Jump to content

Анкарти

From Wikisource
Анкарти (1910)
by Çитăр Ехримĕ
337716Анкарти1910Çитăр Ехримĕ

Унта тăватă хурăн,
Пырсан ху та курăн:
Ÿсеççĕ шуррăн.
Икĕ тĕп йăмра,
Пулсан пулĕччĕ тумра.
Ырă çын пултăрччĕ çумра.
Йăмра лартăрччĕ кашласа,
Тумра тăтăрччĕ каласа,
Ырă çын тăтăрччĕ ташласа.
Икĕ тĕп çĕмĕрт,
Татсан пулать пĕр çĕлĕк.
Анкарти тулли кантăр,
Калчамапа тан-тăр.
Ентĕ кунтан малашне
Арăмăн чунĕ кантăр,
Курман çын каланине шантăр.
Çул[л]а татрĕç пуçиле,
Хĕлле курчĕç уссине.
Турă хушнипе
Çавăнтах кÿлĕ,
Анчах çук пулă,
Шапăлтатаççĕ шаписем,
Ахăлтатаççĕ ачисем.
Пĕр аяккине акнăччĕ улма,
Юрарĕ сысна хырăмне тулма.
Ăçта пирĕн валли юлма?
Шухăшламанччĕ апла пулма,
Çыннисем тытăнчĕç пиртенех кулма.
Хам та кайрăм курма.
Алла илтĕм туя,
Çынна ку суя.
Илемлĕ йывăçлăх,
Килеççĕ кайăксем,
Юрлаççĕ хитре сасăпа.
Савăнатпăр касăпа.

1910 ç. тĕлĕ


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.