енчен пек. Порĕ чонпа кĕлкĕле!
- Çапла йĕри тавра пăхсан шохшласан та порне, Мĕн кирлĕ полать çылăхран хутласшăн, хама хамăра та Торă килĕшни порнăçра та осрасшăн, çĕнĕрен хувăн чĕре ăшĕнче кĕлкĕле Господь Торра, штопă Вăл çиреплеттĕр сан ирĕкне, сан вăйсане, ан ятăр та сана вăйсăрланмашкăн, епле ĕлĕк эс майсăр час вăйсăрланаттăнччĕ. Çавнашкалсăр, çак али орăх сăмахсампала каласа кларнă, кĕл киленнисĕр поçне нихăш конта та нимĕскер ĕçне ан тапратъ, вăл ĕçсĕр поçне анчах, хăшĕ сан ирĕкран полмаç. Епле тапратас пĕрпĕр ĕçне Тора савмасассăн! Торă савмасассăн çирĕп мар кăлăх та порĕ пирĕн тархса ĕçлени. Торă савнине, епле порĕ Торăн парняна та эпĕр тоянатпăр кĕлкĕляннипе анчах (Іак. 1, 17). Эрне, Господь Торă, Хувăн вĕçĕ-хĕрисĕр кăмăл тăрăх, номайăн мала ярать ĕçсам шĕнче çынсане кĕлкĕлекен марсане та Она, тата осаллисане та, Эс вара çавăн çине ан пăх; хăнçа вара сан аса кĕрет вăл, вара çак сахатрах астăв мĕскерле сехре хопмалли хорлăх çĕкленсе çитрĕ пояна, хăшшĕн Еванкĕлра çапла çырнăччĕ, што йорататьчĕ вăл хĕпĕртесе ĕçме-çиме колленех çотăлла (Лук. 16, 19, 32). Вăл хувăн порнăçра поринчен та перекет корнă, нимĕнтен та нихăнçа та çитменине пĕлсех корман; порĕ хатĕрсам амалъсам капăрла тотăлла та порнмашкăн порччĕ он; порĕ, мин ăш кĕлятчĕ анчах, Çаплах ăш кĕлянă тăрăх çиять-ĕсет толлăх поринчен та тотăлăх. Çавăн йышши порнăç вара, вăл вилсассăн, ертрĕ она тÿрех тамăк хоранăн хорлăхшне. Хăнçа вара вăл, çолăмра майсăр варканса хăтланатчĕ, макăрса тархасларĕ Авраама çăмăланасшăн хувăн майсăр хорлăхсане; он чохне Авраам каларĕ она: Ачам! асăн, эс кортăн сан йырриня хувăн порнăçра, халь вара хорлăх коратăн (Лук. 16, 25). Çавă сăмах анчах полчĕ она, вулта Çаплах хорлăха йолчĕ. Çанпала çак çанталăк ра телейлă поян та порнакансен çаплах пĕр хисеп он йышши сăмаха асăмра тытас полать.
- Ытларах ирлесе пирĕн хăтланас полать онашкал кĕлкĕленнипеле. Ирлесе тытас полать çавнашкал шохăша, тăвас та полать онашкал малалла йĕри-тавра астутарассине. Ни хăш тепре вăхăчĕ çавăн пек лайăх полмаç ни кĕлтумашкăн, ни порĕ ырă ĕç тапратмашкăн та ирхи вăхăт пек; омпала што этем ни хăш тепре вăхутра, ни кĕлкĕлемешкĕн, ни ĕç тапратмашкăн, ни шохшламашкăн çаплах оçă полмаç, ирхи пек. Ирхипе онăн шохăшсам оçăрах, онăн чĕре тасарах, вăл оçăмрах хуна ху тытса осрама та полать, орăх вухутри пек мар. Ирпеле порнă çĕрти ĕçсам та хытах аптратмаççĕ пире, осал шохăшсам та çураççĕ, хăва йĕри-тавра çанталăк та и лăплантармалла пире ырă шохшлаттармалла та полать. Ирхи вăхăчĕ иртетсессĕн осал шохăшсам вуранаççĕ, вуранса поçтярнаççĕ хамăр порнă çĕрти нушасам хойхăсам та, этем алă ĕçĕ тытма тапранать, тархса ĕçлет та чора пек, хăшне ирĕксĕр хăвăн çăкăрне çияс полать тарпа тархса ĕçлесе. Йолташăм! Ирхине, кашнăй ирхине иртер кĕлкĕленă çĕрте, хувăн чонăнта святой ертсе çÿренĕ çĕрте. Хаклантар кашнăй конăн ирпеле! Пол ăслă; ăслă çынăн ятне вара Çаплах çырса хорать Сывлĕш Торăнъ: Хувăн чĕрене парса ярать ир иртермеллĕх Господь Торă патне, она çоратакання, Çÿлти омăнта кĕлкĕлесе поççапать (Сирах. 39, 6).
- Çавнашкал кĕлкĕленни хыççăн лар, Господь Торра та ăшăмра хытă астуса, васкарах тĕплĕ та кăштах йĕри тавра шохшла: епле сана çак кон та хуна ху осрас полать Господь Торă патнелле, çухрисам патнелле, сан Хувăн поçне порнăç патнелле та çак ĕмĕрте. Хăш-хăш ирпе вара онашкал шохшланă çĕрте темĕскер сана чарать полсассăн; вара ĕнтĕ олшмансăр çапла ту ирсеренех вырсарни прасникра та: çак конта нимĕскер чăрманасси чарасси та сана çок полмаç та. Ÿт пирĕн, осаланнă скер аслатийсен çылăхсампала, питĕ канашлă хамăр ĕмĕртен полнă пире кориманипе—шойттан пала, Онпала та пĕрле тăтăш хăтланать хамăр асăмран тортса пĕтермешкĕн пирĕн христианский ĕçсане, кусам вырăнне вара кĕртсе лартмашкăн порĕ йышши мирĕн йĕркесане, хамăра хорлăхрăх, майсăр номайăн пит çăмăл та туса хораççĕ. Эс ан итле çаксане, майсăр тăшман кăтартса вирентекенсане, порĕ майпе та хăтлан, ирсерен, астутармашкăн хуна çак ĕçсане, хăшсане Господь Торă сан çине хорса лартрĕ, çĕнĕрен та хăтлан тĕрĕсех шохăша тытма чонтанах та вăлсане тума.
ІІ. Епле Хама Хамăра Осрас Господь Торă Патнелле?
Хорав çак ыйту çине парчĕ Хăва Господь пирĕн Іисус Христос. Вăл каларĕ: Йорат санăн Господь Торра порĕ санăн чĕряпа, порĕ санăн чонпа та, порĕ санăн çирĕплянипа та, порĕ санăн чохланипе та (Лук. 10, 27).
Мĕн полать йоратасси Торра? Йоратас Торра, тÿрĕ каласан, полать хамăр Торă патне çыпăçнă полас.
Мĕн полать йоратас Торра порĕ чĕряпа, порĕ чонпа, порĕ чохланипа, порĕ çирĕплянипа?—Çавă полать: полас олшмансăр çыпăçни, порĕ чонпа порĕ чĕряпа хама хамăра Торра пани, с. б. порĕ вăйпе йоратнин толлипеле, хăшĕ полтармалла полать этем чĕри вали, солляса ойрлмасăр хамăр йоратнине пĕр шотлă виçипе нихăш тепре тĕслĕ порнакансампа, тем пек хамăр валли вăл йоратнă, кирлĕ хаклă полсассăн та.
Йоратасси Торра порĕ чĕререн, и т. д, полать: шохшлас Торăшăн поринчен ытларах поринчен соннăрах, шохшлас оншăн та мĕн килĕшет Торра; омпала што çавнашкал пĕрçире тĕс хамăр чĕрен йоратнин, што кама чĕререн йорататпăр, çавă тăтăш пирĕн шохăшра асăмра та полать. Эпĕр номайăн инçетре полатпăр онтан, кама йорататпăр, шохăшсампала вара ялан онпала пĕрле: пăхатпăр он çине илтетпĕр она, поплетпĕр онпала.
Йоратас Торра порĕ чĕререн полать: поринчен ытларах, номайрах соннăрах та поплес Господь Торăшăн. Омпала што онашкал тĕс хамăр чĕрен йоратнин, што кама чĕререн йорататпăр, оншăн поплетпĕр поринчен ытларах, номайрах соннăрах та; омпа што камăн поринчен тарăнтарах чĕре ăшĕнче выртать; вăл çавăншăн поплет та: чĕре толлинчен чĕлхесам поплекен полаççĕ, каланă Господь (Матѳ. 12, 34).
Йоратас Торра порĕ чĕререн полать: порĕ майпеле хăтланас Торăн ирĕкне паллама али çавна, мĕн йоратнă пор Торра Мĕн йоратнă мар та Она, кайрян вара поринчен соннăрах хĕпĕртерех та она тума, мĕн йоратнă пор Господь Торра, поринчен коляннăрах та хăтăлма Онтан, Мĕн йоратнă мар Она. Омпа çавнашкал тĕс хамăр чĕрен йоратнин, што кама чĕререн йорататпăр, çавăн ирĕкне порĕ майпе паллама хăтланатпăр, толли кăмăлпала та хĕпĕртÿпа та она тума полатпăр, тувасси она тем пек пире йăвăр-кайнсăр полсан та.
Йоратас Торра пор чĕрепе полать: соннă тувас онашкал та Торăн ирĕкне, хăшне тăвасси пирĕнтен чĕнет хама хамăра кăштах халал панине. Омпа Çавнашкал тĕс этем чĕрен йоратнин, што кама чĕререн йорататпăр эпĕр, онăн ирĕкне тума хăтланатпăр, нимĕскер пире чарассисам çине пăхмасăр, нимĕскер кайнсăр полассине осал корассине та, —тăвас полать, он çине та пăхмасăр, што хамăр порнăçа онтан оçах пĕтес полсассăн та. Йорату çĕнсе прахать порĕ чăрмавсане: она валли порĕ кайнсăр çĕтмелле, порĕ йоратни мар—йоратни, порĕ- йăвăр-çăмăл полать.
Йоратас Торра порĕ чĕрепе полать: пор йышĕнчен Господь Торăн ятне сарлатас, пор вăйсампала та чарма айăка та порне вĕçярма хăтланас, мĕн тушман тăвать Онăн ят сарлăшме: омпа Çавнашкал пĕр çĕре хамăр йоратнин тĕс, што, кама чĕререн йорататпăр, çавна пор çĕрте мухтатпăр, кирĕк мĕскер осал сăмах оншăн тохсассăн та, пор майпе хута кĕрме хăтланатпăр Он ырă ятшăн. Омпа эпĕр ялан йорататпăр, хăнçа хамăртан йоратнине мухтаççĕ хисеплеççĕ та, хорланатпăр та, хăнçа она хисеплемеççĕ йоратмаççĕ та.
Çавнашкал полма кирлĕ пирĕн йоратнă Господь Торă патне, Господь Торă та пĕтĕм толăх тăрать она, штопă йоратас Она порĕ хамăр йоратнинь толăхпеле.
- Эпĕр йорататпăр порĕ аравасĕр хитрене çоратнă вылĕх-чĕрлĕхра та, эрне она та пилетпăр, што порĕ аравасĕр хитре çоратнăсам йышĕнче номайăн полать майсăр кÿтĕк хисеплĕ, пĕр çĕре та айăпсăр мар. Эпĕр йышпа йорататпăр этем йышĕнче он чонăн кăмăлне, он çине пăхмасăр та, што çак кăмăл он йышинче полать сайря мар йăнăшсампала, али тата сахал мар айăпсампала. Господь Торă вара çирса çитермелли мар хитре, ĕмĕрхи хитре, çаплах татăксăр олшмансăр та пыракан, тата вара Вăлах пор çоратнă хитрен çоратаканĕ та полать. Господь Торăн онашкал ырă кăмăлĕ, мĕнашкал çок нихăш çоратнă чонта, ни çĕр çинче, ни пĕлĕтсам çинче, тата вара порĕ ытти кăмăл камăн чĕре йышĕнче полать та, вăл полать çавăнпала анчах, што она парнăччĕ, Хăвăн кăмăлтан, Торă. Пĕр сăмахпа калас: Торă полать Топтолăхлă пĕтĕмпех айăпсăр. Епле пирĕн йоратас мар Торра пор хамăр йоратнин толăхпеле?
- Господь Торă порнăç пире парчĕ. Онтан тоянтăмăр эпĕр ăслă чонне, шохшлама, ăс тума паллама та полтаракання, Онтан тоянтăмăр эпĕр чĕрена, йоратасса йоратнăран та хавас чохласса полтаракання. Онтан тоянтăмăр эпĕр амалсане та сувлăхра осрамашкăн пор пирĕн чонăн ÿтĕн та вăй-хватсане. Çавăнпала порĕ пирĕн чон кăштах онăн вăйсампала пĕтĕмпех Торă алинче полать. Епле-ши пирĕн йоратас мар Торра пор хамăр йоратнин толăх-пеле? Мĕн пире валли хамăра Çоратакантан ытлашши йоратнăрах полать, Хăшĕ порнăç пире парччĕ, парчĕ амалне шохшламашкăн, палламашкăн, йоратмашкăн, йоратнăран та хаваса чохламашкăн, хĕпĕртенине сисмешкĕн, Хăшĕ тата амалсане та парчĕ пире çак Хăвăн парнясане вăйлăхра паркара та осрамашкăн?
- Хамăра йĕри тавра сувлĕш тăрать, хăшинпе суллятпăр эпĕр, онсăр поçне нилепле та порăнма полтаримастпăр. Шута порĕ пре те пирĕн пор, хăшĕ çаплах сувлĕш-пекех хамăр валли кирлĕ полать.
Эпĕр çĕр çинче лартнă полтăмăр, хăшĕ порĕ йышши апата парать пире, хăшĕ кирлĕ тытса осрамашкăн хамăр порнăçа, хăшсăр поçне та хамăр оран турса посмалли вырăн та çок полĕччĕ. Пире çотти çутăлтарать, ку çок полсассăн пирĕн нимĕскер чона килĕшнине мар анчах, хамăра порнмаллăха кирлине та топма полмаçчĕ, порĕ кирли япаласам янтă хамăртан инçе та мар полсассăн та. Пирĕн вот та пор, хăшĕмпе ăшăтма полать, хама хамăра та ăшăтатпăр çанталăк сивĕ чохне, онпалах хамăр валли пĕçерсе янтлатпăр кирлĕ апата. Пĕр сăмахпа калас: порĕ кирлĕ полмалла: хамăра порăнмаллăха мар анчах, хамăр хавас валли те пирĕн пор. Порте çак вара Господь Торăн парня полать. Епле-ши пирĕн йоратас мар Она порĕ чон па, порĕ чĕре-пе?!
- Пирĕн пор ашшĕ амăшĕ, пиччĕш— шăллăмсам, аппăш-йăмăксам, хорăнташсам, кăмăл пире кăтартакансам пĕлĕш-йолташсам, ыттисам та. Темĕн чохлĕ номай пире хĕпĕртяттараççĕ вăлсам! Нихăшне та вара вăлсамшĕнчен корас çокчĕ эпĕр, Господь Торă вăлсане хамăр валли пама шохшламан полсассăн. Эпĕр хамăр та полимăттăмăрччĕ, пире çоратмаллăх Торăн Ырă шохшлани çок полсассăн! Мĕн порĕ çак пирĕн порне, Торăн кăмăлпала анчах она коратпăр. Епле-ши пирĕн йоратас мар Господь Торра порĕ хамăр йоратнинь толăхпеле?!
- Пирĕн пор пĕр-пĕр йышши мол: кил-çорт, хăшшиньче Эпĕр порнатпăр; апат-çимĕç ĕçмелли те, кусампала хама хамăра осратпăр, хамăр порнăçа та ирттерсе çитеретпăр; томтир, хăшăнпе çара ÿтне витетпăр, хамăр сывлăха та осратпăр. Порĕ те çак вара хамăр патра Торăн парня полать. Полĕччĕ-ши пирĕн çорт, апат-çимĕç, томтир орăх та шотламанни амалсам порнасса. Господь Торă Ырă шохшламасассăн çоратмашкăн хатĕрсане, хăшсанчен порĕ çаксам полса каяççĕ? Полĕччĕ-ши порĕ çаксам хатĕрсам пор çĕртен та, Господь Торă ăсне алăсане та порĕ çавна кирлĕскере туса хорасшăн, пире пама Ырă шохшламан полсассăн? Полас çокчĕ! —Епле пирĕн порĕ хамăр йоратнин толăхпеле йоратмасăр полас Торра, Çаплах Номай тăтăш та кăмăл кăтартакання?!
- Первей этемсане, хамăр аслашшĕ-асламăшсане, вăлсане çоратсасăн, Господь Торă кĕртсе лартрĕ рай тутлиня (хитре олми карташня) Быт. 2, 15), шта вăлсам порĕ çĕртен хусамăр валли топ-толлиях кирлине топатчĕç. Вара кон хыççăн çылăха вăлсен кĕрни вăлсане мар анчах пире та рай тутлине çохаттарчĕ, онпала вара пĕрле çылăх тăвасса шохăш тытаканла, чирлĕ вилĕмлĕ та вăлсане пире та турĕ. Порĕ пирĕн аслашшĕ-асламăшсанчен çоратнă этем рăвĕ номайăн али сахалăн полчĕ пор та шох хун ирĕклĕ, хуна ху йоратакан, пĕччен хăва анчах Ырă корасшăн, килĕштерми, корими, сояçĕ, хаяр сонакан, усал астувакан о. т. и. д. Онашкал усал полса кайнăран вăл нилепле та ху поçĕн хăвăн первейхи ырă порнăçа тавăрма полтаримарĕ. Пĕр енчен Господь Торра, тап-таса çоттине (1. Іоан. 1, 5), онпала пĕрлешме полмарĕ, хора тĕтĕм хăвăн çылăх тăрăх полса-кайнăранпа (Ефес. 5, 8); омпала што çотти пĕрлешмеç тĕттĕмпе (2 Кор. 6, 14); Торă вара Çöл порнăçĕн али ырлăхăн полать анчах (Псал. 35, 10). Тепре енчен, этем рăвĕ, хăвăн чĕре осаланнăран, çылăха анчах тума полтаратчĕ, çылăх тунăран вара осала анчах хойхăна та она корас полчĕ. Çылăха Торăн Сывлишĕ çапла çирса хорать: Лев шăлсам онăн шăлсам, этемин чонсане питĕрекенсам. Хĕç пек иккĕ енчен çивĕчĕ порĕ осал туни, онăн сорана йосамалли çок (Сирах. 21, 1—5). Господь Торă вара çак майсăр этем рăвĕн осаланнă корăнми Она порнăçра та прахмарĕ она, вара чон-ÿтне онăн осраса пырса осрать та, тоянтарса она порĕ порнмаллăха кирлисампеле, кштах пĕтермесĕр та она. Вăл парчĕ она Хăвăн саконне, ырлăх патне она ертсе яракання Ырă кон корма та халалакання (Второс. 5, 29). Этем вара хăва ухмаха ернĕран якăр осаланнăран та панă она саккона пре та йоратмарĕ тумарĕ та она; вара Торă темĕнçе хут Номай хăтланатчĕ тăнлаттармашкăн она, йосамашкăн она, итлеттермешкĕн та Хăвăн саконне тума, Хăвăн Пророксам тăрăх номай тепре амалсампала та. Ахăрах порĕ çаксам, Господь Торăран кăтартса панă амалсам этем рăвне йосаттарасшăн йосатимариç она, вăл та ытла ытла та çылăха анчах кĕретчĕ осала та потса анатчĕ. Омпала Торă, Хăва топ-толли йоратнинчен, самай, ахаль калас, полтарман çĕртен пек, штопă оçса кăтартас полтарассине этем рăвне телейлă тумашкăн, Ырă шохшларĕ ямашкăн Он патне Хăвăн Пĕр çоратнă Ывăл-Торра. Онăн ĕмĕрхи Ывăл çоратнă полчĕ çĕр çинче, хамăр пекех, çитнсеччĕ, çияс ĕçес килетчĕ, кон-çĕр каçах ĕçлетчĕ, этемсане çăласса йĕрне вĕренсе çăласшăн вăлсане тăвăрланнă хойхăран; çак вара калаçмалли мар кăмăллă Ывăлĕ Торăн çак самайях этемсанчен хорлăх вилĕм та креç çинче корма полнă. Порĕ Çавнашкал осала хорлăха Торра кăтартнăшăн, вĕлернăшăн та Она, темĕскер майсăр хорлăх кштах пĕтессине этемя кĕтес корас та полатчĕ. Господь вара этемя. Он ырриня чохламаннисане пре та осал кăтартмарĕ, чăн пака холăм та Хăвăн Ырă патăшне кăтартрĕ анчах. Торă Ывăлĕ, вилĕмран чĕрлсан, этемь рăвĕ патне янă, çотăлтарасшăн она, Аравасăр Святой Сывлăшне, хорса лартрĕ Святой чиркÿн никĕсне, хошса панă Святой çын ăсне каçакан ĕçсане, ÿкерсе лартрĕ попсане, кусане хошнă порĕ чăн ÿкĕнекенсен çылăхсане каçарма, о. т. и. д. Порĕ кон çине чипер хытă та пăхса, чохласа кормасăр полмаç, што Торă чăн- йорату (1. йоан. 4, 16), топ-толлиях йоратнинчен этем рăвĕ патне (Іоан. 3, 16) што Çавăнпала та первей карт Торă саконнăн— карчĕ Торра йоратнă-шин порĕ чĕрепе, порĕ чонпала, полать карт, кштах пĕтĕм порĕ хамăра тума хошакан, çаплах што кам хамăртан пĕртак шанмасассăн ĕненмесессĕн она, што çак карчĕ порĕ çынсамшăн мар полать, тесен, вара çавă тÿрĕ кăтартĕччĕ, што онăн ни ăс этемăн, ни этемăн чĕре çок, аслă этемăн ятне çитернĕ, чăн аялти вырăн çине анса ларнă, ăс çок выльăхсень тăрнă вырăнтан та кая; омпала што ăс çок выльăхсам та пит йоратаççĕ хувасан эрне килĕштерсе танаштармасăр кĕçĕнтерехçисане, кăмăл кăтартакансане,
- Ни кам та çок, хăшĕ ытла Господь Торă йоратнă ран йораттăрччĕ пире; эпĕр вара ялан лешне йорататпăр, кам пире йоратать кăмăл та пире кăтартать. Çавăнпала йоратас Торра порĕ чĕрепеле порĕ чонпала та кашнăй çыннăн чăн аслă чăн первей ĕç полать ыттинчен мала, што йорату полать порĕ хамăра валли чăн йоратни сис: Номай çынсам вара, шот çĕтсе кайнăран, ăссăртан, али майсăр осаланнăран çак кирлĕ полассине сисимеççĕ, она тувассине та хăтланмаç; вара Господь Торă парчĕ пире саккон картне йоратас Она порĕ чĕрепеле, порĕ чонпа та, —Оншăн мар, што эпĕр Она йоратнăран, онăн Ырă порнăçа, али Онăн аслă ята темĕскер хошнса пырать, çавăншăн анчах, што Вăл майсăр сонать пире телейлă тумашкăн, пирĕн вара порĕ чонтан, порĕ чĕререн йоратни Он патне полмасассăн, эпĕр телейлă та полас çок. «Çĕтми пирĕн чон ăшĕнче йоратнин Торă патне полать самай ытамалли мар осалтан» калать Василій Асли. Господь Торăран панă карчĕ Господь Торра йоратнăшăн порĕ чонтан порĕ чĕререн оçă кăтартать, пĕр енчен, што Торă майсăр сонать пирĕн çăлассине Ырă хамăр порнăçа та, тепре енчен вара—кăтартать, што эпĕр Торра йоратнă тăрăх майсăр тарăн тĕпне антăмăр, майсăр осалта хытса кайрăмăр, майсăр Номай хама хамăра пусса осаллантăмăр.
Хойхăллăлăх вара, çынсам хошшинче пор çĕрте Он йышшисам корнаççĕ, хăшсен йоратни Торă патне пит вăйсăр, али тата çокпа прех. Çавă Онтан корнать, што вăлсам Мĕн Торăн пор, çак патне сивĕтнĕ чонлă полаççĕ, чиркÿсам çине кĕлтунисам çине та пре та пăхмаççĕ, святой япаласане хисеплемеççĕ, мĕн Торра килĕшнĕ йоратнă та пор, порĕ çак çине пăхмаççĕ, он çине та пăхмаççĕ, мĕн Торра хирĕç йоратнă мар та полать. Хăш-хăш çынсам нихăнçа Торăшăн поплемаççĕ та, Оншăн поплема та йоратмаççĕ тата; вăлсам Торра нихăнçа та асăнмаççĕ, астутарни те Оншăн хорлантарать пăшăрхантарать та вăлсане; вăлсам валли Торă саккон çокпа прех, Торă саккон тăрăх порнассине пре та шохăша та тытмаç, вăлсен Он тăрăх порнас килмес мар анчах, вара пĕлес та килмеç, пор-и Торăн картсам мĕнне та вăлсам чĕнмелле пирĕнтен.
Йолташăм! тиркесе пăх хуна ху, çавнашкал мар-и эс те, çавнашкалах полсассăн, вара тăхтамасăр порĕ чĕререн ÿкнĕн Господь Торă омĕнче, çак сахатрах ăшчиккинчи кĕлкĕленнипеле тапрат Хăвăн йосанассине. Ан тухтат Господь, патне çавăрма, ан яр та пер кон тепре конне, калать çылăхлă çынна Аравасĕр Ăсли (Сирах. 5, 8). Çакнах калать Вăл сана та. Пăхсам! Сан нимĕн та çок Хăвăн, порĕ те вара Торăн, порĕ хăва та эс хăвăнтан мар, Торăран вара. Епле сан çаплах коçсăр, майсăр, толксăр та полас, штопă йоратас мар Господь Торра порĕ чонпа порĕ чĕрепе та?!
ІІІ. Епле хама хамăра осрас ытти çынсам патне?
Хорав çак Ыйту çине та панă Хувах Господь: йорат Хăвăн пĕлĕша (Лук. 10, 27).
Господь Іисус Христос порĕ хамăртан майсăр хытă чĕнет йоратасса пĕр пĕрне. Йолашки тăнлаттарнисане парса Хăвăн вĕренекенсане Хăвăн хорлăхсам корас омăнь, Вăл темĕнçе хут майсăр хытă çак йоратнине халалланăччĕ пире. Çакă полать канаш манăн, йоратăрчĕ пĕр пĕрне (Іоан. 15, 12).
Çакна каласа хваратăп çире, йоратăрчĕ пĕр пĕрне (Іоан. 15, 17). Çĕнĕ канаш паратăп çире, йоратăрччĕ пĕр пĕрне (Іоан. 13, 14). Пор св. Апостолсам та çавна вĕрентетчĕç. Св. Апостол Петр каларĕ: хытă йоратăр пĕр пĕрне таса чĕреран (1. Петр. 1, 22). Св. Апостол Иоанн каларĕ: Йоратнисам, йоратăр пĕр пĕрне (1 Иоан. 4, 7). Омпа çак полать халалланă хăшне илтрăр авалтан, штопă йоратас пер пĕрне (1. Иоан. 3, 11. 2 Иоан. 5). Канаш вара Онăн (Господь Торăн) çакă полать, штопă ĕненес ята Ывăл Онăн Іисус Христосăн, йоратас та пер пĕрне (1. Иоа. 3, 23). Св. Апостол Павел каларĕ: порнăр пер пĕрне йоратса (Ефес. 5, 2). Хусамăр эсĕр Торăран вĕренни полаттăр, штопă пĕр перне йоратас (1 Солу. 4, 9). Св. Апостол Іаков каларĕ: Саккон ĕмпÿвин çырнă тăрăх (полать): йорат Хăвăн пĕлĕшне (Іак. 2, 8).
Çак йоратнин виçине оçса кăтартса хочĕ Хувах Господь. Ак çавă полать, Вăл чĕнетчĕ, штопă порĕ эпĕр хамăр çухрисане йоратрăмăр, епле йорататпăр хама хамăра; омпа Вăл каларĕ: йорат Хăвăн пĕлĕша хуна ху йоратнă пек (Лук. 10, 27). Порĕ эппин, Мĕн сире килет полсассăн штопă çынсам тăвччăр сире, çавнашкал эсĕр та тăвăр вăлсама (Матѳ. 7, 12). Ак Çавнашкалах каларĕç порĕ св. Апостолсам та. Эппин, йолташăм!
- Эс хуна валли ырă корассине сонатăн, çитеть та сана, што эс телейлă; кона хирĕç эс хойхăратăн, хăнçа темĕскертен телейлă мар, Çавнпала ырă корассине сонах порĕ Хăвăн çухрине та: хĕпĕртех, хăнçа вăл телейлă, хорлансам Онпала, вăл телейлă мар чохне.
- Эс йоратмастăн, хăнçа саншăн осал сăмах калаçаççĕ, темĕскер осал та шанмаççĕ сана. Çавăнпала Эс те никамшăн осал халап ан яр, айăп çок çĕртен та нимĕскер осал та никам çине йори ан тĕкĕн шанман та ан пол. Йорату осала астумаç (І. Коринѳ. 5, 13).
- Эс йорататăн, хăнçа саншăн лайăх калаçаççĕ. Çавăнпала эс та пор çухришăн ырă попле. Ытла та вара йолташ çине элек пама шиклан. Элек пани шойтан алă ĕçĕ полать, она пичинне та Çаплах вăл полтăр (Апок. 12, 10). Эс сан çухришăн ыррине анчах попле.
- Хăнçа пĕр-пĕр çын калать сана темĕскер осала кирек хăш йот çыншăн, вара порĕ майпе хăтлан Эс хута кĕрмешкĕн, али айăпланăран тасатас çак йот çынна, онсăр поçне та илтнĕ сăмаха нихăнçа леш çынна каласа кăтартакан ан пол, камшăн вăлсам каланă полнине. Омпала што номайăн хăш-хăш çыншăн калаçаççĕ темĕскер çиленнĕ тăрăх хаяр та ăшăмра астунă тăрăх, кăтартса калакансам вара çакăншăн номайăн вурçтараççĕ; вăрçнĕ вара сăмах Торăн çавăн йышши айăпсам патне ертет, што камăн çак айăп полсан, çавă ĕмĕрхи Торăн пăхăçа корас çок (Гал. 5, 20).
- Эс йоратмасăр, хăнçа сан айăпсамшăн, ытла та сан осал ĕçсамшăн сарăлтараççĕ. Çавăнпала Эс та, хăнçа коратăн пĕр-пĕр çынсен айăпсане осал ĕçсане та, вăлсамшăн ан сарлтар; омпа што йорату порне витсе пырать, порне чăтать (1. Коринѳ. 13, 7). Топ вара Ырă саманне кăмăлпала та Эс корнă айăпсамшăн усал ĕçсамшăн та вăлсане хăвах каласа пăх, кам панча она кортăн, килĕштерть вăлсане йосанасшăн. Контан кайран, эс корнă айăпсам астаракан никама та полмасассăн, ан тапрат; вара кона хирĕç полсассăн вăлсамшăн каласа кăтарт çавна, хăшĕн айăплисане чарас йосас та полать, штопă ыттисане осрас астарниран пăсăкран та.
- Эс йоратмастăн, хăнçа сивĕ чонлă— кăмăлсăр санпала полаççĕ темĕскерпеле та сана посмăрлаççĕ. Çавăнпала Эс та кăмăллă пол порĕ çынпала, никама та шотран клармасăр; ытла та вара шиклан ятлаçни çилентерни та сăмахсане каламашкăн. Пĕр-пĕр çухри майсăр кăмăлсăр хаяр та санпала полсассăн, калать та сана пор йышши усал сумахсане, эс хирĕç она конĕ кала; омпала што конĕ хорав чарать хаярне (Прит. 15, 1). Эс çиленсе кайнă полсассăн сан çухри çине, вăл кăмăлсăр санпала поплениран, вара ĕнтĕ пре та ан чăн: омпала што сан çиленни йăпăрт хыпса хопарса кайĕ, хыпса хопарсассăн вара хаярĕ, эс темĕскер вара Хăвăн çухрине топса калăн, çавăншăн кайрян майсăр хорланăн, хăшне ĕнтĕ нимĕнпе та йосама полтаримăн. Çиленнира пре та нихăнçа ан чăн пĕтĕмпех сан чон лăпланатчен. Сан çухри вара темĕскершăн сан çине хытă çиленнĕ полсассăн, вăл тĕлте ан чар она, эрне ку пит кирлĕ полсан та; омпала што мĕнччен вăл майсăр çиленет, онччен Он ăшĕнче ăс мар онăн хаярĕ çĕмĕрсе хăтланать, эс та çавăнпала чарма палтаримăн она: ăс çок çынна кирĕк лепле толкăллă каласан та, кăлăх; Эс попленă тетен ытларах анчах çилентерĕç она, хопарлĕç та она темĕскер тушман сана тумашкăн.
- Эс йорататăн, хăнçа сан çитмен çĕртен полшаççĕ сана. Çавăнпала Эс та хăтлан, вăй таран, çухрисане полшмашкăн порĕ вăлсен çитиман çĕртенех. Пару кĕлĕмçе пани (порĕ кăмăл кăтартни) вилĕмран çăлать, çак та порĕ çылăха тасалса пырать. Пару кĕлĕмсе паракансам тÿрĕ тувакансам та, номай порнмалла полаççĕ калать сумах Торăн (Товит. 12, 9). Ахăрах çакăнта йĕрне астувас полать. Ак çавă полать
- Полшу парас полать ыттинчен малтан çавсане, хăшсампала Торă ыттинчен ытла çыпăçтарнă пире, çавă полать: ашшĕ-амăшсане, хоронташсане, хамăр Аслисане, кăмăл кăтартакансане, чорасане, пирĕн аллинче порнакансане пĕр йăлаллисане та. Первейхишăн св. Апостол Павел каларĕ: Кам хусамăршăн ытла та килтисамшăн тархса хăтланмасассăн, ĕненнинчен сивĕтнĕ полать, ĕненменниран та осал (1 Тимоѳ. 5, 8). Пĕр йăлаллишăн вара çапла вĕрентет: Тăвăпăр ыррине порĕ валли ытла та пĕр туванлисам валли Йăла тăрăх (Галат 6, 10).
- Çак хăççын, ыттинчен малтан полшу пар çавсане, хăшсане ыттинчен мала полшу кирлĕ полать, çавă полать халсăрсане соранлисане та. Таянтарма полтармасассăн темĕскер кирлĕсампеле, ытти мар пырса кир вăлсам патне, кирĕк лепле полшам вăлсане пăхсам та вăлсане. Çаплах Эс ту, вăлсам сана Рахмат пре та темесен та; омпа што таса йорату шырямаç хувăнне (1. Коринѳ. 13, 5): Сана тав парĕ Господь Торă.
- Полш кăтартса пор çухри чĕре порнакансане, çухри вильнисане та полшу пар. Кĕлкĕле пор вилесамшăн, ытла та вулсамшăн, хушьсам вилчиç сасартăк, хуна ху вилес патне янтламасăр-кĕлкĕлетмесĕр, çавăнпала та, тетен, майсăр йăвăр çылăхра вилчĕç: час час асăнса кĕлкĕле вăлсамшăн, вулсен сăвапшĕн, вăй çемĕн, кĕлĕмĕçсане пару пар. Номай хамăр вилнĕ пĕлĕшсам, ыттинчен мала, кĕлкĕлетмесĕр хуна ху янтламасăр касçа кайнисам, полшне хамăртан чĕнеççĕ темĕнçе ытла ку порнăçра майсăр хорлăха коракансанчен; омпала што каçса-кайнисен ĕнтĕ ни неплета харь-пĕр хăвна полшмалли çок. Вăлсане эпĕр анчах чĕрĕ порнакансам полшне кăтартма полатпăр.
- Хамăр йоратни хама хамăр патне полмалла, хамăра хойхăллăлăх та, номай самай ĕçпе полать, айăплă. Çапла Номай çынсам сонаççĕ хăтланаççĕ та çĕрти ырлăхсамшăн анчах, çавă полать: майсăр ята аслатасшăн, хавас корасшăн, мол тоянасшăн, и. т. д. Çавăнпала Господь пирĕн Иисус Христос Ырă шохшларĕ пире пама тÿрĕс виçи чохласшăн мĕнччен пирĕн йоратас полать çухрисане; Вăл каласа хварчĕ, штопă эпĕр йоратрăмăр çухрисане, Вăл йоратрĕ пире. Йоратăр пĕр пĕрне, епле эпĕ йоратрăм сире (Іоан. 15, 12). Епле Эп йоратрăм сире, çапла эсĕр та йоратăр пер пĕрне (Іоан. 13, 34). Господь Иисус Христос вара йоратрĕ пире ĕненекенсане — хăвăн чиркÿ çапла, што Хуна парчĕ Оншăн, тасатасшăн она, Хун патне кĕртес она, штопă осал али айăп он ăшĕнче ан полтăр, полтăр вара вăл таса айăпсăр та (Ефес. 5, 25-27). Вăл хăтланса хăтланать та порĕ хамăр ăшинче тумашкăн çирĕп ĕненнине Торă Атія Она Хăвна та (Іоан. 3, 16), памашкăн пире тÿрĕ палассине Торра (Іоан. 1, 18, 17, 3), тутармашкăн хамăр ăшăмра йоратассине Она (Іоан. 17, 26), йоратассипеле хотăш хытă хăтланассине Торă саконне тума (Іоан. 14, 21. 23. 24) кĕртмешкĕн та пире ĕмĕрхи порнăçа (Іоан. 3, 16).
Çавăнпала епле кирĕк кама та хамăр тан, чăн хуна ху йоратакана порĕ майпе хăтланас полать тоянмашкăн çирĕп ĕненнине Господь Торра, тÿрĕ пĕлессине Она, чĕрепе йоратассине Она, хытă хăтланассине та Он саккон картсане тумашкăн; çапла пирĕн полшкалас полать пор çухрине та, штопă Вăл тоянччăр çирĕп иненнине Господь Торра, тÿрĕ паллаччăр Она, тоянччăр йоратнине Он патне, хытăрах хăтланччăр та Торă саконне тума, çавнашкалах та тăтăш пиçсе полса кайччăр ĕмĕрлăх ырă порнăçа. Тепре тĕслĕ: кирĕк кама та хамăртан пор майпе хамăр çухрисам ăшĕнче вурантарас полать хăтланассине вăлсен чон сăвапшăн, çак хăтланассине та тытса осраттарас вăйлатас та пор амалсампала, мĕнашкалсам пор. Çавăнпала никама та хамăр тан калама йорамас: «мĕскер Ман ĕç ытти çынсен ырри осалшăн вулсен порнăçшăн та?» Пăхăçăн апла мар, порĕне та пире, хăнçа коратпăр эпĕр пĕр пĕр этемя—христианина килĕшми тувакана, хăтланас полать топма ырă майла самана олахăн кăмăлпа та тăнлаттарас она, çăласса çол çине та кĕртес. Кĕлкĕлетпăр—(тархаслатпăр мар анчах) поççапса кĕлкĕлетпăр çире, Шилăмсам, çырсаччĕ св. Апостол Павел Солунян халăхсам патне, тăнлаттарăр ыр пĕлменнисане (1. Солун. 5, 14).
Çак чон валли полшне çухрисане топса парасшăн темĕнçе ытларах ÿте полшнăран пирĕн хăтланас полать, ÿт валли те полшне парас полать çапла, штопă Номай али сахал вăл полшма полтăрччĕ хамăр çухри чон валли вулсен сăвапшĕн та. Омпала што çак чонăн нуша, пре та танаштармасăр, курик хăш ÿтин нушаран пахарах полать. Онсăр поçне, чон валли полшу ÿт валли пек мар кайнсăртарах йăвăртарах та полать, ĕнтĕ пĕр санăншăн та, што ÿт валли ырă кăтартнишăн пире шотпа рахмат текен полаççĕ, чон валли вара ырă кăтартнишăн рахмата коримăн та, сайря мар та саплаççĕ коримипе тата осал тума асăнассипе та.
- Ахăрах çак чон валли те полшу парнă чохне çаплах ырне астувас полать, епле ÿте полшу кăтартнă чохне та полать. Ак çапла: чăн первей астувас полать ыттинчен малтан хамăр çухрисане, хушсане Хувах Çÿлти Торă хамăра çух çыпăçса тунă. Çавăсам полаççĕ хамăр ача-пучисам, хоронташсам, пĕлĕшсам, кăмăл кăтартакансам, пирĕн аллинче порнакансам, тарçăсам. Хăшĕ хамăртан йотсане тăнлăттарма, вĕрентме йосама та хăтланать, пăхăсăн вара он Хăвăн ача-пучисам, килтисам та, чорасам онăн аллинче порнакансам сăнсăрланаççĕ порĕ йышши осал шохăш ĕçсампала та тăранса толаççĕ; çавă тумаç саконне çухрисане йоратассине, çавă та пĕлĕш мар пĕлĕшсен, çухри мар çухрисен, вăл вара тăшман тăвакан—майсăр осал пĕтерекен та.
- Нихăш хамăра полтармалли полшра ÿт валли ытла та чон валли пирĕн чарма йорамас ни усал çынсане, ни хамăр çĕрти мар халăха, ни поçне рăв çынсане, ни поçне йăла тытакансане, ни св. чиркĕве хирĕç вĕрентекенсане, ни Торăран иртнисане, ни усал пире тувакансане; омпала што порте вăлсам, кирĕк мискерле ăс тытсан та, темĕскерле шохăшлă полсан та, этемсам полаççĕ; порте пĕр Çоратакантан çоратнă, порте çоратнă вилĕмсăр чонпа, порте çоратнă Торă сăнлă, Порте çăлса кларнă Иисус Христосăн майсăр хаклă йон-пала, Çавăнпала та Порте ул-хĕрсам пĕлĕт çинчи Атийĕн, порте Христосран пĕрле сотнă ильнĕскер, порте хотăш пĕр ĕмĕрхи, майсăр ырă порнăçĕн Торăн пăхăçра кĕрсе лармаллисам. Çавăнпала хамăр йоратнине кăтартас полать пирĕн порĕ çынсане та. Осал çынсане, св. Чирке хирĕç вĕрентекенсане Торăран иртнисане та хамăртан полшу вăлсен чон вали майсăр кирлĕ полать, ытла та пирĕн вăлсамшăн кĕлкĕленни, хамăр ырă-таса порнăç та вăлсане порнма кăтартмаллăх кирлĕ полать. Осал хамăра тăвакансамшăн вара пор оçă карчĕ Торă саконăн: Йоратăр сире усал тăвакансане, мохтăр сире ылханакансане, Ырă тăвăр сире коримансама, кĕлкĕлĕр сире шар тăвакансамшăн, тăвăрлакансамшăн та сире (Матѳ 5, 11). Çакăнта нимĕскер та хирĕç чĕнмелли çок; Омпа св. Апостол Иоанн порне та пире чохлама парать, што порĕ кориманни Хăвăн пиччĕша, этемя вĕлерекен полать (Іоан. 3, 15),
Çавнашкал полмалла йоратнă пирĕн хамăр çухрисам патне. Эпĕр пит телейлă полтăмăрччĕ, порте йоратнипеле порĕ çухрисам патне тăранса толтарнă полсассăн. Он чохне хамăр çĕр çинче ом пек номай хойхăсам пре та полмĕччĕç, пирĕн порнăç та пит номай кая полмĕччĕ порнăçран пирĕн аслатийсен тутлă райра, тапратăпăр порĕ чĕреран тумашкăн çухрисане йоратнăшăн Торăн саконне!
ІѴ. Епле Хама Хамăра Осрас Пĕр-пĕр Час Полакан хошăсам Шĕнче Хамăр Порнăçĕн?
Хамăр порнăçра эпĕр полатпăр ахаль пĕр мар хошăра. Хошăсам, хушшинче çынсам полаççĕ, шотламалли мар. Çавнпала пор хошăсане этем порнăçĕн пĕр çĕре пăхса çитермелле мар.
Пăхма шохшлатăп анчах час час полахан порна çĕрте хамăр хошăсам çине, кăтартма та, епле хама хамăра вăлсам ăшĕнче осрас полать.
А) Епле хама хамăра осрас телейлă порнă чохне?
- Хăнçа эс телейлă, с. б. хăнçа сан порнăçра порте полать сан шохăш майлă: хăва эс су, сан арăм, сан ача-пучисам сан килтисам та су; сан поскилсам сана йоратаççĕ, порĕ сан ĕçсам оçăмлă пыраççĕ; сана çитĕ, çитменнине сисимастăн, мала вăл полассине корнмастăн; он чохне ирсеренех кашнăй каç та пор чонтан рахмат кала Господь Торра порĕ çавăншăн, рахмат чохламасăр Он омне йолма та майсăр шиклан. Рахмата пĕлменнисане порте шотлаççĕ самай осал çынсам вырăнне. Св. Апостол рахмата пĕлменине ертет этем айăпсам патне кая йолашки консен (2. тимоѳ 3, 2), с. б. самай осаланнă саманăн.
- Тотă полса рахматпа хăвăн çĕр çинчи молтан, нихăнçа ан Ман, што Господь Торă телейлă порма парать пире çĕр çинче çавншăн мар, штопă пирĕн хĕпĕртес, анчах, çавăншăн вара, штопă пирĕн, çавнашкал Торăн ырă кăтартнине сиссен, рахмат теме Она полас, нимĕскер осала-хирĕçслине тувас мар Господь Торра, пĕр-пĕр осал хирĕçслене Она тусассăн та, ÿкĕнесчĕ. Ырă кăмăл Торăн ÿкĕнес патне, вылямаллăха мар шох хамăр ирĕклĕ порнмаллăха мар та, сана ертсе-пырать (Римл. 2, 3. 4), калать св. Апостол мир телейлине. «Торă Хăвăн кăмăлне çавăншăн сана кăтартать, штопă прахтатарас сана çылăха кĕрмешкăн. Çылăха тума прахмастăн полсан, вара майсăр хĕн кормалла полĕ сана» калать св. Слатоуст (Илтăмлă тоти). Кам астумаç, мĕншăн Торă кăмăл пире çĕр çинче кăтартать, çак çĕрти ырлăх патне çăмăл çыпăçать порĕ чĕрепе, ачашланса та анчах хăвăн порнă çĕрти осал ăшкилянисане, манать Торра, манать ĕмĕрхи ырă порнăçа хăвăн чонне та. Мĕн вара онпеле поле? Хорамалла!
- Çавăнпала тотă порнса çĕр çинче ырлăхран, пре та Он патне чĕрепе ан çыпăç, с. б. пит ан йорат хĕпĕртемеллине, мĕнашкалсам сан çĕрти ырлăхран полмалла полаççĕ та. Сан чĕрен пĕтĕм Господь Торă патне çыпăçнă полас анчах. Нихăнçа ан Ман онăн топ-толли йоратнин сăмахсане майсăр ăслă панче; пар мана ывăлăм сан чĕряна (Прит. 23, 26). Ан Ман итлекен та пол! Порĕ сан çĕрти ырлăхăн хĕпĕртемеллисам мирăн хĕпĕртемеллисам полаççĕ; св. Апостол вара мирне, мĕн мирте та пор пре та йоратма каламан; омпа кам мирне йоратать, Он ăшĕнче, чăн таса ырлăх валли, али ырă порнăç валли самай аслă кирли те, с. б. çавăн ăшинче йоратни Господь Торă патне çок; кам йоратать мирне, çавăн ăшĕнче, св. Апостол каланă тăрăх, Атийя йоратни çок (1. Иоан. 2. 15).
- Штопă сан хуна-ху лайăхрах осрас йоратнинчень хĕпĕртемеллисам патне сан çĕрти ырлăхăн, хăтлан, епле хăтланатчĕç святойсам. Тотă порнса çĕрти ырлăхран, вăлсам тăтăш асăнатчĕç колянатчĕç та пĕлĕт çинчи ырлăхсамшăн. Çапла ту эс та. Тăтăш вĕрен пĕр хисеп астумашкăн пĕлĕт çинчи ырă порнăçшĕн, кала та: «Госпоти, çĕр çинче та, мана Сан çи айĕнче çапла лайăх полсассăн, вара пĕлтсам çинче Мĕн поле! Килтăр пăхăç Санăн!» Али: «Госпоти! тем пек номай Эс хĕпĕртяттаратăн Мана çĕр çинче! Ан ил мантан Санăн пĕлĕт çинчи хĕпĕртемеллине!» Али: «Господи! Мĕн номай сан вĕçĕ-хĕррисăр ырă кăмăлĕ ман чонне парать хĕпĕртемеллисане! Ан пар, штопă çак хĕпĕртемелли пор çĕртен кирĕк непле вăл çылăх шĕнче çĕрса ан кайччăр!» Али: «Господи! темь пек аслă сан Ырă кăмăл хам пата! эп вара Çаплах сăнсăр усал! тата сахал йорататăп Сана! епле тата хам ăшăмра хытă мар пĕтерсе кларатăп çавăн йышши осалсане тата вара çавн йышши йоратни ытларах Ман çылăхне! Çотăлтар мана! Тăнлаттар мана, Ертсе яр мана çăласса çол çине! Çырлах çăл та мана!»
- Хăнçа сисетăн, што çĕрти ырлăхран тотă порнсан, пĕр тан астуман пек полса каятăн; вара пĕр хут кĕлкĕленă вырăнне виççĕ хут кĕлкĕлесе поççап Господь Торра, çапла, штопă Вăл Ырă шохшлатăрччĕ хытăрах сан чĕряна çыпăçтарма Хун çома, штопă та Вăл сантан тортса илтăрччĕ порĕ йырлăха, ку сан чĕряна онтан айкка тортмалла тăвать полсассăн, сан чонне та пĕтерет полсан. Омпа темĕнçе хут ытла хамăн полать çĕрте порĕ йышши çитменни мар анчах, самай йăвăр хорлăхсане та вара чăтасчĕ, Торра çĕтерес мар ĕмĕр хорлăхне та кĕрес марччĕ анчах.
Б) Епле хама хамăра осрас хойхă чохне?
- Хăнçа çитет сана пĕр-пĕр хойхă: ят пăсăлни, посмăрлани, начарланни, кил-çорт саланни, о. т. д, ытти темĕняшкаль çынсамран-и, али темĕскер порнă çĕрти тĕл полнăран-и, али толти çанталăк тăру мар тан-и; вара нихăнçа хуна ху ан пар ытлашши хойхăна, сехре хопассине, пăшăрханассине, али майсăр чон хорланассине, омпа што св. Василий Асли калать, што кирĕк хăш çĕрти хойхасане Майсăр Ăслă Аравасĕр Ыра та Торă ярать хамăр çине пирĕн сăвапшăнах ак çак сăвапшăн та, штопă йышăнтăмăрччĕ Он тасине, епле ĕнентерсе калать св. Апостол (Евр. 12, 10).
- Кона хирĕç, хăнçа пĕр-пĕр йышши хойхă сана çитсессăн, эс та сисетăн хуна ху кирĕк мĕнтен айăплă; вара çак сахатрах астăв, хун коç омăнь корнă пек ту Торра Іисус Христоса креç çинче пăталаниня, чăн та он патне пор чĕряпа: «Аравасĕр кăмăллă Господи! иккĕлле, виççĕлле, али вонăлла аслат Ман хойхăна, ан пар вара мана çылăхсам шĕнче пĕтмешкĕн! Мĕнне тăраççĕ порĕ Ман вăхăтри хойхăсам, килĕштерсе пăхсан вăлсане ĕмĕрхи хорлăхсам пала!» Али: «Господи Торă та! Эс кортăн хорлăха Маншăн темĕнçе ытла, эпĕ он чохне хорлăха чăтма полман та: Эс вара, тем пек тап-таса, хорлăхне кортăн якăр айăпсăр, кортăн вăлсане тата пре та пăшăрханмасăр çилли та кăтартмасăр; эпĕ вара—эп темĕнçе майсăр аслă хойхăна корма полса кайрăм, ман çак сахал хойхă пор çĕртен епле-ши пăшăрханнă полас тата? Çирлах мана! Тăнлаттар мана! Парчĕ мана колянассине хама йосанмаллăха, çак колянассинче та çирĕплет мана! Çырлах çăлсам та мана! »
Хорлăх сана çитнă чохне Эс хуна ху айăпсăр сисетăн полсан, вара порĕ чĕрепе рахмат Господь Торра кала, што Вăл, Мĕн тÿрĕ хорас полать, сан çине янипе али сан пата хорлăх кĕртнипе сонать сана осрамашкăн темĕскер сан чон çăласса валли пĕтерекентан. «Омпала што хĕпĕртÿ этем чонне тăвать, шохлă, мухтанчăк çăмăл та» калать св. Слатоуст (Илтăмлă тоти). Хальхи çак порнăçра, телей пор çĕртен, пит çăмăл порте эпĕр ытти çынна палламан пек полатпăр, хама хамăра та мухтанасса, каппаясса, капăр оçă порнасса, тутлă-çуллă ĕçас-çиясса номай орăх айăпсане та яратпăр, çапла што номайăн он чохне, хăнçа пирĕн телей татăксăр сиктермесĕр та пырать, пире пит кайнсăр тăна кĕртмешкĕн, тÿрĕ çол çине та туратмашкăн. Çавăнпала св. Апостол калать: Номай хойхăпа пирĕн кĕрес полать Торăн пăхăç-шне (Дѣян. 14, 22). Шохшласа кона, кала Господь Торра: «Çоратакан Çăлакан та манăн! Эс Хăва кисеччĕ миршне хĕпĕртемеллĕха мар, хорлăха корнмаллăха вара, пире та каларăн: астăвăр сăмахне, хăшне Эпĕ каласа сире: чора аслă мар ху олпутран (Іоан. 15, 20). Эпĕ порĕне та чăтма полăп, темĕскер Сан сылтăм алă ярсассăн та хам çинĕ! Вăл Аравасĕр Ырă Кăмăллă, мĕнне орăх, чăн ырлăхсăр поçне хам чон вали, Онтан кĕтмелле та полать?! Полтăрччĕ пор çĕртен Святой Сан ирĕк! Ыра шохшлаччĕ çирĕплетсе осрамашкăн мана, штопă ман, Сана, хамăн чонне та манмасăрах, йоласчĕ порĕ Санăн аллинче ирĕкра та пĕтĕм рахматран итлениран та Сана толли, мĕняшкал полсаччĕ пре Сан омăнче олшмансăр чора Санăн Иов» (Іов. 1, 13—22).
Çапла ту, кирĕк стан сан хойхăсам çите-пырсан та: ырă сонманни этемсамран-и, али çил, шу, вот, тăпраран-и, кайăксамран-и, выльăхсанчен-и, ор. т. да; омпала што сан хойхăсам полса каяççĕ тĕп вăлсанчен мар, Торăран вара. Торăн ирĕк полмасассăн, али Торă ямасассăн хамăрпала ниста та нимĕн та полас çок. Торă — Ĕмпÿ пор çĕр-тăпран, калать св. Пророк (Псал. 46, 8). Çÿç сирĕн поçран çохалмĕ сирĕн Атийĕн ириксăр поçне, калать сире Хувах Господь (Лук. 21, 18). Çапла чохлатчĕç она порĕ саман та порĕ Святойсам. Хăнçа ĕмĕртан полни осал тăвакан пирĕн тортса илчĕ номай хорлăх коракан Иовран онăн молне ача-пăчисане та, вара вăл каламарĕ: Мантан шойттан тортса илчĕ, теса, çавна, каларĕ вара: Господь парчĕ, Господь каяллах илчĕ (Иов. 1, 21). Асту çавна, çавнашкалах та хуна ху тытса осра эс те. Ак эпĕр картатпăр телейлă çаксане, хăшсам хорлăхне корчĕç, калать св. Апостол (Иак. 5, 11).
В) Поçнерех: епле хама хамăра тытса осрас мол пор çĕртен?
Эс поян полсассăн, с. б. санăн, Мĕн кирлĕ полать порнмаллăха, он-тан темĕнçе ытла полсассăн; вара
- Нихăнçа ан шохшла, епле номай ухмах-поянсам шохшлаççĕ, што эс молтан пойрăн хăвăнтанах, хăвăн ăсĕнченех, хăвăн тояссинчен тархса ĕçленинченех та. Эрне эс, тетен, ăслă та полĕ, шотла, ĕçлесран та ÿрĕк; вара нихăнçа ан йышăнтар хăвăн мол топассине анчах хăвăн ăсне, тояссине хăвăн тархса ĕçленине та. Омпа пăх: Кам парчĕ сана сан ăсне? Кам парчĕ парать та сана сывлăхне вăйсане та, штопă хытă ĕçлес? Кам мала ярать сана перекет та порать эс тархса ĕçленĕ çĕрте, тем пек номай ытти çынсам ăслă полин те ĕçлесран та кая мар сантан ĕçлессе, пăхăсăн, вăлсам аран хырăм тăранмаллăха колленхи çăкăра топаççĕ! Кам тата пăхса осрать сан патра сан молне, хушĕ тем йышши тĕл полнăран кашнăй тăшманра çĕтерме полмалла? Торă мар-и, сана Çоратакан, çавна тăвать? Хытă асту Торăн Сывлĕшăн сăмахне: Господь поянтарать (1 Цар. 2, 7), çавăнпала та ан мухтан Хăвăн молпе, вара мол пор çĕртен конĕ пол, шотла она Торăн парнипе, оншăн та чонтан рахмат кала Господь Торра.
- Хăнçа Торра поççапатăн, вара Хăвăн кĕллинче нихăнçа ан чĕн Господь Торăран тăтăш татăксăр сан çĕрти толăхня пырассине, ыттинчен мала ан чĕн мол хошнассине. Омпала што эрне Господь Торă хăш-хăш çынсане молне парать та, вара молне чĕнмешкĕн ниста та пире каласа хошнă çок, каланă вара, штопă эпĕр он чохне та, хăнçа вăл, ахаль калас, хăва йохса пырать хамăр пата, Он патне чĕряна çыпăçтармарăмăр (Псал. 61, 11).
- Ан çыпăç мол патне Хăвăн чиряпа, штопă вăл сан чĕряна посса аслă ан тохтăр, сана та хун чора ан тăвччăр; Эс вара Хăвăн чĕряна Он патне çапла тыт, штопă сана Онсăр поçне та конĕ-путранмасăр порнмалла полтăр, çавă Господь Торра килĕшнĕ полать полсассăн. Эс мол патне çыпăçсасăн чĕрепе, вара вăл пор шотламанни осалсам патне ертсе-кайĕ сана, майсăр шикланмалли чон валли вырăна кĕртсе лартĕ та сана. Іисус Христос калать, што мол чон валли майсăр пĕтерекен полмалла: хĕн пояна киме Çÿлти порнăçа ( Мать. 19, 23. ) Пойма сонакансам вара кирся ларассе, епле калат св. Апостол, номай осал пĕтерекен та ÿт кĕлянисане, хăшсам тĕксе яраççĕ этемсане кăштах пор осаланассине пĕтессине та (1, Тим. 6, 9).
Молтан тотă толлăх та порнса, майсăр шиклан апла тума, епле хăтланнă уссăр поян, Господьран асăннă св. Еванкĕлра (Лук. 16, 19 мала та). Хăва колленнех аравасĕр хĕпĕртесе порнчĕ, вăл хĕлхамсане та Хăвăн стел çинчен кĕлĕмçĕ паритчен, хăшĕ Он кил-çорт пахча омăнче выçăран пĕтсе каятчĕ, она париччен хамăн йытăсане утса прахатчĕ. Çавнашкал поян вилсассăн çак сахатрах корнчĕ тамăк хоран та (Лук. 19, 23) поле та онта ĕмĕр çонма, нистан пĕр томла шу та корас çок, штопă пĕр-таках хун хыпнă чĕлхяя сивĕтмешкăн (Лук. 16, 25, 26).
Г) Епле хама хамăра тытса осрас поçне мĕскĕн порнă чохне?
Эс Мĕскĕн полсассăн, с. б. Эс тархса ĕçлетăн полсан, порĕ сан ĕçленă çĕртен аран он чолĕ топатăн, штопă хуна валли хăвăн ача-пăчи валли та колленхи çăккăрлăх çитерес; вара ыйт мĕскĕнне кăмăл чонлă, кăмăл чонлă ыйт çак йывăршне ончченех, хăнçа Господь Торă Хăва Ырă шохшлĕ сан çинчен илме она, ыйт она, Торра килĕшет полсассăн, самай эс виличчен—эс. Пол Çаплах чонпа çирĕп, ан хойхăр, ан пăшăрхан, ытла та ан тĕлке, сан мĕскĕн тем пек аслансассăн та, тем пек номайлăха кайсассăн та, ытла та вара шиклан мĕскĕнтан тохас пĕр-пĕр тÿрĕ мар, Торă ирĕка килшми амалсампала. Нимĕскер ан вурла, никама та ан олтала, вăйпа та çын япалине ан иль, о. т. да; çавă мар анчах, кĕлесе та ан çÿре, майсăр аптрамасăр, ан чĕн та. Чĕнекен порнăçпа ан порн: чĕнса çÿритчен вилесси хаман, вĕрентет Аравасăр усли (Сирах. 40, 29), Штопă сан çирĕпрех турса йолас çак чонăн шохшлани хошăра, тыт çакна:
- Тăтăш асту Торă Сывлăшăн сăмахсане: Торă начарлатать (1. Царств. 2, 7). Хонçа вара Господь Торă кирĕк кама хамăртан пĕр-пĕр вырăна кĕртсе-лартать; вара кĕртсе лартать çак вырăна çавăнпала, што леш, хăшне Вăл лартать çак вырăна, кăтартнă она вырăнта ялан хамантарах хуна ху çăлма полĕ, омпала што Господь Торă патнче хамăршăн орăх сонни-хойхă та çок хойхăсăр поçне, штопă порĕне та пире çăлас (1. Тимоѳ. 2, 4); омпала та порĕ, Мĕн Вăл тумасть-и хамăрпала, тăвать çавăншăн, штопă çăмăлтарах тăвас пире хамăр çăлассине.
- Тăтăш ас ту, што Господь Торă нихăнçа та сан çине хорас çок йăвăршне Онтан ытлашшине, миняшкалне йытма полтаратăн (І. Коринѳ. 10, 13). што Вăл пĕтĕмпех тăтăш санпала, штопă сана Хăвăн полшне кăтартас (Матѳ. 28, 20). Вăл нихăнçа та манмĕ прахмĕ та сана. Нихăш амăш Хăвăн хырăмăн çоратнине манас çок онтан ытла манас çок сана Вăл, епле калать Хăва св. Пророк тăрăх: арăмсам Хăвăн хырăмăн çоратнине мансассăн та, Эпĕ вара манмăп сана (Исаіи 49, 15). Çавнашкал Хăвăн Мĕскĕнта хăруш чонлă полмасассăн эс; вара Господь Торă олшмансăр тÿрĕ ертсе çитерĕ сана çăласса патне — ĕмĕрхи ырă порнăç патне та.
- Тем пек час-час астусам çĕрти Мĕскĕн порнăçшăн пирĕн Çăлаканăн. Вăл Торă, порĕте Онăн: çавă та, мĕн пĕлĕтсам çинче, çавă та, мĕн çĕр çинче, çĕр ăшĕнче çĕр айĕнче та; пăхăсăн Вăл çĕр çинче порнчĕ якăр мĕскĕнта, епле Хăва каларĕ: тилĕсен шăтăксам пор, çÿлти кайăксен та йăвасам; этем Ывăлĕ вара вырăнне топимаç, шта поçне таянтарма (Лук. 9, 58). Ма-ши Вăл çаплах мĕскĕн порнчĕ? Чохласах полать нимĕскер ыттишăн мар, çавăншĕн анчах, штопă порне та пире килĕштернă тăвас кăмăл-чонлă мĕскĕнне йăтас чăтас та, тотă та полас хамăр порнăçа осрамаллăх самай кирлипе анчах. Омпа Мĕскĕн, епле калать св. Слатоуст, оçăмрах молтан çитерет этемя Ырă порнасси патне.
- Час-час астусам номай хорлăх кораканне Йов ятлă çынна, хăшне кăтартса кларать пире св. Апостол вĕрентмеллĕх чохламаллăх та, епле хорлăхсане пирĕн йăтас читас та полать. Вăл полнă якăр мĕскĕн. Онтан тортса ильнă полчĕç порĕ он выльăхăн кĕтÿсам, порĕ чорасам, порĕ ача-пăчисам та вăл та калатчĕ: çара ÿчĕн тохрăм хам амăш хырăмран, çарамаç каçса кайăп та онталла. Господь парчĕ, Господь каяллах илчĕ: епле Торă ырă шохшланăччĕ, çаплах полтăр. Смелле полтăр Господь ячĕ ĕмĕрех! (Іов. 1, 21). Он чохне та, хăнçа вăл кштах осаллансассăн пор осал ывăнтаракан сорантан, хăнçа ятлаçса тăрăхлатчĕç он çинчен самай çухри онăн пĕлĕш йолташсам та онăн пĕрле он арумпа, — он чохне та çапла чăтсах йолнăччĕ, кăмăл-чонлă вара порĕнета каласаччĕ: порĕ ыррисане тоянтăмăр полсассăн Господь аллинчен, осалсане чăтимăр-и (Іов. 2, 10).
- Тем пек час-час астусам, што самай аслă тÿпе святой порнакансен хусен порнăçне иртерчĕç мĕскĕнта. Св. Апостол самай пысăк тÿпешăн авалхи саккон та Святой порнакансен калать: што вăлсам хиртря çÿрерĕç сорăх качаката тирсане сÿтсе тăхăнатчĕç, порĕ çитмиа, хойхă осала та коратчĕç: вăлсам тушне порĕ мирта турмасчĕ, вăлсам çÿрерĕç хиртря, тусам ăшĕнче тя, çорăк çĕр шăтăкра тарăн тăвăр çĕрте та (Евре. 11, 37. 38). Çĕнĕ сакконăн канашра, мĕнне пĕлетпăр, майсăр мĕскĕн та порнăçа иртерчĕç порĕ чăн ырă çынсам: порĕ Св. Апостолсам, порĕ первейхи Архерейсам, порĕ первейхи попсам, порĕ авалхи хиртря порнакан хоратунсам. Кайрянхинчен Номайсам томтирсăр çÿрерĕç çара ÿт витмесĕрах, корăкран анчах тăранса порнатчĕç пĕрле ойри вурманти та кайăксампала.
- Сана мĕскĕн аптранă çĕртен тата сана темĕскер орăх йăвăрлăхсам посаççĕ полсан; вара чон хватне конта та ан çĕтер, хĕпĕртяттар та хуна ху святой шохăшсампала. Ак: сана коримаççĕ, пре та хисеплемеççĕ? Шохшла: «Мĕн хойхă пор! Ман Господь Çăлакан та полнă Торă, вара Она та коримарĕç, Она та хисеплемерĕç. Вăл çавăнтан нимĕскер та çĕтермен. Ман-и йăтас мар коримисане хисеплеменнисане та, хăнçа тата Господь калать: телейлă эсĕр, хăнçа коримĕç сире çынсам (Лук. 6, 22)»? Сана ÿпкелеççĕ, посмăрлаççĕ? Шохшла: «Мĕн хойхă пор! кама поринчен ытла ÿпкететчĕç посмăрлатчĕç та, Хăвăн Господь Торра мар-и? Она йолашкинчен ÿпкетрĕç посмăрлчĕç та онччен, што креç çине пăталаса вĕлерчĕç. Вара мĕн Вăл çĕтерчĕ онтан? Çавна чăтса йăтнăшăн Атий Торă хопартса аслатрĕ Она çапла, што Онăн ят омăнче поççапмалла полать порĕ рăв пĕлĕт çинчисен, çĕр çинчисен та çĕр аялтисен та (Филип. 2, 10)». Шохшла тата: «што пĕр-пĕр çынна ÿпкетмеççĕ полсан айăпласа пĕтермермеççĕ та полсан; вара епле вăл конĕнче порăнма пĕлĕ? Кама посмăрнмаççĕ полсан хойхăрлантармаççĕ та, вара епле вĕренес она осал чăтассине конĕ полассине та, о т. да? »
- Йолашкинчен час-час астусам пĕлĕт çинчи ырлăхсамшăн, хăшсане чăн корăн Эс, чăтсах Хăвăн Мĕскĕнне йăтсассăн питетченех. Кĕлĕмçĕ Торăран ассăнни Еванкĕлра, мĕскĕн порнчĕ çĕр çинче, Он пек Мĕскĕн орăх çок та полĕ, еплене та виç Онăн порнăçĕн лайăх полчĕ! Пÿлĕхçисам ерчĕç она çĕклесе исе карĕç та она Авраам вырăн çине. Унта пĕр шушмен та йăлт олшса кайнă онăн хошă порнăçĕ та. Вăл порĕ Хăвăн порнăç каçах пре та корман хĕпĕртÿна, вара халь корать ĕнтĕ майсăр аслă тăтăшри ĕмĕрхи та хĕпĕртÿсане. Çавах санпала та полĕ: техех нуша корас çок; текех хорлăха коримăн; сана валли тар янтлаççĕ, тÿрĕ порнакансане вара тар пĕлĕтсам çинче поле; хушĕ нинепле танаштарнă полмаç нихăш хамăр порнă çĕрти хойхăсампала. Св. Апостол калать: çак саманăн хойхăсам нимĕн тушне турмаççĕ танаштарсассăн леш ят сарлăшпа, хăшĕ хамăр та корнă полĕ (Римл. 8, 18). Хăшсане коç та корман, хăлха та илтмен, этем йышне та кĕрсе çитмен, çавна янтласа хочĕ Торă йоратакансане Она (1 Коринѳ. 2, 9).
Д) Мĕн тăвас полать, хăнçа пире мухтаççĕ?
Хăнçа сана мухтаççĕ, майсăр хуна ху астăвакан пол; омпала што он чохне Эс шикланнă хошăра.
- Майсăр Номай çынсам пĕлимаççĕ япаласен ĕçсен та чăн тĕсне; çавăнпала вăлсам паха хораççĕ мухтаççĕ та пĕр-пĕр çавăн йышшине, мĕн Господь Торă патĕнче, ырă çынсам панча та нимĕн тушне та тăрмаç. Эпĕр вара йорататпăр хăнçа пире мухтаççĕ, çын мухтанни килĕшет хамăр канаясса; эпĕр йот олшу мухтаннине оçăмлă чĕн тÿрĕ вырăнне картатпăр, хамăр айăпсам пор çĕртен, тăхтаса турса та йолатпăр хама хамăра йосанмасăр, онтан ытла та осаланатпăр, вилетпăр хама хамăра йосанмасăрах пĕтĕпăр та. Çавăнпала порĕ майпе хуна ху шанмасăр, тиркесе пăх: Господь Торă патĕнче ыр ăслă çынсам патĕнче та мухтаннă тушне тăрать-и çавă, мĕн ыттисам санăнне мухтаççĕ; омпала што хамăр вали паха полмалла çавă анчах, мĕн Господь Торă патĕнче Он йоратнă çынсам патĕнче та мухтанна тушне тăрать. Мĕн осси пире çын мухтанинче, хăнçа эпĕр Господь Торă патĕнче мухтанни тушне тăрмастпăр?
- Çынсам, пĕр-пĕр çĕртен олталама пире шохшласассăн, али пирĕнтен пĕр-пĕр çĕр çинчи осси корас тесессăн, ялан пыраççĕ хамăр пата йăпăлтипеле, с. б. номай али сахал хамăра мухтаннисампеле. Вăлсам сайря мар йори шот туса мухтаççĕ хамăр патра, пĕр-пĕр çавăн йышшине, мĕн пирĕн патра поçĕпех çок, али пор та, вара çавă номай мухтамаллăха çитимарĕ, хăва айăпсăр мар тан. Эпĕр та хама хамăра патях шанни-йоратни полсассăн, вара чохласа илимастпăр; што леш, хăш мухтать пире — сояçĕ олтавçĕ та. Омпала што вăл калать çавна анчах, мĕн эпĕр йорататпăр. Онăн йори чея мухтаннине эпĕр çăмăл чăн вырăнне картатпăр. Çавăн йышши олтав вара майсăр тăшманла хамăр валли; омпала што онашкал олталана çĕртен пирĕн олшуллă хама-хамăра чохлани полать, çак олшуллă хамăра чохланинче ĕнентерни та полатпăр. Олшуллă хама хамăра, чохланăран пире нинепле та полмаç йосанма хамăра эппин полмаç çăлма та.
- Ан шохшла, што çак астутарнисам кăлăх, што кирĕк кам ăслă çын час корĕ олтавçине, олтавшне та кĕрсе каймĕ. Самай ĕç çинче çакă апла мар полать. Кирĕк кам ăшра осракан тепре çынна килштересшăн хун патне, штопă онтан осси корас, темĕскер кирлине йораллине та онтан топас, ялан çавна мухтаннин эрешпала тытать. Çак эреш сайря шĕтлать; тытса кирни вара чармаç та хуна ху тортма, сайря мар та онпала тата мухтанать, што она çавтса али тортса каяççĕ.
- Ан шохшла, што епле амал олшу мухтаннипеле ыттисане килĕштерес хамăр пата осси корасшăн полать осал амал, вара ку амалне номай мар анчах çынсам тытаççĕ, што тата ырă çынсам она пре та тытас çок, Чăн Ырă çынна намăс полать хуна ху çĕтерес çынна олталама али чея полма. Ончен вара пăх: чея йăпăлтатни мирте порĕ çĕрте полать самай йоратни порĕ ошканла та амал ыттисанчен топас корас та ассисане ырă кăмăлне та. Миллион халăхсам вăтанмаççĕ çак амалне тытма, никам та пре та шохшламаç, што Хăвăн олтавпала хун çине кĕртсе хопартĕ леш çыннăн пăшăрханине, кама олталать. Çавнашкал аслă порĕ ошкăнла та çĕр çинче сарлнă вăй хуна ху йоратнин, капаяссин мухтанин та! Асту, асту!
- Штопă сана, вырăнлă, али тата вырăнсăр çынсам мухтаннă чохне, капăра, каппаяса, кахала, али орăх пĕтерекен олтава кĕрес мар,
а) Эс сана мухтанни çине пăхма хăтлан шантармасăр, мухтанни та сана номайлăха каять полсассăн; вара поринчен лайăх килĕшнĕ майпе татма хлан попленине, халапне та тепре сăмах енелле çавăр.
б) хытă асту, што мухтаннă тушне тураканĕ сан патра санăн мар, Торăн вара полать. Ку мухтанни тушне тураканĕ, эрне, пре-пре хамăр эпĕр тоянтăмăр, омпала што хăтлантăмăр тоянмашкăн она; кам вара парчĕ пире килĕштернине, ăс майне, вăйсане, сонассине тĕлне та тоянмашкăн она, Торă мар-и çак? Мĕн сан Хăвăн пор, мĕнне тоянманччĕ Эс? Тоянни полсассăн, ма вара мухтанатăн, тоянман пек? калать хуна ху йоратакана св. Апостол (1 Коринѳ. 4, 7). Эппин хăнçа коратăн хун йышĕнче пĕр-пĕр мухтанни тушне тăраканне, вара порĕне та çак сахатрах хуне мар, Господь Торра вара йышăнтар, св. Давидпа каласа: пире мар, Господи, пире мар. Хăвăн ята аслатма пар (Псал. 113, 9).
- Хăнçа коратăн ху ăшĕнче кирĕк мĕн мухтанни тушне тураканне, сисетăн та ху ăшĕнче шохăша çавăншăн ыттисане калама; вара çак сахатрах хăтлан хун ăшра çак шохăша пĕтерме шохшланипеле, што эс каласа кăтартниран нимĕн осси коримăн, тушман анчах корăн вара. Çынсам сут тунă чохне майсăр тÿрĕ мар; мĕн паян мухтаççĕ, ÿлмĕш кон çавна манаççĕ, али тата çĕртеççĕ айăплаççĕ та; эс вара, хăвăн мухтанни тушне туракан ĕçшăн каласа кăтартсан, чохласах полать çавăншăн, штопă çынсам мухтатăр сана, çĕтеретăн мухтаннипе Торă патĕнче; омпала што ырă ят илтетăн этемран. Чăн калатăп сире, вăлсам ху ыррине корчĕç, каларĕ Торă çавă тĕслĕ çынсамшăн (Матѳ. 6, 5). Хăтлань çаплах хытă тăтăш та астумашкăн майсăр паха Торăн сăмахсане: хорлăх çире, хăнçа порĕ халăхсам тапратĕç калама ыррине сирĕншăн (Лук. 6, 26).
е) Епле хама хамăра тытса осрас, хăнçа пирĕн ятне çĕртеççĕ?
Ырă ят пирĕн сарлни порнăçра хамăр валли пит паха. Ырă ят номай молтан мала, калать Аравасĕр Ăсли (Притч. 22, 1). Ырă ят, с. б. ырă ят сарлни парать пире ыттисанчен хисеплессине шанчăкне та хамăра, ку вара майсăр кирлĕ пире порнă çĕрте; омпала што ят пăсăлнă çынпала никам хотăшма та шохшлаймĕ. Çавăнпала лăп чонлă пирĕн пăхма полмаç ыттисам хамăршăн калаçнисане. Ят пăсăлни çыннăн шанмалли çок ыттисанчен хуншăн хойхрассине ни полшне корас. Пире вара хошна полнă полсассăн аслая тохма — ыттисане пăхма, çĕтерсен вара хамăр пата ыттисанчен хавасне, эпĕр пре та полтаримăпăр хамăр алăра порнисане пăхмашкăн.
Эппин Мĕн пирĕн тăвас, хăнçа ыттисам, хамăршăн осал сăмаха сарлса, пирĕн Ырă ятне пăсаççĕ?
- Тем чол аслă, тем чол тушманлă хамăршăн ят пăсса сарлнă полсан та, поринчен малтан, пирĕн хытă астуса осрас полать хамăра çиленниран, вурçниран хаяр астуниран та, йолас вара епле полтармалла полать лăп чонта: омпала што порĕне та пире чон тăрăх пĕр майлă Христос па полма полать, Христос вара порĕ айăпланă çĕртен Иутейсамран йолсаччĕ çаплах чон лăплă пре та хирĕç осал астумасăр. Христос ÿпкетнă полнă, хирĕç ÿпкетменччĕ; парса яратчĕ вара тÿрĕ сут тăвакана калать св. Апостол (І. Петр. 2, 23).
- Хăнçа илтетăн, што иттисам осал саншăн калаçаççĕ, йышăнтараççĕ та сана тем йышши айăпсане осал шохшланăсане о. т. йыши та, вара санăн çак сахатрах хуна хуне хытă пăхса тиркес полать: пор-и тен сан ăшăмра çак айăпсам мĕняшкалсане сана йышăнтараççĕ. Сана тетен калаççĕ каппаясла, капăрчĕк, сояçĕ, хопахçă, мол салатакан, ÿсрĕ çын, кахал, çынна осала астаракан, али орăх тĕслĕ кирек непле: сана хытă хуна хуне пăхса тиркес полать: пор-и тен сан ăшĕнче самай тĕспе он йышши айăпсам, ытти мар, пăсăк аслă мар виçере. Пор-и тен капаясси, соя чăсасси, о. он пекки та? Йот çыннăн коçсам витрех оçăрах та кораççĕ хамăр ырри-осалне, хамăр коç пек мар. Омпала што порĕ çыннăн пор пĕр так хуна ху йоратни шанни; хуна хуне йоратни вара çаплах хамăр коçран хамăра витсе пытарать, што пирĕн сайря хама хамăра тÿрĕ корма полать, хăш хăшсам та майсăр тата айăплисам айăпсăр хуне ху картаççĕ. Хытă хуне ху пăхса тиркени кăтартсассăн сана, што ыттисам тÿрĕран ÿпкетеççĕ сана, што çак али тепре айăп чăн сан патра пор: вара сана пре та тăхтамасăр ÿкĕнни парас полать, тархса поççапас полать Господь Торра штопă Вăл тасалччăр сана çак айăпран, хытă хăтланас йосанасшăн Онтан, кайран та вара порĕ çĕрте самай ăшчиккинчи кăмăла рахматне та кăтартас айăплакана сана, кирек мĕн шохăшпа сана айăпланă полсан та вăл; омпала што вăл ÿпкетмесĕр, тетен, нихăнçа та эс хăвăн айăпсане корас çокчĕ, ÿкненмесăр, вăлсанчен йосанмасăр вилтăнччĕ, ĕмĕрех пĕтĕтăнччĕ та.
- Хытăрах хуна хуне йĕри тавра пăхса тиркенăран топсассăн эс, што йышăнтарнă сана айăпсам сан патра çок; вара саккон йĕркипе, ахăрах кирлĕ тесессăн чарма пол, хопăрланă та сан çине сояпа ÿпĕнтяриня хăтлан сутра, чарас тенă чохне та, вара чон тапранмасăр чар, çиленмесĕр пăшăрханмасăр. Çапла туса Хăва Иисус Христос, хăнçа Оншăн каларĕç, што Вăл хуса кларать шойттансане веелсевăл полăшпе, княç шойттансен вăйпа та (Лук. 11, 15-26).
- Корсассăн вара, што эс чарма хăтланнинран осси коримастăн; вара
- a) Хăтлан йăтмашкăн хопăрланă сан çине элекне, тем пек йăвăр вăл полсан та, чăтассипеле, хĕпĕртяттар та хуне-ху шохăшсам пала: «Торă корать ман тасине, мĕншăн ман хойхрас? Вăл Хăва маншăн тархать, ман тасалниран осси кĕтмелле полсассăн, вара Вăл Хăва мана тасатĕ, Вăл корĕ ман тасине, ытти мар, кайрянхи хăратмалли сутра, Онпала вара пĕрле тасатĕç мана порĕ этемсам, порĕ Торăн Пÿлĕкçĕсам та. »
б) Ытларах вара хĕпĕртяттар хуне ху ак çак шохăшпеле: «Хамăр Çăлакан çине, Вăл çĕрте порнă чохне, пит номайăн осалсане каласа кларатчĕç; ахăрах Вăл нихăнçа нихăш сутра та тÿрĕ халăх омăнче поласшăн хăтланман. Хăш-хăш Он çинчен попленă осалсам пит йăвăр полнине, Вăл вара порĕшне йăтатчĕ кăмăл-чонлă. Çапла тăвас полать манăн та. Полимаç вĕренекен вĕрентекентан аслă, çитет та вĕренекеня онăн вĕрентекенпа танашма (Матѳ. 10, 24. 23)».
в) Хытă хăтлан порнă çĕрте хуне-ху осрама порĕ майпе ÿпкесăрах. Хăтлан оншăн мар анчах, штопă пĕр-пĕр сăмахсам пала, али ĕçсампала ыттисане осал сан çинчен калаçтарас мар; хăтлан вара штопă тĕксе ярас хунтан самай тĕлне та, шта пĕр-пĕр осал та шансах каймаççĕ сана, çавăнпала та нихăнçа ан тăв онашкал ĕçсене та, хăшсам тенепле элек сан çинчен калаçмаллăх май пама полаççĕ. Çапла хăтлан, кон хыççăн вара ан та пăх саншăн осал сăмах сарлни çине. Сан таси çинчен кÿнтеленсам полтăр сан чон таса Торă та.
г) Сан çинчен сарлни осал сумахсам чарнмасассăн, али тата йышлансассăн; вара пыр нимĕн патне мар, пре анчах самай тархни кĕлкĕленни патне, штопă Господь Торă ырă шохшлатăр çутăлтармашкăн йосамашкăн та сан çинчен осал калаçакансане. Çапла хăтлан, омпала што çапла тусаччĕ Хăва Іисус Христос хăвăн путалакансампала (Лук. 23, 34).
Ж) Епле хама хамăра осрас хĕн корнă чохне?
- Пĕр-пĕр хĕн çĕкленсессăн сана, вара поринчен малтан ялан рахмат кала çавншăн Господь Торра; омпала што кирĕк хăш чирне хамăр çине Господь Торă ярать пирĕн сăвапшăн. Хĕнсам Господь Торă патĕнче ялан полатчĕç первейхи самай вăйлă амалтан тĕксе вурантармашкăн пире çăласса патне. Хĕн кормасассăн номай çынсам пре та çыпçас çокчĕ Торă патне, епле вăлсам çыпăçнă халь; нихăнçа прахăç тумĕччĕç вăхăтри ырлăхсане, епле прахăç полаççĕ халь, ни хăнçа та çапла хаклантармĕччĕç ĕмĕрхине, епле халь хаклă хораççĕ она. Хĕн кормасăр пит номай çынсам айăпсанчен хăтлимĕччĕç, епле халь хăтлаççĕ; хĕн корнипеле Господь Торă, çапла калас, ирĕксăр прахтарать вăлсане çылăха тăвасса вĕрентет та ырă порнăçа Торра килĕшниня иртермешкĕн. Хĕн кормасăр Номай çынсам макăртĕччĕç темĕнçе шотламанни халăха, али самай пĕтерекен морпа полĕччĕç этем чонсам валли; номай пыракан али тăтăш сиктермесăр аптратакан хĕнпа Аравасĕр Ырă Торă ирĕк памаç вăлсане хувасен килĕнчен тохмашкăн ыттисане та тушман тумашкăн. Хĕн корнипеле Вăл ойрлчĕ вăлсане хотшасран çухрисампеле; вăлсам халь тăшман тăвас çок хусамăр çухрисане, сахалтарах осал полаççĕ хусамăра та. Эппин рахмат кала Господь Торра што Вăл чармаç сана Хăвăн ырă патăшне ярать та сана чăн вăйлă Хăвăн амалсамран первейхине сана çăласшăн.
- Рахмат кала Господь Торра эс хĕн корнăшăн, тăхтамасăр пор майпе те хытăрах пăхса тиркесам, Мĕнпе Эс ытларах çылăха кĕртăн, али çаплах номайлăха яратăн çылăха кĕрме Он омăнче ÿкĕнмесĕр. Çакăнта вара пре та олталанă ан пол. Çапла али тепре тĕслĕ, пит ĕненмелле, эс кĕртĕн çылăха, ÿкĕнессине та шохшламастăн. Никам та хамăр хошăран çылăхсăр мар. Эпĕр каласассăн, што пирĕн çок çылăхсам, хама хамăра астаратпăр, хамăр ăшĕнче чăн та çок, калать св. Апостол (1 Йоан. 1, 8). Хăнçа çылăха кĕрни хуне топатăн, вара çак сахатрах ÿкнен, карт карт Господь Торă омăнче ĕнтĕ çылăха кĕрес мар, епле ĕлĕк çылăха кĕреттăнччĕ.
- Ахăрах топăн-и, топмăн-и хуне çылăха кирни, олшмансăр тыт шохăшра, што çĕкленнă сана чир йолашки чир полать. Пит номай çынсам килеççĕ якăр сарăмсăр онашкал чиртен, хăшăнчен нинепле та вилесине кĕтмерĕç вăлсам. Çавнпала катаран, чир вăйланассине кĕтмесĕр, хăтлан хуне ху янтламашкăн вилесси патне, çылăх попран каçарассипеле. Ан яр çак майсăр паха ĕçне номайлăха мала контан тепре конлăха. Омпа што вилĕм сасартак сана çитмелле, чир вара йăпăрт çапла вăйланмалла полать, што çылăх каçарассине тăвĕ кайнсăрлă сана валли али тата полтармалли та мар. Çылăх каçарасси хыççăн сып Торă ÿт-йонне. Çавă аравасĕр ырă амал сан чон валли мар анчах, сан ÿт валли те вара. Св. Торăн ÿт-йон сыпассипеле кĕрет хамăр ăшне Иисус Христос, Вăл вара полать çăл пор ырлăхсен.
- Таса тĕплĕ çылăх каçарасси валли Хăвăн намăсне пăхса тиркенă чохне топсасăн, што пĕр пĕр çынна парăм парасси пор; вара пре та тăхтамасăр хăва татса пар али хошса хвар килтисане сан парăмне сапламашкăн. Эс топсасăн, што сан патра çын япала пор, тата кирĕк непле тÿрĕ мар Эс йышăннă санăн молĕ; вара тăхтамасăр таврса пар она саконнăй хоçине. Эс атусассăн, што пĕр-пĕр çынна посмăрларăн, али сана пĕр-пĕр çын посмăрланăччĕ, эс та ăшăмра çиллине сисетăн, вара килштерсе çораç онпала тăхтамасăр чон кăмăлпа та. Ан ман хорамалли Торăн сăмахсане: хăнçа Эс каятăн санăн талашаханпала аслă сут тăвакан патне: çол çинче хăтлан çораçма онпала, çавтса ан ятăр сана вăл сут тăвакан патне, сут тăвакан та чорая ан патăрччĕ сана, чора та хопса ан лартчăрччĕ сана тĕрмяя. Калатăп сана, тохимăн эс онтан, хăнçа йолашки полушкана парăн (Лук. 12, 58. 59. ).
- Хăнçа аплапе сан чонăн порнăç ĕмĕр валли шикланнă мар полĕ; хытă пăх çак вăхăтăн сан порнăç çине. Вураха ямасăр хăтлан тумашкăн тĕплĕ хошса хварнă хотне сан молшăн. Ан яр çак ĕçне номайлăха, штопă йолашки майсăр хаклă сан порнăçĕн шушменсане, хăшсане чон сăвапшăн анчах осрас полатчĕ, сан иртерес мар вăхăтри ĕçшăн хăтланнинче, штопă та, хошса хварнă хотне çырса, сан кирĕк непле кĕртсе ярас ан полтăр пĕр-пĕр тÿрĕ марне. Ан ман, што лайăх туманниран тÿпле хошса хуварманниран сан молсамшăн пит номай полса каяççĕ майсăр аслă путранчăксам сайря мар та онашкал йолнă хоронташсампала хире-хирĕç талашни полать, хуше чусса пырать порнăç пĕтитчен, хăш чохне вăлсам вилсе питсессăн кайрян та полать. Ан ил хун çине çын çылăхсане, туса хор сан молшăн халаланă хотне катаранах-ĕлĕкренех.
- Çак ĕç тунă чохне, али онтан кайрян çак ĕç пĕтсесăн, хăва полтарниран, чăн ляккăря вăл калани амалсане килĕштерсе-пăх. Ляккăр та кирлĕ çын полать: омпа што Торă çоратнă она, калать Аравасĕр Ăслă (Сирах. 38, 12). Ахăрах пре та шохăшра тытас мар, што ляккăр анчах, али онăн амалсам сан чирне чарса пĕтерме полтарĕç. Ляккăр мар онăн амалсам та мар, Господь Торă анчах вара чиртен сувалассине парать. Çавăнпала, порĕ амал тытнă чохне — килĕштерсе пăхнă чохне, хытă шанас полать Господь Торра анчах. Омпала што Господь Торă çотăлтарать ляккăря, Вулах та парать сиплĕ вăйне онăн амалне. Господь чĕртет (1 Царст. 2, 6).
- Хĕн корнă хисепне ан иртер кăлăх халапра, ытлаши та ан хăтлан хун суваласшăн, тархса хăтлан вара çак вухутра сан чон сăвапшăн: кĕлкĕле, вола пĕр-пĕр йышши чон валли сиплĕ книке, поçне онашкалне, хăш ăшĕнче çырнă пор Христос хорлăхсамшăн, али турантар хуне ырри—Торра килшнĕ халапсампала. Вăй çок полсассăн, вăрăм кĕллисане тума, вара тек-тек Хăвăн чонне çавăрса хопарт Торă патне кĕске кĕлкĕлянни хойхăсамра. Ак çапла: «Господи ан чар Мана валли Санăн кăмăлне!» Али: «тусам, штопă çак Ман хĕн корни ман çылăхсане тасалмаллăх полтăр!» т. о. б. Онсăр поçне час-час хуне-ху сăхă сăхса вăрт, чоптă Çăлакан Торă çынне, Торă Амăшăн Святойсен та!
- Хĕн корнă чохне нихăнçа хытă вăйран ан кĕлкĕле суваласшăн, Онтан хаман хуне ху Торă ирĕклĕ шанса пар; омпала што пĕччен Господь Торă таса тÿрĕ пĕлет, мĕн сиплĕрех полмалла сан çăласси валли: сывлăх али хĕн корни, начар сывлăх али çирĕп-мăнтăр, тăтăш пыракан сывлăх али олшша сиктерсе полни, çăмăл чир али майсăр аптратакан, кĕске сахал полни али номайлăха пыракан тата прахмасăр чусакан вилетченех. Сывлăх пирĕн хамăр чон валли пĕтерекен полсассăн, вара епле пирĕн шотсăр кĕлкĕлес Торра Оншăн? Хамăн пире нихăнçа су полас та мар. хĕн корни хамăр валли сăвап та полсассăн, вара епле пирĕн шотсăр кĕлкĕлес тархаслас та хăтласшăн онтан? Хамăн пире хĕн корса выртать йăвăр чирне та чăтас эпĕр вилечченех.
- Сан хĕн корни пит номайлăха чуслса пăрать полсассăн: вара ан яр хуне ху епле номай ăссăр çынсам тăваççĕ, ан яр чăтмия, тата пăшăрханасса хорланасса та ни хĕн вăй çине, ни чир номай чăслса кайни çинĕ, ни ляккăр çине, ни амалсам çине, ни тăрлă мар çанталăк çине, ни санпа ларакансам çине о. т. и. Чăтмипеле, пăшăрханассипеле хорланса çиленнипеле та нихăнçа чирне чарса çăмăлланимăн, онтан та ытла кларсах пĕтеримăн она. Чăтми ытла та пăшăрхани чонăн полтарĕ, пĕр енчен, чирне вăйланма анчах, номайлăха та чăслса яма она, али тата йосавсăр ăна тума; тепре енчен вара, эс тек пăшăрханăран сана никам та хĕрхенекен та полмĕ; омпа кама йоратнă полать чирлĕ çынна пăхмашкăн, хăнçа вăл пăшăрханать вăрçать та пăхакана она? Кона хирĕç порĕ майпе чăтакан пол Эс, кĕлкĕлесе поççап та çапла: «Господи! Номай эп çылăха кĕртăм, ĕмĕрхи хорлăха та корма полса кайрăм. Эс вара Хăвăн вĕçĕ-хĕррисăр мана йоратнăран сонмастăн, штопă эпĕ ĕмĕр хорлăха полтăм, патăн вара мана вăхăтри хĕнне корма, штопă эп хам ăшне кĕртăм, ÿкнентăм хама хам йосарăм та. Мĕн аслă Сан кăмăлĕ! Аслат Ман чăтассине, парччĕ мана онашкал Ырă патăшне, штопă йăтмалла полас ман чирне кăмăл-чонлă йоратинчен та Сан пата! Эп ытларах сонатăп, штопă чир манăн чарнса ан пĕттăр, вăйланччăр вара вăл, эп та тапратрăм тата çылăха кĕрме, ĕмĕрхи хорлăхсана та çитсе полтăм. Ман хĕн корни чăслса пытăрччĕ вăйланччăрччĕ та епле Сана ырă килшетчĕ, çăл мана анчах ĕмĕрхи хорлăхсамран».
- Хăнçа сисетăн, што чиртен хаманланатăн Эс; вара пор чонпа кĕлкĕлесе поççап Торра, штопă Вăл, тавăрса парсассăн сан сывлăха, ырă шохшлатăрччĕ чарма сана пор çылăхран, патăрччĕ та сана çирĕп асăма çавн йышши сиссамшăн шохăшсамшăн та, минашкалсане корсаччĕ эс хĕн корнă чохне; омпа што пит номай хĕн коракансам, сувалсассăн кштах манса каяççĕ леш сиссане, хăшсам порччĕ вăлсен хĕн корнă чохне. Кĕлкĕле Господь Торра, штопă Вăл хĕн корас çĕртех хвартăрччĕ сана али тата вилме патăрччĕ сана, таврнас марччĕ анчах çылăхлă порнăç патне, сувалсассăн.
- Кона хирĕç, сиссасăн эс, што чир санăн вăйланать, йолашки санăн ÿт вăйсане пĕтерме полса каять; вара св. йывăç-çупа попсане кĕлтутарса хуне сĕртер. Господь Торă майсăр чĕртет ÿтне онпала, ÿтне чĕртме ырă шохшламасассăн та, вара шанăмлă сан чонне чирте. Туратĕ хĕн коракана Господь (Торă), калать св. Апостол, çылăхсам та, хăшсане тунă вăл, каçарнă полĕç она (Іаков. 5, 15).
- Кона туса пĕтерсессăн пĕтĕм хуне Торă ирика шанса пар, орăх та нимĕскер пре та ан кĕле, çавна анчах сон, штопă Господь Торă тăвччăрччĕ санпа, мĕн Ырă килшет Она. Ку чăн лайăх пор çыннăн хошă, кирĕк хăш хошăра полсассăн та вăл. Омпа што кам хуне ху Господь Торра шанса парать, çакă Торăн, çакна пĕтме та полмаç.
З) Епле хама хамăра осрас çынсам осал туни корасран?
Мирте çын осал туни кормасăр нихăнçа полмаç, осал эпĕр корни вара мор пек майсăр пире çыпçакан полаççĕ: вăлсам сайря мар çылăх морне çынсам хошшинче туса хораççĕ он чохне та, хăнçа çак порне кларакансам ĕнтĕ номай полать вĕлин та. Ку та çылăх морĕ полса каять мирте темĕскер поçне пит осаланнă ĕçсампа мар анчах, номайăн вара çынсен корассипе, мыскарипе колкалассипе та анчах, пăхăсăн вара хусамăр вăлсам астуса коримаççĕ пĕлимаççĕ та çавна. Епле хамăра осрас çавнашкал осал ĕçсанчен ересран? Ак çак амалсам пор.
- Порĕ майпе хăтăлма пол пор тĕлсамран, шта ирĕксăрах полатăн коракан илтекен та номай осала. Пор халăхсам, хăшсень осал халапсам полаççĕ йăлалла али тата йоратни вăхăчĕ иртерни. Пор хĕпĕртÿсам, шта шохăш ÿт кĕляни патне тапать тутлă тотăллă апата. Кам йоратать онашкал çĕре çÿреме, леш çăмăл хăвăн чĕряна осалантармалла чуркянмалла та олтавăн эреш ăшĕнче. Çавăнпала ан килĕштер ерме унта, тем пек хытă чĕнекен полсан та сана; ирĕк та ан пар каласа кăтартма сана, епле унта хĕпĕртесе хăтланаççĕ, вара пор осал Эс корни те сан чĕре ăшĕнче нимĕскер осал тăвас çок. Мĕн корнма илтьме та полмарĕ, çавă ăса та кĕрес çок.
- Хăнçа тĕл полатăн осал тăвакана сарăмсăр, али ирĕксăр хирĕçполма полатăн, он чохне хăтлан, штопă корнă осал сан ăшĕнче корими сана полтăр, мĕнашкал вăл ахаль те полать çаплах полмалла та порĕ хамăр валли. Онсăр поçне вара çак сахатрах çавăрн Господь Торă патне чĕререн кĕлкĕленнипеле: «осра мана, Аравасĕр кăмăллă, штопă эпĕ нихонçа та туман Çавнашкал çылăха, штопă тата асăрханă та оншăн хам асăмран çитсе-кайтăрччĕ». Кам тăвать çапла, Он аллинче çирĕп чару пор осал ĕç туни корасран.
- Штопă хуне ху осрас осал туни корасран, хăтлан ĕлĕкрен кормашкăн пĕлмешкĕн та ырă таса çынсен ĕç тунине. Хăнçа Йутей халăхсам илнă полчĕç Вавилонский халăхсампала, Номай та вăлсамран исе кайнă полчĕç Вавилон çĕря; он чохне Пророк Іеремія ятлă орăх нимĕншăн пит хытă хораман вулсамшăн поканя поçапмалли хола ра порнă чохне, çавăншăн анчах, штопă Іутей халăхсам унта поканя Торăсане поççапма ан вĕренччĕр, Çавăнпала та вăлсам патне çыратче: корăр Вавилон та Торă ятлисане кĕмĕллисане, ылтăмлисане, чоллисане та, йывăçран та… Хусамăра хытă астăвăр эппин, штопă сире та орăх рăв халăхсане сăнланма полас мар. Корса сăн халăха вăлсане поççапакання, калăр ăшăмра Господь Торă патне: Сана анчах поççапма килĕшет, Владыко (Послам. Іерем. 4. 5).
Çапла тăвас полать пире та. Хăнçа коратпăр, што номай çынсане, Торă вырăнне хисеплеççĕ, Пер çоратнă ывăла ĕмĕрхи Аттийĕн вара пăхмаççĕ та; хăнçа илтетпăр, што ухмах пĕтерекен та ăс тытнисане порнакан халăхăн сарлса мухтаççĕ майсăр поçне ăс пек, Христианский йăлапа вара вĕренмешкĕн полаççĕ сивĕтнă чонлă, али тата корас илтес та килмес она; хăнçа коратпăр, што самай сăваплă Господь Торăн хошса хварнисане вилĕмсăр чонсане çăласса клараççĕ этем ĕç ăс туни вырăнне, ĕнентерсе та калаççĕ, што çавнашкал хошса хварнине тытмалла çăмăл ăс анчах; он чохне пирĕн çак сахатрах хамăр чĕре ăшĕнче калас полать, епле св. Апостолсам каларĕç: «Іисус Христос полать Господь Господьсам çинчен Ĕмпÿ ĕмпÿсам çинчен (Апокал. 17, 14): Он ят омăнче поççапмалла полать порĕ рăв пĕлĕт çинчисен, çĕр çинчисен та, çĕр аялтисен та (Филип. 2, 10), Онпала анчах хамăр çăлассине топма полатпăр (Дѣян. 4, 12). Кам ĕненмеç Господь Іисус Христоса, вăл порнăçне коримĕ (Іоан. 3, 36), Он çинчен айăплани полĕ (Мар. 16, 16). Хăнçа коратпăр, што номай çынсам майсăр хытă шыряççĕ хусен телейне ÿт кĕляни ырлăх ра, ÿт кĕляни хавас ра, ÿт ачашланса, капăрласа та порнаççĕ, çавна та клараççĕ майсăр ăс вырăнне; хăнçа коратпăр, што мир ул-хĕрсам хусен çĕрти телейпе тăвасшăн вырăна яраççĕ порĕ сояпа порĕ олтавне та; хăнçа илтетпăр, што вăлсам хута кĕреççĕ коримишăн осал астувассишăн орăх осал ÿт кĕлянăсамшăн та чарассине вара ÿт кĕлянăсане шотлаççĕ ухмаха ерни: он чохне пирĕн хытă калас полать хамăр чĕре ăшинче, епле вĕрентетчĕç св. Апостолсам: «эпĕр Христианский халăхсам. пирĕн порнас полать Христос саккон тăрăх (Галат. 6, 2), саккон Христосăн вара чĕнет, штопă эпĕр путалтăмăрчĕ хамăр ÿтпе онăн осал шохăшсампала ÿт кĕленисемпеле та (Галат. 5, 24), айкка тĕксе ятăмăрччĕ сояна поплетăмăрччĕ та тÿрĕна (Ефес. 4, 25), порĕ хаяр астувассине парса ятăмăрчĕ Господь Торра. Омпала што Мана хаяр астувассине, Эпĕ Хам таврса парăп, калать Господь (Римл. 12, 19).
- Пор осал корни пире тĕл полнă чохне çак сахатрах пăх Іисус Христос çине, Хăшăн порĕ толăх ирĕк пор чĕнес хамăртан Он хыççăн çÿреме порнă çĕрте; кайрян вара пăх миллион халăхсам çинĕ, ĕлĕк полни номай али сахал хамăрнашкалах çылăхласам, хăшсам вара Христосра святойсам полса карĕç, пирĕн та пăхас полать вăлсам çине, епле вăлсам та пăхса порнчĕç онăн порнăç çине. Пăх чон сивитнă çине мар Торă патне, хăшĕ мирте порĕ çĕрте корнать, пăх вара тархса хăтланни çине Іисус Христосăн Святойсен та, хушĕншĕн святойсен юмах калать çаплах номай пит тăнлаттарнине. Пăх поканя поççапакансен порнăç çине мар, хăшĕ мирте çаплах номайăн корнать, пăх вара ырă ăс тытни çынсам çинĕ, конĕ ырă та порнакансам çине, вăтанасси чохлакансам çине, шотла çиясси ĕçессине тиркекенсам çине, йĕрпе çÿрекенсам çине, онашкал ĕçсампеле орлятчĕç святойсам али таса Христиансам, тăтăш хăтланнисам порăнма порнă та мир йĕркесам тăрăх мар, Господь Иисус Христос вĕрентнă тăрăх вара.
Ѵ. Епле хама хамăра тытса осрас мир ĕçсене ĕçсленă чохне?
Пирĕн пурнаçĕн ĕçсам хошă тăрăх ру та тăрăх, хăшĕнче эпĕр пурнатпăр, пит пĕр пернчен ойрлаççĕ. Пор аслă ĕçсам, мĕн пор: нумай пĕр пĕринчен ойрлакал, алă ĕçсам, çĕр тумалли ĕç орих та он пеккисам. Пор поç ĕçсам, мĕн пор: шохшламалли, чохламалли, ĕçсам тÿрĕ çынсане пăхмалли, сут тумалли, ăс памалли, хот вĕрентмялли орăх та он пеккисам. Пор аслă кĕçĕн та ĕçсам, йывăр çăмăлсам та, вăй çемĕнсăр вăй тарансам та, ĕçсам хăвашăн, хува йышшăн, ĕçсам та халăхăн, олпутăн орихсам та.
Поршне он пекки килĕштерменни мар этем ăс саконне пăрнаçĕн ĕçсане пире кирлĕ паллама Торă ĕçсам пек, хăва Господь Торă пире хошнă пек ĕçсам.
Çапла пирĕн кирлĕ паллама пирĕн пурнăçĕн ĕçсене, омпала, што Господь Торă этем опчара тĕслерен тĕслĕ саккон йĕркипе хошăсане русане та туса пачĕ Господь Тора, апĕр мар вара, туратнă пире, али хошнă хошать та пире турма ку пурнаçĕн хошăра рура та, хăшĕнче порште апĕр ĕмĕр ирттеретпăр. Торă ирĕксăр, Торă хошнăсăр çут çанталăхара нимĕн та полмасть. Торă Ĕмпÿ пор çĕр тăпран (Псал. 46, 8). Онпала Святтой Апостол Павел ĕçслекен чорасане хăвашăн мар, хăва олпутшăн вара ÿкерсе хошнă, штопă вăлсам ĕçсленă чохне хăва олпутшăн ĕçлерĕç вăлсамшăн мар ячипеле, хăва Господьшăн вара. Чорасам, ÿкернă Вăл хăва хот çинче Колоссай халăхсам патне, итлĕр сирĕн олпутсане порччен та, паллă, çылăха кĕмесĕр, хăшне мĕн тата тăваттăр, чон-тан тăвăр Господьшăн пек, этемшăн мар (Колос. 3. 22. 23). Эппин
- Мĕнашкал полин-та ĕçсане санăн тума кирлĕ хăва хошă тăрăх рe та тăрăх: тÿрĕ çынсане пăхас-и, сут кам-çинчен тăвас-и, кама вĕрентес-и, хот ÿкерес-и, алăпа ĕçне тăвас-и, соха сохалас-и, тырă акас-и, вырас-и, çапас-и, утă çолас-и, поçтарас-и, орихта он пеккисам, порне та çавăсане хув, кирĕк камшăн çавна турăн полин та, хувашăн-и, хува йышшăн-и, хошни тăрух-и ыттишăн, – порне та çавна тув хăва Господь Торăшăн-пек, çавă пор: тув онпала, што çавна чĕнет сантан Господь Торă, што тата çавă ĕç полать Торăн ĕç, – тув кала та хăва чон-тан Торра: «Господи! Эсĕ мана хошрăн çакă ĕçне, Сана итленишăн. Сана йоратнăшăн эпĕ она туса пĕтерĕп! » Али: «Господи! ырă сумахла манăн ĕçленине! Санăн ирĕксăр мар эпĕ тăтăм çакă хошă çине, хăшĕнче пурнатăп; ĕçсам вара, хăшсане тăватăп, тума та мана полать, полаççĕ ĕçсам манăн хошăран чĕнсе тумаллисам. Эсĕ хоратăн вăлсане ман çине: ырă сумахла мана, полш мана!»
Кам тăвать харпĕр хăва пурнаçĕн ĕçсане çакăнашкал чонтан шохшланипе, çавă, кирĕк камшăн полинь хăва ру тăрăх тунă мĕн, хăтланать сонса Господь Торăшăн, онпала вара тарне та али сонса Господь Торрăн, епле он çинчен Свят. Апостол шантарать чорасане, хушне вăл ÿкерсе вăлсане, порĕне та мĕн полсан хошăççĕ хăва конти çанталăк олпутшăн чонтан тăвас, Господьшăн-пек, этемшăн мар вара, калать: кораттăр, што вăй çемĕн ĕçсленишăн Господьран тарне илеттăр, онпала Господь Христосне ĕçслеттăр. (Колос. 3. 23, 24). Кам вара хăтланать çавă чон шохпала мар, çавă хăтланать, епле хăтланаççĕ порьште çутçанталăкрисам, мир халăхсам Торра пĕлменннисам та, çавă пор: çавă хăтланать Господь Иисус Христосшăн мар, Господь Торра йоратмасăр, Торă ятне сарлтарасшăн мар; хăтланать вара анчах хăвашăн, çакă вăхăтри нушашăн, осси корасшăн, хуне турантарасшăн, хырçне татасшăн, молне тоянасшăн, нумайхине ыррине та ку пурнаç ра, асла тахасшăн, хавасне корасшăн, порĕне та пĕлесшăн, орăх та он пеккисам; али çавă хăтланать ку çанталăкри тĕленмялли тăрăх орих çыншăн. Господь Торăшăн вăл шохшламасть та. Кам вара çапла хăтланать, çавăн ĕçслени пит хĕрхенмелле, онпала, што онăн хуне тарне кĕтес полать хăва çинчен, ытти çын çинчен, Господь Торран мар. Мĕнашкал полинь та тар вара ытти çын тан, полас пек, тăтăшах та полать анчах ку çĕрти, вăхăтпа, онпала хисиплĕ мар паха та мар; хăва çинчен тар мĕньашкал тарĕ? Хăтлан Господь Торăшăн, поçне та Онтан кĕть хуне тарне! Вăл анчах чинлă паракан. (Рим. 12. 19. Евр. 1. 6. ).
- Тунă чохне пор хăва ĕçсане Господь Торăшăн, чăнласах тув вăлсане çавăн пек, эпле тума полать Торă ĕçсане, акă çапла: тув порĕ хăва ĕçсане чонтан, çавă пор: соннăран, порĕ йоратупа, пре та пăшăрханмасăр. Эпле полтармалла мĕняшкал полин та ĕçне тума Господь Торăшăн чонтан мар, пор йоратусăр, поçне вара тата пăшăрханса? Кирĕк кам ырă чохлакан этем порне та тăвать йоратуран ытлашши аслă мар çĕр çинчи ырă кăтартаканшăн, ытлашши аслă мар начальникшăн: эпле эпĕр полтарăпăр Мĕн полин та Тума сонмасăр, йоратусăр пирĕн пит аслă, чару пĕлменни, тăтăшах та ырă туваканшăн Господь Торăшăн?
- Пор ĕçсане тув хăва хошă тăрăх ру та тăрăх хĕпĕртесе чонтан тÿрĕ та, çавă пор: ни хунча та чăсса кахаланса та ан тув вăлсане. Порĕ ĕçне çавăн пек хитре тув, эпле анчах полтаратăн, таса чонтан онпала, што ĕçне, хăшне тăватăн осал шохшлани чăснипе, çавăн пек ĕçне та, хăшне тăватăн кахаланса тÿрĕ та мар ытти мар час мар хитре та мар, эпле полтаратăн, тăватăн, орих нимĕн та темесессăн та, кахаланса; Святой вара Пророк калать: йĕксĕк çын кахаланса тувакан Господь ĕçне (Іерем. 48. 10. ) Йолташăм! ас ту она шиклан та!
- Санăн ĕçсам оçăмлă полаççĕ полсан, ан мухтан вара онпала ни хунче та хăва ĕçсане ан кала хăва ăшăмра: çирĕпни манăн хват та манăн алăк турĕ мана аслă хватне çакна. (Втор. 8. 17). Хирĕç çакна тăтăшах хытă астув, што Господь парса сана çакă çирĕппине. Мансăр поçне нимĕн та тума полтарăмастăр, каларĕ Вăл Хăва вĕренекенсане. (Іоан. 15. 5). Хытă ас ту çакă Господь сăмахсане! Вăлсам полаççĕ аслă чару хирç мухтанниран хуне йоратнăран, хăш çомне эпĕр пит çипçатпăр, хăш порне та пире майсăр пĕтерет.
- Ĕç, хăшне сана хошнă тума йывăр полать полсассăн, нумай вăйне та чĕнет, али килĕшмен, йораллă мар, санăн аран чăтмаллине та чĕнет, али сана чăрмантараççĕ осал çынсам, осал тĕлсам та чăсаççĕ, саланса каять, хойхăттарать сана, али нимĕн тĕшне полать; он чохне чон вăйсăр ан пол, ан ÿркен, осал шохша ан кай; ан çилен, чăт, ан хойхра, ан пăшăрхан, ан вăрç орăх та он пеккисам. Лайăх полаççĕ-ши санăн ĕçсам, час питеççĕ-ши, ĕçсленĕ чохне эсĕ ÿркенетăн, пăшăрханатăн, çиленетăн, вурçатăн орăх та он пеккисам! Çок, он чохне вăлсане час туса пĕтермелле-мар полать, поçĕпех та прахса хăвармалла полать. Йолташăм! лайăх мар çапла тума. Ан хăтлан çапла! Çапла хăтланаççĕ анчах Торра пĕлменни халăхсам, онпала што вăлсен çок иненÿ Торă çут çанталăка пăхăçăн. Эпĕр вара тĕне кĕнĕ халăхсам.
- Штопă сана йывăр, чăсăк, хорлăхлă ĕç полнă чохне чипер осрас чонне Святой шохшланăран Торра килшменниран, пит лайăх чĕртме çирĕплетме та хуне çакă шохшпа:
а) «Ĕç, хăш мана тойнать йывăр, хорлăхлă, тÿрĕ калас, пит сăваплă полать манăн чонне. Торă нимĕн та ырă тÿлемесăр пирĕншăн тумасть. Вăл пит шохшлать çăлса илме порĕ этемсане. Онпала, чăн. Онăн шохш пор мана та çăлса илме. Торă осраман, астутарман полсан, эпĕ кĕтем пĕтсе каяттăмччĕ. Хошша панă мана çакă ĕçне, Вăл чăнласах, чонтан çăлса илет мана йывăр çылăхран, йывăр астарниран, солянасран та орăх та он пеккисам. Хăтланăп хам ĕçпе хытă, чонтан!» Али:
б) «Ĕç, хăшне эпĕ туватăп, полать те тен йолашки ĕнтĕ манăн порнăçра, çакă ĕçран кайран Торă Хăва чĕнĕ мантан тиркевне манăн ĕç тăрăх сут тунă чохне ĕмĕр те. Эпле манăн хытă хăтланас мар чонтан!» – Али:
в) «Çакă тарăхса ĕçленисам, хăшсам çапла мана ÿпкетеççĕ хойхăрлатаççĕ та ĕмĕрлăха полмĕç. Çĕрти пурнăçпа порĕш те вăлсам пĕтĕç. Вăрăм-и вара çĕрти пурнăç, çĕр çола хоть чăсăлсан вăл?! Торă янтларĕ татăлманни ĕмĕрне тарне çĕрти пурнăçшăн, Господь Торра итлесе иртеретпăр она полсан. Эпле вара манăн хытă хăтланас мар чонтан!» –
Çакă шохшне тытсан, санăн йывăр хорлăха та ĕçсам, нихăшне сана чăсса кĕртес çок çылăха, пор вăхăтра вара çăлĕç çылăхран, ĕмĕрхи та пурнăçа кÿртĕç. Онпала, што шохшласан çапла, эсĕ, чăн, айкка солнса каяс çок хăва ĕçран, йывăр, хорлăхла сана тойнать полсан та; Господь Торра чонтан кĕлкĕлесессăн, штопă Вăл сана полштăр ырă чонпа поçлама, тума пĕтерме та она, чăнласах та поçлăн хăва ĕçне, тума хăтланăн пĕтерăн та она. Онсăр поçне вара хăтлăн те тен пре-пре майсăр йывăр çылăхран чон та пĕтсэ каясран. Господь вара Торă çаванашкал кĕл тунăран, эпле Святой тарăхса ĕçлекенсамран ĕнтĕ пин хут пĕлмелле полчĕ, нумайăн çăмăллантаратчĕ йывăршсане, хорлăхшне та пурнăçĕн ĕçсен çавă таранччен, што вăлсам ĕçлетчĕç пĕтеретчĕç та вăлсане йывăрлăхсăр хорлăхсăр та, хăш чохне вара тата пит çăмăллă хĕпĕртÿпала та. Кампала вара çакă пурнă чохне полмасассăн, çавăн кирлĕ хытă астума, што лайăх ĕçсам пор та лайăх ĕçлекенсам тарне илес чăнласах тÿрĕ та конти мар. Ĕмĕрхи пурнăçра вара. Конта мар, ĕмĕрхи пурнăçра вара пирĕн тар! Чăн унта, эпле шантарать Св. Апостол, Господь парĕ порне та пире ĕçсам тăрăх. Чăтăпăр! Порĕ çакă вăхăтри йывăршсам ĕмĕрхи ырă пурнăç тĕшне тураççĕ-ши?!
- Ĕçсам полсан, хăшне эсĕ тăватăн, чăсăлакан, хорлăхлă, йывăр, тата вара орăх çынсен, он чохне чипер осрасшăн хăва чонне Святой ырă та сонасра, хуне та чипер осрасшăн порĕ осал шохшран чонне, йорлă ĕçленĕ чохне, килшет çакă анчах полсан ĕçне, вырăнне, вăхăтне ырă ăс кĕртекен йорине. Тăн паракан йори пит нумай вăй парать, çамçатать, лăплантарать та чонне. Осал ăс кĕртекен йори ĕçленĕ чохне, эпле эпĕр пĕлетпăр, пит нумай вăй парать ĕçлекен этемне, Онтан вара ытлашши пит нумай тăн паракан ырă йорă. Коратăн полсан, што санăн йорă пит çилентерет ыттисане, онпала йоратмаççĕ та сана, тата çиленеççĕ, он чохне чарн йорăран. Çакна хирĕç орăх çынсане ан пăх, вăрахипе çаплах йорла, эпле йорларăн. Санăн тăтăшхи ырă çине йолашкинчен чăн усă кĕртĕ йĕри таврасане, ытти марса санăн чона хорлăхне тувимĕç.
- Çавăншăнах тата ĕçлени чохне, санăн алă ĕç полсан, çавăншăн тирке, хăшне ĕлĕк эсĕ илтсе ырă юмахра воласа та ырă пĕр-пĕр ăсне кĕртекен кникере.
- Поçне тата ĕçне тув çавă йĕркешăн шохшласа, хăшне тăватăн, санăн-и çавă ĕç? Эсĕ портăпа япаласане тума ăста? Санăн ĕçлени чохне пит ырă чохламалла. Топăкне тунă чохне, санăн шохшламалла: «Cяванашкал кайранхи кил-çорт этемăн! Хисеп çитсен порне та пире кĕртеç çаванашкал кил-çортăшне. Он ăшĕнче пурнĕç пуянни начарри та. Мол кăтараттарас çок çакă кил-çортран онăн хальхине аслă кил-çортне, хăш ăшĕнче пурнать. Начаррин антăхласăр мар полĕ çавă çортра онпала, што çорт онăн çавăн пек хаклă мар полĕ, эпле пуянăн». Çавна шохшласассăн, йолашкинчен калăн: «Порĕ та кăлăх, пор те иртсе-каять! Вăхăтпа порште выртăпăр топăк ăшне. Хам та эпĕ выртăп Он ăшне!»
Крест тунă чохне орăх вилекен çын шăтăк çине лартмаллине, санăн хуне калас полать: «Çавăнашкал крест айĕнче Господь Іисус Христос йохтарнă пирĕншăн Хăва нимĕн хакпа илмеллине мар йонне. Мĕн йышши аслă кăмăлне кутартрĕ Вăл пире! Рахмат тетăп-и Она, йăтатăп-и крестне, хăшне Вăл хошрĕ пире йăтма çакă пурнăçра? Эпле рахмат темесĕр, эпĕ полăп Он омăнче! Аравасĕр кăмăллă Господи! пар мана таса коçне вăйне та, штопă тăтăшах порĕ çĕрте та оçă корас манăн крестне, йăтас та она ырă чонпа! »
Алăкне тунă чохне сана çăмул астума, што Господь Хăва каларĕ Хăва çĕнчень: Эпĕ алăк пор: Манпала кам кĕрĕ вăл çырлахнă полĕ (Іоан. 10. 9. ) Астусан вара шохшлăн, што эпле порĕ кил-çортне кĕретпăр анчах алăкпа; çапла пĕлĕт çинче ĕмĕрхи ырă пăхăçне эпĕр кĕретпăр Іисус Христос Онăн та ырă патăшпа. Господь Іисус Хрістоссăр пире кĕмелле мар ĕмĕрхи ырă пурнăçа. Орих никам çинчен та полмасть хамăра çăлса илмелли Господь Іисус Христоссăр (Дѣян. 4, 11). Çаванашкал шохшсам чĕртĕç санăн чонра ăшăмри рахмат темеллине Господне, пит çăмăллантарĕç та санăн тарăхса ĕçленине.
Эсĕ çăраççи тувакан? Санăн ĕçне тунă чохне пит çăмăл ырă шохшне тытма. Çăраççине тунă чохне санăн шохшламалла, што этем çылăхпа пĕлĕтсам çирĕп пĕтеречĕç пор пирĕншăн, што Торăн Ывул ырă шохшламан полсан оçма вăлсане Хăва хорлăхпа Хăва вилĕмпа та; хальччен та вăлсам пĕтерсе тăрĕччĕç, çавăн пек што никам та вăйлă мунтарнă та этемран полтаримĕччĕ оçма вăлсане ни хăвашăн, ни ыттă çыншăн, порште эпĕр пурнăттăмăрччĕ ырă пурнăç толаш ăшĕнче. Пурнăç вара толаш ăшĕнче хурамалла полать: порште хăшсам кĕримеç ырă пурнăçа, ĕмĕрех пурнĕç, эпле кÿнтелет святой Олахкоракан, кÿлĕре хăш çонать вотпа кÿкĕртпа та. (Апок. 21, 8).
Эсĕ апат тăвакан? Пит килĕшет сана шохшлама çаванашкалах, эпле шохшларĕ пре авалхи апат тăвакан хоратум панче пурнакан: «Хошни мана ĕç, поплетчĕ вăл, порĕне та, пит мана сăваплă. Мана пит ыраттарать, хунче эпĕ пертак анчах çухрарах вот патне хам алăне çухартатăп, йăпăртах она каялла илетăп. Хунче вара мана кирлĕ полать йăтма çĕртен прахма та кăмака ăшне ÿхнĕ онтан кăварне, он чохне мана пит ыраттарать. Он чохне шохшлатăп: мĕн вара полĕ-ши манпала, хунче эпĕ вилĕп тасатмасăр çылăхсане, ăшăмран Торра çылăхсане каланипеле; ĕненÿпала та Христос тасатакан пор çылăхран вилĕмне? Пит йывăрлăх полĕ манăн хорлăх, хунче мана прахĕç вот ăшне, тытса та осрĕç унта кăлармасăрах? Иртсе-кайĕç ĕмĕрсам, ĕмĕр ĕмĕрхисам, он чохне та вара нимĕн та каламалла-мар манăн хорлăх çинчен, çавна анчах, што çакă хорлăхсам тин анчах халĕ поçларĕç полма; омпала, што манăн хорлăхсам тумасăр вĕçĕ-хĕррисăр та полĕç!! Çапла эпĕ шохшлатăп, пит та хуратăп порĕ çылăхран.» Йолташăм! Çапла шохшла эсĕ та, çавăн пекки шохшсам пит вăйлă осрĕç сана та çылăхран, ĕненнипала та çыпăçтарĕç Торă çăлса илекен патне çут çанталăк халăха; таса вара ĕненÿ çоратать санăн ăшăмра йоратуне та он патне.
Эсĕ çÿçă? Çĕлени чохне томтирне ытти çынсане санăн шохшламалла: «порĕ çакă томтирсам пит çирĕп мар, йолашкинчен нимĕн чол тăрас çок Çирĕп мухтанмалли та анчах тойри томтир, хăш çинчен Господь калать юмахра Хăва Ывăл той тувнăра. » Онпала малалла шохшламалла: «пор-и манăн çакă чăн паха той томтир? Пĕр çынне, тоя пынине тойтомтирне тăхăнманнине, Господь хошрĕ çыхма, прахма та тамăк хоран ăшне, унта вара макрамалли шăлсампала та кăшăртятмалли (Матѳ. 22, 13). Онпала манăн пит хытă кирлĕ тоянма той томтирне. Çакă томтирне тăхăннăсане анчах кĕртеç тоя, мĕн пор: ĕмĕрхи ырă пурнăçа Торă Ывăлăн. Орăх томтир хаклă полин та ăстапа çĕлени та йораллă мар.» Текех таса шохш той томтиршăн çăмăл сана килштерĕ чонтан шыряма хуне той томтирне çирĕп ĕненÿ пала, Çăлаканне мирсане. Господь, чăн, парĕ она сана, эсĕ та кĕрĕн ĕмĕрхи онăн хĕпĕртÿна (Мѳ. 25, 23).
Эсĕ атă çĕлекен? Пит килшет шохшлама конĕ поласшăн санăн, хăшне кутартса Йоанн тĕне-кĕртекен ху ăшăмра, хунче ыттисам толĕнсе Онăн вĕрентнине сăваплă пурнăçа та ытатчĕç она: Эсĕ мар-и Христос? Йоанн Христос ятне йышăнмарĕ мар анчах, тата вара каларĕ, што Вăл Христосăн хăямасть салтма атă чĕнне, мĕн пор: хăямасть Христос орасане салтма. Чохласан çапла пит çăмăл конĕ поласси капăрчăкне та хăварасси, хăшне порьште пилеççĕ, што вăл килшет анчах шойттана, этемран вара çавă çынсане, хăшсам онăн сăмах хыçран çÿреççĕ.
Эсĕ портăпа касакан? Чотланă чохне йывăçсане пĕр-пĕрпеле çыпçтарнă та чохне вăлсане, штопă полтăр çирĕп кил-çорт, санăн çăмăл шохшлама: «Çавăн пек мана кирлĕ чотлама хамăн хытса кайни ăшĕнчине, штопă вăл полтăр Торă кил-çортпа; омпала, што порĕ эпĕр, никама та шотран кăлармасăр, ирсерен Торра поççапатпăр, Св. Чиркÿ вĕренни тăрăх пире кирлĕ Господь Торра поççапма: килсе пурн пирĕн ăшĕнче!»
Тимĕрçĕн çавăн-пек хăва ăшăмра тытас полать пит сăваплă йĕркесане. Пăхнă чохне хăва алари чокăтне, хăва туни путасам çине та, онăн пит çăмăл çавă сахатра астуса, што çавăн пек чоккăтпа, çавăн пек нушасампала та пăталанă полчĕ крест çомне Господь пирĕн Іисус Христос. Мĕнашкал хорлăхлă ыратнине читрĕ путаран! Çавă хорлăхлă ыратнине чăтрĕ Вăл мана йоратнишăн, çавăншăн, штопă каçартчĕр манăн çылăхсам, штопă ĕмĕр ĕмĕрех çонас мар манăн тамăкри вот çинче çавăн пек, епле эпĕ хĕртетĕп тимĕрне вочах ра, штопă вăл çамçа полтăр япаласане тума. Калаçмалли мар кăмăл кутартни! Çаванашкал калаçмалли мар кутартни кăмăл полни пире йоратнăшăн ойăрччĕр ăшăмне порччен, çыпçтартăр та она порĕ вăйран анчах йорату патне Господь Іисус Христосне Онăн ĕмĕр ĕмĕрех полни аравасĕр ырă та Ашшĕпеле аравасĕр Святой та Сывлăшпа.
Кирпĕч тăваканне чон та чотлаканне хăва ĕçне тунă чохне çăмăл шохшлама, што вăлсане çавăн пек, эпле хитре тăваççĕ чолсане, хăвасане та кирлĕ хитре тума, штопă хунчен тăвас Тора кил çортне, таса Святой та. Онпала, што Торăн кил-çорт Святой полать (1 Коринѳ. 3, 17). Кирек кама та пирĕнчен кирлĕ полма Торăн кил-çортпа. Пĕлместăр-и што сер полаттăр Торăн кил-çорт, Торăн Сывлăш та пурнать сирĕн ăшăмра, калать Св. Апостол ĕненякен Коринѳской халăхсане (1 Коринѳ. 3, 16).
Сахат туваканне пит çăмăл сăваплă та астума, што нихăш сахатра та никам пĕлмест конне сахатне та, хăш ăшинче этем Ывăл килĕ (Матѳ. 25, 13), што порне та пире кирлĕ чарнмасăр янтă полма Онăн килесси вăхăтне (Матѳ. 24, 44), нихăш сахат çине пăхмасăрах, што эпĕр Порте чăн ырă сахатпала, епле айван хĕрсам, кĕримăпăр Онăн çорт шне. Пĕр шушменне пире полмасть иртерме çапла, штопă вăл чаракан ан полтăр, янтă полма пире Господь киллесси вăхăтне, порĕ шушменра та кĕтес Онăн килнине, онпала онтан ытлашши, што Господь каларĕ: янтă полăр: онпала, што хăш сахатра шохшламастăр, этем Ывăл килĕ (Матѳ. 24, 44).
Тĕкĕр лартаканăн, чăнласах, пит астумалла, што тĕкĕр çавă сахатра тотăхать, хунче этем шульш Он çомне çыпçать, çавăнтан çăмăл чохлама, што чăнласах çаванашкалах тотăхать чон этемăн, хунче çыпçать Он çомне осал ÿт кĕляни, што онпала порне та пире кирлĕ ăшăмăнчен кăларма осал шохшне, йоратни Онпала варлă полин та.
Книке çыхса йосаканăн, тăтăшах тытнă чохне хăва алăра тĕслĕрен тĕслĕ кникесане пит çăмăл астума çавă кникесане, хăшсам оçă полĕç хурамалли сут çинче, хăш çинче та тĕн-тÿрĕ ÿкернă пор пирĕн ĕçсам шохшланисам та. Астунă чохне çакă кникесане, вăл порĕ майпе хăтланĕ хăратма порĕ хăва осал ĕçсане шохшланисане та ĕненÿпала путаланă Госпотне çылăх каçарассипеле та, çавă вара вăхăтра порĕ вăй па хăтланĕ, штопă онăн ят ÿкрни полтăр ырă ĕмĕрхи пурнăç кникере. (Апок. 20, 15).
Çăкăр колач та пĕçерекенăн пит çăмăл астума Господь паха ырă та сăмахсане: Эпĕ пор çăкăр пурнăçĕн. Кам вара çакă çăкăртан çийĕ, ĕмĕрех пурнĕ. Çăкăр вара, Хăшне Эпĕ парăп, пор ÿт Манăн, хăшне Эпĕ парăп этем пурнăçшăн (Іоан. 6, 48, 51). Ас ту! чохне вара çакă Господь сăмахсане порне та пире кирлĕ ыйтма ху-хуне: çиятăп-и ÿтне йонне та? тăтăшах-и çиятăп? Çиятăп полсан, айăпсăр-и çиятăп? Çиимастăп полсан вара, мĕн айăппа вара çиимастăп? Эпле çынна Торă ÿтне йонне та пире пит сăваплă, онпала, што Господь каларĕ: çиякан Манăн ÿтне, ĕçакан та Манăн йонне осрать ĕмĕрхи пурнăçне (Іоан. 6, 54); çапла çименни Торă ÿтне йонне та пире пит пĕтмелле, онпала, што Господь каларĕ: хунче çиме полмастăр ÿтне этем Ывăлăн ĕçме та онăн йонне, он чохне осрама полимастăр пурнăçне (Іоан. 6, 53), мĕн пор: пурнимастăр Торă пурнăçпа, пурнăмастăр ырă йĕркепе, эппин осал йĕркепе. Çапла полсан мана полать хытă астувас тăвас та çакă Господь сăмахсане, итлеме та полать вăлсане, пре те ан тыт пĕтерекен йăлана çавă çынсен, хăшсам çиимаççĕ Христос ÿтне йонне та. Тата çăкăр калач та пĕçерекенăн пит çăмăл астума Господь сăмахсане: пер çăкăрпа мар этем тотă полса чĕрĕ полĕ, порĕ вара Торă чĕлхи вĕçран тохнă сăмахпа (Матѳ. 4, 4). тата ыйтас ху-хуне: «волатăп-и, поçне тата илтетĕп-и эпĕ Торă сăмахсане? Волатăп полсан, Св. Чиркÿ тăнлаттарни-ши тăрăх волатăп? Воламастăп полсан вара, мĕншăн вара воламастăп, тата мĕншăн илтимастăп? Торă сăмах ăшинче пор çавă йĕркесам, хăшсам тăрăх пире кирлĕ пурнма, штопă пирĕн пурнăç полтăр Торра килшÿллă, штопă йолашкинчен кимелле полтăр ырă Торă ĕмĕрхи пурнăçа. »
Çыр сохалаканне пит лайăх астума пит ырă Господь юмахне, вăрлăх пĕрчĕксам çинчен янине, чонтан та хуне осрама, штопă йолас мар чоллă хонавсăр та çырпа, тăтăшах вара шохшлама кирлĕ тума хуне хоналлă çырпа.
Олмаççи ÿстерекенне пит ăса кĕмелле астусан Господь каланине: порĕ йывăçне хăш ырă хонав тумасть, касаççĕ вотта та прахаççĕ (Мѳ. 7, 19). хуне та хăтланас полать тума ырă хонав кăлараканне. Сăваплă тата она шохшлама хонавсăр смоковница çинчен, хуне та кирлĕ полма хоналлă. Тата пит ăса кĕмелле олмаççи ÿстерекенне коçпа пăхса ырă çеçке çине, хăшсам çитĕнни онăн олмаççи картинче шохшлама, што Святой халăхсам çеçкеленеççĕ аслă Торă олмаççи картинче онтан хитре, хуне та полма кирлĕ Святой этемпа, штопă вăлсам пек, вырнаçас аслă Торă олмаççи картинче, толашĕнче та полас мар, штопă похра па хотăш вотта прахни полас мар.
Çорта тăваканне пит сăваплă шохшлама, што чăн çотти, çуттаракан порĕ этема, анчах пор Господь Иисус Христос (Іоан. 8, 12, 19), што порне та пире кирлĕ çÿреме çакă çутăпа, мĕн пор, Св. Еванкĕл вĕренни тăрăх, полас та çоттин ывăлсампа (Іоан. 12, 36), штопă кайран кĕмелле ан полтăр тамăк хоран шĕне. Эпĕ пор çут – çут çанталăкăн, каларĕ Господь. Кам Манăн хыçран çÿрет, çавă тĕттĕмра çÿреме, осрама вара полĕ çут пурнăçĕн (Іоан. 8, 12).
Хорт осраканне пит çăмăл астума пит чонне сăваплă каланине Святой Патша Тавитпа: пылтан манăн çăварне мала тутлă пырне та Санăн сăмахсам (Псал. 118, 103)! Çакă вара астуни пор хорт осраканăнче вуратĕ шохшне: «акă мĕняшкал йоратнă полчĕ Святой халăхсане Торă Сăмах!» Çаванашкал вара шохш çăмăл она хуне та варлаттарĕ чонтан итлеме Торă сăмахне. Торă вара сăмах чĕрĕ вăйла та (Евр. 4, 2). Вăл хувармасть сăвапсăр этем ăсне ăшне та çавă çыннăн, хăш она илтет волать та.
Çаванашкал шохшсам, пирĕн ĕçленĕ вăхăтра, пит таса çыпçтараççĕ пирĕн чонне ырăпа, ĕç çине та пăхмасăрах, çирĕплетет пирĕн самой ÿтне.
- Чипер осрасшăн чонне Святой килĕштернира чăсăк ĕçра, поçне вара чипер осрасшăн хуне пĕчченран, пăшăрханăран, хорланннăран, чăтманниран, пит тата лайăх ĕçленĕ чохне, тăтăшах хăпартма хăва ăшне Господь Торă патне кĕске кĕл туни чĕннира Господь Торă патне, хăшсам килшÿллă полĕç хошă ру та тăрăх. Килĕштерлăх; майсăр сиплĕ чĕннисам, акă çаксам:
«Эпле вĕçĕ-хĕррисĕр йоратать пире Господь Торă! -»
«Мĕн Вăл туман тумасть та пирĕньшăн! »
«Мĕн Вăл памасть пире! -»
«Торă! Темĕн пек рахмат тенĕ полас Сана! -»
«Господи! хавасла мана! тасат мана! çутăлтар мана! Святой ту мана! -»
«Эсĕ анчах Господи! çапла нумай пире йорататăн: эпле пирĕн йоратас мар порĕ чĕрепе Сана! Кама эппин эпĕр йоратăпăр порĕ чĕрепе Сана мар полсан! -»
«Ах! порĕ этемсам пĕлнĕ полсассăн, темĕн пек Эсĕ ырă Господи! -»
«О, пĕтсессăнчĕ манăн ăшăмра, çаванашкал осал вĕренни! -»
«О, чипер пĕлни полсан эпĕ хам чĕрене! »
«О, оçăрах эпĕ корнă полсан нимĕн тĕшне çут çанталăкăн тăрни! -»
«О, йоратнă полсан эпĕ Сана Господи порĕ хам чĕрепе! – »
«Ах, Господи! хунче эпĕ ĕçлĕп Сана порĕ чонпала! -»
«Ах, Господи! тăтăшах эпĕ Сана астуни полсан шохшлăттăмччĕ та Саншăн! -»
«О, Торă манăн! Сансăр мĕн-ма мана порĕ çут-çанталăк? Мĕн осси хĕпĕртÿ та вăл парĕ мана? – »
«Господи! Эсĕ манăн Сан пата килмелли, Эсĕ манăн хойхине чаракан, Эсĕ манăн шанни, Эсĕ манăн лăплантаракан, Эсĕ манăн çотти, Эсĕ манăн сарлни, Эсĕ манăн хĕпĕртÿ, Эсĕ манăн ырă пурнăç порĕ та Эсĕ мана валли! -»
«Господи! хунче çакă çут-çанталăх чарнĕ астарма мана тĕслерен тĕслĕ астармăшпе! -»
«Господи! хунче полĕ виç çăласси порĕ чăрмавсане манăн чонăн шохшланисен олшнисане та. – »
«Господи! хунче эпĕ корăп Сана?» «Господи! хунчĕ эпĕ полăп Сан патра? »
«Господи! хунче эпĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтăп Сана пĕрле Святойсам пала! »
Мĕн чол эпĕр тăтăшах тăватпăр çавăн-йышши чĕннисане, он чол лайăхрах онтан, онпала, што мĕн чол тăтăшах çĕнететпăр вăлсане, ончол çăмăлтарах Онтан варланатпăр вăлсампала. Çаванашкал чĕннисам вара ĕçленĕ чохне пĕтĕмпех хаксăр полаççĕ. Çаванашкал чĕннисам татăлмасăр чонне осраса Торă хошĕнче, тăтăшах чĕртеççĕ она, хуса та кăларас онтан порĕ осалне çирĕплетеççĕ она ырă айĕнче, майсăр ырăллă çирĕплетеççĕ пирĕн ÿт вăйсане.
- Кам çапла хăтланать хăва ĕçне тунă чохне, çавă хăтланса осрасшăн хăва пурнăçне, çавăн чохне вара Онтан ытлашши хăтланать хăва чон сăвапшăн: çавă хăтланать, эпле тарăхса хăтланма полать Торă ят сарлнишăн. Св. Апостол хошса хăварать пире порне та тума Торă ят сарласшăн.
Астумалли. Што малтан кирлĕ тăвас паха ĕçсане; хăшсам кĕтмеççĕ ÿлĕмччен тăхтассине; што кирлĕ вăлсане малтан шохшласа поçлама, эпле лайăхрах вăлсане тума, што нихунче та кирлĕ мар ĕçсане тума килĕшменнисане Торă сакконпа, – çакна чохламалла хăва ăшĕнченех.
ѴІ. Епле хама хамăра тытса осрас кăнтăрлахи апат çини чохне?
Хăнче эсĕ ларатăн кăнтăрла каçхи та апатне çиме, тата вара хăнче тăратăн стел хош çинчен, он чохне нихунче та ан лар, ан тăр та кĕл чонтан тумасăр Господь Торăне, эпле, хĕрхенмеллĕха, лараççĕ стел хош çине тураççĕ та стел хош çинчен пит нумай этемсам пирĕн саман та. Тĕленмелле, эпле çакă çынсам онашкал чон осаланнă çĕре çитрĕç, што лараççĕ стел хош çине, тохаççĕ та стел хош çинчен кĕл чонтан тумасăр Господь Торăне. Онпала, што Господь Торă парать пире порĕ пирĕн çимеллине ĕçмеллине та. Топасси çинчен хамăра çияссине эпĕр хăтланатпăр полин та мĕн чол вара тăраççĕ порĕ пирĕн хăтланни ĕçлени та, Господь Торă пире ырă сонмасан, палмасассăн çанталăх килшÿллă ăшшине, лăмне, çилне хвел корассине та, сохалани акни та пирĕнтен ойшăн порĕ карташăн та.
Кирлĕскере пĕтĕмпех нимĕн чол тумаççĕ, çакна порште пĕлеççĕ. Онпала тата Господь Торă парать пирĕн çимеллине ÿстерекен вăйне пирĕн ÿт валли, пирĕн вара ÿтне полтармаллине ăшне яма çакă ÿстерекен вăйне çимеллинăн пире çавă поласшăн. Мĕн полĕччĕ пирĕнпеле, Господь Торă паман полсан ÿстерекен вăйне пирĕн çимеллине. Он чохне кирĕк мĕн чол эпĕр çини полин та ÿстерекен апат çимеллине, пирĕн ÿт вăй çок полĕччĕ, онпала вара çок полĕччĕ полтармалли та ни ĕçне тума, ни пурнма та. Он чохне никам та поринчен чĕрĕ йолас çокчĕ. Тепре енчен, мĕн полĕччĕ пирĕнпеле Господь Торă хошнă полсан ăшинче тăрас мар ăшне яни апат çимĕçне, хоть иккĕ арнеллĕх? Ончохне ÿстерекен вăй пире ÿстерес çокчĕ, пирĕн вăйне пĕтеретчĕ, чирлесе та прахатчĕ пирĕн пурнăçне, пĕтеретчĕ та. Онпала што порште эпĕр пĕлетпăр, што этема хăш вăхăтра полать ырă апат çимĕç хуне пĕтерекен.
Апат çимĕç пирĕн кирĕк хăнче полтăр чохран. Порĕ Святой халăхсам, хуне хытă астаракансам пĕр каварлă поплеççĕ, 1, што пирĕн хырăмне тăранмаллăха пит нумай мар кирлĕ; 2, што пирĕн хырăм ни хăнче та пĕлмест виçине; 3, што пирĕн хырăм хăш чохне чĕнет апат çимĕçне çавă вăхăтра, хăнче полать ытла та тотă топ-толлиях та и 4, што онпала çияс мар пырне çавă вăхăтра, хăнче санăн çияс килет. Осрасшăн çимелли виçине Св. Златоуст парса пит ырă йĕркене, хăш пор: «çи ончол, штопă лăпланччăр хырăм выççи». Тепре Св. вĕрентекен каларĕ: «нимĕн та çиме кирлĕ мар ăш кĕлянăран, çакна вара çи, мĕн пор, тата çапла, штопă çисесăн, хырăм санăн выçлăх полтăр».
Поплени чохне апат çимĕçшĕн Св. этемсам порĕ вăйран астума хăтланчĕç, што хора халăхсане пит нумай мар кирлĕ çиме, хуратумсане вара, арумсăрсане, опушкасăрсане йон вĕретекен тутлă та апат çимĕçне пĕтĕмпех çиме йорамасть; тутлине онпала, што ытлашши тотă полатпăр; йон вĕретекенне онпала, што вăл вăратать пирĕн ÿтре осал шохшсане, што она çисен вăлсане чармалла мар пĕтермелле та мар.
Ахрах апат-çимĕç ÿтне кирлет. Кирлет апат-çимĕçне ÿтшĕн чарнма полмасть. Кирлĕ мар, пĕр енчен çавăншăн, штопă ырă тăвас çоратнă ÿт-кĕлянăне, штопă су полас вăйсане та осрас, хăшсам пире кирлеççĕ хамăр ÿтшăн чоншăн, штопă çитменни çини чох пире вуратас мар хамăра хирç осалне, хăш онсăр тетень, шохшлимичĕ та полма пире осал па.
Кăнтăрла, тата каçхи апат çинĕ чохне нихăнче та ытлашши ан çи. Пирĕн апат-çимĕç пор Торăн патăш; порне та вара Торăн патăшсане тытма кирлĕ чон сонăллă, ырă чинлă, Торран хăраса астуса, оссине та корма полать пире, хăшшăн Торă пачĕ апат-çимĕçне пире Тора парать ытлашши çиясшăн мар, тăранасшăн вара.
Итласши çини пирĕн ÿтне соранлă полать; онпала, што ăшра туманни йон пăсăлни, порĕ ÿт чирсам та хисепсăр, вилĕм та ытлашши çини хыççăн полаççĕ. Çавă çинчен пире лекарьсам та шантараççĕ, хамăр чохлани та, Торăн Сывлăш та ытлашши апат çиниран чир полĕ, ытлашши çиниран нумай халăхсам вилчĕç, калать аравасĕр Усли. (Сир. 37. 33, 34).
Ытласши çини пирĕн чон вăйне пăсса прахать. Кам ытлашши çиять-и ĕçет-и, çавă çын полтармасть чон ĕçсане тума, çавă полтармасть ни Торра поççапма, ни Торăн ĕçсане шохшлама. Онпала, што ытлашши çини этема кĕртет кахала, ыйăхланма, ĕçлеменнине, кăлăх попленине, колассине, осал шохша ÿт килянине. Çиленесшăн вара ясаршĕн та ытлашши çини ĕçни та полать вот валли çу пек. Пĕр çĕре, кам ытлашши çиять ĕçет та, çавăн Торă çок; çавăн Торă онăн ÿт, онăн ÿт-кĕляни та; онпала вара кам ытлашши çиять ĕçет та, çавă полтарать çĕмĕрме, хăнче она кирлĕ; çĕмрет самай хошнă Святой ĕçсане; çавă янтă тума, хăнче она кирлĕ, чăн та тăвать пит осал ĕçсане. Кам ху хунчен орăх çинсам çинчен та çакна астутарнă полсан, ку енчен çавă çынна шантарни кирлĕ мар.
Кăнтăрла каçхи та апат çинĕ чохне нихăнче нимĕн та ан кала çылăхлине. Онпала, што çилентереç Торра çава вăхăтра, хăнче çиятăн онăн патăшсане, хăнче та поçне кирлĕ шохшлама кăтартма та Торра поç-çапнине, полать пит Торра картмани. Кăнтăрла каçхи та апат çинĕ чохне вара, хĕрхенмелле, нумай этемсам поплеççĕ пит Торра çиленмеллисане: айăплаççĕ, калаççĕ пĕр-пĕр çинчен, поçне коç хыçинчисане, туваççĕ осал мыскалсане, колтараççĕ, картмасăр поплеççĕ Св. йăла çинчен, Онăн япаласам çинчен, орăх та он пеккисане. Он пек хăтланни кăнтăрла каçхи та апат çинĕ чохне, —йолашки картманни полать Господь Торрине. Порĕ майпе хăтлан астума çакна!
Кăнтăрла каçхи та апат çинĕ чохне кирлĕ сăмахлас илтес та ырăне, пĕр-пĕрне тăнлантарнине та: Святой юмахран, Святой этем пурнăçран, юмахран, хăш кутартать Торă аравасĕр ăсне, ырă патăшне та, Святой вĕренни сăмахран, орăх та он пеккисамран. Апат çинĕ чохне этем йывăрланать манăçа та каять; он чохне, штопă хуне чарас çинĕ чохне Торă йоратни хошă ра, ерменни осалне; чăн христианинсам маларах хăтланатчĕç çинĕ чохне астума хăва вилĕмне хăрамалли сутне та. Онпала, што стел çине, сайря мар полать, лартаççĕ хитре мар туни апатне; вара Святой этемсам хуне чарасшăн килĕшменниран, çавă сахатра ăса кĕртетчĕç хуне, што порште эпĕр, пирĕн çылăх тăрăх, тăтăшах Торра çилентернă тăрăх туримастпăр пире хошнине мар анчах, тата вара сысна апатне та. Çакă хыçран вара çиятчĕç апат хошни валине, кирлĕ-пек, туса хошнине.
Кам çапла çиять, мĕнашкал апат полсан, Мĕн пор, виçеллĕ, Господь Торине поççапса та, çавă хăтланать, эпле Торă хошни чĕнет, чинлă Торра та килшни. Çавăн килинче полмĕ те тен перекечĕ, нихăнче та вара полас çок пĕтĕмпех якăр мĕскĕн Святой Пророк калать: ача полса ватăлтăм та, корман та тÿрĕ пурнаканне хăварниня, онăн руне тата çăкăрсане чĕнняня. Çавна хирç тÿрĕ пурнакан сайра мар тата полать çавă хоши ра, што (Псал. 36, 23. 26) коленех хĕрхенет кивçен та парать, мĕн пор, коленех çирĕплетет парать та мĕн онăн пор нимĕн çок çынсане.
Эппин камăн пирĕнчен коленхи çăкăр çок, камăн ирĕксăр каймалла каять та кĕлеме, çавă хытă хута-кĕмесĕр та хуне астув Господь Торра поççапать-и вăл кăнтăрла каçхи та апат çини омăнь коленхи çăкăршăн? Тарăхса хăтланать-и коленхи çăкăршăн? Кам Господь Торине поççапмасть ĕçлемест та, онăн тĕлнес кирлĕ мар, онăн коленхи çăкăр çок полсан: çавă вырать, мĕн акнă. Кам ĕçлеме шохшламасть полсан, çавă çиимасть та, калать Святой Апостол. — (2 Солун. 3 10).
ѴІІ. Епле хама хамăра тытса осрас каннă чохне апат çисен?
Апатне çисессĕн, тÿрĕ калас, канма полать. Онпала што пирĕн ÿт чонăн та вăйсам полтаримаççĕ ĕçлеме тăтăшах, вăлсане кирлĕ канма. Каннине вара тыт тăтăшах амал пек. Тăтăшах пани амалне этема осал полать ÿтне: тăтăшах ĕçлеменни полать осал чон валли. Осал тувакан пирĕн сăвапне пĕтересшăн нимĕн та орих кĕтмест, анчах пирĕн кахала полассине. Мĕнашкал осал килмест аса ĕçлемен çынсане? Нумай осала вĕрентрĕ кахалĕ каларĕ, майсăр ăслă Сирах (Сир. 33. 28) Çакна чохласа аслă Варсануфій каларе: «осал Господь омĕнче ÿт канни».
Онпала канмаллăха нихăнче та кирлĕ мар нумай вăхăт иртерме. Нумай мар кансан, порĕне та кирлĕ шохшлама: »мĕняшкал канни конти пурнăçра! Святой Сывлăш калать: канĕç ху ĕçран, пире мар су халăхсане пурнакансане та, вилекенсане вара Господьшăн. Чăн канни пирĕн полĕ ĕмĕрхи пурнăçра»! Коннишăн мар, ĕçлеменшăн мар пире памалла пĕлт çинчи ырă пурнăç, ĕçленишăн вара. Кирĕк кам Хăвăн тарне илĕ ху ĕçленишăн, калать Св. Апостол (1 Коринѳ. 3. 8). Пит осал полса пĕр çын, хăш ку ĕмĕрте каларĕ хăва хуне: кан. (Лук. 12, 19). Çакă сăмахран кайран, вăл ÿт-киляни чĕнни тăрăх ирĕксăр калакан полчĕ тата: çиях, ĕçех, хĕпĕрте та! (Лук. 12, 19). Онашкал çынсане Господь ĕмĕрхи пурнăçра тÿпе памĕ ырă пурнăçра, калĕ вара, эпле каларĕ Авраам ăссăр пуянне: асăн, эсĕ кортăн санăн ыррине санăн пурнăçра. (Лук. 16, 25). Çапла кирлĕ шохшлама порне та апат çиса тăраннисане, нумай мар кансан, ĕç патне çĕнĕрен çыпăçма.
Вăхăт канмалли ан полтăр сана, эпле тăваççĕ нумай ăссăрсам, хăва хавас валли осал ăссăр выляни валли, — картла окçалла та вылямалла орих та он пеккисам. Хавассам çинчен аслă Василий пĕр çĕре калать: «хавас — шойтан волти, исе каякани пĕтмелли çĕре. Хавас — амăш çылăхăн. «Хавас — апат-çимĕç ĕмĕрхи хортсен орих та онпеккисам». Выляни пире вĕрентет кахаланма орих та пит нумай осал айăпсам патне. Вылянă чохне тăтăшах, хăтăламасăр, осал сонаççĕ, сояççĕ, олталаççĕ, çиленеççĕ, осаланаççĕ, пĕр-перне осал сăмах калаççĕ, кирлĕмесăр Торă ятне аснаççĕе, сайра мар кĕреççĕ çораçманни вурçăна, оссисăр пĕтереççĕ ху молне, тăтăшах тата ăссăр иртереççĕ хаксăр вăхăтне.
Штопă каннă чохне ан кĕрччĕр санăн поçа пĕр-пĕр Торра килшми шохшсам, санăн чĕрене вара кильшми ăш-килянисам, хăтлан тоянма ыррине, чонне астуса, Святой ырă пĕр-пĕр шохшпала, поçне вара кăкăртан чĕннипеле Господь Торă патне; килĕштерлăх, акă çапла:
«Господи! тямĕнпек аслă Санăн аравасăр ăс! коленех эсĕ тăрантаратăн шотламанни чĕрĕ çоратнисане çĕр çинче: этемсане, вĕçекен кайăксане, выльăхсане, порьште та вăлсам тотă, ни кам та выççа вилмест. » Али: «Порте пит тотă çĕр çинче полĕччĕç, çок полнă полсан выçă коç, хытти, хуне йоратни ырă мар сонни та». Али:
«Торă аравасĕр кăмăллă! ан ойрăл мана пĕлт çинче канниран, хăшпе тăранаççĕ Санăн йоратнисам, каннăран, хăш чăн кантарать порĕ йывăртаракан ĕçран, хăш ĕнтĕ пĕтерес çок, орăх та онпеккисам».
Çавăн йышши шохшсам чĕннисам та пит час чĕртсе тăратаççĕ пирĕн ÿт вăйсане, орăх амал пек мар çакăнсăр поçне çаванашкал шохшсам чĕннисам та çирĕплетеççĕ чонне ырăра.
ѴІІІ. Епле хама хамăра тытса осрас каç полттипеçывăратчен?
Тĕттĕм полттипе хăнче кирлĕ хуварма коленхи ĕçсане пре те ан шохшла çавă сахатра канма пит ывăннă полсан та коленхи ĕçран. Христианской халăхсане çапла килшмест тума рахмат темесĕр, пĕтерсен ĕçсане ялан çавă сахатрах хопар шохшсампала Господь Торă патне чонтан та рахмат кала Она порĕ тоянни санпала онтан пĕтсе каякян конта ырă патăшшăн, ячĕпе: çавăншăн, што эсĕ йолатăн чиря, санăн чон ÿт та вăйшăн, сывлăхшăн, апат-çимĕçшăн, порĕ чон сăваплă шохшшăн, порĕ Святой каланишăн, çĕрти пĕлĕт çинчи та çутшăн, полшнишăн, хута кĕнишăн та порĕ ырă кутартнишăн.
Хăнче ларатăн каçхи апат çиме, он чохне лар стел хошшине тох та стел хошшинчен олшмансăр çавăн пекех Торра кĕл-киленипеле, эпле кăнтăрлахи апат çинĕ чохне та.
Каçхи апат çисессĕн çаванашкал, эпле ир çинче ху ăшăмра тытрăн, тыт Святой шохшсане. Килшÿллă çапла хуне калама: «çакă кон иртнипеле эпĕ полтăм çухрарах вилĕм патне. Што Господь Торăне çакă каçра килшшен туратма мана хăва хăрамалли сутне? Полтарип-и эпĕ? Ир çинчĕ эпĕ шохшларăм иртерсе поянхи конне Святой; эпле эпĕ она иртертăм? Çилентермерăм-и те тен Господь Торăне тямĕскерпеле?»
Çаванашкал тиркес хыççăн
а) кĕл тув ху ăшăмра Святой Сывлăшне, штопă Вăл çотăлтартăр санăн ăсне, тĕп тĕрĕс асана кĕрттăр сана, эпле эсĕ иртертăн иртни конне, ячĕпеле: эпле эсĕ тăтăн ирхипе? Епле ĕçсане поçтартăн? Епле ир çинче кĕл турăн? Епле хуне осрарăн ирхи ĕçсане тунă чохне? Епле кăнтăрла апат çинĕ чохне? Епле каннă чохне апат çисен. Епле хăтлантăн килтисампала, поскилсампала, йот халăхсам пала? Поçне эпле эсĕ хуне осрарăн хотшассăн осал саншăн çынпала, али осал саншăн вăхăтра? Кĕрсе-кайни ан пол эсĕ çавă çылăха? али çылăха кĕмелле шохшне тытнă те тен? Епле эсĕ хуне осрарăн, хăнче сана çилентерчĕç, итлемерĕç сана, колчĕç сан çинчен? Орăх та он пеккисам.
б) Торра кĕл кĕле, штопă Святой сывлăш тÿп-тÿрĕ сана аса кĕртчĕр, мĕн эсĕ паянхи кон шохшларăн, мĕн поплерăн, мĕн турăн? эпле хăтлантăн хăтланмарăн-и осрама санпа тытнă ир çинче Святой шохшне хăтăлма çылăхран? Мĕн тата сана тортрĕ тортма та полтарчĕ çылăха? Мĕнашкаль амал тытрăн эсĕ çылăха астарнăран чăснăран та тувасси Торăн ирĕкне, мĕншĕн та çавă амал полчĕ çитми?
в) Торра кĕл-киле, штопă Святой Сывлăш тÿп-тÿрĕ сана аса кĕртчĕр: мĕн çинчен, мĕншĕн та эсĕ çылăха кĕтĕн? Мĕн-мĕншĕн та тумарăн? Çылăха кĕтĕн-и те тен осал шохшпа ăш кĕлянипеле та? Çылăха кĕтĕн-и те тен сăмахпа? – Ĕçпа? Çылăха кĕтĕн-и те тен тумасăр ырине кирлине та? – Çылăха кĕтĕн те тен первей карт ÿкернине хирĕç? – Тепре ÿкернине хирĕç? – Виççине хирĕç? Орăхсане та. Ертĕн-и те тен йот çынсен çылăхсане? Орăх та онпеккисам.
Йолашкинчен
г) поçне Торра кĕл-кĕле, штопă Святой Сывлăш сана аса кĕртчер: мĕнашкал поçне эсĕ ирхипе ăшăмра тытрăн Святой шохшне? Мĕн сана полшни тума она, тунă полсан эсĕ она? Çакна хирç, мĕн чаратчĕ чарчĕ та сана тума она? Тытса хăтлантăн-и эсĕ чараканне хирç пĕр-пĕрне, мĕн çавă полать, мĕншăн тата санпа тытнă амал вăйсăр полчĕ? Çапла чонтан хуне тиркениран Святой хуне тумалла полать. Çапла тĕрĕс нумай-и сахал-и тиркемесĕр хуне полмалла мар хамăр чонне йосанассине, никам та ан шохшлатăр, што онсăр та йосанни полăпăр.
Çапла асăнсан, мĕняшкаль эсĕ полса иртни кон та, хытă астув çакна: порте, мĕн топăн ху ăшăмра ыррине, ан карт ху çинчен полнă тесе, Торрăн вара, онпала, што порĕ айăпсăр патăш полнискер, çÿлтен пор, (Іак. 1. 17); порĕ чонтан та рахмат кала çавăншăн çоттисен Атийне. Порте Мĕн топăн ху ăшăмра осалне, хуне йышăнтар хăва вăйсăрне, хăва осал вĕреннине, час ÿкнĕн оншăн, тархасла Господь Торăне, штопă çырлахтăр сана, çĕнĕрен та çирĕп ăс тыт çылăха кĕресран, манас мар та Господь Торине, тăтăшах та пурнма полтăр порĕ çĕрте та хуне астутарса поçне вара, хытă астув санпа йоратнă осал вĕренни шохшне. Онтан вара ăс топ çылăхран хăтăламаллине, Мĕнашкал эсĕ турăн çавна та амалсане хăта тыт. Порнчен ытла хăтлан топма амалне санăн аслă çылăха хирĕç, хăшне порнчен та эсĕ йорататăн тума. Çaвă вăхăтра Господь Торра кĕл-кĕле, штопă Вăл ырă шохшлатăр сана кăтартма, шанни амалне çирĕплетме Онăн ырă патăшпа санăн шохшлани çĕрте, çĕмĕрменни та тунă ырă корни амалне çавăн пек çирĕп, штопă санăн янтă полас хамăн вилме, çĕнĕрен тăватчен ĕлĕкхи хăван çылăхсане, çĕнĕрен та çилентеретчĕн Господь Торăне.
ІХ. Епле хама хамăра тытса осрас çывăраc омăнь?
Хăнче сана ыйăх посма хăтланать, он чохне çавăрн Господь Торă патне хăва каçхи кĕл-тунипала Святой Чиркÿ хошнипеле, али тĕкĕнмесĕр вăлсане ас ту вара, штопă санăн кĕл-туни полччĕр Святой олшмансăр йĕркеллĕ та.
а) Малтан Господь Торине рахмат кала порĕ Онпала сана порĕ этемсане та кутартни кăмăлсамшăн, Господь Иисус Христо̀с этемляннишăн, Онăн хорлăх вилĕм та корнишăн, Святой йăлине пире панăшăн, Святой ăс каçаракан ĕçсамшăн, шалти толашĕ Святой тăнлантарнишăн та.
б) Торра кĕл-кĕле, штопă Господь Торă каçартăр сана порĕ санăн çылăхсане иртни конхин, ĕлĕкхи та конхисен, эпле эсĕ каçаратăн çылăха кĕнисане сана коримасăр; штопă та Вăл ан ятăр сана кирĕк эпле вилме çылăхсам хошшинче.
в) Торра кĕл кĕле, штопă Вăл ырă шохшлатăр чарма кĕресран санăн кил хошшине пирĕн аслă осал тăваканне онăн осал çиххисампала, осал тĕлĕксампала, килшменни пирĕн ÿт кĕляннин, хăтланнипеле та ятчĕр штопă сан пата астутаракан пÿлĕхсене, хăш тăтăшах саншăн Торра кĕл кĕлет, ăс парать сана, хута та кĕрет порĕ осалтан санăн чоншăн ÿтшăн та.
г) Торра кĕл кĕле, штопă Господь ырă сонтăр порĕ санăн çухрисане: санăн ашшĕ, амăшсане, акăш йăмăксане, порĕ санăн килтисане, санăн хоронташсане, пĕлĕшсане, сана кăмăл кăтартакансане, йоратнисане, йоратманнисане та сана; штопă Вăл ырă сонатăр пор санăн поп олпăт та тавраш аслисане.
д) Торра кĕл кĕле, штопă Вăл полштăр начарсане, хорлăхласане, вăрăм çола каяхансане, сывă марсане, поçне тата посмурланисане; штопă Вăл хĕпĕртеттартăр телейсăрсане, патăр ырă вырăнне тăлăхсане, çирĕплятăр ĕмĕтпа вилекенсане, кантартăр та вилнисане; штопă Вăл сонтăр порĕ ачасане, тÿрлетчĕр ырă патне порĕ çамăрăксане, çирĕплетăр Святой пурнăçра порĕ пĕве çитĕннисане, порĕ ваттисане та тутăр ырă ырне кăтартакансане Святой пурнăçĕн; штопă Вăл кĕртчĕр çылăхлисане çылăха каçмаллăха, пĕтерччĕр тĕттĕмне, хăш ăшĕнче пурнаççĕ поканясане поççапакансам, ĕненменнисам Святой Чиркĕве, хирç вĕрентекенсам, Святой Чиркÿран ойрăлнисам; штопă çутăлтăр вăлсане Хăва çоттипе порне та кÿрттăр хăва чăнне палламаллăха, порне та кăларччăр тÿрĕ çăласси çол çине çолса та илччĕр.
Йолашкинчен хавасла хуне Господь Торăне пĕтĕмпех, хальхи каç полти полтăр йолашки пек санăн пурнăçĕн, сана та кирлĕ, ир çинче вăрансассăн, çавă сахатра тăрас Торă сут омăнче. Онтан кайран вара сăхă-сăхса вырт вырăна.
Çывăрмалли вырăн санăн çамçа нихăнче та ан полтăр. Лайăх ыйăхне парать çемçе мар вырăн, таса чон вара. Нумай çынсам пит осал çывăраççĕ çамçа тÿшек çинче та; çакна хирç ыттисам хытă вырăн çинче та çывăраççĕ пит лайăх лăпланса. Пит нумай ĕлĕкхи христианской халăхсам йорататчĕç çывăрма ахаль тăпра çинче, поç айне та чол хома, çытар вырăнне — онпала, што çамçа вырăн тăтăшах полать шанчăклă полшакан шойттан хăтланнине пирĕн чон ÿт та тасине хирĕç. Мĕн ма пире хун пата ертес шойтанне, хăнче майсăр пире тушманлă полать, хăнче та вара тăтăшах пире хăтланас полать хамăрнчен хуса яма она?!
Порĕ майпе хăтлан çывăрма ырă шохшсам пала. Çакă майсăр паха чон валли эпле пире порне та ĕнентерсе тăвать хамăр полни онпала, што мĕн арманне каç полттипе яратăн, çавна çĕр каçах аврать. Порште, хуне астутаракансам пит пĕлеççĕ, што каçхи йолашки шохшсам полаççĕ первейхи çывăрни чохне, первейхи та ир çинче. Çакăсамех шохшсам поçне полаççĕ тата ирпе солянни тĕлĕкра; каç соляннипе шойтан астарать пĕтерет та пит нумай çынсане. Шойтан кирик хăнче та топать тĕлне, пире пĕтересшăн.
Порнчен ытла хăтлан çывăрма Господь Торăне хуне шантарса; çывăрса каятăн полсан Господь Торăне шантарса, он чохне кирĕк-мĕн полсан та санпала çывăрни чохне, санăн нимĕнчен та хăрасси çок. Он чохне эсĕ çывăратăн, çапла калас, Торă аллинче; он чохне Господь Торă хăва пăхать сан хыçран сыхлать та сана; он чохне кирĕк мĕнашкал осал çыпăçни полсан та санăн ÿтне, санăн чон вара хăрами полать, —вăл Господь Торă панче.
Х. Епле хама хамăра тытса осрас çĕрле ыйăхсăр аптранă чохне?
Нумай полсан каç полттипе ыйăх килмен чохне, вара вырăнта выртса хăтлан коç омне тăратма Господь Иисус Христосне, Она хорлăхра крест çинче çакнине кĕл кĕле та. Она ху ăшăмра порĕ çинчен, Мĕн сана аса килĕ: кĕл кĕле, штопă Господь Торă çăлтăр сана санăн йышне та порĕ çылăхран, порĕ осал ирĕкран, пор çылăхала лапăртанчăкран, вилĕма кĕртекен мортан, выçлăхран çиçĕмран штурмаран, хисепсăр вилĕмран, поçне тата ĕмĕрхи вилĕмран.
Торра кĕл кĕле, штопă Господь Торă кÿртăр порĕ çылăхлăсане чонтан ÿкнессине йосанассине та; штопă патăр хăва Чĕркÿне тÿрĕ попсане, чонтан хăтланакансам онăн тасашăн, çирĕпшăн, онăн ят сарлнишăн, штопă чартăр Чиркÿ осалсане, порне та ĕнентертăр онăн таса çинче, Сватой çинче та; штопă порне та килĕштертăр тытма онăн тасине йĕркесане та.
Али: хăтлан шохшлама, што çакă кон полать йолашки кон санăн пурнăçĕн: «çакă сахатра манăн вилĕм килсен, ончохне Мĕн полеччĕ Манпала, пит çылăхлăскерпеле?! Али: ку çĕрте манăн тăмалла полнă полсан Торă сут омăнче, вара мĕн кĕтес полать мана, Торă омăнче осаланнине? Хале эпĕ выртатăп вырăн çинче, мана кичен пек, што час çывăрса каймастăп; мĕняшкаль вара йывырлăх полĕ Мана, хăнче, эпĕ полăп тамăк хоран ăшĕнче, онăн ăшне кĕрсессăн хамăн çылăхшăн! Тамăк хоран ăшĕнче нихăнче çок ĕнтĕ ыйăх ни пĕр шушмен та. Тамăк хоран ăшне кĕмелли çол нумай, тохасси пре та çок!» çакнашкал шохш тыт çавăнччен, хăнче çывăрса кайăн.
Хăнче сана полĕ çĕрле вăранма, он чохне тыт шохшне Господь Торă патне, хăтланса, штопă санăн ăшне ан кĕрччĕр осал шохшсам ху хуне сăхă-сăхса кала: «Торăн, Ывулăн Святой Сывлăшăн та ячĕпе: чăн! Господи Іисусе Христе Торăн Ывăл çырлах мана çылăхлăскере! Господи Іисусе Христе кĕл тунăшăн тап-таса Санăн Амăшăн порĕ Санăн Святойшăн çырлах мана! Чăн! »
Контан кайран çывăрмасассăн, вара порнчен ытла ойăрма хăтлан хунтан осал шохшсам нихăнче пирĕн поçа кĕримаççĕ çаванашкал, эпле кĕреççĕ çĕрле, ыйăх килмен чохне. Онпала хăтлан Торра кĕл кĕлеме порĕшăн та, мĕн сана килĕ.
Ку пор çинчен та çывăрмасассăн, вара порнчен та лайăх, тăр вырăнчен, тăр Святой Торă кĕтес омăнче, пĕлетăн полсан волама, вола тăнланмалла кникере поçламăшсане, çĕре та ÿксе поççап, шта кирлĕ. Али: çĕре посçапса вола Иисус Христос панă кĕлне çавă таранчен, хăнче ывнăн, али луш кĕриччен санăн чонне, он чохне тин выртма сана йорат вырăна.
ХІ. Мĕн тĕплĕ пор кĕл-килянинче?
Нумай эпĕр поплетпăр кĕл çинчен, он çинчен та, чăн аслă амал пек çинчен сăвапшăн, пире полать пит нумай поплеме. Çакă сахатра поплепăр он çинчен чăн кирлине пирĕн ĕçра.
Йолташăм! Штопă кĕл кĕлес Торра килшни олшмасăр çакна тув:
- Хăнче кĕл кĕлетăн, тăтăшах асăн, што Господь Торă санăн кормасăр тăрать тÿп-тÿрĕ сан омра пăхать та сан çине. Онпала, што Вăл, эпле тăнлă калать Св. Апостол, инçе мар пирĕн пĕр-перинчен, çапла, што Онпала пурнатпăр, тапранатпăр полатпăр та. (Дѣян. 17, 27, 28).
- Кĕл кĕле тăтăшах анчах çавăншăн, Мĕн Господь Торăне онăн ирĕкне та килшет. Онпала, што Господь Торă илтет çавăн йышши анчах пирĕн кĕлсене. Св. Апостол Иоанн калать: Мĕн ченетпăр полсан Онăн ирĕкпеле илтет пире (Іоан. 5, 14). Тепре енчен Св. Апостол Яков калать: чĕнеттăр, илимастăр та, онпала што ыррине мар чĕнеттăр, çавăншăн вара, штопă йоратни полтăр çирăн ăш-килянисане (Іаков. 4, 3).
- Кĕлĕре оçă попле Господь Торăне порĕ санăн кирлисане якăр конĕ чонпа, ырă соннипеле та, толли ĕмĕтпала пире илтесшăн, толли йоратупала, таса чонпала, ырă паракан чăтнипеле, час полмасть полсан пирĕн чĕнни кĕлĕре.
Торра кĕл кĕле якăр сонни конĕпеле, ырă соннипеле та онпала, што эпĕр полатпăр Господь Торрăн порнчен, онпала тата што Вăл пăхать конĕ çын кĕл çине, аяла та тумасть кĕл кĕленине вулсен (Псал. 101, 18), каппаяссисане вара йоратмасть (Притч. 3, 34).
Торра кĕл кĕле çирĕп ĕмĕтпа пире илтесшăн онпала што аравасĕр ырă Господь Торă сонла илтет порнета, мĕн калаççĕ она Онăн ачасам, онпала тата што Св. Апостол калать: шанманни çын полать тинĕс шу хом пек, çилпе тапранни саланни та. Ан шохшлатăр сана çавă этем Торран Мĕн илессине (Іак. 1, 6, 7).
Торра кĕл кĕле толли йоратупала онпала, што Господь Торăсăр поçне кама пирĕн йоратас.
Кĕл кĕле таса чонпала онпала што Господь Торă пор Сывлăш порĕ çĕрте та полакан порне та пилекен, Хăш онпала шырать чонтан тÿрĕран та поççапакансане Она (Іоан. 4. 23); онпала тата што порште тÿрĕ поççапакансам Она, кирĕк хăнче та поççапаççĕ порĕ чонтан. Св. патша Тавит посçапса Хоспотне çапла: чĕнсен хамăн порĕ ăшăмран, илтсе мана Господь (Псал. 118, 145).
Поççап ырă паракан чăтассипеле, онпала што порте эпĕр малаллине ху хуне та сахал пĕлетпăр; Господь Торă вара чăн пĕлет пирĕн йĕри-таврине малаллине та пирĕн пурнăçĕн, хамăра та пире пĕлет пирĕнчен лайăх, онпала хăш чохне час памасть пире чĕннине, хăш чохне тата пĕтĕмпех памасть, онăн вырăнне, Хăва ырăран, аравасăр ăслăран, парать пире çавна, Мĕн Эпĕр чĕнместпăр, хăш вара пирĕн хошăра, порнчен та лайăх пирăн чон сăвапшăн.
Чăн килшни Господь Торăне сăваплă та пирĕншăн кĕл, тÿрĕ калас, полать çавă кĕл, хăшне вĕрентрĕ пире Хăва Господь, çавă пор: Атий пирин, Эсĕ пурнатăп пÿлт çинче!
Атий пирĕн! Атий порĕ этемăн манăн та!
Санăн ят кирĕк шта та пĕлнĕ полтăр, кирĕк шта та сарлнă полтăр пирĕн чĕрен пурнăçĕн та тасипеле.
Кирĕк шта та полтăр, çирĕплетăр санăн пăхăç, пăхăç тÿрĕран ырă пурнăçĕн.
Порĕ çĕр çинче порĕ этемпала Санăн ирĕк тунă полтăр, çаванашкалах тÿрĕ чонтан та, эпле тÿрĕ чонтан та тăваççĕ она пĕлĕт çинче Санăн Святой пÿлĕхçисам!
Тăрантартăр, çирĕплетчĕр осратăр та Санăн çăкăр пирĕн ÿтĕн Сывлăшин та пурнăçне.
Санăн ырă кăмăл каçартăр пире порĕ пирĕн парăмсане, хăшсане эпĕр халччен турăмăр Сана итлеменран пĕлменран та, вĕрентăр та пире хире-хирĕç каçарма порне та çылăхсане пĕр-пĕрне!
Санăн ырри, Санăн вăй хват та осратăр пире порĕ çылăхран, порĕ тĕлĕнчĕ çылăх патне астарнăран та, штопă пире порне та полас Санăн ĕмĕрхи ырă пăхăçра. Чăн!
Çапла чонтан поççапь, якăр та шанчăклă пол, што санăн кĕлне Торă илтĕ тăвĕ та. Пор этемсам (çавă ят тĕшне турманнисам) хăшсам пĕлмесĕр чохлама, эпле Господь Торă илтет тăвать та пирĕн кĕлне, пĕтĕмпех шанмаççĕ илтнине тунине та пирĕн кĕлсене. Эсĕ ан пăх вăлсам çине. Эпĕр чохлăмастпăр, эпле пурнатпăр, ахрах эпĕр чăнласах пурнатпăр. Кам ухмах ăспа шохшлать, што вăл хăва хуне полтарать полшма, çавă хăва хуне полштăр. Эпĕр вара шохшлатпăр хамăра вăйсăр, онпала вара ялан çавăрнса еретпăр аравасĕр Вăйлă Торă патне кĕлĕпеле, хăш хăва тÿп-тÿрĕ сăмах çинче чăн калать пире: чĕнсе ыйтăр, панă та полĕ сире. (Матѳ. 7, 7. ).
ХІІ. Попленнинчен йолашки сăмах.
Йолташăм! ак эпле иртереççĕ пурнăçне Торра килшÿллă Святой та. Конта кутартса сана çолне, эпле иртерес Святой пĕр конне анчах. Кутартма, эпле иртерес Святой тепре конне, кирлĕ мар; онпала што порĕ çĕрти пурнăçне, Вырăс-арне Прастник та консăр поçне, иртерме кирлĕ; çавăн пек. Коленхи конне, порĕ çолталăк хошинче порĕ ĕмĕрте та этем пурнăçĕн, порĕ çынсане керлĕ иртерме çапла. Онпала што нихăш вăхăтра çолталăк хошинче ни хăш ĕмĕрте та пирĕн пурнăçĕн шойтан чарнмасть посмурлама пире, онпала пирĕн нихăнче та ириклĕ полмалла мар çылăхран астарниран та, штопă пирĕн хурас мар ÿкесран пĕтсе каясран та.
ХІІІ. Епле иртерес Вырăс-арне консане?
Вырăс-арне консане пире кирлĕ иртерме поçне ытти арне кончен:
Эрне, хăнче Торă тăтăшах пире осрать хăва тĕслерен-тĕслĕ ырă кăтартнипеле, тăтăшах та эпĕр чĕнетпăр çĕнĕрен тата ырă кăтартнисане; вара Торă сăмах тăрăх пирĕн ăшăмран чĕнни тăрăх та порĕ конне пирĕн пурнăçĕн тăтăшах кирлĕ шохшпа кайма Господь Торă патне чонтан картса Она, хуне шанса Она, поççапса Она, ăшăмран кĕл кĕлесе та Она. Святой Патша Тавит каларĕ: коçсам манăн тăтăшах Господь патне, (Псал. 24. 13) тăтăшах мухтанни Она манăн тотăра, (Псал. 33, 2), вĕренни та манăн Санăн омăнче, Господи, тăтăшах (Псал. 18, 15). Святой Апостол та хошать пире: тăтăшах кĕл кĕлеме, порĕшăн та посçапма, (Солун. 5, 17). асланма та тăтăшах Господь ĕçленира. (1 Кор. 15, 58).
Пит нумай вара этемран тăраççĕ инçе çакă ĕçра асланмаран; пĕчиккĕн вăлсане çияла кăларас çакă асланма патне, Хăва Господь Торă порĕ арне хошинче ытти конччен пĕр конне ойăрлчĕ çавăнпа, штопă çавă кон пире хăвалама полтăр Господь Торăне, порĕ ĕçсане хуварса кирлискерсане пирĕн çĕрти пурнăçшăн. Çакă кон кивĕ канашра полса Шмат кон, çĕнĕра Вырăсарне кон.
Шмат кон кивĕ канашра полса кон пит Святой хытă тиркенни та. Синай ту çинчен çиçĕм тĕттĕм та хошинче, хулха илтми полмалла сассу хошинче та Господь Торă Исраилский халăхсане каларĕ: асăн шмат конне, штопă картмалла полтăр она; олта кон та ĕçле, тăвăн та порĕ санăн ĕçсане; çиччи вара шмат-кон санăн Господь Торăне, ниминискер та ĕçне ан тув çавă конта. (Исх. 20, 8. 10). Кам ĕçне тăвĕ шмат кон та, çавăн чон пĕтсе кайтăр манăн этем хошинчен. (Исх. 31, 14). Олтă кон та ĕçне тув, çиччи шмат кон кайни Святой Господне. Кам ĕçне тăве çиччи конта, вилĕмпа вилĕ (Исх. 31, 15).
Çакă карт çап-çутă пит та сехре хоптаракан. Пре полса: Израильский Ывăлсам хиртре топрĕç арçынне, постяраканне вотăсане шмат-кон ра. Кĕртрĕç та она Моисей Аарон та патне. Каларĕ та Господь Моисейне Ааронне та, поплесе: вилĕмпа вилтăр çакă этем, порĕ халăх вĕлерччĕр она чонпала , – вĕлерсе та прахрĕç она чолпала: (Числ. 15, 32, 36), Тиркеме шмат-конне Торă сăмахран тохать иккĕ тĕслишăн.
Первой полать çакă сăмахра: онпала што олтă кон хошинче Господь турĕ пĕлтне, çĕрне, тинĕсне, порне та Мĕн пор вăлсам çинче, каннă та çиччĕ конта; омпала Господь смелле турĕ та çитчĕ конне, Святой та турĕ она (Исх. 20, 11). мĕн пор, шмат-конне Господь Торă Святой турĕ астумаллăх çоратнă çут-çанталăкне, çоратсан она, эпле тохать книке тăрăх: Торă пĕтерчĕ олтă конта пор хăва ĕçсане, хăшне туса канчĕ та çиччĕ конта порĕ Хăва ĕçран, Святой та турĕ она, онпала, што çавă конта чарнчĕ порĕ ĕçран: (Быт. 2, 2, 3). Епле çоратни чохне çут-çанталăкне халăхран никам та çокчĕ, ру этемăн полса анчах первойхи Атамра; вара онтан порне та пĕлмелле, што шмат-конне Господь Торă турĕ Святой кон пĕр Израильский халăхшăн мар анчах, кивĕ канаш вăхăтшăн та мар, порĕ вара этем рушăн, порĕ ĕмĕрлĕхшăн та. Онпала вара çакă карт çĕнĕ канашра та хошать порĕ этемсане хытă тиркеме она, кирек-шта хăш вăхăтра та вăлсам пурнă полсан та, – хошать çавнашкалах хытă сăмах хошмасăрах та, эпле порĕ ытти та картсам, хăшсам шочĕпеле полаççĕ воннă, хушинчен çакă полать тватти.
Тепре картмалла полать шматне аснасшăн тохнине Израильский халăхăн Ехипет холара пурнă чохне чураран: хошса хăвар шмат-конне Святой тума, эпле картса пачĕ сана санăн Господь Торă. Олта кон та ĕçле, тăв та порĕ санăн ĕçсане. Çиччи вара конта шматкон са нăн Господь торăне; порĕ ĕçсане ан тув çавă кон та, эсĕ, санăн ывул, санăн хĕр, санăн чурасам ыттисам та. Асăн тата, што эсĕ полса чура Египетский çĕрте, кăларнă та сана Господь Торă санăн онтан çирĕп аллипеле хват пÿвĕпеле та; çавăнпала каларĕ сана Господь Торă санăн картма шмат-конне (Второз. 5, 12, 15). Çакă карт хошатчĕ шматконне картма Израильский халăхсане. Поçне Св. Апостолсам вара çăлса ильни çинчен Израильский халăхсане Египетский чураран корчĕç çăлса илнине этем руне çылăх чураран вилĕмран та Иисус Христос вилĕмпала, (Гал. 4, 31, 5, 1. ) онпала вара картрĕç пире Святой тума, праздник та тума, кивĕ канашри шмат-кон вырăнне. Вырăс-арне конне, хыçран вилекен кивĕ канаш шмат-контан; онпала што Господь вилĕм пĕтрĕ, пирĕн та çăлса илнă полчĕ Онăн вилĕрен тăнипеле. Онпала çакă конне каларĕç, халччен та калаççĕ вилĕрен тăрнă кон пала, али ахаль Вырăс-арне конпала та, çавă пор, конпала, хăшĕнче пире полмаст тума ĕçсане, кирлисане конти пирĕн пурнăçĕн.
Çакă иккĕште та картсам çап-çутă сехре та хоптармалли. Олта кон арне хошинче Господь Торă пачĕ пире тума ĕçсане, кирлисане конти пирĕн пурнăçĕн, çиччи конне вара пачĕ канмашкăн, хăратса ĕмĕрхи вилĕмпала картманшăн она, – пачĕ тата каймашкăн пĕтĕмпех, Святой канмашкăн вара Господь Торăшăн ятне та Торăн мухтанма сарлатма та.
Контан халĕ чохламалла, эпле пире кирлĕ иртерме, Святой тума, прастник та тума Вырăс арне конне. Св. Слатоуст калать. «Господь хошрĕ картма пĕр конне арне хошинче пĕтĕмпех Сывлăш ĕçсане йосасшăн.» Апостолсен кникере эпĕр коратпăр, што первейхи этемсам Христос Чÿркин Вырăс арне кон та похăнатчĕç хоçмашкăн Торă çăкăрне, çавă пор, опетния, илтетчĕç та Христос вĕрентнине. (Деян. 20, 7).
Эппин первойхи хошни, хăшне хорать порĕ пирĕн çине Вырăс арне кон, полать хăвармалли порĕ ĕçсане, хăшсане тума кирлĕ олтă кон хошинче, кирлисане осрама конти пирĕн пурнăçне. Тума çакă хошнине пире онпала çăмăлтарах, што тоянма кирлисане осрама конти пирĕн пурнăçне Господь Торă пачĕ пире олтă кон порĕ арнинче. Онпала порĕ ырă ĕçсане, кирлисане анчах конти пирĕн пурнăçĕн, пире Торă чармасть тума çиччи Вырăс арне конра та, хошăт вара тума вăлсане, эпле Эпĕр коратпăр кутартнăран вĕренниран та Господь пирĕн Иисус Христосăн. (Мѳ. 12, 11, 12. )
Тепре хошнă, хăшне тата хытарах хошăт пирĕн çине Вырăс арне кон, пор ойăрлмалли порĕ осал ĕçран, мантараканран Господь Торăне Она посçапассине, ху-хуне Она парассине, рахмат тенине килне Он омăнче шохшлассине, çавă пор: порĕ осал ĕçсам, тăшман кникесам, тăшман поплени, тăшман кахала ерни, тĕслерен-тĕслĕ выляни та, хăшне ерсен пирĕн чон Господь Торăне мар анчах манать, хуне та тата вара манать, осал шохшне тăтать, хĕпĕртÿне та ерет, онăн хыçран макрашма кайран полать. (Лук. 6, 25).
Виççи хошни, хăшне хорать пирĕн çине, Вырăс арне кон, пор, епле эпĕр пĕтетпăр первойхи çын çинчен Св. Чĕркÿн, тăтăшах полмалли. Вырăс арне конне кĕл-туни çĕрте, поçне тата Святой опетнира. Онпала што пирĕнчен никам та çок этемран, хăш Господь Торран корман полсан ырă кăтартнине порĕ шушменра кам тата порнă полĕччĕ пĕр шушмен онăн, ырă кăмăлсăр. Порĕ вара пирĕн кĕлтунисам полаççĕ аснира порĕ йышши кăтартни та Торăпала ыррисане, пирĕн чонтан та Господь Торăне посçапнира Онăн ырă кутартнишăн. Хошнине полма вырăс арне кон та кĕл туни çĕрте, поçне тата Опетни ра, чохлимаççĕ, тума та ÿркенеççĕ этемсам, хăшсам осаланса кайнăсам чонпала Господь Торă порне та пире çăлса илтăрччĕ çакă осал пурнăçран!
Штопă пирĕн йоратни Господь Торăне, хамăра Она шанни, Она посçапни, Она кĕл туни полччĕр пирĕн ăшăмра оçăрах çирĕпрех та, кирлĕ тиркеме, мĕншĕн Господь Торă турĕ кивĕ канашра шмат конне, çĕнĕра та – вырăс арне конне, хытă тиркеме Торăпа çоратнисане, вăлсам çинчен Торăн вăй-хватне, Торăн аравасĕр ăсне, Онăн ыррине, онтан ытлашши тата-Торăн йоратуне, хăшне Торă кăтартрĕ этем руне хорлăхпа Иисус Христос вилĕмпа та, çăлса илнăшăн этем руне çылăхран вилĕмран та. Çавă полать тватти хошни, пире пани Вырăс арне-кон пала.
I. Тиркесе пăхмалли Торăпа çоратнисане.
Тиркесе пăхма Торăпа çоратнисане çапла кирлĕ:
Пăх çĕр çине: Мĕнашкал унта нумайăш тĕлĕнмелли, Торă вăй-хват çинчен, аравасĕр ăс çинчен, Торă ырри çинчен та! Кам шотласа пĕтерĕ тĕслĕрен тĕслĕ йывăçсане, корăксане, çеçкисане, тырăсане, хонавсане! Полтарирĕç-и порĕ этем вăйсам, пĕр çĕре хотшсан та, тума хоть пĕр йывăçне, пĕр çеçкине, пĕр тыра пĕрчĕкне, хăшне прахатăн тăпра ăшне, шăттăрччĕ, почах та полтăрччĕ, патăрччĕ та çĕнĕ пĕрчĕксане, эпле çавă полать çанталăкра? Кам полтăрĕ шотласа кăларма порĕ русане çĕр çинче пурнакансен, кайăксен, полăсен, çорлчансен? Кам пачĕ порне та вăлсане тĕлĕнмелли тĕсне, килшни вăлсане пĕлессине апатне топма, осрама хăва пурнăçне, хонама та хăва руне?
Консăр поçне мĕнашкал шотламанни ăс каçакан ĕçсам вăй-хват Торăн, аравасĕр ăс Торăн, аравасĕр ырлăх Онăн полма кĕрлеççĕ пирĕн тăпра ăшĕнче! Пор вăй таран этем хăтланни халччен тĕкĕнчĕç анчах, ахаль калас, çĕр хоппине, топăнмалла та ĕнтĕ полчĕ пит нумай çĕр ырлăхсане!
Шохша хуне кĕрт коçа вĕçĕ-хĕрисăр тинĕс шусане. Кам картне хочĕ шу хомсане, каларĕ та: хомсам çиттĕр çакă анчах хĕри патне, Онтан ытлашши ан кайччĕр? Кам йохтарать порĕ çĕр çинчен шусане çулсане та, парать та пире ĕçме. Мĕнсăр пире пурнмалла та мар, Кам хошать полма çомăрпа пĕлĕтсане, леçет та пирĕн пурнă çĕр патне, шăварать та пирĕн ойсане, пирĕн копăста олмаççи та картасане?
Кам çакнă пирĕн çĕрне пĕлт çинче хвель, ойăх çăлтăр та хошинче çавăнашкал, што вăлсам тĕкĕнмеççĕ она, пусмаççĕ та она? Кам тата калать она хăва вăйпа çаванашкал, што вăл пĕр отăма та ништа та пăрнмасть айкка хăва çол çинчен?
Епле Торăн вăй вĕçĕ-хĕрисăр! Торă хошсан, хурамалли штрум пĕр шушмен те тохсан, çĕмерсе прахать ĕмĕрхи йомансане хăрăк хола пек, салатса та прахать пирĕн çортсане, торпас пек, Торă хошсан, аçа çаванашкал вăйлă çапать, што çĕр чĕтренет, пор çанталăк та хăраса пĕтсе-каять.
Торă хошcан, хоналла çĕр порĕ онăн ĕçтернисампеле йор пăр та айне полать çаванашкал, што онăн чĕрĕ пурнмалли ништа та корнмасть. Торă хошcан, çакă хытнă çĕр каяллах чĕртет, хонавсане та пит нумай парать, што онпала çолтăлăк хошинче тотă полаççĕ миллион чĕрĕ пурнакансам, выльăхсам, кайăксам çорăлчансам этемсам та.
Çавăрн хăва коçсампала пĕлтсам патне. Мĕнашкал конта коçа тĕлĕнтермелли пăхмаллăх пор! Кам полтарĕ шотласа кăларма порĕ нумайăш çăлтăрсане, виçсе та- пĕтерме майсăр аслăшне катине та вулсен пирĕн çĕртен? Эпĕр хамăр коçĕпеле коратпăр, што вăлсане шотласа кăлармалла мар. Хăнче вара эпĕр пăхатпăр пăхмалли трупапала, вăлсам пире тоянаççĕ пит пысăк шотласа та кăлармалла мар.
Йолашки çинчен хопар шохшпа пĕлтсам çинчен пĕлĕт çине ÿкермелле мар пурнăçне Çÿлти вăйсен пирĕн Хăва Торăн та. Мĕнашкал унта шотламанни нумайăш таса Сывлăшсен вĕçет Онăн йĕри-тавра, ĕçет та Онтан пурнăçне, çоттине, вăйне, хĕпĕртÿне ырă пурнăçне та!
Çаванашкал тиркесе пăхмалли Торăн çоратнисане пит чĕрĕ, вăйла ăс парать муталанманни этемне: «этем! ÿксе саланса кай Çоратакан омăнче çут-çанталăкне поççап она Вăй хватлине, арававăр Ăслине, аравасĕр ыррăне ырă чонпала! Хăнче эсĕ пăхатăн пĕлĕт çине çĕр çине та, ан хăтлан пăхма çакă ырă аслăскерь похă çине тĕлĕнмялли Торăн ĕçсен чонтан йоратмасăр кĕл кĕлемесăр та! Хăнче тиркетăн Торăпа çоратнисане, хăва хулхасане Он питĕр, чохламалла илт, эпле порĕ корăк çĕр çинче, порĕ çăлтăр та пĕлĕт çинче тăнлантарса калаççĕ сана пророкпала: кам аслă Торă, Торă пирĕн аслă пек? Мĕнашкал Торă ырă Израилский! Ăс Онăн шочĕ та çок! Порĕ чонтан посçап Она! »
Çаванашкал тирхесе—пăхмалли: Торăн çоратнисане пит чĕрĕ, вăйла ăс парать муталанманни этемне: «этем! чохла хăва тăпраран полнине, хăва çылăха кĕнине, хăва нимĕн та полассине, вĕрен конĕ полма. Кам эсĕ Торă вăйлă омăнче? Санăн хăтланни пит тăвăр ю та. Санăн вăй пит виçеллĕ! Эсĕ тата хăятăн хăш чохне мухтанма хăва вăйпа хăтланни çинчен? Санăн ăс пит кÿтĕк! Эсĕ тата хăш чохне мухтанатăн хăва ăспа йĕтĕмпала та! Эсĕ нимин тĕшне тумастăн нумайăш Торăн çоратни хошинче, эсĕ тата хăш чохне мухтанатăн хăва çĕрти аслăшпа, капăрпа, кил-çорт па, хăва хитре томтирпа, орăхпала та? Эсĕ тăтăшах шохшлатăн што санăн пеккисам, ухмахсам, коçсăр çынсам çилентереççĕ сана çавăнпала, што картмаççĕ сана хунчен ăсларах лайăхрах та? Чарнмасан эсĕ капăрчăклама, кирĕк шта корсассăн та ырă ятне, хăш çитерсе ярăн вара хуня Торă хитре ĕçсане, сана çÿле хопартать, эсĕ çĕтерăр хăва ăсне. »
Çаванашкал тиркесе пăхмалли Торăн çоратнăсане пит чĕрĕ вăйла та ăс парать муталанманни этемне: »этем! санăн нимĕн тĕшне тăман чохне чохлас полать хăва аслăшне, тĕс ыттинчен аслине. Çавă, кам турĕ çакă пĕлтне, çакă хвелне, çакă çăлтăрсане, çакă çĕрне порĕ онăн ÿстярнисампеле, пор санăн Атий, хăш йоратать сана ачашла, эпле кăмăллă амуш йоратма полтăрмасть хăва ăра ачине, Хăш санăн сăвапшăн пит хăтланать, эпле Вăл ырлăхлă полас çок пек полать сансăр поçне, хăш тата янтласа хочĕ сана ĕмĕрхи ырă пурнăçне Хун пала. Эпле эсĕ чохлăмастăн хăва аслăшне? Эпле васкамастăн сана янтланă ырă пурнăçа, пĕтеретăн та хăва вăйсане, хăва ăсне, порĕ хăва вăхăтне çавăншăн анчах, штопă топас сана çĕрти топрине, çакă хăшне тосанне та! Ан Ман, — эсĕ Торăпа çоратнăскер! Сана тăтăшах порĕ вăйран та çипăçма полать Торă патне. Торă полать çол санăн ырă пурнăçĕн. Он çинче анчах эсĕ топăн порĕ кирлине санăн ăшне, хăш тăтăшах чĕнет ырă пурнăçа. Шохшне ан тыт, ан попле, Онтан ытлашши нимĕн та ан тув, Мĕн ойăртарать сана порĕ Вăй-хватран, аравасĕр Ăслăран, пор аравасĕр ырă Çоратакантан сана, хăтлан вара шохшне тытма, поплеме тума та çавна анчах, Мĕн çухартать сана санăн Çоратакан патне. »
Çаванашкал тиркесе-пăхмалли Торăн çуратнисане порĕ чĕрĕ вăйлă та ăс парать порĕ муталанманни этемсане: «этем! порĕ вăйран хăтлан тума порĕ Полтаракан, порĕ ырă Çоратакан Торăн ирĕкне. Туни Онăн ирĕкне сана полтăр первой паха йоратни та ĕç. Çут çанталăкра порĕ иртмест ирĕкне Çоратаканăн. Ни пĕлĕт ни çĕр иртмеççĕ Онăн ирĕкне çÿç холăмшне та. Тÿп-тÿрĕ итле Онăн сăмахне, ача итленĕ пек! Шăрчăклă ан пол Торăн пăхăçра нумай итлекен онăн чора хошинче. Порĕ Торăпа çоратни намăсне тăвĕ айăплĕ та, осалне та кăтартĕ сана. çĕр пĕр шушмен те çисе ярĕ сана, эпле вăл ĕнтĕ пре мар çисе ярса — итлеменнисане Çоратакан Торăне. »
Çаванашкал тиркесе-пăхмалли Торăн çоратнисане йолашкинчен пит чĕрĕ вăйла та ăс парать порĕ муталанманнисане этемсане; «этем Торăне йоратакан! От ÿкерни сана Господьран çолпала, нимĕнчен та ан хура. Сана хирç отать порĕ çут-çанталăк? Ан хăра; анчах хăтлан тума Господь Торăн ирĕкне, Онтан вара, астуса сăмахсане Св. Апостолăн; Торă пирĕншăн полсан, кам пирĕн çине, (Римл. 8, 31). пĕтĕмпех лăпланни пол. Сана посма хăтланать шойтан порĕ хăва тамăк-хоранпала? Ан хăра; анчах хăтлан çылăха кĕресран тарма, хăш пор тĕл çĕртин шойтан порнчен оçăмрах ялан кĕртме хăтланать хăва эреш ăшне, пĕтерет та. Хăнче вара сана кирлĕ полать хирç тума санăн осалпала, çĕнме хăтлан порĕ вăйран, нимĕн та хĕрхенмесĕр; хирç тăрнă чохне çитменнине çуттира ăсне, хуватлăра сульшне, çирĕпра вăйне, вара йăпăрт Господь Торăне кĕл кĕле, шанчăклă та пол вара, што Торă порĕ кирлине парĕ сана. Онпала што Торă, Хăш Хăва Ывăлне хĕрхенмен, порĕ пирĕншăн панă Она, эпле Онпала порне та пире памĕ-ши (Рим. 8, 32), калать Св. Апостол. Ан хура! »
II. Тиркесе-пăхмалли Господь Хорлăхсане вилĕмне та.
Тиркеме Господь хорлăхсане вилĕмне та çапла кирлĕ.
Йолашки Господь хорлăхсам поçлани полчĕç Онăн чонăн хойхăпала. Хопарсан Хăва вĕренекенсампала Елеонский ту çине, Вăл каларĕ: хойхăллă Манăн чон вилесси çитетчен (Мф. 26, 38).
Иисус Христос халĕ çап-çутă корчĕ, што Вăл каять поплесе кăлармалли мар хорлăхсане пит осал вилĕмне та. Халь Вăл çап-çутă корчĕ, што Иутейский халăх, ĕлĕк Онпа йоратнăскер, солляса илнăскерь пит нумай ырă кăтартнине корнăскер, халĕ вара Она кĕртекен полчĕ хорлăхлă вилĕма, хăрамалли сут айне кирсе-кайĕ. Халĕ Вăл çап-çутă корчĕ, што Онăн хорлăхсам вилĕм та, пирĕншăн пит ырă паха полин та, нумай миллион этемшĕн, тĕне-кĕменнишăн кăлăх йолĕç. Вул çап-çутă корчĕ, што Онăн хорлăхсам вилĕм та пит нумай этемсане, тĕне-кĕнисане, усне çĕтерсе-янисане осала ерниран, онпала Торра килшменни пурнăçа иртерекенсане, полĕç Ырă сăвапшăн мар, хăшне Вăл пит сонасшăн, анчах вара пит аслă айăпа çитĕç. Чон хойхă Иисус Христосăн халĕ полса пит йывăр хорлăхлă та.
Çаванашкал йывăр хойхăра пертак айкка кайса Хăва вĕренекенсам панчен, çĕре ÿксе Вăл кĕл кĕлерĕ; Атий Манăн! май пор полсан, иртсе-кайтăр Мантан ку чашшă; Эпĕ кĕлесе каланă пек мар анчах, Санăн ирĕкпа вара. (Мф. 26, 39). Çакă Иисус Христосăн кĕл кĕлени полса чонтан ăшран та, што он чохне тар тохни Онăн томларĕ онăн ÿтрен çĕр çине йон томла пек. (Лук. 22, 44). Вăл чарнчĕ кĕл кĕлениран анчах ĕнтĕ çавăн чохне, хăнче çап-çутă корчĕ, што Онăн Атийĕн килшмерĕ çăлса илме Она янтланă Она хорлăхлă чашшăран, што ĕнтĕ Он патне çитрĕ сотса паракан çарăсам пала, штопă илес Она хорлăх кăтартма вĕлерес та.
Пилат ярас тетчĕ Иисус Христосне ирикка онпала, што вăл çап-çутă корчĕ Он çинче айăп çокне. Вăл вара вăйсăр айкка канмалли та пек ăспа, полтăримарĕ çакна тума; пачĕ вара Иисус Христосне çарĕсане çапма çавă шохшпа, штопă Она çапнипеле çамçанччĕр çиленнисам Он çинчен Иутей халăхсам. (Иоан. 49, 1). Çарăсам илчеç Иисус Христосне сут тунă çĕртен толалла, Иутей халăх килшнишăн, похрĕç çапма Она порĕ çарĕсане. (Марк. 15, 16). Çапни çапла полчĕ, эпле вăл полать Римский халăхăн, çавă пор: антарса Иисус Христос томтирне копарчи таранчен, çарăсам çыхса янă Она столпа çомне, çапрĕç та порĕ вăйран пушасампала, хăшсане тăватчĕç чĕнтан çавăншăн, штопă часрах çапнă йотне çорма полтăр. Штопă тата ытларах килшнине тувасшăн Иутей халăхсане, Римский çарăсен сахал пек полнă çапни анчах айăпсăр Иисус Христосне; вулсам, Пилат хошcан путалама Она топрĕç çĕнĕрен хорлăхсане тума: явса кăшкарне йĕплĕ йывăçран, терн ятлиран, тăхăнтарчĕç онăн поç çине, (Мф. 27, 29), поçран та тоя̀пала çапса Она. (Марк. 15, 19). Пит йыраттарать ĕнтĕ çавă та, хăнче анчах нумай мар терн çине алă ора-и тирнсен; соран вара пирĕн Çăлса илекенăн çавăн па тан мар полса. Хăнче терн хочĕç Онăн пось çине, он чохне онăн йĕпĕсам кĕрсе-каятчĕç поçне Çăлса илекенăн порĕ енчен та, тата Он посьран, хăш çине хонă терн кăшкарне, çапреç тоя пала. Соран пит йывырлăх!
Он чохне Иисус Христосне тата кĕçĕн мар соран сисетчĕ çавăнтань, што çакă хорлăха парса ячĕ Она пре Онăн вĕренекенран, тепре Онăн вĕренекенран тончĕ— пĕлместăп тесе Она, порĕ ыттисам вара хуранăран тарса саланчĕç Онтан; што шыракансань çитрĕç Она, çихнипе та çавăтса çÿреттерчĕç пĕр сутран тепре патне; што Иутейсам Хăва Вăл омăнче соя кĕнтеленмине Она айăплама, хойхăллă мыскаланисане та онăн çинчен турĕç; што Он çине тăхăнчĕç хора-хĕрлĕ сăнлă томтирне. патша çине пек, Онăн алине пачĕç тоя, чир-поççи çине Он омра турса кăчкăрарĕç: хĕпĕртех Патша Иутей халăхăн (Матф. 27, 29); што Онтан, пит-çăмартасамран Она хĕртрĕç, Онăн пит-çине сорчеç, Она йоратманшăн мала Ончен картрĕç хорах посакан çолне та картлакан вăрăне, сут туреç карса путалама Она, карса путаларĕç та Она иккĕ хорах посакан çолне та картлакан вăрасам хошинче, Вăл çавăтакан пось та пек вулсен полчĕ, што йолашки çинчен Архиехейсам книке устасам та çиленчеç Он çинчен, çавă таранчен, што нимĕн та полтăрмарĕ çамçатма вăлсане, што вăлсам порĕ Пилат хăтланни çинчен çăлса илме Она, майсăр ухмаха анчах кĕретчĕç, пит çиленетчĕç та, харсăр та кăчкăратчĕç: крест çине путала Она, путала Она! (Иоан. 19, 6).
Çавă хойхăран кайран çаватса исе кайреç Иисус Христосне холаран вĕлерни çĕре Голгофа ятлă. Онăн холă çине çарăсам хорса ячеç крестне, хăшне туреç иккĕ вăрăм йывăр та йывăç татăкран. Çавна йăтнăран, çапнине чăтсан, хорлăхлă мăшкăлне корсан Иутей халăхран, Иисус Христосăн ывăнма полче, ывăнчĕ та. Онăн крестне хошреç сĕклеме хирç килекенне çол çинче катари çынна Симон Киринейский ятлине (Мф. 27, 32). Хăва Иисус Христос вилнă-пек ĕнтĕ отса çитрĕ вĕлернĕ çĕре. Конта çарăсам çолса илчеç Онăн çинчен томтирсане, путаларĕç та крест çомне путапала Онăн алисане орисане та. Вăл çакăнчĕ пăтасам çинче, хăшсам ÿт йывăршран тăтăшах аслататчĕç алăра орара та сорансане йыратнине та. Пăхма та хăрамалла хорлăхсам! Онăн поçне пит йыраттаратчĕç терн-йывăç йĕпьсам, Онăн алара орара та сорансам путасамран, Онăн пилĕкра айăкра та сорансам пушăран, шăмшакра муталанисам! Вăл порте йонлă, хăш йохать тăпра çине.
Çакă хошинче иртрĕ виççĕ сахат. Поплесе кăлармалла мар йывырлăх полчĕç çакă виççĕ сахатсам! Йолашки çинчен Вăл каларĕ: тувăнса, посне пĕхĕрсе, партарчĕ та Сывлăшне. (Иоан. 19, 30. Мф. 27, 50).
Тиркесе пăхнă чохне çакă Господь хорлăхсане никам та пирĕнчен полтармасть полма чон чĕтренмесăр. Онпала што çакă хорлăхсам порне та пире калаççе: «Ас ту!» çапла йоратрĕ Торă этема, што парса Хăва Ывăлне пĕр çоратнине, штопă порĕ иненекен Она ан пĕттăр, осратăр вара ĕмĕрхи пурнăçа!» Полать-и йорату аслăрах çакă йоратуран? Çавă вара йорату полтăримасть-и вăратма пирĕн ăшăмра хире-хирç йоратуне? »
Нимĕн та çапла вăйла ĕçе каймасть пирĕн чонне йорату патне, йорату пек. Йорату вара пирĕн Господĕн нихăш йоратупала танашмасть, вăл калаçми мар, Святой та.
Пăхсан çакă Господь хорлăхшне пирĕн ăшăмран поçĕпе хытса картман вăл полсан, пит Торра рахмат темелле, йоратмалла хуне шанмалла та Она. Онпала што порне те пире Вăл Хăва хорлăхсампала калать: «Эпĕ кортăм хорлăхне Хамшăн мар, саншăн вара, порĕ этемшăн та, çавăншăн штопă эсĕ, эпле порĕ этемсам та, рахмат чохланăран, Мана йоратнăшăн, çылăха ан кир, çылăха киресшăн мар чăттăр порĕ йышши çохалнине ĕшентерекен ĕçсане хойхăсане та, нихăнче та ан кĕртчĕр хăва ăшне çылăхне. эпĕ пĕлетăп, што хора халăх йоратмасть Мана йоратакансане, пĕрле та аслă осалпа пирĕн сăвапа хăтланать исе кайма çĕре Манăн патран пурнăç килшменнипеле, çохалнипеле, ĕшентерекен ĕçсампала хойхăсампала та; эсĕ ан пăх нимĕн çине та; хытă тăр, чăтма хăтлан, шан Мана, тăтăшах та Ман çине пăх! Тăтăшах, хăнче сана посмурлаççĕ хойхăсам санăн та ирĕксăр вăлсане ыйтас полать, ан Ман, што эпĕ пĕр çоратни Торăн Ывул санăн Торă та, ирĕксăр ĕçме полтăм, ĕçрăм та толли пит йÿçĕ чашшăне. Эсĕ хуне коратăн порнчен прахнине, сана никам та хорлăхран чаракан çок? Çакă полса Манпала та: Мана хăварчеç пит йоратнисам вĕренекенсам. Мана хуварчĕ Атий Манăн Торă. Санăн ăшне вăйлă пусмăрлать патне çитни али хуратакан хорлăх? Вăл йывăр мар çавантан, хăшне Елеонский ту çинче чăтсе ăш Манăн. Сана хопăрлаççĕ, санăн ятне сĕртеççĕ, ятлаççĕ, осал ятне та кăлараççĕ сана йоратманисам? Çавă полса Манпала та. Манса кайреç санăн ырă тунисане, саплаççĕ та сана çавăншăн осал туни пала?. Çавăн пек Мана та сапларĕç Иутей халăхсам ырă тунишăн. Сана картмаççĕ, мала та картаççĕ сана йоралли-марсане? Çавă полса Манпала та. Манччен мала картрĕç порĕ пĕлни хорах-посакан вăрăне Варавва ятлăне. Ĕненмеççĕ санăн айăпсăрне, шота кĕртмесĕр тÿрине айăпсăр санăн полма хăтланнине. Ĕненмерĕç Мана та. Санăн пурнма полать тĕттĕм вăрçăллă та этемсам пала? Вăлсам тĕттĕмрех мар вăрçăллăрах та мар çавăнчен, хăшсампала пурнса Эпĕ. — Эсĕ ывнатăн хăва хорлăх йывăрш айĕнче? Эпĕ та увăнса пĕтрĕм Манăн Крест айĕнче. Эсĕ хăтланатăн çитменнипеле начаррита пала? Манăн та аран анчах полса пит кирли йолашкинчен вăл та çок полчĕ—çок полчĕ, йолашки томтирне та тортса илчĕç. Сана кичен, што санăн томтир çапла мар лайăх, эпле ыттисен? Пăх Ман çине, эпĕ витĕнтĕм соранпала, йонпа та, Манăн капăрлă томтир анчах путасам терн йĕплĕ йывăçран кăшкар та. Эсĕ су мар, сана лайăх мар пăхаççĕ? Эсĕ тăтăшах хойхратăн поçне тата вăрăм каçсане çывăрмасăр иртерсе? Эпĕ та нумайăн çывăрман, йолашки вара çĕрне пĕтĕмпех иртертăм, çывăримасăр, тата çавăн чохлĕ чăтрăм çапнине, илтрăм ятланине мăшкаланине та; пит ĕçес килнă чохне пачĕç Мана ĕçме ватне уксусне та. Манăн выртни вырăнпа полса анчах путасам крест та. Пĕр сăмахпа калас, порĕ санăн хорлăх полнă чохне пăх Ман çине. Эпĕ хорлăхне кортăм порне та чăтрăм, час та порĕ Манăн хорлăхсам олшса-кайрĕç ырă пурнăçпала ят асланса кайнипеле та. Пăх Ман çине. Пăхсан Ман çине эсĕ топăн çаванашкал вăйсане хăва хорлăхсане хирç, што хорлăхсане иртерен чăтнипеле мар анчах, йоратупала тата; онпала што тăтăш сан асăмра полĕç Манăн сăмахсам: эсĕр хойхăлла полаттăр, хойхă та вара хĕпĕртемелле полĕ ăшăмран хĕпĕртер эсĕр, çирĕн хĕпĕртÿне никам вара тортса илимĕ çирин тан (Иоан. 16, 20. 22). Шта Эпĕ пор, унта чора та Манăн полĕ. (Иоан. 12, 26).
Первойхи çынсам Христос Чиркÿн эпле тохать Апостолсампала ÿкерни кникерен, Вырăс арне кон та илтетчĕç Торă сăмахне порне та пире кирлĕ полать та вăл пилĕкки хошнă ĕç, хăшне тума кирлĕ Вырăс арне коншăн. Онпала што порне та пире кирлĕ Святой пурнăçне иртерме. Солляса ойăрлчĕ пире Торă, калать Св. Апостол, çутçанталăк çурататчен, полма пире Святой айăпсăр та Он омăнче. (Еф. 1, 4). Никам та полтăрмасть иртерме Святой пурнăçне, илтмесĕр воламасăр та Торă сăмахне; онпала што анчах Торă сăмахра ÿкерни пор йĕркисам святой пурнăçĕн.
Пит нумай этемсам, çут-çанталăкра пурнакансам ăссăр вилнисам та çылăхсане каçартмасăр пит чонтан хăтланиччĕç Святой пурнма тамăк хоран ăшне та кĕрсе-каяс çокчĕ, пурнă чохне илтнă воланă та полсан Торă сăмахне.
Тăнлă чонтан та воланă илтнă та чохне Торă сăмахне, порне та час çитсе килĕ Торран çут, штопă тăнлантарах пĕлес Торă сăмахне, час корĕ Он çинче, тĕкĕрт çинче пек çынне святой пурнăçĕн, ху çинче вара хăва айăпсане, поçне тата хăвăн осал ÿт кĕлянине, хăш порнчен та ытла чăрмантарать пире пурнма айăпсăр Святой та. Воланă илтнă та чохне порште çап-çутă час та топĕç амалне, эпле кăларас хăва чонне хăрамалли хошăран, онпала пĕрле топма Господь Торрăн çирĕп соннине вăйне та Святой пурнма.
Ахрах манма кирлĕ мар, што хăш çынсам воласан Торă сăмахне моталанса пĕтрĕç. Ыттисам пре мар воласа Торă сăмахне, вăл вара сăваплă полмарĕ вăлсане, вăлсам та çаванашкал пĕтрĕç. Эсĕ ху çинчен тĕксе яр. çаванакшал осалне, çавăншăн та эсĕ килĕштерни пол волама илтме та Торă сăмахне кирли шохшланипеле тирке çакна:
- Порнчен мала Господь Торăне поççап, штопă Вăл Хăва çоттипеле çутăлтартăр санăн ăсне, санăн чĕрене та, посçап вара, эпле кирлĕ, çавă пор толли ырă соннипеле, ĕненÿпеле, порĕ чĕрепеле, хуне олшмасăр шохша кĕртсе сан омра она полассине.
- Онтан çавă поçламăш çинчен, хăшне волас тетăн, аль толмача Свят. Слатоустне, али орих Св. Атийне, вола çавă толмача, али чĕн волама орăх çынна, хăва пĕлместăн полсан волама; тăр первойхи çинче, чипер пĕлменни санăн тÿрĕ çинче хăшне воласа пĕтерен.
- Воласа али илтсе пĕтерсессăн воласа пĕтерни тÿрĕне, тăрсан ху ăшне ыйт: иненетни-и эсĕ волани тÿрĕне? Иненетăн полсан, поççап Господь Торăне çакă ырă патăшшăн, çавă вăхăтра кĕл кĕле Она, штопă Вăл чипер осратăр сана çакă ĕненнинче. Сахал вара ĕненетăн полсан, порĕ чонтан кĕл кĕле Господне, штопă Вăл патăр сана иненнине воланă тÿрĕ çинчен, çирĕплетăр та сан ăшăмра ĕненнÿне. Ĕненÿ пор Торăн патăш, калать Св. Апостол; (Ефес. 2, 8) порĕ вара патăш йосавлă анать, эпле калать орăх Апостол, çÿлтен Торă Атийран пирĕн кĕл кĕлени тăрăх Она (Иак. 1, 17).
- Çирĕплесен хува ĕненнÿне волани тÿрĕ çинчен, ас ту: Мĕн пор ăшинче волани тÿрĕ çинче; ахаль тÿрĕ-и али Торă хошнă Торă карт.
- Волани тÿрĕ çинче пор полсан анчах пĕр-пĕр тÿрĕ; хуне ит вара:
«Мĕн онта поплесси пор?»
«Çапла-и эпĕ ĕлĕк Он çинчен шохшларăм?»
«Çакă тÿрĕ парать-и тен мана ăс?»
Килштерлăх калаç: çапла полтăр, што Св. Еванкĕлран воласа çакă сăмахсане: çапла Торра поççапăр: Атий пирĕн, Эсĕ пурнатăн пĕлĕт çинче.
Ыйт хуне «Мĕн унта пор?»
Онта пор, што Торă пор Атий. –
Халь шохшла, килĕштерлăх калас çапла: «Торă пор полсан Атий, ăш Онăн полма кирлĕ Атийĕн пек, çамçа, толли йоратупала, толли Атийĕн шохшланипеле. »
«Онта тата пор што Вăл пор Атий манăн мар, санăн мар, онăн мар, пирĕн вара; Эппин Вăл пор Атий порĕ этемăн, кам, шта, штан Мĕнашкал полин та. »
«Çапла-и ĕлĕк эпĕ шохшларăм! Çок пек. Онпала, што эпĕ илтрăм полин та, што Торă пор Атий, хам та кĕл кĕленĕ чохне Атий терăм Она; ăссăр пек вара терăм, çавă пор: Торăне терăм Атий, хăва чохламасăр попленине.»
«Çакă сăмахсам параççе-и мана ăс?»
Параççĕ, пит ырăне.
Мĕнашкал?
Ак Мĕнашкал!» Торă пор полсан Атий порĕ этемăн, тÿрĕ калас вара, што порĕ арçын, кирĕк-кам полтăр, пор манăн пичĕш шăллăм та, порĕ арăм та али хĕр манăн акай йăмăк та; эппин, эпĕ пит осал турăм, што хăш çынсампала пурнтăм йотсампала пек, вăлсам çине пăхман та сăмахне та хошман, картрăм вăлсане çавăн пек çынсане, хăшне йоратма полмасть. Эпĕ пит осал турăм манăн йосанма кирлĕ; çавăнсăр хăймалла мар мана Торра поççапма; Онпала картмалла мар хуне ывăл вырăнне Атий Торăн. Мĕн полĕ-ши Ман пала, йосанмасассăн?! »—
- Волани тÿр çинче пор полсан ахаль Торă хошнă, Торă карт, он чохне ыйт хуне
«Мĕн унта мана каласа? —»
«Мĕнма мана çапла тума кирлĕ? —»
«Хунча мана çапла тума кирлĕ? »
«Мĕн полĕ Манпала, çапла эпĕ тумасасăн? —»
Килштерлăх калас воланине ан топалăр, топалани поласран (Мф. 7, 1).
Ыйт хуне: «Мĕн унта пор? —»
Унта чарать сăмахпа топалама. —
«Кама? »
Порĕ этемне.
«Çавă çок? »
Епле çок? Унта чарнма хошать топаланасран, никама та Онтан кăлармасăрах; эппин унта хошнă чару топаланасран этема. —
«Хăш çын пурнать тăвать та лайăх мар? Тăвать астармаллине? »
Ан топала! никама та топалама килшмест. —
«Астарни вара ăсне пăсать?»
Чăн пусать, ан топала, топ килшни вăхăтне, пама астараканне. Ăс пама чару çок. Сана итлемест полсан, кала çавă çынна, хăшăн ирĕк пор ăс пама она. Кала онăн аслине: аслин ирĕк пор ăс памалли мар анчах, сут та тума. Ăс паччĕр сут та туччăр асли, эсĕ вара лăплан, полма хăтлан, штопă полас мар астаракан пек.
«Мĕнма вара топаланас вар манăн та? »
Унта каласа: топалани поласран.
«Мĕншĕн.»
Çакна каламан, чăн вара пор мĕншĕн.
«Мĕншĕн? »
Килштерлăх калас, ак мĕншĕн: кам йоратать çын хыçран пăхма, çавă манса каять пек хăва-хуне, манакан вара хуне кормасть хăва айăпсане. Кормасан вара хăва айăпсане, вăл хуне картать ыттинчен мала. Кам çавă хошшине кĕрсе-кайни çавă топаланать порне та, никама та хĕрхенмесĕр, çавă топаланать тăтăшах хăва аслисане та, хăшсен ирĕк пор сут тума, тата топаланать сут порне та туваканне Торăне.
«Епле çакă? »
Çапла! Онпала, што хошă, хăшĕнче полать топаланакан, пор каппаясси; каппаясси вара пор амуш çылăхсен. Пось çылăхăн каппаясси, тытакан она кăларĕ осалне, калать аравасăр Ăслă Сирах (Сир. 10, 15).
«Çапла полсан, эпĕ пит йывăр çылăхне турăм, топаланнипеле. Манăн кирлĕ йосанма, чуть та кирлĕ мар топаланма, çавăншăн Господь сут тăвĕ Ман çинчен, мана та Ман пеккисане та калĕ; йĕксĕксам! кайăр Мантан ĕмĕрхи вот шне. (Мф. 25, 41).
- Штопă сана шанчăклă полас тÿрĕ çинчен шохшланăра, вола толмачне Торă сăмахсен, хăшне эсĕ шохшларăн, Святой Чиркÿ Атийне. Онтан вара çапла ĕнтĕ шохшне тăт çавă сăмах çинчен, эпле калать Св. Атий.
- Онтан вара пĕлни çылăхсане каçартар. çирĕп та ăшăмра тыт шохшне хуне йосанма. Çакă çирĕп шохшне ăсра мар анчах тыт, хăтлан вара тума Она; тумасан она, çĕнерен асăн она, хăтлан та тума она.
- Полтăримастăн полсан ăшне кĕртме волани тÿрĕна, хăш сана малтан тĕл полĕ; лăпланса малалла вола, тыт орих тÿрĕне шохшламашкăн, али орăх осси кĕртекен кникене.
Астумалли. Хăнче поçлатăн волама ăс кĕртекен кникене, он чохне вола йĕркепе поçланăран пĕтетчĕн, нихăнче та ан вола çапла, эпле хăшсам туваççĕ, вырăнипе анчах воласа. Онпала, што ăслă ÿкерекенсам тăтăшах пит ырă тÿрĕсане ÿкереççĕ книке ÿкерме поçланă чохне, хушсăр вăта çĕрти йолашки книке çинчи та пĕлмелле мар.
- Хăнче шохшлама поçлатăн; ан пăршăнхан, пит шанчăксăр та ан пол, што шохшлама полтармастăн, онпала што хуне час вĕрентмелле шохшлама; хăнче вара вĕренĕн, он чохне вăл сана полать çăмăл йоратни та.
- Порĕ шохш тытнине кирĕк хăнче та пĕтер Торра поççапнипеле, онпала што Св. Апостол порне та картать: порĕшăн та поççапас полать. (Солун. 5, 17). Эпле вара поççапмасăр полас пани сăваплă Торăн çутшăн? —
Коленех пире кирлĕ астума ху-хуне хамăр сăвап тăрăх, поçне тата кирлĕ Вырăс арне конне. Çакă олти хошнă ĕç, хăшне хошать пирĕн çине Вырăс арне кон. Вырăс арне кон порĕ ытти кончен полма кирлет конпе астумаллашăн, пирĕн Сывлăш хошшине сăвап тăрăх, илмеллишăн та çĕнĕ çирĕп та шохшне пĕтерме порĕ килшменнине Господь Торăне пирĕн сăвапне та.
Попленнинчен йолашки сăмах.
Чонтан хăтланса çирĕплеме хуне Святой айăпсăр та пурнăçра, тăтăшах кирлĕ астума, што Святой айăпсăр та пурнăç полтăр ырипе пирĕн чонтан йоратун Господь Торă патне. Онпала Св. Апостол каларĕ: што Торă Атий солляса ойăрлчĕ пире çут-çанталăк çорататчен полма пире Святой айăпсăр та Он омăнче йоратура. (Еф. 1, 4). Эппин малтан порнчен та ытларах кирлĕ тоянма йоратуне Господь Торă патне. Порĕ килшни Святой айăпсăр та пурнăçĕн полать картмалла çирĕп та анчах пирĕн йоратнă чохне Господь Торă патне. Йоратусăр Господь Торă патне порĕ полать çитми, начар, тата нимĕн тĕшне туракан мар. Онпала йорату Господь Торă патне пор пит аслă карт. Кам чонтан йоратать Господь Торăне, çавă тоянни чăн Святой, чăн айăпсăр пурнăçне: онпала йорату пор çыххи чăн ырă пурнасси.
Астумалли. Кивĕ канаш ра, шматконсăр поçне хошнă тата прастник тума орăх Святой консане, ак çакăсане: Мунконне, Шулчă конне, тасатмалли конне орăх та. Порĕ çакă консанне иртерме хошнă, шматконхи пек. Çавăн пек çĕнĕ канашра та хошнă прастник тума пĕр Вырăс арне конне мар, орих та пĕлни консане, Торра мухтаннăшăн, Торă Амушне карнтăшăн орăх та Святойшăн. Порĕ çакă прастниксане картнă перешкалах Торра мухтаннишăн, пирĕн чонне сăвапшăн та. Онпала, йолташăм, иртер порĕ çакă консане çаванашкалах Святой сăваплă та хушин, эпле Вырăс арне конне. Чон хаксăр пирĕн, осра она. Çынсам çине, хăшсам пирĕн вăхăтра тăтăшах иртереççĕ Господь прастниксане Святой мар, ан пăх. Господь вĕлермест полсан вăлсане, Вăл вара вĕлермест конти пурнăçра орăх йывăр çылăхшăн та. Усал тумасть полсан вăлсане, Господь кăтартать, çавă мар, што мухтать айăпли вулсен хăтланнине, кутартать вара Хăва нумай чăтнине, килштермесăр, никам та пĕтсе ан кайтăр, порште вара ÿкĕнмеллине çиттăр, (2 Петр. 3, 9); алитен Вăл ĕнтĕ прахрĕ вăлсане перле шойтансампала, тиркеменнисампала хăва аслине, хăварнисампала хăва пурнăçне, осрать сута ĕмĕрхи вот ăшне та. (Соб. Послан. Ан. Иуды стих. 6). Ан ер осал тăвакансампала, онпала што осал тăвакансам пĕтсе кайĕç. (Псал. 36. 1, 9, ).
Вĕç.
This work is in the public domain in Russia according to article 1256 of the Civil Code of the Russian Federation.
It was published on territory of the Russian Empire (Russian Republic) except for territories of the Grand Duchy of Finland and Congress Poland before 7 November 1917 and wasn't re-published for 30 days following initial publications on the territory of Soviet Russia or any other states. The Russian Federation (early RSFSR, Soviet Russia) is the historical heir but not legal successor of the Russian Empire.[1][2]
This work is in the public domain in the United States because it was published (or registered with the U.S. Copyright Office) before January 1, 1923. |