Кĕтÿ пухăвĕ
Пуху пуçтарăннă. Халăхсем пĕр-пĕринре сăмахлакаласа тăраççĕ. Старости, сĕтел хушшинче лараканскер, ури çине тăчĕ те: «Ан шавлăр-ха, чарăнăр. Кĕтÿçĕсем паян тытар-и? – тет. «Тытас, тытас», – теççĕ сĕтел умĕнче тăракансем. «Тепĕр пухура тытар-и, мĕн-и?» – тет старости.
— Килнĕ-килнех, ĕçе туса пĕтермесĕр хăварас мар, пăрахас мар!
— Ну, кам кĕтÿçе кĕрет. Пĕлтĕрхисем кĕретĕр-и? – теççĕ.
— Юрать, калаçса пăхас ак, мĕн калĕç, —теççĕ пĕлтĕрхи кĕтÿçĕсем.
— Хакĕ менле пулĕ, — тесе ыйтать старости. Ку кĕтÿçĕсем пилĕк уйăх хушшинче нĕр çулталăк тарçăра тăрас укçана илеççĕ. Анчах çул ÿстерме хунă йăлипе вĕсем кашни выльăх пуçне вунă пус хушса ыйтаççĕ.
— Кашни çул хакне хăпартаççĕ. Хăçан вăл пирĕн ÿстерес йăла пĕтĕ?– теççĕ халăхсем.
Хыçаларах тăраканнисем темĕн мăкăртатса тăраççĕ. Ял куштанĕсем сĕтел патĕнчех тăнласа лараççĕ. Кăшт шавлакаласан, вĕсенчен пĕри калать:
— Юрать, эпир хакне ÿстерĕпĕр. Эсир эрех нумай ĕçтерĕр-и? – тет.
Пуху пĕтĕмпе тăпах чарăнчĕ.
— Кашни куçшăн вунă пус ÿстерсен, эпир пĕлтĕрхинчен икĕ витре ытла парăпăр, —теççĕ кĕтÿçисем.
— Çук, эсир виçĕ витре эрех лартăр. Эпир пилĕкшер пус ÿстерĕпĕр, — тет пĕри ушкăнран.
Алăк патнерех тăраканнисем тата хытăрах шавла пуçларĕç. Алăк патĕнче пĕр çамрăк çын кăшкăрать.
— Ватăсем, итлĕр-ха. Пирĕн ку йăлана пăрахас пулать. Мĕнле вăл халăх укçине кашни пухура ĕçме. Вăл укçа хамăртанах тухать-çке. Пирĕн акă мĕн тăвас пулать: кĕтÿçĕсем эрех пĕртте ан паччăр. Хакĕ пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех пултăр. Хакне пĕртак катас пулать! — тет çамрăк çын.
Ку сăмахсене илтсен, пуху пăлхана пуçларĕ.
— Ай-ай ăслисем тупăннă. Шăршлăсем. Мĕнле вăл кĕтÿçĕрен те эрех ĕçес мар, —теççĕ куштансем.
— Çапла, ку тĕрĕс. Хура халăх эрех ĕçмесен. Россия та пĕте ларĕ. Хупахсем хупăнса ларĕç-и вара? – теççĕ халăх хушшинче.
— Сире хаклăн туйăнать пулсан, выльăхăрсене кĕтĕве ан ярăр, – теççĕ хăшĕ-хăшĕ.
— Мĕн итлемелли пур çав ухмахсене, — теççĕ куштансем. — Тиек, приговор çыр: кашни пуçшăн пилĕкшер пус ÿстеретпĕр. Кĕтÿçсем, чуптарăр-ха эрех илме…
Çĕр каçиччен куштансем черкке тĕпĕсем çуласа ларнă. Нумай-и, сахал-и, анчах çĕр каç 40 тенкĕлĕх эрех ĕçрĕç.
Тепĕр кун кĕтÿçĕсем урам тăрăх салху иртсе пыраççĕ. Пуçĕсем ыратаççĕ пулмалла. Пуç ыратни кăна та мар. Вĕсене укçа пĕлтĕрхинчен сахал килет-мĕн. Вĕсем 20 тенкĕлĕх эрех панă, укçи ытлашш 15 тенкĕ кăна килет-мĕн. Çитĕннине халăх та усал куçпа пăхать иккен. Вĕсем кăçал кĕтÿçе хаклă панă тесе калаçкалаççĕ.
1906
![]() |
This work was published before January 1, 1930, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago. |