Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани
Константин патша пырать
Хура тинĕс хĕррипе.
Клин-клин уткаласа
Хура çĕлен йĕррипе.
Хула тума вырăн пăхать
Икĕ хура куçĕпе.
Пысăк шухăшсем шухăшлать
Миро сĕрнĕ пуçĕпе.
Тинĕс çинче çил вĕрет,
Тинĕсре хум çĕкленет,
Хура тинĕс чапĕпе
Патша шухăш çирĕпленет.
Тинĕс хумĕсем пыра-пыра
Çырансене çапаççĕ,
Патшан вăйлă шухăшпала
Юн тымарсем тапаççĕ.
Патша вырăн юратса каять
Хура тинĕс хĕррине
Чаплă хула тумашкăн,
Ятне ĕмĕр хумашкăн.
Хăйĕнпеле пер канашлă
Çыннисене те патша
Хăй шухăшне пĕлтерет
Кăмăльсене килтерет.
Пур ватсемпе тÿрисемпе
Канашласа пĕтерсен,
Сывлăхпа пулăшу ы(й)тать
Патша çÿлти турăран.
Патша вара çын пуçарать
Хула вырăн тасатма,
Пупсем тухаççĕ туратсемпе
Кĕлĕ туса ăсатма.
Çар халăх пек çын пырать
Хура тинĕс хĕррине,
Хула вырăн тикĕслеме
Кăмăл парса ĕçлеме.
Патша çын(ĕ) сем ĕçлеççĕ.
Хула вырăн тикĕслеççĕ
Ывăнмасăр, канмасăр.
Ĕçĕсене манмасăр.
Хура тинĕс хĕрринче
Хура пĕлĕтсем тухаççĕ,
Çăмăр пулса çăваççĕ,
Çырма пулса юхаççĕ.
Тырра-пулла ÿстерме
Çăмăрĕ те кирлĕ çав;
Патшасенĕн сăмахĕсем
Çта пырсан та кирлĕ çав.
Тинĕссем те кирлĕ çавă
Çĕр çийĕнче нÿр тытма,
Кимсене те тÿр килет çав
Тинĕс çийĕнче пулма.
Хура тинĕс таврашĕнче
Пур савăнăç пурте пур:
Пĕлĕт пекех вĕçсе çÿрет
Кайăк-квакал, кайăк-хур.
Чечекĕсем тĕмĕсем
Куçа шартса яраççĕ;
Тĕтрисемпе сывлăмĕсем
Час-часах нÿр параççĕ;
Тинĕс пекех хумханаççĕ
Урписемпе хуллисем,
Пăтă пекех йĕреççĕ
Х(ĕ)вел ăшшинче пуллисем;
Шултăрисем вĕттисене
Хыпа-хыпа çăтаççĕ,
Хумĕсем те хыт çапаççĕ
Çырансем епле йăтаççĕ.
Çĕрĕн-кунĕн ăйхă памасть
Хура тинĕс патшана.
Епле пĕлсе пĕтермелле
Ку тĕнчери хватсана?
Турра кĕлтуса выртать
Ыр тĕлĕксем курасшăн.
Пĕр пит чаплă хула туса
Ятне емĕр хăварасшăн.
Тинĕс хум пек шухăш çÿрет
Кçтентин патша пуçĕнче
Пуç çĕклейми шухăш парать
Патшана та ку тĕнче.
Хăйĕн çывăх çыннисемпе
Лара-лара канашлать.
Шухăшĕсем нумай пирки
Часран-часах анаслать.
Ир те пулать, каç та пулать,
Патша çын(ĕ)сем ĕçлеççĕ,
Юрла-юрла, шавла-шавла
Хула вырăн(ĕ) тикĕслеççĕ.
Саланаççĕ килсене
Тикĕслесе пĕтерсен.
Хула туса лартмалăх
Вырăн туса çитерсен.
Шалăнкăссм ташлаççĕ,
Вăрманĕсем кашлаççĕ,
Хура тинĕс хĕррисем
Патша куçне ачашлаççĕ.
Патшапала канаш тума
Пухăнаççĕ çенатсем,
Пагша тавра лараççĕ
Хăйĕн савнă çунатсем.
Çунат çупса, савăнса
Кайăкĕсем юрлаççĕ,
Илемлĕ сассисемпеле
Çут тĕнчене ырăлаççĕ.
Патшасемпе çенатсем
Пĕрле канаш тăваççĕ,
Вăйĕсене пĕлесшĕн
Халăхсене сăваççĕ
Акă патша хыпар ярать
Таçти-таçти çĕрсене,
Хура тинĕс хĕррипе
Хула тума килмешкĕн.
Шаннă çынсене ярать
Ăста çынсем шырама.
Часрах пухăнма хушать
Чаплă çуртсем пурама.
Мĕнпур хатĕр çитсессĕн,
Пур ăстасем пухăнсан,
Каять патша каяллах
Хура тинĕс хĕррине.
Çар халăх пек халăхпа
Хула туса лартмашкăн.
Малтан хула вырăнне
Пысăк хĕрес тăратмашкăн.
Хула вырăнĕ патне
Çывăхара пуçласан,
Сехĕрленсе ÿкеççĕ
Пĕтĕм патша халăхĕ.
Вĕсем тасатса кайсан
Ту пысăкăш хура çĕлен
Хура тинĕсрен тухса
Выртнă хула вырăнне.
Çĕлен тинĕсрен тухнине
Куракансем пулнă тет,
Тăвăл вăхăтĕнчи пек
Петĕм тинĕс шавласа,
Пакăлтатса пăлханса
Пăхма х(ă)рушă пулнă тет.
Акă çавă вăхăтра
Икĕ пуçлă пĕр кайăк,
Кĕмĕл пекех çутăскер.
Çÿлте, çĕлен тĕлĕнче,
Çĕлен çинелле пăхса,
Вĕççе çÿрет çиçĕм пек.
Çĕлен чĕтресе выртать
Çан кайăкран хăраса.
Кайăк çаврăнса çÿрет
Меллĕ вăхăт шыраса.
Вĕççе анса çаклатать
Чĕрнисемпе çĕлене,
Этем чунне х(ă)ратакан
Усал тискер курăнать
Кайăк чĕрни ыраттарнипе
Çĕлен ахăрать, шăхăрать.
Кайăкпăла çапăçма
Чĕпписене йăхăрать.
Амăш патне пымашкăн
Чĕпписем те хăраççĕ.
Тинĕс тĕпĕнче, йăвара.
Хускалмасăр тăраççĕ.
Кайăк чĕрнисемпеле
Çĕлене çĕклет çÿлелле,
Часах илсе ăлăхать
Çÿле, пĕлĕт çинелле.
Çĕлен хăпарас маршăн
Авкаланать, чашкăрать.
Пĕтĕм çĕре чĕтретет,
Çавтер хытă кăшкăрать,
Тем пек авкалансан та
Кайăк ямасть çĕлене.
Куçпа пăхса курăнми
Çÿле илсе ăлăхать.
Пăрахать кайăк çĕлене
Вĕлересшĕн çĕр çине.
Патша çынсем тасатнă
Хула вырăнĕ çине.
Укет çĕлен çĕр çине
Авкаланса, ахăрса,
Усалсенĕн пуçлăхне
Асамăç пек шăхăрса,
Çĕре чĕтретсе ярать
Ытла, хытă ÿкнипе.
Ун тирĕнчен юн юхать
Кайăк чĕрни чикнипе,
Икĕ çĕлен имтренет,
Антарать, авăнать,
Кайăк çĕлен тĕлĕнче
Ялтăртатса курăнать.
Пуçне çĕклет çÿлелле,
Пăхать кайăк çинелле,
Анчах хвачĕ çитес çук
Кайăка тытса çиме.
Кайăк çĕлен тĕлĕнче
Вĕçсе çÿрет çиçĕм пек,
Хурчăка пек явăнса,
Веççе çÿрет-çÿрет те,
Çĕлен çине анать те,
Иккĕмĕш хут çаклатать
Чĕрнисемпе çĕлене.
Хватлă чĕрнисемпеле
Татах илсе япăхать,
Питĕ çÿле çĕлене
Витĕр куçпа курăнми.
Чĕрнисене вĕçертсе
Каллех прахать çĕр çине,
Çĕлен нăйлатса ÿкет,
Вилме патнеллех çитет:
Кайăк пĕрмай явăнса
Çÿрет çĕлен тĕлĕнче,
Çĕлене вĕлересшĕн,
Пĕтĕмпех пĕтересшĕн,
Анать аçа-çиçĕм пек
Çĕлен çине вашлатса,
Сехĕрленсе, хăраса
Çĕлен выртать патлатса;
Чĕрнисемпе çĕлене
Виççĕмĕш хут çаклатать,
Çĕлене çĕклет çÿлелле,
Юнĕ çĕре патлатать.
Çĕлен ахăрать, çухăрать
Çÿле хăпарас маршăн,
Анчах çĕлен вилмесĕр
Кайăкĕ каяс маршăн.
Татах илсе ăлăхать
Витĕр куçпа курăнми.
Каллах прахать çĕр çине
Ĕлĕк ÿкнĕ йĕр çине;
Вилет çĕлен пĕтĕмпех
Ниçталла та шăнăçмасть;
Тем пек пысăк пулсан та
Кайăка ним тăваймасть.
Çут тĕнчере нихçан та
Кун пек хрушă ĕç курман
Патшасем те, çынсем те,
Мĕнпур чĕрĕ чунсем те.
Ăна куçпа курса мар,
Çынсем калаçнипе те
Сехĕрленет çын чунĕ,
Сăрăлтатагь çан-çурăм.
Ку мĕне пĕлтерет? Тесе
Патша питĕ хуйхăрать,
Пĕтĕм патшалăх такĕнчен
Ăслă çынсем йăхăрать.
Ăслă çынсем пухăнаççĕ
Часах патша чĕннине,
Кала-кала параççĕ
Хăйсен патшине чăннипе.
Халь çырăпăр малалла,
Шухăшласа пăхсассăн,
Тĕлĕнтерсе ямалла.
Хура тинĕсрен тухса
Хула вырăнне выртнă
Ту пысăкăш хура çĕлен
Акă мене пĕлтерет:
Хула туса пĕтерсен,
Пайтах вăхăт иртсессĕн,
Хула чапĕ сарăлĕ
Çĕрĕн вĕçĕ-хррине
Хура вăрман пек çарпа
Килĕç хулана т(ĕ)рĕксем (…)
Нумай вăхăт хулара
Тĕрĕксем ыр курса пурăнĕç.
Çутă кайăк – Христос,
Ун çыннисем нумайччен
Явăнса çÿрĕç кайăк пек.
Калле туртса илесшĕн
Тĕрĕксенчен хулана.
Именсе-туса тăрас мар,
Вăл ĕç часах пулас çук,
Эпĕр ăна курас çук.
Кашкăрсенчен хăрасан,
Каяс пулмасть вăрмана,
Çĕлене ваклас, турттарас
Тарăн вара çырмана.
Тăпра витĕç çиялтан
Шăрши-марши ан тухтăр,
Часрах çĕрсе çĕр пултăр,
Ун вырăнне çын тултăр.
Христос турă çын(ĕ)сенчен
Тĕрĕксем пит хăраççĕ,
Çĕлен пекех чĕтресе
Сехĕрленсе тăраççĕ.
Тем чул усă кÿреççĕ
Ку ватăсенĕн сăмахсем:
Вĕсем юратса калаçнă
Тĕрлĕ-тĕрлĕ юмахсем.
1915
This work is in the public domain in Russia according to article 6 of Law No. 231-FZ of the Russian Federation of December 18, 2006; the Implementation Act for Book IV of the Civil Code of the Russian Federation:
This work is in the public domain in the United States because it was published before January 1, 1929 (more than 95 years ago). The author died in 1945, so this work is also in the public domain in other countries and areas where the copyright term is the author's life plus 78 years or less (if applicable), or the copyright term is 108 years or less since publication (if applicable). |