Jump to content

Çула тухнă çын шăнса вилес умĕн юрланă юрă

From Wikisource
Çула тухнă çын шăнса вилес умĕн юрланă юрă (1917)
by Çитăр Ехримĕ
337713Çула тухнă çын шăнса вилес умĕн юрланă юрă1917Çитăр Ехримĕ

Казански каç пулчĕ,
Питĕ вăйлă çил пулчĕ.
Çÿлтен çăвать, çĕртен шăлать,
Çуна çине юр тулать.
Антăм утрăм çулпала,
Антăм кайрăм лапалла,
Пырса лекрĕм капана,
Хурса хвартăм ачана.
Утап-утап – ÿсĕнмест,
Утмасассăн – чун тÿсмест.
Çакă çутă тĕнчерен
Никамăн та чун писмест.

1913-1917


This work was published before January 1, 1929, and is in the public domain worldwide because the author died at least 100 years ago.